Илья Петрович Думилин 1911 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тăрăнта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Туçари сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта вăл «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаçат редакцийĕн экспедици кантурĕнче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш пилĕкçуллăх вăхăтĕнче И.Думилин Инçет Çурçĕре тухса кайнă, унти паллă стройкăсем тăрăх курса çӳренĕ. 1933 çулта каллех яла таврăннă, темиçе çул хушши пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ.
И.Думилин литература ĕçне сăвăсенчен тытăннă. Унăн малтанхи сăввисем 1928 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ.
1941 çулта поэт Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса кайнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчен пуçласах отделени командирĕ пулнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче вăл Сталинград патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
1934 çулта И.Думилинăн «Хумсем» ятлă сăвă кĕнеки тухнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...