Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрХĕрлĕ тюльпанĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томАндрей ПеттокиКăвак çĕмренШевле çутиҪул юлташӗ

Улах юрри


Эпир ĕлĕк йĕкĕт чух

Улах тăрăх çӳреттĕмĕр

Çĕрлен çĕрех каяттăмăр.

Çĕрлен çĕрех савкаласа,

Сиккелесе ташласа

Ай пыраттăмăр.

Улах тĕлне çитсессĕн,

Алăк патне чарăнсан,

Чăсаттăмăр купăса.

Купăс каласа,

Сиккелесе кулкаласа

Ташлаттăмăр мунчара.

Ташлаттăмăр тăраниччен

Сикеттĕмĕр йăлăхиччен

Çурçĕр çитсен,

Автан авăтсан

Каяттăмăр килелле.

Çапла вара çĕр çиртни,

Туйăнмастчĕ тарлани,

Тарласан та сивнеттĕмĕр.

Халĕ ĕнтĕ ватăлсан,

Çамрăк кунсем иртсессĕн,

Эххĕм-аххăм çăварта.

Платун


Нумай та пулмасть вăл,

Вуник çула яхăн иртнĕ пуль,

Пурăннă пулнă пирĕн ялта

Нумай çынсем пулнă та

Тата тепĕр çын Платун ятлăскер.

Вăл пулнă ухмахрахскер.

Тĕнчере тĕклĕ сăмах пур тесе

Ахаль каламан пуль çав ват çынсем те.

Эпир халь сахал пурăннă,

Хăш-хăш çынсем нумайтарах пурăннă.

Эпир сахал пурăннă пулсан та

Хамăр пурăннă таран та

Ĕмĕр тăрăшĕ вăрăмран

Хамăр пуçсăр çӳренĕрен

Хыпарне те нумайтарах илтеттĕмер.

Пĕрре юлташла эпир

Ирхине ирех

Урам тăваткăльне тупрăмар тӳрех!

Унта куртăмăр халапçăсене,

Пакăлтатса лараканскерсене.

Хайхи эпир юлташăмăрпа

Хăлхасене тăнках тăратрăмăр та

Иксĕмĕр те ыткăнса лартăмăр.

Пĕр кĕтесе таянтăмăр,

Хайхи пирĕн ыр çынсем

Унти-кунти халапсем

Çинчен калаçма тытăнчĕç.

Иван пиччепе Энтюк пичче пуçласа ячĕç.

Иван пичче калать,

Ĕнтюк пичче те пуçлать:

— Ах! çав Платунтан тĕлĕнмелле:

Хăй ватăлса,

Ăсĕ Катăлса

Пырать пирĕн Платун пиччен

Малалла

Роман пичче çăлĕ


Çуллахи вăхăта эп çав тери кăмăллатăп. Пин-пин чечекĕн каçăхса каймалла ырă шăрши, пыл хурчĕсен лăпкă сĕрлевĕ, утă шăрши, чуна кантаракан çăл шывĕ — акă вăл çуллахи ырлăх.

Каçхине. Тавралăх тарăн ыйха путнă. Пĕр çăл шывĕ çеç чарăнми юхать. Унăн тĕкĕр евĕр çуталса тăракан шывĕнче уйăх шыва кĕрет тейĕн. Пĕрре вăл шыв тĕпĕнче курăнать, тепре ун çийĕнче чӳхенет. Çапла çĕр иртни те сисĕнмест. Ире яхăн Роман пичче çăлĕ çынсене кĕтме пуçлать.

Роман пичче çăлĕ пирĕн урам вĕçĕнче шăнкăртатса юхать. Пăрăх тăрăх юхса килекен шывăн сасси çепĕç юрра аса илтерет. Вăл кăмăла çĕклет, çăвăнпах пулĕ çăл çумĕнчен çын татăлмасть. Унăн шывĕ кăштах тăварлă та тутлă. Иртен пуçласа каçчен çăл ĕçре тейĕн. Кам витрепе, кам савăтпа кунтан шыв тултарса каять. Кĕтĕве кайма тухнă выльăхсем те çак шывах кăмăллаççĕ. Ирхине е каçхине кăшăл тавра тăрса тухаççĕ те килениччен шыв ĕçеççĕ. Çапла пĕр самантрах кăшăл ăшĕнчи шыв самаях чакать, анчах тепре пăхнă çĕре вăл тулса та ларать. Хăйĕн патĕнче çын ан кайтăр тет пулинех.

