Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнШăплăхри аслатиТанатаТантăшсемЙытă тĕлĕкĕЧапшăн пурăнмастпăрМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Ман аллăмра икĕ шурă тутăр...


Ман аллăмра икĕ шур тутăр.

Иккĕшĕнче — икĕ саркайăк.

Юрлас тесен — йĕреп,

Йĕрсен — юрлап.

Мĕншĕн эпĕ кайăк пулман-ши.

Пире иксĕмĕре, савнă тусăм,

Мĕншĕн пĕрле пулма çырман-ши.

Ман юрлас килет


Ман юрлас килет,

Сассăм-çке тухмасть.

Макăрас килет,

Куççулĕм тухмасть.

 

Çак çула çитсе,

Телей эп курман.

Телее кĕтсе,

Иртрĕ пурнăç ман.

 

Асап та хĕн-хур

Маншăн ялан пур.

Çутă кун анчах

Курăнмасть пачах.

 

Пуçăм усăнать,

Туртăнать çĕре.

Чунăм пăлханать,

Тем шырать чĕре.

 

Тус-юлташ тени

Виçĕ пуса çеç.

Паян кун кашни

Пĕтессе кĕтеç.

 

Мĕншĕн пурăнас

Телей пулмасан.

Телей курăнмасть

Пурнăçра нихçан.

 

Çынна пуç тайса

Пурнаяссăм çук.

Авăра кайса

Сикеес пуль, теп.

 

Вара ман çинчен

Пĕлмĕ никам та.

Пĕр-ик çул иртсен

Юлмĕ юррăм та.

 

Авăр тĕпĕ ман

Мăшăрăм пулĕ.

Пăла шывĕ ман

Аннеçĕм пулĕ.

Атăл айне анаймарăм


Атăл айне анаймарăм,

Чей лартса ĕçеймерĕм.

Эп телейлĕ пулаймарăм,

Савăнса çуреймерĕм.

 

Атăл айне аннă пулсан,

Хăпарайман пулăттăм.

Эп телейлĕ пулнă пулсан,

Çуралман та пулăттăм.

 

Атăл та хумханчĕ пуль,

Сĕве те хумханчĕ пуль.

Икĕ хумĕ пĕрле пулса

Карапа пытарчĕç пуль.

 

Анне те ылханчĕ пуль,

Атте те ылханчĕ пуль.

Икĕ ылхан пĕрле пулса,

Телее пытарчĕç пуль.

 

Атăл çине шур пир сарнă,

Типĕ халĕ майĕпен.

Çамрăк пуçа хуйхă ӳкнĕ,

Иртĕ халĕ майĕпен.

Камит


Шупашкартан таврăнакан Карачăма арăмĕ картишне тухсах кĕтсе илчĕ.

— Ну. каласа пар, мĕнле кайса килтĕн? — ыйтрĕ упăшки пӳрте кĕнĕ-кĕмен.

— Йĕркеллех... Чиперех...

— Йĕркеллĕ пулсан ма çав териех — юлашки чăххуна пăсара пăвса пăрахнăн — тĕксĕм эс, йӳçек?

— Ан çыпăç-ха. Крахьян, вăрăм çул хыççăн сывлăш çавăрма пар.

— Кур-ха эс ăна, «ан çыпăç». Мĕнле шăна çыртнă сана? Ăнсăртран унта, хулара, пĕр-пĕр шакла пуçлă майра тупса ямарăн пуль-çке? — çаплах хăпмарĕ Крахьян.

— Çапла, тупрăм. Сирĕн, хĕрарăмсен, ялан пĕр юрă. Луччăк кала-ха: виçĕм кун килтен тухнă чух. такăнманччĕ-и эп? Апла тăк ма ăнмарĕ-ха ман, еккăр-маккăр? Çук-ха, çитессе аванах çитрĕм шурă Шупашкарне. Хама кирлĕ урама шыраса анаталла уттартăм.

Пăхатăп, сарă сухаллă, çилхе çӳçлĕ арçын çамрăк хĕрарăма тăлпалать. Ха-лăх — циркри пек! Çаварĕсене карса пăрахнă та...

— Эс, карманни, чупса пытăн пуль-ха? — йĕплерĕ Крахьян.

— Пымасăр вара! Манăн та юпа пек хытса тăмаллаччĕ-им? «Ма хĕнетĕн?!» — тетĕп çилхеллĕ арçынна. «Сан мĕн ĕç пур, çăпата? Хам арăмпа хам хуçа!» - çапла хаяррăн мĕкĕрсе илчĕ те яра пачĕ мана чышкипе. Вара каллех лешне, арамĕ текеннине, лăскама тытăнчĕ. «Кирлĕ чух, юри тенĕ пекех, хĕрлĕ пакунлисем те çук», — ун-кун пăхкаларĕç пуçтарăнса тăнă арçынсем. Самăртнă ăйăр пекех тĕреклĕ хăйсем. Кашни пĕрер çапсан, виçĕ хĕл каçнă вăкăр та лаштăрах тĕшĕрĕлмелле. Эх, тарăхса кайрăм та ача! Тӳсеймерĕм, хайхи хулиган патне талпăнса пытăм.

