Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Йĕпеннĕ кантăка тата
Салхун шаккать сирень турачĕ.
Сукмак пушах. Эс çук. Ăçта?
Самантлăх хăть килсе курасчĕ.
Ялтратчĕ ăшă куçунта
Ун чух сенкер сирень чечекĕ.
Чуна юрлаттарса, кунта
Тулли телей чупса кĕретчĕ.
Сĕм пĕлĕт сив йĕпхӳ тăкать.
Çук, уçăлмасть тӳпе — хуралчĕ.
Куççуль çутиллĕ кантăка
Салхун шаккать сирень турачĕ.
Сиксе çунать пилеш кăвайчĕ,
Çунать, тен, уйăпшăн кăна.
Телейĕм ал сулса хăварчĕ,
Эп тавăраймăп, тен, ăна.
Хура раща сивлек, хĕвелсĕр,
Çук пĕр сăлтав та савăнма.
Пĕччен пилеш тĕмийĕ евĕр
Туятăп халĕ эп хама.
Çĕр çине çынсене тĕлĕнтерме çеç çуралнă пулĕ Алевтина. Ун пеккисене халăхра «шурă курак» теме хăнăхнă. Хăйĕн хăтланăвĕсемпе, тĕнче курăмĕпе тата ытти те, тата ытти те, ял халăхне аптăратсах çитернĕччĕ ĕнтĕ. «Камăн кинĕ пулса кама шар кăтартĕ ĕнтĕ ку хĕр», — текеннисем пайтах пулнă. Кинемейсем уйрăмах Ваçли арăмĕ Марьене шеллерех пăхатчĕç, ара, шăпах вĕсен вăтам ывăлĕ Кĕçтук асапланатчĕ-çке Алевтинăшăн çунса. Ăçтан чăттăр яш чĕри — хĕрĕ — вут-çулăм, сăнĕпе те, пĕвĕпе те илĕртӳллĕ. Ытти яшсемпе кулкаласа, астарса калаçатчĕ пулин те, Алевтина Кĕçтука çеç килĕштерни куçкĕретехчĕ.
Çамрăксем клубалла е урама улаха пуçтарăнсан яланах пĕрлеччĕ Альăпа Костя. Юнашар Алевтинăн чи çывăх хĕр-тусĕ — йăм-хура çуçлĕ чиперкке Лариса.
— Мĕнле пайлатăр эсир Костьăна? — тăрăхлатчĕ вĕсенчен тепĕр чух Ларисăшăн «типекен» Кĕркури. Анчах та хĕр-туссем сăмаха кĕсьерен кăларакан йышшисем мар, шӳтлĕ-йĕплĕ такмаксемпе карма çăварсен чĕлхисене çийĕнчех чартаратчĕç.
Çамрăклăх — чи хаваслă та телейлĕ вăхăт. Пирĕн туссемшĕн чăннипех те савăнăçлă пулнă вăл. Мĕн кăна туман, ăçта кăна çитмен, кама кăна питлемен-ши? Нихăçан та шывпа сапса уйăрас мар пекчĕ вĕсене, нимĕнле хура кушак та чупса иртес пек туйăнмастчĕ вĕсен хушшипе.
Малалла
Кĕрхи хĕвелĕн шевлисем
Çӳл тӳперен юхса анаççĕ.
Хĕл умĕн ăвăс çулçисем
Çĕре укçа пек тăкăнаççĕ.
Пăхатăп çӳллĕ хыр çине:
Ун йĕпписем сивве туймаççĕ.
Вĕсем чĕр хыр вуллисене
Хĕл каçипех шăнма памаççĕ.
Эп утатăп каçхи укăлча тĕлнелле,
Укăлча тĕлнелле, сирĕн кил еннелле.
Парнелетĕп сана юрату юррине,
Юрату юррине, чун-чĕрем парнине.
Чун савни, яриех уçса яр кантăкна,
Уçса яр кантăкна, кĕтсе ил эс мана.
Парнелетĕп сана юрату юррине,
Юрату юррине, чун-чĕрем парнине.
Эх, хитре çурхи каç — тӳпере çăлтăрсем,
Тӳпере çăлтăрсем, вăйăра çамрăксем.
Парнелетĕп сана юрату юррине,
Юрату юррине — чун-чĕрем парнине!
Пурнăçа çĕнетсе пырасси
Килет мар-и пиртен, хамăртан.
Ăнса пырĕ сухамăр касси
Çĕр ĕçне чунтанах юратсан.
Ялăм-йышăм ĕçре туптанни
Çĕклет мар-и хĕрӳ чунăма.
Хал парать çут хĕвел ялкăшни
Малалла çĕкленуллĕн утма.
Ялăм-йышăм, сана ыр сунса
Ян-ян кайтăр сар кайăк сасси.
Ай, ĕçлер-и çанна тавăрса, —
Ăнса пытăр сухамăр касси!
Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ,
Çĕвĕ çукчĕ питĕм-куçăмра.
Манăнах та çӳçĕм сар кăтраччĕ,
Сайралса шуралчĕ вăрçăра.
Куçăмсем ман çутă çăлтăр пекчĕ,
Çухрăмран паллаттăм çын сăнне.
Сирĕлми сĕм тĕттĕм чатăр карчĕ
Вăрçă вучĕ манăн куç умне.
Вăрçăччен калаттăмччĕ эп купăс,
Тăвăл пек ташлаттăм вăйăра.
Çамрăк вăй-хала ылханлă тупă
Илсе юлчĕ юнлă вăрçăра.
Вăрçăччен ман тантăшсем нумайччĕ,
Аслисем хавасчĕ пирĕнпе.
Тантăшсем нумайăш ӳксе юлчĕç,
Выртса юлчĕç вăрçă хирĕнче.
Вăрçăччен ман кăмăлăм çемçеччĕ,
Хаярлатрĕ вăрçă чунăма.
Мирлĕ пурнăçа сыхласшăн эпĕ
Халь хума та хатĕр пуçăма.
Яла канма таврăнсан, тепĕр кунне ир-ирех Çарăмсана пулă тытма кайма шут тытрăм. Çак кун çитессе хула шавĕ-пăчăхĕнче нумай асăннă эпĕ. Тепĕр тесен, сĕтел айĕнчен утса тухма пуçласанах мана кӳршĕри мучи пулла çӳреме вĕрентнĕ.
Тухăçа шурăмпуç карса илсенех сывлăмлă сукмакпа шыв хĕрринелле уттара патăм. Тĕрĕссипе, уттара патăмăр, манпа пĕрле Тузик те пырать. Ăçта унсăр...
Эх, еплерех савăк çуллахи ирпеле! Пуринчен ытла Çарăмсан таврашĕнче! Вырăссен паллă çыравçи Аксаков та, чăваш халăх сăвăçи Шелепи те ахальтен мар ку таврара киленсе çӳреме юратнă, ун çинчен хавхалануллă сăмахсем çырса хăварнă... Чăнах та, кунта сывлăш çав тери уçă: шерпет ĕçетĕн тейĕн. Вăштăр-вăштăр нӳрек çилĕ, аннен çепĕç алли евĕр, питрен лăпкаса ачашлать. Чечексен ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксен юрри-кĕвви тата! Еплерех çепĕççĕн кĕвĕлет шăпчăкĕ — çутçанталăк юрăçи. Тăри хĕвел еннелле çӳле хăпарнă та пĕр вырăнта вĕçи-вĕçми тăрать. Тен, вăл темле асамлă кашта çине ларнă та капăр тӳперен хăйĕн кĕввине таврана салатать? Чарлансен чăр-чар! сасси, шыв патшисем кунк-кунк! тени, пулăсем чăмпăлт та чăмпăлт! сикни... Çаксене пурне те питĕ ăста эрешленĕ симфони темелле. Пĕлесчĕ: хăшĕ вĕсенчен дирижерĕ? Тен, тӳпери тăриех мар-ши?
Малалла
Хăш чух, пĕр хушă сулхăнрах пулсан та,
Чĕрре кĕрсех сар июне тиркетпĕр.
Чăрмавлă пек вĕçен-вĕçмен тусан та,
Пăртак çиле те тарăхатпăр эпĕр.
Хĕлле вара, тăман час-час çусассăн
Е сивĕ алхассассăн тапхăр-тапхăр,
Сахал-и тунсăхлатпăр çав çуллашăн,
Ăна аса иле-иле мухтатпăр?!
Ак эп те, эсĕ инçетре те ĕнтĕ,
Сана мĕн чул ăш сăмахпа чĕнмерĕм!
Ху çывăх чух, темле эс хирĕçсен те,
Çук айăпнах пур турĕ чун-чĕремĕм.
Каллех çу килĕ. Ман çех иртмĕ йăнăш.
Хама эп туйăп тăвăлта пек тăтăш.
Тăри юрлать-и янкăр тӳпере,
Садсем те шап-шурах-и çуркунне —
Эп савăнмастăп: чуншăн пурпĕрех
Салхуллă кĕркунне — эс çук чухне.
Ан тив, чашлатăр çумăр час-часах,
Хура кĕр тăтăр сивĕ, ăшă мар.
Хĕвел ан пăхтăр! Маншăн çав-çавах
Вăл сарă çур — пур чух эс юнашар.
Çапла, санпа паллашнăран вара,
Çупа хĕле çухатрĕ çут тĕнче:
Пурнатăп эпĕ икĕ вăхăтра —
Хавас çурпа кичем кĕр кунĕнче.
Ан пултăр хĕл, кĕр пăлтĕр тăхтама,
Çур килтĕр те юлайтăр çу каçмах.
■ Страницăсем: 1... 630 631 632 633 634 635 636 637 638 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...