Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çуралнă килтен тухса кайма хатĕрлентĕм. Асанне ăсатма тухрĕ. Пӳрт умне чăхсем кĕрсе тулнă.
— Кăш-ша! Тăранман пырсем!
Чăхсем тĕкĕсене вĕçтере-вĕçтере сирпĕнчĕç, суллакан çуначĕсенчен варкăш çил тухса пите çупăрларĕ.
Çуркунне. Çурт аркисенчен патлатсах тумла тумлать. Сулхăнран хĕç тăршшĕ шĕп-шĕвĕр пăр катăкĕсем çакăнса тăраççĕ.
— Тăхта-ха, Тульă. Чăхсене куртăм та ас илтĕм. Пӳртре мĕн каламалли пурччĕ ман, мĕн каламалли пурччĕ, тесе анрашса-минрешсе лартăм. Ĕнер, авă, леш шап-шурă чăхха упераци турăм.
— Мĕнле операци тата? — тĕлĕнетĕп эпĕ. — Эпĕ автан çăмартине каснă пек-и?
— Çук, эп çĕçĕ тытман. Аслаçу такасене тасататчĕ. Эпĕ путек урисене кăна тытнă. Тӳрккĕ пĕçернĕччĕ те, çисе ярайманни пурĕ-пĕрех хытса кайнă. Таçта васкарăм, ват пуç: шултăрарах таткаларăм пулмалла. Юрать, пӳртре нумай тăмарăм. Тухрăм та, эп-пей! Ман шур чăх юр çине выртнă, вĕçекен шуракăш пек çунаттисене сарса янă. Хăй мăйне çеç çĕклеме хăтланать. Шереметĕн, вăйĕ пĕтнĕ. Çапла çав, ара, çапла. Мĕн чĕмери пулчĕ сана? Юра аша-аша тытап: Ей, турă, мăйĕнче. Эс пилляртла вылякан шарик пек чăмака. Тин тавçăртăм, ват ухмах: тӳрккĕ лартнă пырне, тӳрккĕ! Вăт тăрап минресе: пусас-и, теп. Ара, çăва тухнă чăхха ухмах кăна пусать.
Малалла
Кунсерен эп хăпаратăп
Çывăхри мăн сăрт çине,
Киленсех вара тăнлатăп
Тăван халăх юррине.
Е килет вăл хумлăн-хумлăн,
Тинĕс евĕр шавласа;
Е иртет çил пек хăюллăн
Чунăма ачашласа.
Ман ума тухса тăраççĕ
Хамăр халăх ĕçĕсем,
Илĕртсе йăлтăртатаççĕ
Паянхи хитре сăнсем.
Эх, мĕн чухлĕ шухăш, ĕмĕт
Хунă халăх юррине!
Пур унта чĕре хĕлхемĕ,
Пур, куратăп çулăмне.
Сив çумăр чарăнми çусан-çусассăн,
Тăрук, нихçанхинчен те хитререх.
Ытла ачашшăн, ытарма çук ăшшăн
Хĕвел çиçсе тухайнă евĕрех,
Пачах кĕтмен çĕртен пек килтĕн, тусăм.
Кӳренчĕк шухăш, тунсăх иртнĕрен
Чĕремĕме капланчĕ çепĕç туйăм,
Йăл илчĕ вăйсăр шанчăк çĕнĕрен.
Яланлăха юсаннă пек çанталăк,
Шăпамшăн пĕтнĕн пур йĕпе-сапа,
Хавасчĕ эпĕ: эс курнаттăн савăк,
Пуплеттĕн çех кăшт айăплă саспа.
Эс кайрăн. Пĕлĕт тӳпене хупланăн
Мĕнпур тавралăх сулхăнланчĕ манăн.
Хусанкай хăйĕн пĕтĕм вăйне,
Çăлтăр пек çуталан ăс-халне,
Пархатарлă хĕрӳ пурнăçне
Парнелерĕ тăван халăхне.
Хусанкай тăван халăх ятне,
Илĕртӳллĕ чĕлхе илемне,
Ун сăваплă сӳнми хăватне
Илсе тухрĕ тĕнчемĕр умне.
Хусанкай пиллесе хăварни,
Унăн хаклă, асамлă парни
Нихăçан тухас çук асăмран, —
Ăна уншăн тавах чун-вартан!
Хусанкай чунĕпе, ĕçĕпе,
Янăравлă сăвви-юррипе
Юлчĕ пирĕн пин-пин чĕрере,
Юлчĕ пирĕн асра — ĕмĕре!
Тăван халăх енне пуç тайса
Эп утатăп çаплах малалла,
Мирпе туслăх çинчен шутласа
Çĕклес тетĕп мĕнпур вăй-хала.
Тăван халăх, сана ыр сунса
Эп ĕçлетĕп çанна тавăрса,
Çĕршыва чĕререн юратса
Парнелетĕп юрра шăратса.
