Намăс çурчĕ
Театр умĕнчи лапамра юрă-ташă кĕрлет, сăра-эрех юхать. Кусемшĕн вара пăсăк уяв пулчĕ курăнать. Кун пек ЧП Шупашкарта пулманччĕ-ха. «Кам пуçарнипе-ши?» — канăç памарĕ мэра çеç мар, ытти чиновниксене те.
Тепĕр кунне ирех леш ĕнер хăварнă петицие копи туса премьер-министр патне леçсе пама хушрĕç. Каярах мэрне хăйне те чĕнсе илчĕç.
Премьер пĕччен мар. Ун патĕнче президент администрацинче ĕçлекенскер ларать. Республика пуçлăхĕ Мускава е ют çĕршыва тухса кайсан патшалăх тилхепи пĕтĕмпех çаксен аллине куçать. Ах васкаççĕ вара: тӳрех çывăх туссене пулăшассине аса илеççĕ, хăйсен аллине ларман пуçлăхсене улăштарма та ĕлкĕреççĕ, мĕнле те пулин кăлтăк тупса чăвашсене катертме тăрăшаççĕ, хăйсен çыннисене çул уçса параççĕ. Чи хастарри вара çак ĕçре шăпах хула пуçлăхĕ хăй. Анчах ăна чарма хăякан хулара çуккă-ха. Чее вĕсем, ĕçне президент хушнипе тунă пек кăтартма та вĕренсе çитнĕ. Сив сăмахĕ, ылханĕ вара республика пуçлăхĕ çине ӳкет.
— Ну, ĕнерхи пирки мĕн калăн-ха? — тӳрех ыйтрĕ премьер.
— Хулиганла ĕç ĕнтĕ. Сав çынсене тупса явап тыттаратпăрах.
— Питĕ меллĕ саманта алăран вĕçертнĕ эсир, тăмсайсем.
— Мĕн пирки вара?
— Минёра чĕнсе иличчен çав пӳрте пушă граната та пулин пырса пăрахмаллаччĕ. Вара лешсене вĕрентсе илме те лайăх сăлтав тупăнатчĕ.
— Хальхи ăспа пулсан... Уяв уçнă çĕре васкамалла марччĕ ман.
— Уяв вăл сансăр та пуçланатчĕ-ха, — хутшăнчĕ калаçăва виççĕмĕш арçын. — Халĕ вара вăхăта ӳпкелешсе ларса ирттерер мар. Президент килсен мĕн калĕ-ши? Шалти ĕçсен министрĕ пĕлтернех ĕнтĕ ăна.
— Министрпа ĕнерех калаçса илнĕччĕ-ха. Тăхтама хушрăм, — терĕ правительство пуçлăхĕ леш ĕнер мэра парса хăварнă петицие тепĕр хут пăхса илнĕ май. — Кала-ха эсĕ, çав ĕнер хăвна парнеленĕ пӳрт пеккисем хулара пурĕ миçе?
— Шута илмен çав. Алă çитмерĕ. Куртăр ĕнтĕ, кивĕ хулана илемлетме тиврĕ, фонтансем, чиркӳсем лартмалла пулчĕ.
— Вăл аван-ха. Анчах кусем нумай та ыйтмаççĕ вĕт-ха: çулне якатса памалла, пĕр-ик çĕрте шыв колонки тата телефон вырнаçтармалла. Тăкакĕ пысăк та мар вĕт-ха. Асту, сисмесĕрех суйлав вăхăчĕ те çитсе тăрĕ. «Эпир саншăн сасăларăмăр, эсĕ вара пирĕн çине хăрах куçпа та пăхмастăн», — теççĕ вĕсем.
— Вуларăм-ха ăна, — терĕ мэр. Сасси пачах улшăннă, иккĕ паллă илнĕ шкул ачи пекех курăнать.
— Сакна та вуласа пăх эппин, — хушрĕ президент çынни хăй илсе килнĕ хута парса.
— Ку тата мĕскер?
