Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Верăпа Надя темиçе çул ĕнтĕ çулçӳреве пĕрле кайма шухăшлаççĕ. Анчах çак тарана çитсе ниепле май килмерĕ-ха. Кăçал каятпăрах теççĕ хĕрсем. Кашни çулах отпускĕ пĕр вăхăта килмест-çке вĕсен. Халĕ шухăшланине пурнăçлатпăрах тесе хăйсен пай пуçлăхĕ патне кĕчĕç. Пуçлăхĕ пит хирĕçех пулмарĕ:
— Ара, кайăрах пĕрле. Халĕ шăпах студентсен сессийĕ вĕçленчĕ, нумайăшĕ отпусксене кайса пĕтеççĕ. Çынсем сахалтарах пулĕç тесе калаймастăп та-ха, часах абитуриентсем килсе тулаççĕ, çапах та сирĕн кăмăлăра хăварам мар.
Икĕ хĕр пĕр-пĕринпе Шупашкарти культура институчĕн фойинче паллашрĕç. Верăпа Надя иккĕшĕ те библиотекарь пулас тĕллевпе тĕп хулана килнĕччĕ. Вĕренме кĕрсен институтăн общежити пулманран инçех те мар пĕр хĕрарăм патне хваттере вырнаçрĕç. Питĕ лайăх хĕрарăм пулчĕ хуçа арăмĕ.
— Эпĕ ял хĕрĕсене питĕ кăмăллатăп. Вĕсем хула хĕрĕсем пек мар, лăпкă та ĕçчен хĕрсем, — çапла каласа хавхалантарчĕ хуçа арăмĕ хĕрсене.
Хăйне тетя Маша тесе чĕнме хушрĕ. Анчах хĕрсем темшĕн ăна «Тетмаш» тесе чĕнчĕç. Хĕрарăм уншăн пĕрре те çилленмерĕ. Мĕн май пур çĕрте амăшĕ вырăнне пулса хĕрсене пулăшма тăрăшрĕ. Пĕччен пурăннăран-ши вăл çав тери Турра ĕненнине асăрхарĕç хĕрсем. Анчах нихçан та пусахласа Турра ĕнемелли çинчен хĕрсене нимĕн те вĕрентмерĕ. Хĕрсем çав тери кĕнеке вулама юратнине курсан кăна вĕсене çветтуй çынсен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесем паркаларĕ. Верăпа Надьăна ку кĕнекесем кăсăклантарнине курсан Библи кĕнеки сĕнсе пăхрĕ. Ăна та хĕрсем тавлаша-тавлаша вуласа тухнине курсан питĕ тĕлĕнмелле çул çӳревсем çинчен каласа кăтартма тытăнчĕ. Таçта та çитсе, тем те курнă иккен тетя Маша. Ытларах çветтуй çынсем пурăннă вырăнсем çинчен питĕ тĕлĕнмелле кăсăклантармалла каласа кăтартрĕ. Пĕррехинче тата хулари арçынсен мăнастирне ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче илсе кайрĕ. Унти арçынсен хорĕ хĕрсене тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Çавăн хыççăн хĕрсем хулари ытти чиркӳсене те çӳрекелеме тытăнчĕç. Малтанласа пĕрле вĕренекенсем кулкаларĕç пулсан каярахпа хĕрсем ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăманнине курчĕç те шавлама пăрахрĕç.
Малалла
Шак! шак! шаккарĕç кантăкран. Ир енне çеç тĕлĕрсе кайнă Маюк аппа чалтах вырăн çинчен сиксе тăчĕ. «Ах, турă, кĕтӳрен юлтăм пулас. Ĕнене те суман вĕть-ха эпĕ...», — витрине йăтрĕ те вăл часрах тулалла тухрĕ.
Картишне тухрĕ те йĕри-тавралла пăхрĕ. Ара, пачах та çутăлман та иккен. Тĕттĕм, тĕттĕм... Çак чуна шиклентерекен шăплăх, кичемлĕх Маюк аппана темшĕн шиклентерчĕ. Хăй ытла та ир вырăн çинчен сиксе тăнине ăнланса илчĕ те вăл халь тин пурпĕрех çывăрас çуккине туйса илсе лупас айнелле утрĕ. Машук ура çине тăман та иккен. Ĕнине ачашла-ачашла тăратрĕ те вăл этемпе пупленĕ пекех ăна мăйĕнчен çупăрларĕ. «Чăр! та чăр! юхрĕ ăшă сĕт витрене. Темшĕн çак чăрлатса юхакан сĕт шăрши ăна хăйĕн ачалăхне аса илтерчĕ...