Тăван халăх, эп сан ывăлу,
Эс ӳстертĕн, эс шантăн мана
Умăмра — çĕнтерӳллĕ çулу,
Нихăçан çухатмастăп ăна!
Тăван халăх, эп ĕмĕр санпа.
Юлас марччĕ кун-çул уттинчен.
Чун хавалĕ пĕрле çĕршывпа
Вут чĕреçĕм таппи сӳниччен.
Ун пек портретсене эпĕ ĕмĕрне те курман.
Елле тунă вĕсене фотограф?
Ваççуксем патне кĕрсессĕнех, урамалла тухакан икĕ чӳрече хушшинчен сана кăтра çуçлĕ, лашанни пек пысăк куç-ла майра тинкерет. Карточки питлĕх пысăкăш. Пирĕн ял ĕмĕрне те курман ун пеккине. Кĕтесре, ĕлĕк турăш ларнă вырăнта, — Ваççук портречĕ, арăмĕнни пек пĕр виçеллĕскер. Те çутă сахалтарах ӳкнĕрен, тĕксĕмрех вăл, те ăстаçă питĕ тăрăшнă: майран майра пек пулмалла, ялта ӳснĕ шăрчăк, паллах, самолет пулаймасть. Пакунĕ çинче пропеллер пекки пур-ха та.
Çапах та, çăра çӳçне вĕлт! çеç каялла çавăрса хунă, сарă куçĕ (портретра хура вăл) кăшт хĕсĕкрех, сăмси лапчăк, тути çӳхе, сăмси айĕнче — «А ля Гитлер» (хăй каланинчен пĕлет ял халăхĕ) ятлă хуп-хура мăйăхĕ, варвиттие ернĕ хура сурăх хӳри пек, çакăнса тăрать. Хурлар мар ытлашши хуçине, кăкăрне пăхсассăн вăл ăмăрткайăкран та ăмăрткайăк. Старшина пакунĕ çинче хĕресленĕ пропеллер, кăкăрĕ тулли темĕн тĕрлĕ сначуксем. Пĕлсех, сначук вăл уртен-митал мар та, ялта камăн пур ун чухлĕ тетте? Ун пек çынна тупаймастăн, ялта мар, райунĕпе шырасан та тупаймастăн...
Малалла
Мĕн чухлĕ çепĕç сас, илемлĕ çемĕ!
Кашни хускатĕ савăк туйăма.
Кунран-кун тĕмсĕлсе итленĕçемĕн
Юратрăм пĕр юрра эп уйрăмах.
Килтех-и, аякра-и эп — кăштах та
Халь мантармасть мана вăл хăй çинчен.
Çĕклет чуна, килентерет... Чăнах та
Кун пек вăя пĕлмен эп халиччен.
Хама тинех телейлĕн эп туятăп.
Вăл пур та — йывăр чух та çăмăлрах,
Тăван яла, умри çула, уя та
Эп ĕнтĕ кăмăллатăп ытларах.
Ăнлантăн пулĕ: эсĕ вăл — çав юрă.
Ун евĕр кĕвĕ çуккă маншăн урăх.
Канма пĕлмесĕр, вăй хурса
Ĕçлет куллен тар кăларса.
Касать — пуртти ун хĕмленет,
Турпас сиксе çиçĕмленет.
Хăма çумне хăма хурать,
Çурт тăррине витсе пырать.
Шаккать, шаккать е савалать,
Ĕçне курсассăн — савăнать.
Çурт хыççăн çурт ӳссе пырать,
Ăна кашни çын тав тăвать.
Урам тухать мăн çул патне.
Парар ăна платник ятне.
Кĕтсе илтĕн мана,
Чайхана.
— Лар эс, — терĕн, — хăна,
Сулхăна.
Чашкăрать сăмавар,
Тухать тар.
Чипер симĕс чинар,
Чаршав кар.
Кĕр-кĕрлет ман умра
Бухара.
Тус-юлташăм Мухтар,
Чей тултар.
Сиплĕх куртăм кунта,
Тупата.
Тайма пуçăм сана,
Чайхана!
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтми.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри,
Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.
Унта асамлă çăлкуçсем,
Илемлĕ çутă çăлтăрсем;
Мĕнле чипер чăваш тĕрри,
Унта маттур хĕрсен çĕрри.
Унта шур хурăнсен ĕшни,
Унта шур акăшсем вĕçни.
Мĕн авалтан чăваш тĕрри
Хĕвеллĕ, хӳхĕм çав тери.
Унта тăван ял-йыш сасси,
Хирти ака-суха касси.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри, —
Унта çынсен хĕрӳ чĕри,
Яш-кĕрĕмсен паха парни,
Çĕршыв-анне çунат сарни..
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри.
■ Страницăсем: 1... 632 633 634 635 636 637 638 639 640 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...