Мана пуринчен ытларах кăшăл тĕпне çырса хунă сăмахсем кăсăклантарчĕç. Пĕррехинче Тоня аппа кăшăл тĕпне тасатнине куртăм. Çырма хĕррине чупса çитрĕм те ăна пулăшма шутларăм. Шыва юхтарса кăларсан акă мĕн вуларăм: «Сывлăха пултăр. 1987 çул.» Тĕлĕнмелле, кам çырса хунă–ха çак сăмахсене? Шăкăлтатса ĕçленĕ вăхăтра Тоня аппаран Роман пичче çăлĕ пирки ыйтмасăр чăтаймарăм. Акă мĕн илтсе савăнтăм.

Малалла

Тырă вырнă хыççăн


Тырă вырса пĕтет,

Хĕл те çывхарса пырать.

Çил шавлама тытăнать,

Сивĕ те персе çитет.

Уйра нимĕн те çук,

Пĕр тыр пĕрчи тесен вăл та çук.

Анчах выртать уйра,

Ялтан кайра,

Ани-анисемпе кантăрсем

Симен кун çитрĕ,

Пукрав та аякка юлмарĕ.

Вырсарникун çитрĕ,

Тунтикун ырана юлчĕ.

Тепĕр кунне тухрĕç кĕпĕрленсе

Ача ураписем туртса

Ялти хĕрарăмсем,

Хыçĕнчен чупаççĕ ачисем.

Пĕр виç кун хушшинче

Пĕтерчĕç хĕрарăмсем пуссипе.

Çапла ĕнтĕ пукрав çитет

Выç уйпа.

Эс ĕмĕрне те манăн та...


Эс ĕмĕрне те манăн та,

никамăн та пулаймăн.

Мĕскер илемлĕх?!

Илемлĕх вăл сӳнет,

Илемлĕх вăл

Ывăçри тăр шыв пек

юхса пĕтет.

Хăвна хăв çеç савсан,

Эс ĕмĕрне те манăн та,

никамăн та пулаймăн.

Çак чĕмсĕр шăплăхра...


Çак чĕмсĕр шăплăхра

Ман хамăн та хăш чух

ĕмĕтленсе савнас килет.

Мĕн илтнине

илтмĕш пулса,

Мĕн курнине

курмăш пулса,

Мĕн туйнине

туймăш иулса,

ĕмĕтленсе савнас килет.

Эс манăн мар.

Пĕлсе тăрса,

Паянлăха самант туса,

Эс каясса пĕлсе тăрса,

Ултавлăхна сиссе, курсах

Ĕмĕтленсе савнас кялет.

 

Такамăн та хăш чух

ĕмĕтленсе савнас килет.

Ĕне вăрмана тарса çухалчĕ


«Чăваш ваттисем Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнче чăваш ăрăвне пуçласа янă çичĕ тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă, теççĕ. Вăсем акă çапла каласа параççĕ: чăвашсем — çичĕ пĕртăван — Атăл хĕрринчен Сăр вăрманне куçса пынă. Пĕри, Четай ятли, хĕрлĕ çӳçлĕскер пулнă, иккĕмĕшĕ Хурашаш, виççĕмĕшĕ Атай, тăваттăмĕшĕ Штанаш, пиллĕкмĕшĕ Ураскилт, улттăмĕшĕ Хутар, çиччĕмĕшĕ Турай ятлă».

В. И. Лебедев çырнă «Чăваш халапĕсем» 1948 çулта Питĕрти Ф. К. Дершау тытса тăракан «Северное обозрение» журналта пуçласа тухнă. Халапсемпе Н. Крупинов районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçатра 1997 çулта паллаштарнă.

Халап тăрăх Штанаш хăйĕн ĕни пăруланă вырăна çурт лартать, çакăнта пурăнма пуçлать. Штанашăн ĕни пĕр пысăк вăрмантан инçех мар, Штанаш юханшывĕ хĕрринче пăрулать. Ĕне утса тухнă çĕр Штанашăн пулать. Ялне Вознесенское, Станашево тож тесе çырса хураççĕ.