— Вула, вула. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем янă çыру вăл. Енчен те ĕнерхи пăтăрмах пирки шăв-шав çĕкленсен чĕлхе ыйтăвне те тапратма пултараççĕ. Наци конгресĕ те айккинче тăрас çук.
«Хула ертӳçисем шкулта чăваш чĕлхи вĕрентесси çине питĕ сӳрĕк пăхаççĕ, уроксен шутне чакарса пыраççĕ, классене çурмалла пайлаттармаççĕ. Чĕлхе саккунĕ Шупашкарта пурнăçланмасть», — вуларĕ хула пуçлăхĕ.
— Сав чĕлхе саккунне кам йышăннă-ши ăна?! Халĕ те çакăнта ларать, — терĕ мэр ĕнсине сылтăм аллипе çапса илсе. — Ытларах куçа илĕртекен ĕçсем тумалла тесе президент хăй те каланăччĕ вĕт-ха. Чĕлхе вĕрентесси е чăвашла кĕнеке кăларасси вăл пит курăмлă япалах мар. Илемлетнĕ çурт е чиркӳ аякранах кăшкăрса ларать, пирĕн ĕçе курăмлăрах тăвать.
— Ман шутпа, тактикăна кăштах улăштармалла пек, — сĕнчĕ премьер. — Юрлаччăр, ташлаччăр, калаçчăр вĕсем чăвашсем, анчах влаç ыйтăвне ан тапратчăр. Сав çула лайăхрах пӳлсе пымалла.
— Халĕ те уяв хыççăн уяв туса паратпăр-çке, — терĕ мэр. — Фейерверксем те ирттеретпĕр.
— Президент кăмăлĕ вăл пĕр-пĕр хыпара мĕнле пĕлтернинчен те чылай килет. Ăна эпĕ хам çине илĕп-ха. Анчах хаçатсем пур-çке. Вуларăр пуль ĕнтĕ «Демократическая Чувашия» хаçат ĕнерхи пирки мĕн çырнине. «Кун пек пуçлăхсемпе чăвашăн хăй пуласлăхĕ пирки ĕмĕтленмелли те çук», — тет редакторĕ.
— Ытти хаçатсене лăплантартăмăр-ха. Контракт вăхăчĕ тухсанах кунтан та тасалăпăр, — сăмах пачĕ президент патĕнчен пыни, унччен парти обкомĕнче ĕçленĕскер, демократи сăмаха çав тери юратманскер. Коммунистсен агенчĕ ĕнтĕ, кунта мĕн пулса иртнине ыттисене пĕлтерсе тăраканскер. Хула пуçлăхĕпе те туслă, иртнĕ суйлавра ăна пулăшса пынă. Халĕ те хута кĕме хатĕр.
— Çине тăрсан çак ĕçре те хамăра усăллине тупма пулать, — терĕ çакскер. Лешсем тĕлĕнсе пăхса илчĕç. — Наци конгресĕпе явăçтармалла та ăна провокаци тăвакан пĕрлешӳ пек кăтартса памалла. Тен, салатса яма та май килĕ.
— Тем пекехчĕ, — хушса хучĕ мэр. — Уйрăм çурт ыйтаççĕ тата йĕксĕксем. Шиш! вĕсене.
— Ман шутпа çуртне памаллах, — терĕ премьер.
— Çук, çук. Кун пирки калаçу та пулма пултараймасть, — хирĕçлерĕ хула пуçлăхĕ тăвăлса çитнĕ чунне пытараймасăр.
— Каллех хăв юрруна тăсатăн. Конгреспа хирĕçме кирлĕ мар тесе каланăччĕ вĕт. Сурт парсанах хăв куçунтан пăхма тивĕ вĕсен: электричество та, ăшă та кирлĕ, юсав ĕçĕсем те аса илтерсех тăрĕç. Тавçăруллăрах пул-ха эсĕ, салтакри йăласене пăрах, — сĕнчĕ правительство пуçлăхĕ хăй тусне. — Ку чăрсăр ĕç пирки вара милицие хытăрах хăвала. Хыпарсене те пĕлтерсех тăр.
