Степан Аслан


Степан Аслан

Степан Аслан (Степан Степанович Степанов) Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче 1917 çулхи чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Унтан Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Почтальон пулса ĕçленĕ. Район хаçачĕн редакцийĕпе тачă çыхăну тытнă. 1934 çулта ăна хаçат ĕçне чĕнсе илнĕ. 1938–1940 тата 1941–1942 çулсенче çарта пулнă. Демобилизаци хыççăн каллех район хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă. Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотине панă (1967).

С.Аслан 1980 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче вилнĕ.

Литература ĕçне вăл сăвăсенчен тытăннă, вĕсене «Çт. Яратай» псевдонимпа çырнă. Каярах калавсемпе повеçсем хайлама пуçланă, пысăк калăплă романсем çырнă. Унăн малтанхи калавĕ «Сăмакка айăкки» 1937 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. С. Аслан 1956 çултанпа СССР Писателĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ пулнă.

Паллăрах кĕнекисем: «Ахрат» (1957), «Алла-аллăн» (1958), «Хăват» (1961), «Сехмет (1967) романсем.


Кĕнекесем

8790

Хайлавĕсем

Хушма каçăсем