 

Çичĕ тăван пĕр-пĕрин патне час-часах хăнана çӳренĕ, килĕштерсе пурăннă. Штанаш ялне пĕр тăвансем килсе пуçтарăнсан ял тулли çын пулать, пĕртăвансем кашниех йышлă-çке!

Штанаш хастар та харсăр хресчен пулнă. Кайăкран маларах тăрса ĕçе кӳлĕннĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Хура çĕре сухаланă, сӳреленĕ, акнă, вырнă, авăн çапнă, мĕн пур тырра пухса кĕртнĕ хыççăн авăртса çăкăр пĕçернĕ. Тырă-пулă çулленех ăнса пулнă, кĕр пулсан кĕлет тулнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчесе картиш тулли пулнă.

Малалла

Юрĕччĕ


Кама эс кĕтетĕн, кама эс чĕнетĕн,

Илтеççĕ пулсан — юрĕччĕ.

 

Ăçта эс васкатăн, ăçта вирхĕнетĕн,

Кĕтеççĕ пулсаН — юрĕччĕ.

 

Кама эс саватăн, кама ĕненетĕн,

Телейлĕ пулсан — юрĕччĕ.

Эрине


I

Пуян ачи эп пултăм,

Ырă ята эп илтĕм.

Сарă хĕрсен хушшинче

Танлă каччă эп пултăм.

Танлă хĕрсен, сар хĕрсен

Ман çиреччĕ куçĕсем.

Вĕсем хăйсен ăшĕнче

Ĕмĕт тытрĕç чĕринче

Ыр çын килне пымашкăн,

Ĕмĕр ырă курмашкăн

Танлă çыннăн ывăльшĕн

Хитре арăм пулмашкăн.

Вăл хĕрсене пăхмарăм,

Хитререхне шырарăм.

Тата хитри тупăнчĕ,

Çав чĕрене çунтарчĕ.

Петĕр пуян сар хĕрĕ

Питрех сарă, пит хитре.

Кама валли тур çырĕ?

Çав рăскаллă тĕнченре

Кам юратмĕ çав хĕре?

Камăн чĕри сикмĕ-ши?

Петĕр хĕрне курсассăн, —

Юратмасăр чăтĕ-ши?

Хитре, сарă, илемлĕ

Петĕр хĕрĕ Эрине

Юратн[ă] иккен; савн[а] иккен

Тепĕр пуян ывăлне:

Пит илемлĕ, пит сарă

Мирун пуян ывăлĕ —

Эриненĕн савнийĕ.

Çав Мирунăн Микушĕ

Чунтан-вартан юратнă,

Юратмашкăн асăннă

Микушпала Эрине

Ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрне.

Аслă çыннăн ачиях

Пулса ӳсрĕм, çын пултăм,

Тытрăм ăса чиперех,

Çавах эпĕ йăнăшрăм.

Малалла

Кам юрламĕ савăнса...


Кам юрламĕ савăнса,

Çуркуннене мухтаса.

Кăвак пĕлĕт патнелле,

Янтăратса юррине,

Тĕрлĕ кайăк вĕçеççĕ,

Çуркуннене мухтаççĕ,

Хальччен çара йывăçсем,

Типсе ларнă курăксем

Сасартăках ешереç,

Ешĕл тум-тир тăхăнаç.

Çутă хĕвел çуркунне

Кулса пăхать çĕр çине,

Хăйĕн ăшă çуттипе

Пурнăç кӳрет тĕнчене.

Каллех ешĕл улăхра

Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесем.

Шăтса ӳссе сарăлса.

Илем кӳреççĕ вĕсем.

Хĕвел кулса çутăлса

Тухать çӳллĕ ту çинчен.

Пĕтĕм халăх савăнса

Пăхать унăн сăнĕнчен.

Хăйĕн ирхи сăнĕпе

Ылтăн тĕслĕ çутипе

Çутăлтарать этеме,

Савнăç кӳрет чĕрине.

■ Страницăсем: 1... 576 577 578 579 580 581 582 583 584 ... 796