Калаçу сисмесĕрех урăх çĕрелле куçса пычĕ. Премьер çурт-йĕр тунă çĕрти заказсене хăш треста е фирмăна парсан меллĕрех пулассине асăрхаттарчĕ, тепри вара хула пуçлăхĕнчен хăйне çывăх çын валли офис уçма пӳлĕмсем ыйтрĕ. «Алла алă çăвать», — теççĕ вĕт. Ун пек чухне нухрачĕ пирки те иккĕленме кирлĕ мар, хăех сейфа çитсе выртать. Пурнăç самаях улшăнчĕ, укçаллă çынсем нумайланни чиновниксемшĕн те лайăх. Майне кăна пĕлмелле.
Çапла калаçса уйрăлчĕç те ĕнтĕ виçĕ пуçлăх. Анчах Шанхай чăвашĕсемшĕн усси пулĕ-ши, хăйсене хула çынни вырăнне хурса хисепленине курĕç-ши? Ситменнине тата чăрмав кӳрекенсем те тупăнсах тăраççĕ. Акă паян та леш Шанхай «авторитечĕ» çитсе те ларнă. Тĕрĕсрех каласан, ăна мэр хăй чĕнсе илнĕ.
— Эсĕ мĕншĕн ĕçлеме пăрахрăн? — сиксе ӳкрĕ тӳрех хуçа. — Тутлă апата пула мăнтăрланса çитнĕ кушак аçи пек тыткалама пуçларăн. Аса ил-ха, сана икĕ пӳлĕмлĕ хваттер панă чухне мĕн хушнăччĕ-ха? Националистсем мĕн хăтланни çинчен мĕншĕн вăхăтра пĕлтермерĕн? Маларах каланă пулсан... Камсем тунă-ха çакна?
— Уявра пулман çав эпĕ, яла кайнă.
— Кирлĕ чухне çук çав эсир.
— Сынсемпе калаçса пăхрăм, пĕлекен çук. Питĕ вăрттăн хатĕрленнĕ вĕсем. Шанхайри йĕркесем те пачах урăхла. Чăмăртаннă вĕсем. Пуçлăхĕ те тупăннă. Таланов теççĕ.
— Таланов? Темле унччен илтнĕ пек. Кам вара вăл?
— Самрăк учитель, çавăнтах пурăнаканскер. Шанхай старости теççĕ ăна.
— Апла эппин çавăнтан пуçламалла та, хулиганла ĕçшĕн камăн та пулин явап тытмаллах.
— Ăна хăвăр пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах çынсем çакна питĕ вырăнлă политикăлла ĕç тесе калаçаççĕ. Чылайăшĕ ырлаççĕ. Унта тата тепĕр йышши чуста хăпарса çитет теççĕ.
— Мĕнле япала вара?
— Каçсерен чăваш чĕлхи вĕрентекенсем пуçтарăнаççĕ тет, хулари вĕрентӳ пайĕн пуçлăхне хирĕçле калаçусем пулса иртеççĕ тет.
— Ав мĕнле иккен.
— Таланов та çавсемпе пĕрлех тет.
— Ну юрĕ, хăлхуна çивĕчрех тыт.
Элекçĕ тухса кайсанах хула пуçлăхĕ секретарьне чĕнсе илчĕ те Таланов çинчен ыйтрĕ.
— Морсков купца çурчĕ пирки çӳрекенни мар-ши вăл? — терĕ лешĕ.
— Чăнах та, çавă самай чăрсăрскерччĕ. Чĕнсе калаçма тивет. Пĕлтер ăна.
— Килмесен вара?
— Чим-ха, хваттер черетĕнче тăратех ĕнтĕ вăл. Савăн пирки тесе чĕнсен мĕншĕн килмелле мар. Хăш районта тата миçемĕш çултанпа тăнине пĕл те чĕнсе ил.
— Юрать, — тесе секретарь тухрĕ.
