Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренЕркӗнКушкă ачиĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЙĕрсем çухалмаççĕПăва çулĕ çинчеĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

Тихашка


Вăтаел ялĕ çырма — çатраллă, сăртлă вырăнта Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Кашни кун куракан çынна кунти илемлĕх куçа илĕртмест тесен те юрать. Анчах çуркуннехи илем хуть кама та тыткăна илет. Сăрт çамкине вырнаçнă сад качча каякан хĕрĕн пĕркенчĕкне аса илтернĕн кĕпер урлă каçсанах куçа курăнать.

Яла пырса кĕрекенсем Пăла шывĕ урлă каçса кĕреççĕ. Шыв урлă каçма халь бетон кĕпер хывнă. Унччен çӳрхи ейӳ тухсан йывăç кĕпере кашни çулах сӳтетчĕç. Каярахпа кĕпер тунине курма ача — пăча йышлă пухăнатчĕ. Кĕпер Вăтаелсемшĕн аслă çулпа çыхăнтаракан пĕртен- пĕр çул-çке-ха. Халĕ вара унчченхи кĕпер çинчен никамах та аса илмест.

Ялăн хĕвел тухăç енче икĕ сад: пĕри — ял çумĕнчех вырнаçнă, тепри — пысăк çырма урлă. Çаксем илем кӳреççĕ те яла. Хĕвел анăç енче икĕ пысăк кӳлĕ. Вĕсен йĕри-тавра ӳсекен хурăнсем вăйă карти тунă хĕрсем ушкăнне аса илтереççĕ. Кӳлĕ çывăхĕнчех ĕлĕкхи Вăтаел чăвашĕсен йăли-йĕркине аса илтерсе тăракан Киремет йывăççи. Халĕ те хăш-пĕр чухне йывăç çинче хăю е алшăлли çакăнса тăнине курма пулать. Апла пулсан ĕлĕкхи йăлана тытса пыракан ватăсем ялта пĕтмен-ха. Çамрăк ачасене ашшĕ-амăшсем çак йывăç патĕнче выляма хушмаççĕ. «Киремет йывăççи хатарлă йывăç. Ун патĕнче ан выльăр», — тенине час-часах илтме пулать.

Малалла

Качака


Качака чуптарать пахчана,

Ăна хирĕç тухать пĕр ача:

- Качака, намăс мар-и сана?

Вăтанса пуçне чикрĕ кача...

Куçĕнчен çухалсассăн ача,

Пахчана тӳрех чикрĕ кача.

Курак


Çатан карта çинче курак.

Ампар алкки çинче çăра.

Çынсем те çук, лавсем те çук,

Çанталăк япăх — майĕ çук.

Кăранклатать кăна курак:

— Ман пĕтрĕ пурнăçăм, хурах!

Пĕр пĕрчĕ тырă хăварман,

Хĕле мĕнле хĕллес-ха ман?

Тулли уйăх çинче тĕкĕр çинчи пек...


Тулли уйăх çинче тĕкĕр çинчи пек хĕр сăнне куратăп. Çак хитре пикен ытарма çук сăнĕнче тунсăх пуррине туятăп. Ах, куçĕ вут-хĕм еплерех сапать, çырла пек тути йăвашшăн кулать... Кулать пулсан та — пурпĕр чунĕ пытарăнчăклăн йĕмест мар-и?

Пăхатăп та тĕлĕнетĕп: çакă чиперкке эп хам пуль...

Сад пахчи сыхлать Мухтар


Сад пахчи сыхлать Мухтар

Ир те каç пит тимлĕн.

Кам ăна калать мухтав

Лăпкăн, ăшă пиллĕн?

 

Кам-ха пултăр — кил хуçи,

Ватă çын — Иван мучи.

Пахчара вĕрет Мухтар,

Ун ĕçне пурте мухтар.

Манăн туйăм


Шурă акăш тĕкĕ евĕр манăн çепĕç туйăм, вăл тунсăхлă юрă шыраса тупрĕ те ĕнĕрчĕ тĕттĕм шăплăхра. Кĕвĕ çеммипе шăнса кӳтнĕ чунăма лăплантарма эпĕ тухрăм çунатсăрах вĕçмешкĕн уçлăха.

