Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ӳпкевĕм çук: хĕн курчĕ пирĕн ӳсĕм,
çупăрламарĕ пурнăç ачаран.
Эпир пĕрех çитернĕ хурçă тӳсĕм
Яш ĕмĕт çилкеçне сарма кайран.
Тĕнче ытамĕ парайман та ăшă,
хĕрӳлĕх пирĕн пулнă хамăрта.
хăш чух вăркать-ха, лăпланмасăр, ăшăм,
темле сив хум чупать пек кăкăрта.
Тен, çавăнпа куçа сив тĕс ӳкет-и?
Çурхи хĕвел ăшăтаймасть ăна.
Йăпатаймасть пек кăн-кăвак тӳпе те,
екке вăл яраймасть-çке ăстăна.
Кирлех-и тетĕп йĕрмĕшен ӳпкев?
Ан пултăрччĕ чĕрешĕн çав тӳпкев.
Паян февраль.
Кил-çурт сас-чӳсĕр,
Пĕр шăрчăк çеç хĕрӳ ĕçре.
Атте чĕнмест – паян вăл ӳсĕр:
Çемйи саланнă ик çĕре.
Пĕри – лере, тепри – кунтах-ха.
Пĕчченçи ултă ачапа.
Ăçта илсе кайса пăрахĕ
Кун-çул таппи, айван шăпа?
Туллать, лăскать тĕнче пĕр шелсĕр
Амасăр юлнă кил-йыша.
Ан тив, шăпа тĕрри кӳлештĕр
Хыпса çăтса ăшри ăшша.
Паян февраль.
Çанталăк ирсĕр,
Хĕве хĕвет юр хĕнесе
Телей кĕтсе – кĕтсе илмесĕр
Çĕре кĕреççĕ аннесем.
Чуна хĕсет… Чăтма çук тăвăр
Чĕре кăшкарĕ кăкăрта.
Тулта та, чĕрере те тăвăл,
Йĕретпĕр улттăн кăшкăрса.
Çунса сӳнет этем кун-çулĕ
Васкавлă пурнăç вутĕнче.
Ытахальтен каймаççĕ пулĕ
Унта, лере… леш тĕнчене?
Унта, лере, тен, пурнăç ырă,
Ялан ем-ешĕл çуркунне,
Лăплантарать пуль выртнă вырăн
Кунта аманнă чĕрене.
Унта усал-тĕселсĕр, чирсĕр,
Тен, çĕнĕ пурнăç пуçланать.
Пурнас килет татти-сыпписĕр
Асап пулсассăн та чуна.
Çурта тытса тăратпăр улттăн
Малалла
Çирĕмре çиçетчĕ çиçĕм
Ӳт-тирте те чĕрере.
Пулнине пĕлменччĕ çирĕм
Пĕрре çеç çак тĕнчере.
Вăтăрта кăна вĕт паллă,
Пурăнсассăн пурнăçа,
Тарнă пирĕнтен ачалăх,
Юлнă курăнми хыçа.
Хĕрĕхре те-ха хĕрӳлĕх
Хĕрнĕ тимĕр евĕрех.
Вăрăм çул пилленĕ пӳлĕх
Пурнăç панă тĕнчере.
Аллăран каçсан ачалăх,
Шавлă яшлăх – тĕлĕкре,
Пирĕн йыш – туптаннă халăх –
Пиçсе ӳснĕ пĕчĕкрен.
Кампа кăна тĕл пулман-ши, мĕнле кăна инкек тӳсмен-ши хăйĕн ĕмĕрĕнче çак сăпайлă та ырă кăмăллă çын... Кунçул шăпине кура, Аслă Октябрьти социализмлă революци умĕнхи йывăр та асаплă çулсенчех вăл, тутарсен ытти талантлă çыравçисемпе пĕрле, тăван халăхĕн культурине аталантарас ĕçе хутшăннă. Вăл — тутар литературин сумлă аксакалĕ, Габдулла Тукайпа Маджит Гафурин, Шейхзаде Бабичăн, Константин Ивановпа Николай Шелепин, Тайăр Тимккин саманташĕ. Вăл хăй мĕн курнине, ăçта çитсе кампа тĕл пулнине пĕтĕмпех çырса хăварма ĕлкĕрнĕ пулсан, мĕн тери кăсăк кĕнеке пулĕччĕ. Шел, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пĕтĕмпех, вĕçне çитиех пурнăçлаймарĕ ватă поэт...
Сăмахăм ман Николай Иванович Шелепин çывăх тусĕ пулнă паллă тутар çыравçи Зафир Башири çинчен, вĕсен туслăхĕ çинчен пырать.
...1960 çулхи çулла, институтра экзаменсем вĕçленсен, каникула тухнă хыççăн, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ И. В. Скворцов ятарласа чĕннипе эпĕ Хусана тухса кайрăм. Тутар республикинчи чăвашсем валли тухса тăракан хаçатра, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен тесе, литсотрудникра ĕçлеме тытăнтăм. Пăва хулннчи «Новый путь» тата «Янга юл» хаçатсенче, ВЛКСМ райкомĕнче пĕрле ĕçленĕ тусăм, тутарсен паянхи паллă çыравçи Барлас Камалов ун чухне «Татарстан яшьлере» хаçатăн редакторĕччĕ. Ĕçрен пушаннă вăхăтсенче эпĕ час-часах Барлас тусăм патне кĕркелесе тухаттăм, тăван Тутарстан çамрăкĕсен хаçачĕпе кăсăкланаттăм.