Анчах кунпа мэр чунĕ лăпланмарĕ-ха. Вăл иккĕмĕш кун ĕнтĕ хăйне такам хытă çупса янă пек туять. Паян та ав кантăкран пĕр-икĕ хутчен пăхса илчĕ. Темшĕн ăна леш пӳрт халĕ те çавăнтах ларать пек туйăнать. Чăтаймарĕ мэр, хăй патне милици начальникне чĕнсе илчĕ.
— Ну, ĕнерхи пирки мĕн паллă, — пуçларĕ тӳрех хула пуçлăхĕ, — ăçтан вĕсем?
— Уçăмлăн калама хĕнтерех, анчах йĕрĕ çине ӳкрĕмĕр тесен те юрать. Çав пӳрте универмаг патĕнчен йăтса тухни паллă.
— Ăçтан турттарса килнĕ-ха ăна?
— Çук, ниçтан та шлсе килмен ăна, универмаг хыçĕнчи çырма хĕрринче тунă. Ĕçленĕ вырăнĕ те паллă, турпасĕ те çавăнтах.
— Мана турпас кирлĕ мар. Камсем хăтланнине тупмалла!
— Хăйсем лартнă пĕчĕк пӳртсенче пурăнакансем ĕнтĕ. Анчах тахăш вырăнтисем-çке. Йăви вĕсен пĕр çĕрте кăна мар вĕт.
— Восточнăйне кайăр. Çавсем питĕ туслă теççĕ. Пуçлăхĕ те пур, Таланов ятлăскер. Çыннусене çавăнта яр. Калаçса пăхчăр. Талановне вара ан тĕкĕнĕр. Унпала кунта калаçăпăр, сана та пĕлтерĕп.
— Юрĕ, çапла пултăр эппин. Ытти çĕрте те тĕрĕслесе пăхăпăр-ха, — тесе полковник тухса кайрĕ.
«Намăс çурчĕ» пирки халăх хушшине хыпар часах сарăлчĕ. Хаçатсем те самаях пулăшрĕç курăнать. Тем калаçакан та пур. Мина хăш тĕлте çурăлнă-ши вара тесе ятарласа килсе пăхакансем те тупăнчĕç. Мэр майлисем наци конгресне айăплама пикенчĕç. Тем те тунă пулĕччĕç, анчах фактсем çителĕклех марри чăрмантарать. Пĕртен-пĕр шанчăк та Таланов кăна. Çавна лайăхрах хĕстермелле. Тен, тӳрех милици аллине памалла. Çапах та мэр малтан хăй калаçса пăхас терĕ. Шанхай «авторитечĕсене» мĕнлерех лăплантармаллине вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Хваттер черечĕ пирки аса илтерсенех куçран ăшшăнрах пăхма пуçлаççĕ. Хаярлăхĕ часах сӳнет.
Таланов кĕнĕ чухне мэр пĕчченехчĕ. Ăна курсанах хирĕç пырса аллине тăсрĕ:
— Паллашма та вăхăт ĕнтĕ. Сире поселок старостине суйланă ятпа саламлатăп, — терĕ лăпкă сасăпа нихăçан курман çынпа калаçнă пек. — Малашне пĕрле ĕçлĕпĕр. Чылайранпа çавăнта пурăнатăр-и вара?
— Вун пилĕк çул та иртрĕ ĕнтĕ.
— Черет сирĕн аннӳ ячĕпеччĕ пулас.
— Çапла. Эпĕ пĕчĕккĕ чухнех заявлени панă.
— Мĕн тăвăн ĕнтĕ, хваттерсем çитмеççĕ вĕт. Черечĕ те хулленрех шăвать.
— Унтан-кунтан куçса килекенсем валли пур та-ха, кунти çынсемшĕн çук.
— Сирĕн ыйтăва татса памаллах ĕнтĕ. Аçу Чечняра вилнине те шута илĕпĕр. Эсир çырнă петиципе те паллашрăм. Ун пек мелпе памалла пулман ĕнтĕ. Тӳрех килмелле те калаçмалла.
— Мĕнле петици? Нимле хут та тăратманччĕ-çке.
— Староста тăрăшмасăр çырман пуль ĕнтĕ ăна, хăмаран тунă пӳртри хута.