«Хĕрĕм, чĕппĕм, тăрса ăшă сĕт ĕç-ха, тин сунă сĕт сиплĕх параканччĕ», — амăшĕн сассипе вăраннă Маюк лартса хунă курка еннеле кармашрĕ. Çапла, кашни кунах тин сунă ăшă сĕте хĕрĕ выртакан вырăн пуçне лартса парать амăшĕ. Темшĕн юлашки вăхăтра тăтăшах чирлекен пулчĕ пĕчĕк хĕр. Тытса пăрахать ăна. Пульницара сипленсе те пăхрĕ вăл — анчах усси пулмарĕ. Тем тĕрлĕ юмăçсем патĕнче те пулса пăхрĕ амăшĕ — хĕрĕ пур пĕрех чĕрĕлмерĕ. Кашни каçах кĕтесри Турă амăшĕ умĕнче пуç çапрĕ, йăлăнчĕ Васса аппа, анчах та Маюка пĕрре те çăмăлăх пулмарĕ. «Санăн çылăхсăр чунăн юнне ĕçмелле, вăл çеç хĕрӳн сывлăхне çăмăллатма пултарĕ. Эсĕ... Эсĕ... Эсĕ... Санра Маюкăн çăлăнăçĕ», — пĕрре хаяррăн, тепре ачашшăн пăхрĕ Васса çине тĕлĕкре кĕтесри Турă амăшĕн сĕнĕ.
Малалла
«Юрăсен юррине» çырнипе
Тапранчĕ сан ĕмĕрӳ,
Чăвашшăн хĕрсе пурăннипе
Çунса пĕтрĕ сан чĕрӳ.
Сарăлса çитеймен чечеке
Каçхи сивĕ шантарчĕ,
«Нарспире» кăтартнă пиллĕхе
Чир-чĕр пусса антарчĕ.
Анчах, юлташ, ан кулян,
Тупăкунта ан хускан.
Пĕтĕм хамăр халăха
Асăнмалăх юлăн-ха.
Санăн чаплă çырнисем —
Тĕрлĕ юррăн сăввисем.
Хирте, суха хыçĕнче,
Эпĕ нумай çӳрерĕм.
Çĕрĕн йывăр ĕçĕнче
Нихçан ырлăх курмарăм.
Акнă тырă шăтмарĕ,
Пысăк выçлăх çул килчĕ.
Хăш çул тырă пулмарĕ,
Хăш çул пăрпа çĕмĕрчĕ.
Хĕнре, тертре пурăнса,
Эпĕ выçă ларатăп.
Ялан хытă ĕçлесе,
Вăйран кайса ӳкетĕп.
Пирĕн йывăр ĕçлени
Мĕншĕн ахаль çухалать?
Пирĕн мĕн пур тар тăкни
Харам пырта саланать...
Йĕри-тавра куççулли,
Йĕри-тавра йынăшни...
Вĕçĕмсĕр тĕнче тулли
Вăйсăр халăх юн тăкни...
Анчах эпир йынашни
Тутă çынна илтĕнмест.
Эпир вĕри хуйхăрни
Сивĕ пӳрте ăшăтмасть.
Мĕншĕн, мĕскĕн халăхсем,
Эпир çапла тӳсетпĕр?
Мĕншĕн вĕри куççульсем
Çĕре ахаль тăкатпăр?
Çитĕ пире тертленме!
Пурте пĕрле пухăнар.
Тĕрлĕ харам пырсене
Ĕнсе çинчен пăрахар.
Лекцисене çӳреме юратман пĕр студент Чухлайкин экстерн мелĕпе усă курма шутланă, историпе экзамен пама кайнă. Профессор Пурнетепĕлекен тесе çырнă кабинета хуллен шаккаса кĕрсе тăнă та вăл, сывлăх суннă, мĕншĕн килнине пĕлтернĕ.
Учёнăй-историк кăмăллăн йышăннă çамрăка.
— Çамрăк çыннăм, эпĕ сана палласах каймастăп темшĕн, эсĕ манăн лекцисенче пулман курăнать.