Малалла

Учитель


Вĕçет-вĕçет Хĕвел-атте тавра

Сенкер планета, Çĕр-анне ара.

 

Кам тапса янă мечĕк пек ăна?

Паян çулсен шутне шутла кăна!

 

Сан сакăр вунă çаврăм хыçунта,

Кашни, ĕнерхи евĕр, асунта.

 

Пусать çулсен капмарĕ ват çынна,

Çавăнпала халь тăвăр сан чунна.

 

Мĕскершĕн пурăнатпăр тĕнчере?

Пур ыйтăвĕ, хуравĕ çук, эре.

 

Çав вăхăтрах пĕр çын та — хăй тĕнче,

Хĕвел ăшши-ялтравĕ айĕнче.

 

Пĕртен-пĕрех... Килет те вăл каять...

Пĕр шутласан, самантлăх туйăнать.

 

Çавăнпала чуна пусать те чул,

Шухăшласан — шăрçаланать куççуль...

 

Мăн ыррине курайнă эс? Кала,

Чăваш ачи, тĕпленнĕскер яла?

 

Асрах, паллах, яш ĕмĕр — çутă ир...

Ун чух кашни хаваслă-çке эпир.

 

Пуçламăшĕ хитреччĕ, лайăхчĕ...

Малашлăх çилĕ сана майăнччĕ.

 

Шкула иленнĕ эс, чăваш ачи,

Хунанă çĕнĕ пурăнăç калчи.

 

Çаплах ара, калча пек ӳснĕ эс, —

Малалла

Ăнтăлу


Ырă, тирпейлĕ пурнассăм килет.

Пурнăç кĕрлевĕ хаяррăн силлет,

Сĕм авăра илĕртет, сĕтĕрет.

Пуçăм вара çаврăнать, минĕрет,

Чун аташать, айхашать, иртĕхет...

Хурлăх парнелĕ ултавлă реххет.

Ырă, тирпейлĕ пурнассăм килет,

Манăн курасчĕ сăваплă тивлет.

Çут тĕнчере пĕр пулсассăн кăна

Хам ăнтăлсассăн тутанăп ăна.

Çак шайлашу çĕклесе пынипе

Ырлăхĕ çитĕ çынна пĕтĕмпе.

Пӳрнĕ пулсан – пархатарлă чĕре –

Пурнăçăм ирттĕр хастарлă ĕçре.

Ухăнтăр чун уçлăх юхăмĕнче,

Ăсăм туптантăр ун хумĕ çинче.

Çутă хĕвелĕн сипетлĕ ăшши

Пултăр ман кăмăлăн тутлă тĕшши.

Аслă тĕнчемĕрĕн аслă кĕвви

Пултăр ман шухăшăн чĕрĕ тĕвви.

Эй! тĕнчене тытакан ыр хăват,

Пур нишлĕхрен хăтарсамччĕ, сыват.

Çут тĕнчепе шайлашуллă тăма

Çул кăтартсамччĕ айван ăсăма.

Аттене


Çывăр ĕнтĕ, канлĕ çывăр

Халĕ урăх тĕнчере.

Каçару ыйтмашкăн йывăр –

Татăлса йĕрет чĕре.

 

Тăкнă эсĕ те куççулĕ

Ывăлна упрас тесе.

Çавăнпа та ун кун-çулĕ

Йĕркеленчĕ тикĕсех.

 

Вăрçă вутĕнче эс çуннă,

Лартнă пуш çĕрте кермен.

Кирлĕрех çĕрте вăй хунă,

Ыр ятна пит ӳкермен.

 

Эпĕ пур пит ерçеймерĕм,

Шав айлантăм ĕçĕмпе,

Аякра час-час çӳрерĕм

Хамăн йӳнĕ йӳтĕмпе.

 

Ентĕ хам та халсăрланнă

Ĕç те ватлăх пуснă май.

Кам çынна йăлтах ăнланĕ? —

Кашниннех-çке терт нумай.

 

Чун парса хӳтĕленишĕн

Пысăк тав сана, аттем.

Пулăшу сахал кӳнишĕн

Айăпа епле тӳсем?..