Ĕненмелле те мар-çке! Манăн куçăм юратăва ӳкерчĕ, туйăм ăна сăрларĕ тĕрлĕ сăрăпа. Пĕчченлĕхпе аптранă чунăм çакна веçех курчĕ: сăнăм халĕ çиçрĕ йăлтăр кулăпа.

Асаппа тертленнĕ мĕскĕн чунăм пуçларĕ майĕпен вăй илме. Юратупа çĕкленнĕ кăмăл-туйăм чĕрене чĕртет хăш чух çапла.

Чăваш поэтсене мухтав юрри


Чăваш поэт пуличчен

Тăлăх-турат пулас-мĕн,

Çĕтĕк-çурăк тăхăнса,

Урам тăрăх тăсăлса,

Хура-мара хутаçпа

Ыйткаласа çӳрес-мĕн.

 

Чăваш поэт пуличчен

Хăрăк турат пулас-мĕн;

Тăвăл пала хуçăлса

Персе анас çĕр çине;

Çурхи шывпа юхăнса

Юхса тухас Атăла.

Атăл хумĕ, хумхатса,

Тĕнче хĕрне çитиччен

Илсе кайтăр юхтарса.

 

Чăваш поэт пуличчен

Пилеш туя пулас-мĕн:

Кĕрхи çĕрле, тĕттĕм чух,

Тухса каяс вăрмана,

Арçурипе шуйттана

Шăмми-шакки ваниччен

Хĕртсе çӳрес çĕрĕпе.

Чăваш поэт пуличчен

Ват сăвăслан пулас-мĕн:

Куштан çынсем çăвара,

Кара-кара вăрçнă чух

Куштансенĕн чĕлхине

Сăнă лартса хварас-мĕн.

 

Чăваш поэт пуличчен

Хура çĕлен пулас-мĕн:

Вĕчĕх-кĕвĕç чăвашсем

Харлаттарса ыйхăпа

Çварне карса выртнă чух;

Вĕсен вĕчĕх çăварне

Шуса кĕрес майĕпе,

Хапсăнчăкла пырпала

Ăш-чиккине анас та

Кĕвĕç чĕри çумĕнче

Йăва туса вырнаçас,

Малалла

Сарă тулă пуссинче...


Сарă тулă пуссинче

Путене юрлать.

Кĕмĕл сасă куссинчи

Уй хĕрри юлать.

 

Чĕлтĕр-чĕлтĕр шерепе

Пуç таять хуллен.

Хир илемĕ эрешпе

Тыткăнлать куллен.

Пĕлетĕп эпĕ пĕчĕкрен...


Пĕлетĕп эпĕ пĕчĕкрен

Çăкăр пулать вăл пĕрчĕрен.

Малтан акатăн,

Пуçтаратăн,

Арман чулĕ çинче вататăн

Хĕвел тĕрриллĕ тыр-пула —

Этем пурнать ăна пула.

Анне чуста çăрать вара,

Çăкри пиçет кăмакара.

Тытсассăн çăкăр чĕллине

Туяп уй-хирĕм чĕннине.

Тăхти тени çавнашкал...


Тăхти тени çавнашкал:

Ик хăлхи те кĕтĕкскер;

Тумтирĕ те çĕтĕкскер;

Алла туя тытать те

Тухать вара урама

Яла-йыша култарма —

Саркаланса уткалать,

Тайкаланса пыркалать,

Асла-мĕне тухасяа,

Ăслă этем пуласла.

 

Тăхти тени çавнашкал:

Çӳçне-пуçне тураман,

Сăввисене якатман,

Çара уран сăмаххи,

Питне çуман юмаххи,

Йӳçсе çитмен кĕселĕ,

Нимле мар-çке нимĕрĕ.

 

Тăхти тени çавнашкал:

Çырса тухнă сăввине,

Ĕнермен-çке кĕввине,

Шухăшсене вĕçлемен,

Тусансене вĕçтермен.

Тăхти тени çавнашкал:

«Сăввăр йывăр», — тесессĕн,

Çилленет-çке çил пекех;

«Тетте, лайăх», — тесессĕн,

Мухтанать-çке тем пекех.

■ Страницăсем: 1... 682 683 684 685 686 687 688 689 690 ... 796