Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЯл калавĕХусанЫлханлă хура çĕмĕртПулать-çке пурнăçраВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?..


Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?

Пурăнатăп, апла, урăхла?

Вĕсем пек савăнса кураймарăм?

Йышра мар, ытларах — хырлăхра?

 

Манăн савнăç?! Хама майлă ман савнăç,

Килсе кур, ĕненместĕн пулсан.

Çаруран, çара пуçăн ман савнăç.

Кам тĕлнет мăйрака ун шăтсан?

 

Эсĕ мар, эпĕ хам та хăратăп,

Лăпкă çил те хăртать пек мана.

Çĕр çинче ютă çыннăн пыратăп,

Ма çапах та чăтать вăл мана.

 

Килсе кур, килсе кур та — ĕненĕн,

Эпĕ хам паллаймастăп хама.

Çакăн пек пулмалла-и этемĕн?

Ылханни сан, тен, çитрĕ мана?

 

Ылханни пуле çитрĕ, пĕлетĕп.

Алă çуп, пултаратăн пулсан.

Алă çул, эп пĕтеп, ирĕлетĕп...

Мĕн асап ман пек çын çухалсан...

 

Çухалсан та — кайран эп килетĕп,

Шур тĕтре сăнĕпе шуралса.

Пурпĕрех сан çумна тĕршĕнетĕп,

Иртсе кайнă куна шыраса.

Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр...


Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр,

Çĕре çутатса тăран.

Манăн хуйхă сирĕлтĕр.

Санăн çутуна курсан,

Кăвак çутă пĕлĕте

Хура пĕлĕт хупласан,

Çав вăхăтра, çут çăлтăр

Сан çутуна курмасан,

Чуна йывар пек пулать.

Куçăм сана шырать-çке.

Сан çутуна курмасан,

Чуншăн хуйхă пулать-çке.

Эсĕ пĕлĕт хыçĕнче,

Манăн хуйха пĕлмесĕр,

Пĕлĕт хыçне пытанса,

Ун хыçĕнчен тухмасăр,

Эс шăппăн çеç тăратăн,

Ман çинелле пăхмастăн.

Манăн ешĕл сад пурччĕ...


Манăн ешĕл сад пурччĕ,

Садра шăпчăк юрлатчĕ,

Нумай юрă пĕлетчĕ,

Пĕри питрех лайăхчĕ.

Ах, çав юрра илтсессĕн,

Чĕрем хытă сикетчĕ.

Халь илтĕттĕм çав юрра!

Пĕрмай итлес килетчĕ.

Çурçĕр енчен сасартăк

Сив çил вĕре пуçларĕ,

Манăн садăн ăшне лăк

Шур юр çуса тултарчĕ.

Çав юр çусан, ман садран

Хайхи шăпчăк çухалчĕ.

Тĕрлĕ кайăк сасси пур,

Анчах шăпчăк сивĕнчĕ.

Илтместĕр-и, юлташсем,

Манăн садăн ăшĕнче

Юрламасть-ши ман шăпчăк

Çĕрле çур çĕр тĕлĕнче?

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!


Çут тĕнче — аслă!

Эпĕ — пĕчĕк…

Килтен тухиччен эпĕ çакна ăнланман та.

Пӳрт урати урлă каçса пĕр утăм тăватăп çеç — мана шăрчăксем те сывлăх сунаççĕ.

Ĕнер çĕр çырли «садĕнче» уçăлса çӳрерĕм — Африкăри джунглири пек çĕтсе кайрăм.

Пăхатăп — чакак вăрă чаклатса илчĕ те чана чĕпписен ушкăнне ертсе килчĕ. Вĕсене салтаксем пек йĕркипе тăратса тухрĕ. Çак эшкер çырла йăранне тасатма тытăнчĕ.

Эпĕ тӳрех сарлака купăста çулçи айне чăмрăм.

Кусем, курсан, чĕррĕн çисе ярĕç — выç кашкăрсем!

Выртатăп купăста çулçи айĕнче чĕтресе. Чĕлхе çинчех — усал сăмахсем…

Кăравул!

Ял çыннисене, халĕ хуларан вăхăт-вăхăтăн (тырă акнă-вырнă чух, аш-какай хатĕрлесе çитерсен) килсе çӳрекен виçĕ пуслăх «ырă тăвакансем» çаратнă евĕр, тĕп тăвать çырла анине чана чĕпписен ушкăнĕ.

Купăста çулçи айĕнчи хӳтлĕхрен лайăххи ним те çук…

Чăнах, селĕм пĕчĕк çын пулма!

Çапла мар-и, господасем!

Хура кĕре кĕрсен кичем çанталăк...


Хура кĕре кĕрсен кичем çанталăк,

сас-чӳсĕр çухалать хитре тĕнче.

Тӳпе çăварĕ — йăнкăл-янкăл алăк —

пĕр вĕçĕм уçă унăн умĕнче.

Пĕрех шыв çитмĕ сӳнтермешкĕн йăрăс

вĕренесен ялтравлă кăварне.

Çу кунĕсем иртсе çухалчĕç йăрă,

сар инкесем пек, Хыркасси варне.

Тус-йышĕнчен тăрса юлса-ши — сумсăр

кӳлленчĕкри пĕр хытхура çинче

«Сос!» — кăшкăрать аптранă кăткă уссăр,

калла-малла чупкаласа темччен.

Çук çăлăнăç. Çанталăк та салху, —

çапах кунта мĕн парĕ тарăху?

Ман юрату сисмесĕрех...


Ман юрату сисмесĕрех,

асамлă шăрпăк пек,

чунра йăл! тиврĕ те пĕрре

сӳнме пĕлмерĕ тек.

Вăл сӳнессе ан кĕттĕр ют,

Йĕпе-сапаллă кун.