Малалла
Каллех телейлĕ эп,
каллех яланхиллех.
Утас çĕртен чупатăп эп,
ӳкместеп пек текех.
Каллех мăнаçлă эп,
каллех ĕнерхиллех.
Чупас чухне вĕçетĕп эп,
çитетĕп пек кĕçех.
Каллех хаваслă эп,
каллех унчченхиллех.
Манас çĕртен çунатăп эп,
саватăп çирĕпрех.
Ăçта кайма эс тухнă çиле хирĕç,
Ăçта кайма тапраннă, йăрăс хыр?
Малта — виçесĕр, вĕçсĕр тинĕс,
Хыçра — шыв-шурсăр çеçенхир.
Каясса, тен, кайăн та — килеймĕн.
Çĕр те пĕлĕт... Пурте ютшăнать.
Кунти пек унта сĕткен илеймĕн...
Тăван çĕр вăл — тăванлах пăхать.
Стадионран эпĕ, — лайăххăн астумастăп та, — утса марччĕ пулас, вĕçсе тухса кайрăм пулмалла.
Чимĕр-ха, мĕн терĕм çак эпĕ, пулас, терĕм-и? «Пулас» мар, чăн-чăнах. Ахальтен-им, пĕлĕтсем пуçа халĕ те лăпкасах тăраççĕ акă. Ыррăн-ыррăн çупăрлаççĕ, ачашшăн-ачашшăн... Апла пулсан, ним иккĕленесси те çук, эпĕ вĕçнех.
Ытти-хăтти, тепĕр тесен, çăкăр хытти. Вĕçнĕ-и, вĕçмен те-и — çăва тĕпне. Анчах пĕрне вара лайăх, питĕ лайăх астăватăп. Çав самантра эпĕ — ку ĕнтĕ никам хирĕçлейми факт — нумай-нумай, шутсăр, чамасăр нумай юрлама-ташлама, сикме-чикеленме пултарнă. Унтан тата — кăшкăрма. Тĕнче кисренсе тăрасла кăшкăрма. Юлашкинчен, килсе çитрĕ иккен çапах та юлашкинчен!..
Ĕненме эсир, туятăп-ха, тăруках ĕненсе те пăрахмăр. Анчах ман чăн сăмаха чăннипе калас. Паян, ара çав, паян, пирĕн команда, пĕлетĕр-и, мĕн туса хучĕ? Вăл... Чăннипех тĕлĕнсе хытмалли япала ĕнтĕ, хула халиччен курман-илтмен тĕлĕнтермĕш... Вăл тытрĕ те вăййа хăнасенчен выляса илчĕ. Ак еплерех!.. Шучĕ пысак теместĕп, пысăк мар. Ун умне, тепре каласан, лешсене таптаса лапчăтас тĕллев те лартман-ха Чи кирли, чи хакли кунта — çĕнтерӳ. Вăл пур, вăл акă — кĕсъерех. Ну, калăр ĕнтĕ, уяв мар-и çакă? Уяв, чăн-чăн уяв! Мĕнле йышши-ха! Кун пек чух ĕлĕкхи çынсем чаплашка сăрине кăна мар, путеклĕ сурăхне те шеллесе тăман-тăр. Паллах, тăман, — вырттарнă та сĕрнĕ.
Малалла
Шур шăплăх пек,
Йăмра çулçи чĕтренĕ пек
Асаилӳ килет,
Асаилӳ çӳрет.
Вăтанчăк кулă пек,
Шăп тĕлĕрен лĕп кӳлĕ пек
Асаилӳ килет,
Асаилӳ çӳрет.
Лăс туратлă патвар хурама
Ыталать вăрманти пĕр хыра.
Çупăрлать вăл çак хыр вуллине,
Куçĕпе тинкерет çывăхри хунавне.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Кӳршĕри ват хусах кăмăллать
инкене,
Чунĕпе хăй çавах тĕмсĕлет
ун хĕрне.
Умра шыв-шур
Е
Лачака пулсан —
Хăма хурса
Каçма эс пултаран.
Умра хӳме,
Утма çул çук пулсан —
Эс тавраран кайса
Çитес çĕре
Тухан.
Е
Урăхла пулсан?
Ултавлăх
Тинĕс пек выртсан,
Пуласлăх çук —
Куç умĕнче
Тĕтре кăна пулсан,
Çумра
Тăван та,
Тус та çук пулсан,
Ăçта каян?
Тен, кĕпер хыван?
Тен, пĕлĕте пусма лартса
Çитес çĕре çитме шутлан?
Çук, пултараймăн,
Ан хăтлан.
Ун пек чухне
Хăв чĕрӳнтен —
Пĕр чĕрӳнтен
Эс пулăшу ыйтан...
■ Страницăсем: 1... 640 641 642 643 644 645 646 647 648 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...