Станислав Николаевич Никоноров 1959 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанарта çуралнă.
Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш профессипе техника училищине пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă стройкăра плотник-монтажник пулса ĕçленĕ, çар хĕсметĕнче тăнă.
Çартан таврăнсан Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестăн ятарлă капăрлату управленийĕнче тăватă çул комсомол организацийĕн ĕçне ирĕклĕ майпа туса пынă, кайран çавăнтах партбюро секретарĕнче ĕçленĕ. 1986 çулта комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар хула комитетне ĕçе илеççĕ, 1990 çулта КПСС хула комитечĕн членне суйлаççĕ. Ĕçленĕ хушăрах вăл хăйĕн пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче куçăмсăр майпа ӳстернĕ.
1987 çултанпа унăн сăввисем, рецензийĕсемпе статйисем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта тăтăшах пичетленеççĕ. 1993 çулта «Чĕре хĕлĕхĕсем», 1997 çулта «Кăмăл тĕкĕрĕ», каярах «Сăмах», «Сăмах майăн» сăвă кĕнекисем пичетленсе тухаççĕ. Кунсăр пуçне С.Сатур сăввисем «Шурăмпуç çути», «Юратнă кĕнеке», «Радуга над городом», «Мужской разговор», «Атăлпа тинĕс хушшинче», Скандинави - Атăлçи коллективлă сборниксенче кун çути курнă. 2000 çулта ăна Раççей писателĕсен союзне илнĕ.
Поэт сăмахĕсемпе чăваш композиторĕсем чылай юрă хывнă. Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...