Юратупа ун чух çич хут

вăйланĕ икĕ чун.

 

Сив сăмахсем те сив çилсем,

тен, хуплĕç пур енчен?

Тен, утăн аллуна илсе

ман хулпуççи çинчен?

Кам сансăр çăлĕ-ши килсе

пĕчченлĕх ӳплинчен?

Тăлăх юрри


Ай пирĕн пурăнăç

Иртсе кайре

Сиккипех.

Ей Турă, ах!

Теме çăмăлах

Мар çапах

Пирĕн анне вилсессĕн,

Урăххине илсессĕн

Пирĕн пурăнăç,

Пирĕн савăнăç,

Пуçларĕ каялла кайма.

Пĕлместĕп никама калама,

Анчах шанатăп Турă çине.

Пирвайхи пăр


Уяр тăчĕ çанталăк,

Пĕр çăмăр пĕлĕчĕ те çук.

Халăх турра кĕлтăвать те

Çывăрма выртать,

Килчĕ сивĕ шартламса,

Старик ларать кахлатса.

Автан авăтать,

Халăх тăрат,

Хĕр арăмсем шыва каяççĕ

Те килеççĕ

Ачисене пăр шăннине калаççĕ.

Петĕр сиксе тăрать вырăн çинчен,

Тăванĕсем сисиччен,

Тăхнать кĕрĕк,

Тăхнать калпак,

Тухса чупать пăр çине.

Пăр çине кĕрет, чупса çӳрет,

Хĕрне тухать, шăвса каять.

Мĕнпе илĕртет-ши тăван ял?


Тури Вылăн тем тĕрлĕ çырма-çатрапа çуркаланса пĕтнĕ çĕрĕ-шывĕ район картти çинче пĕчĕкçĕ саплăк пек, республика карттинче вара пĕр пăнчă пысăкăш вырăн çеç йышăнать. Пĕр шутласан, куçа илĕртмелли, кăмăла килентермелли, уйрăмах йӳпсĕнтермелли е тĕлĕнтермелли ытлашши нимĕн те çук пек. Апла мар иккен. Чуна хывса, юратса та киленсе сăнаса пăхма тытăнсанах çак шухăш пуçран хавăрт тухса ӳкет.

Тăван ял, тăван тавралăх, тăван кил. Кам манма пултарĕ сана? Кам асран кăларĕ? Чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсен вырăнĕ. Нимпе виçейми, нимпе улăштарайми сарлака уй-хирсем, çырма-çатрасем, ял çумипе юхса выртакан Выла шывĕ… Хĕлле-и, çулла-и, кĕркунне-и — пĕтĕм киленӳ, илем тăван енре упранать. Час-часах пырса çӳрейместпĕр пулин те, асăмрах пурăнатăн. Темле пулсан та хăвăн тĕпренчĕкна ăшшăн йышăнатăн. Яла кĕричченех хăлаçа кĕрейми ватă йăмрасем пуç тайсах кĕтсе илеççĕ. Вĕсенчен ăшă хум, варкăш пырса çапать. Ыр кăмăллă атте-аннене асилтерет. Аслă, мăн урам тăрăх асфальт çулпа анатăн (вăл лавкка патне кăна çитет). Историрен пуян ку урам. Ял пуçламăшĕ çакăнтан тĕвеленнĕ те ĕнтĕ.

1730 çулсенче Атмалкасси ялĕнчен, Ермаков хушаматлă çын хура вăрмана утар вырăнĕ шырама тухса каять. Пĕр çырма вĕçне çитсен, вăл çăлкуçĕнчен шыв шăнкăртатса юхнине курать. Тăрă шыва ĕçмесĕр чăтаймасть Ермаков. Кунти вырăнĕ те питĕ килĕшет ăна. Канма ларать, çакăнта утар тума шутлать. Ку ĕçре ăна Атмалкассинчи тăванĕсем те пулăшаççĕ. Кил-çурт çавăрать. Юлашкинчен çемйипех пурăнма куçса килет. Çăл тăвать. Халĕ ку çăла Мăн çал теççĕ. Вăл ял варринче вырнаçнă. Кайрантарах Атмалкассинчен тата темиçе çемье куçса килет, çăлтан инçе мар çурт-йĕр çавăраççĕ.

Малалла

Юратнисĕр, савнисĕр...


Юратнисĕр, савнисĕр

Пĕччен çӳреп улăхпа —

Пĕчĕк çырма хĕррипе

Ăшăм тулли хуйхăпа.

Савнипеле çӳреттĕм,

Çеçкесене тататтăм,

Пуçилемĕ тăваттăм,

Хам савнине параттăм.

Халь те çеçке татам-ши,

Пуçилемĕ тăвам-ши?

Пуçилемĕ тусассăн,

Ăна кама парам-ши?

Çавах чуна хытарса,

Тĕрлĕ çеçке тататăп;

Хам савнине асăнса,

Хам пуç çине хуратăп.

Ах, çунать-çке ман чĕрем,

Куççуль юхать куçăмран!

Ӳкет пуçăм илемĕ

Ман хуйхăллă пуçăмран.

Ах, рăскаллă кунăмсем

Килмĕç ĕнтĕ нихçан та!

Ĕлĕкхи пек савнăçсем

Кураймăп эп ĕмĕрте.

Манăн чунăм савнисĕр

Çут тĕнчерен сивĕнчĕ:

Курăк çĕре витнĕ пек,

Хуйхăпала витĕнчĕ.

Чун савнисĕр пурăнма

Нумай кирлĕ вăй чăтма.

Çавах тӳссе пурăнап,

Хам савнине асăнап.

■ Страницăсем: 1... 578 579 580 581 582 583 584 585 586 ... 796