Аркадий Васильевич Лукин 1934 çулхи луш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Лутра Пакăшра колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хысçăн пĕр çула яхăн колхозра, унтан районти хаçат редакцийĕнче тата комсомол райкомĕнче ĕçленĕ, 1954-1959 çулсенче «Çамрăк коммунист» хаçат редакцийĕнче литература сотрудникĕ, тăлмачă, редакцин яваплă секретарĕ пулнă, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Мускаври Тĕп шкулĕнче вĕреннĕ.
1959 çул пуçламăшĕнче вăл «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче, 1962-1963 çулсенче «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. 1965 çулта А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи Литература аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă. 1965-1966 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. Каярахпа вăл — Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн литература консультанчĕ, ун хыççăн поэт Чăвашрадио комитетĕнче, «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. Ăна 1963 çулта СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Вăл 1995 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
А.Лукин ытти халăхсен поэзине чылай куçарнă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Чĕрехĕлхемĕ» (1960), «Манăн çăлтăр» (1962), «Эсĕ пулсан...» (1964), «Тул çути» (1967), «Эпир вĕçме çуралнă» (1968), «Тивлет» (1978), «Çĕр тĕнĕлĕ» (1979), «Ыталатăп, çĕршывăм, сана» (1982), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1984), «Ялан санпа, ялан пĕрле» (1995).
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...