Елена Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) 1969 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Çуткӳлти сакăр çул вĕренмелли тата Курнавăшри вăтăм шкулсенче вĕреннĕ, Чăваш пăтшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе тухсан ăна чăваш университетĕнчех ĕçлеме хăварнă. Вăл студентсене чăваш литератури вĕрентет.
Малтанхи статйисемпе калавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Çилçунат» журналта пичетленĕ. Унăн калавĕсемпе повеçĕсем «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Паллăрах произведенийĕсем: «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Чечексем çеçке тăксан» повеçсем, «Сетреслу ĕмĕрĕ», «Çурçĕр хыççăнхи çулçӳрев» калавсем.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Need a boost in website traffic? Our AI ...
Not getting enough leads for Chuvash? Ch...
Is your Chuvash website missing out on l...
Wanting to maximize your website ...
Want more targeted leads to your website...
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...