Валентина Тарават (Игнатьева Валентина Николаевна) 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Пăвари медицина училищинче, каярах Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулта Чĕмпĕр тата Амур облаçĕсенчи больницăсенче медсестрара тата медицина пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.
В.Тарават пултарулăхĕ нумай енлĕ, вăл медицинăра çеç мар, юрă-ташăра та, литературăра та ăнăçлă та хастар ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пултарулăх коллективĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи фестивальсенче пĕрре çеç мар çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
В.Тарават 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Ĕçчен мăнук» (1992), «Уяв парни» (1993), «Хаклă сасă» (2000), «Чун тараси» (2001).
Шухăшсем
Distressing https://greenrevolution...
Hi there, its fastidious post con...
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...