Каçар, анне


— Эпир кам, эпир кам?.. Пире хирĕç тăракан, тăракан.., — çухăрашса пырать шартлама сивĕ кун юр хусе лартнă çуна çулĕ тăрăх аллăран иртнĕ арçын. Хăлаçланать, тайкаланать, çул çине тăрăна-тăрăна каять. Усал сăмахĕсемпе ятлаçа-ятлаçа илет, хушшăн-хушшăн юрă ĕнĕрлеме хăтланать. «Вĕлеретĕп! Эп сире-и?» — такампа ятлаçать.

Тӳнсе кайрĕ те тăраймарĕ, малтанах темĕн мăкăртаткаларĕ, кайран сасси те илтĕнми пулчĕ, кăштах вăхăт иртсен юр лартрĕ, çын курăнми те пулчĕ.

— Ăçта çухалса çӳрет-ши, асатте çулне те çитрĕ, çемйипе пурăнма пĕлеймерĕ. Çемйи чăтайманнипе тухса кайрĕ. Мăнуксем те пысăкланса кайрĕç пуль — кайнă чухне асли те пилĕк çулта çеçчĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши? Кама хыврĕ-ши ку? Хам çынсемпе ятлаçса-çапăçса курман, кӳршĕсемпе те йĕркеллех пурăннă. Кинпе те — шăкăл-шăкăл. Ашшĕ те çур ĕмĕр хушшинче ман çине те, ачасем çине те алă çĕклемен. Çав тери ачаш пăхрăмăр-ши кăна? Ыттисем йĕркеллĕ çынсемех пулчĕç. Ывăлĕ те, хĕрĕ те çемйисемпе, кӳршĕ-аршăпа та йĕркеллех, ĕçре те хисĕплеççĕ. Ку этем ĕретлĕ пурăнма пĕлмерĕ: çемйи те тухса тарчĕ, куршĕсене те сивĕтрĕ, нимĕнле ĕçре те тытăнса тăраймарĕ. Халĕ ăçта сулланса çӳрет-ши, çанталăкĕ те сивĕ, ӳсĕрскер таçта çул çинче выртмасть-ши? — шухăшласа утрĕ ватă хĕрарăм.

Малалла

Шупашкарăн кӳлли


Шупашкарăн кӳлли — çутă кӳлĕ,

Çуталать шур хула варринче.

Таçтанах курăнать илĕртуллĕ,

Кăмăл уçăлĕ ун хĕрринче.

 

Шупашкарăн кӳлли – вăрăм кӳлĕ,

Çутатать керменсен сăн-питне.

Яп-яка ун тавра хывнă çулĕ,

Чуптарать çăмăл кимĕ хумне.

 

Шупашкарăн кӳлли – тулăх кӳлĕ,

Фонтанран кĕмĕл шыв пĕрĕхет.

Аякран та курмашкăн çын килĕ,

Кӳлĕ уншăн — кĕтмен ĕрехет.

 

Шупашкарăн кӳлли – янкăс кӳлĕ,

Чĕнтĕрленĕ кĕпер сас парсан

Тĕрлĕ халăх юрри килĕшӳллĕ

Янăрать çыннисем туслăран.

 

Шупашкарăн кӳлли – хăтлă кӳлĕ,

Хӳтĕлевçĕ-анне пуррипе.

Инçетре те сана унăн пилĕ

Савăнтарĕ пайтах ыррипе.

Челепи


Хаç папай та Эссепе,

Е Мехмет ятпа çӳретĕн,

Ăсупа та ĕçупе

Çур пин çул тĕлĕнтеретĕн.

 

Тымару сан хамăрта,

Чăвашран ӳтленнĕ эсĕ.

Вил тăпру – ют масарта,

Ют масар - тутар кĕтесĕ.

 

Эс тухса мăсăльмана

Ун тĕнне мухтанă, сарнă.

Пĕтĕмпех тăван ялна

Ислама кĕртме пултарнă.

 

Пулнă эсĕ Меккăра,

Мăхамет çĕрне пуç тайнă.

Стамбула юлса вара

Ăс пухса çынна ăс панă.

 

Эс каланă: пул ĕçчен,

Чун илемĕ вăл — сăпайлăх...

Кĕнеке те ун çинчен

Эс çырса хăварнă лайăх.

 

Челепи – сан тĕп яту,

Сулейман патшан ыр хакĕ.

Ятунта – сан хăвату,

Çав хăват – чăваш ахахĕ.

 

Таврăнсан пăхатăн та –

Аллаха ялу йăлт маннă.

Юлмасан та ялунта

Пулмăн эс чăваш тăшманĕ.

 

Кам кама пуç çапасси –

Çыннăн ирĕкĕ вăл теççĕ.

Çураçулăх тупасси –

Акă мĕн сăваплă теççĕ.

 

Эс тахçан хайланине,

Ах, тупасчĕ те вуласчĕ.

Ыр сунса каланине

Халĕ ман ăша хывасчĕ...

■ Страницăсем: 1... 778 779 780 781 782 783 784 785 786 ... 796