— Эпĕ килте тата хулари библиокетăри вулав залĕсенче ларса хатĕрлентĕм.
— Юрать, юрать, — килĕшнĕ профессор. — Сана икĕ çăмăл ыйту памалла е пĕр йывăр ыйту.
— Пĕр йывăр ыйту парăр, — тӳрех хуравланă сумлă çын ыйтăвĕ çине Чухлайкин.
— Ырă çыннăм, каласам апла, Мускав мĕнрен пуçланнă?
— Мускав-и, — ĕнсине хыçса илсе хăвăрттăн хуравланă студент, — Арбатран.
— Мĕншĕн апла хуравлатăн, — каллех çине тăнă профессор.
— Ку иккĕмĕш ыйту ĕнтĕ, пирĕн калаçăва кĕмест, хирĕçлет, — савăннă вĕренекен.
Профессорăн ирĕксĕрех килĕшме тивнĕ, студента лайăх паллă лартса панă. Вĕренекен савăнăçлăн тухса кайнă кабинетран.
Тепĕр кунне хайхи çав Пурнетепĕлекен профессор хăйĕн юлташĕпе сарлака урампа утса пынă. Хĕремесленсе калаçнă вăл хăйĕн пĕр лекцисене çӳремен студенчĕ ăна чике тăршшĕ лартни çинчен.
Малалла
Улька, сана асăнса,
Элĕ çыру яратăп.
Аван сăмах каласа,
Санăн питне чуп тăвап.
...Эпĕ ĕлĕк, çамрăк чух,
Хĕрпе вăхăт ирттертĕм.
Манăн шухăш çăмăл чух
Чунтан-вартан юратрăм.
Анчах мĕскер пуласса
Манăн шухăш пулмарĕ.
Малта хуйхă курасса
Çамрăк чĕре сисмерĕ.
Улька, Улька, асăнса,
Мана çаплах çыру яр.
Çапах мана шеллесе,
Асăнмасăр ан хăвар.
Улька, Улька, астусам,
Çулла иккĕн çӳрени...
Иртрĕç курнă савнăçсем,
Иртрĕ Телей, Савăнни.
Сана эпĕ чуп тăвам,
Сана эпĕ юратап.
Кăкăр çумне ыталап,
Нимĕн тăва пĕлместĕп...
Хĕвел пайăрки Миша питне ачашларĕ. Арçын ача хăрах куçне уçрĕ те сехет çине пăхса илчĕ. Çиччĕ çеç çитет иккен. Çапах та унăн тăмаллах. Амăшĕпе ашшĕ ирех ĕçе кайнă, килти ĕçсене пуçтармалла. Миша апат çирĕ те кил картинелле тухрĕ. Картишĕнчи ĕçсене туса пĕтерсен пахчаналла çул тытрĕ. Амăшĕ сухан йăранĕсене çумлама каланăччĕ. Ача ĕçе пикенчĕ.
Хĕвел шăрантарса пăхать. Миша кăнтăрла çитнине сисмен те. Ирех апат çинĕ пулин те ача хырăм выçнине туймарĕ. Йăрансене çум курăкран тасатса пĕтерчĕ те канма тесе килне кĕрсе выртрĕ.
Миша çывăрса кайма çеç пуçланăччĕ, хăйне такам ятран чĕннипе куçне уçрĕ. Урама тухсан вăл хăйĕн çывăх тусĕсене курчĕ, Ленăпа Костя урама тухма чĕнеççĕ иккен ăна.
— Салам, Миша. Сана паян пĕртте курман. Мĕн туса ирттертĕн куна. — ыйтрĕ Лена.
— Кунĕпех пахчара ĕçлемелле пулчĕ, — хуравларĕ Миша. — Вера ăçта тата. Эсир ăна паян курнă-и.
— Вăл паян хулана кайнă пулас, — сăмах хушрĕ Костя та. — Халь пурпĕрех нимĕнле ĕç те тăвас çук, айтăр ун патне кайса килер. Тен, унăн çĕнĕ хыпарсем пур.
Ачасем юлташĕпе килĕшрĕç, шăкăлтатса Вера патнелле çул тытрĕç.
Малалла
Тĕлĕнтермĕш япала
Куртăм эпĕ каçпала —
Çурçĕр енчи кăнтăрта
Хĕвел тухать шăранса.
