Александр Каттай (Александр Яковлевич Кокорев) Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Йĕкĕр ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Шупашкарти театрпа музыка техникумĕнче вĕреннĕ, Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче актерта ĕçленĕ. Çав çулсенче вăл В.Кривоносов композиторпа пĕрле «Хаваслăх» муэыка комедийĕ хайланă, поэт хăйĕн сăввисене тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕ.
1937 çулта А.Каттая Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Хĕсметре вăл 1966 çулчченех пулнă, подполковника çитнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, çапăçури паттăрлăхшăн чылай награда илме тивĕçлĕ пулнă.
Поэт пурĕ вунă кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Стихи» (Сăвăсем, 1961), «Клятва» (Тупа, 1970), «Счастье» (Телей, 1979) т.ыт.те.
А.Каттай Мускавра 1992 çулта вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Use AI to drive targeted traffic to your...
Hoping to revitalize your website...
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...