Хĕвел тухнă-тухманах
Уйăх тухрĕ ярăнса.
Хĕвел патне çитсенех
Кайрĕ таçта çухалса.
Çухалчĕ те таврара —
Тĕлĕнмелле япала
Тухса тăчĕ самантра
Çăлтăр ташши ман умра.
Алтăр Çăлтăр саккăрла
Тапăртатать тупата.
Çурçĕр Çăлтăрĕ вара
Тухмасть ташша ярăнса.
Пысăк Анчăкĕ пăхса
Шалтах кайнă аптраса,
Вĕрме уçнă çăварне
Хупма маннă ахăртнех.
Куçа уçса хупрăм та
Тепре пăхрăм тӳпене
Тĕлĕнмелле ĕçсене
Курнă иккен тĕлĕнсе.
Тухрăм эпĕ урама, ыйăхăмран уçăлма,
Вĕçет унта халь пакша,
Пухать мăйăр тăмана
— Хĕл çитет, — тет вăл мана.
Пăхрăм та çырманалла
Ишет унта Хураçка,
Ляв-ляв вĕрет çăрттан та —
Кĕртмест шыва хураха.
Пурăннă карчăкпа старик. Вĕсен пулнă кушакпа йытă. Кушакĕ хитре, пысăк пулнă. Йытти те хитре пулнă. Карчăкпа старик ăна шурăпа хура тĕслĕ пулнăран Улашка тесе чĕннĕ. Улашка питĕ ăслă йытă пулнă, хуçисене пулăшма тăрăшнă. Кушакĕ вара выляма юратнă, аркатасшăн кăна пулнă.
Карчăкпа старик пасара кайнă чухне кушакпа йытта кил сыхлама хăвараççĕ.
— Кил-çурта лайăх сыхласан сире тутлă апат илсе килсе çитеретпĕр.
Кушака пулă, йытăна — аш илсе килсе çитерме шантараççĕ.
Йытăпа кушак савăнсах каяççĕ. Анчах та карчăкпа старик тухса кайсанах кушак пӳрте кĕрсе хăйма çисе ярать, сĕтел çинче ларакан апат-çимĕçе урайне тăкать, хăй уншăн питĕ савăнать.
Карчăкпа старик пасартан килеççĕ. Пӳрте кĕрсен карчăк кайса ӳкет. Пасара кайиччен пĕçернĕ кукăль, пĕремĕк, аш-пăш урайĕнче выртнине курсан хăрасах каять.
Кушак ăна курать, йăпăлтатса пырса çапла калать:
— Ăна Улашка турĕ, — тет.
Карчăкпа старик çилленсе каяççĕ те Улашкана килĕнчен хăваласа яраççĕ.
Кушакĕ питĕ савăнчĕ. Вăл çемçе вырăн çинче мăрлатса çывăрать, хуçисем илсе килнĕ пуллине те, ашне те пĕчченех çисе ярать.
Малалла
Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енлĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул,
Кам çӳремест çав çулпа?
Каякан сахал мар,
Килекенни самай мар.
Катара, тĕнчере
Çулăн вĕçĕ инçетре.
Кунĕпе, çĕрĕпе
Çул варрипе çын иртет,
Йĕркипе-майĕпе
Пĕрне-пĕри хистетет.
Иртеççĕ кĕнтĕртетсе
Йĕс кĕпçеллĕ тупăсем;
Вылятса-сиктерсе
Пыраç утлă çарлисем.
Пĕр харăс шатлатса
Утать унтах çуран çар.
Хыçалтан ахлатса
Пырать хĕрлĕ хреслĕ çар.
Сивĕрен-çумăртан
Хăрамаççĕ маттурсем.
Пăшалтан-тупăран
Пĕшкĕнмеççĕ салтаксем.
Çар пырать, çар кĕрлет,
Тинĕс хумĕ евĕрлĕ;
Вăрçать çар, çын вилет,
Тăкăнать юн хĕп-хĕрлĕ.
Таса юн сирпĕнет,
Ыйтать çӳлтен вăй-тĕрек;
Çӳлти турă хĕрхенет
Пуриншĕн те пĕр пекех.
Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул,
Кам çӳремест çав çулпа?
■ Страницăсем: 1... 685 686 687 688 689 690 691 692 693 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...