Шăп çав самантра алăк уçăлчĕ те милици начальникĕ кĕрсе тăчĕ.
— Иртĕр, иртĕр, — терĕ мэр, — паллашăр. Ку Таланов юлташ пулать.
— Мана шăпах çавă кирлĕ те. Ну, Таланов, каласа пар универмаг хыçĕнче мĕн хăтланнине.
— Мĕн пирки вара эсир?
— Паллă ĕнтĕ, ним пĕлмен пек ан тыткала хăвна. Поселокрисем веçех каласа пачĕç.
«Нивушлĕ тахăшĕ чĕлхине чараймарĕ? Тупа та тунăччĕ вĕт-ха», — шухăшласа илчĕ Таланов.
— Мĕн нимĕн те шарламастăн тата? — тапăнчĕ каллех полковник. — Сав пӳрте эсĕ çине тăнипе йăтса тухнă теççĕ. Куракансем те пулнă.
— Илтессе илтнĕ, анчах нимĕн те пĕлместĕп, — терĕ Таланов.
— Сынсене куçсăр тетĕн-им? Курнă сана. Свидетельсем те пур. Судра веçех паллă пулĕ.
— Мĕнле суд? Пĕр айăпсăр çынна суд тумаççĕ ĕнтĕ.
— Сакă мĕскер вăл? — кăшкăрса ячĕ мэр леш «Осторожно: мина!» тесе çырнине кăтартса. — Хулиганла ĕç мар-и?
— Ку çеç те мар-ха, — чĕрре кĕчĕ полковник, — çак ĕçре хула администрацийĕн çуртне сирпĕтес шухăш та сисĕнет. Куншăн вара мĕнлерех статья кĕтнине пĕлетĕн-и?
— Ун пек шухăшласа кайсан чĕлхе тем те калĕ. Сынсем калаçнине ĕненсен çав пӳрте хула пуçлăхне парне вырăнне парса хăварнă теççĕ. Сырсах пĕлтернĕ тет. Апла-тăк, парнешĕн те суд тăваççĕ-и вара? Тен, çак ĕçе пачах та урăх çĕрте пурăнакансем тунă. Хамăн та питĕ пĕлес килет. Тав сăмахĕ каланă пулăттăм вĕсене. Мина пирки те калама пулать. Тен, вăл хута хăвăра майлисемех çырса пăрахнă, айăплама сăлтав пултăр тесе, — хăюллăн хирĕç хуравларĕ Таланов.
«Ав мĕнлерехскер иккен ку «авторитет». Унчченхипе танлаштарсан самай тавçăруллăскер, — шутласа илчĕ хула пуçлăхĕ. — Морсков çурчĕ пирки те вăлах çине тăнăччĕ».
— Енчен те айăплă тесе шутлатăр пулсассăн, хупса лартăр эппин, — терĕ Таланов полковник çине пăхса. — Анчах астăвăр, кунта тепĕр ыйту та куçкĕретех — çав япăх çуртсенче пурăнакансем вĕсем пурте тенĕ пекех чăвашсем. Савсен шăпи пирки кăштах шутласа пăхнă-и-ха эсир?
Мэр калаçу тепĕр майлă çавăрăнса каясса кĕтменччĕ.
Савăнпа та полковникпе канашласа пăхас шухăш çуралчĕ.
— Ну, юрĕ, Таланов, эсĕ халлĕхе приемнăйне тухса лар-ха, — терĕ мэр. Алăк хупăнсанах полковникрен ыйтрĕ:
— Сак ĕçе пуçарса яраканĕ, чăнах та, Талановах-и вара?
— Ăçтан пĕлĕн-ха? Шанхайра пĕри те нимĕн те шарламасть
тет.
— Ытла хăюллăн калаçрăн та. Пĕлнĕ пекех
— Пирĕн ĕç мелĕ çавнашкал.
— Кунпа вара мĕн тумалла-ха? Нивушлĕ çаплипех ямалла. Чим-ха, телевидени ӳкерсе илмен-и-ха вĕсене?
— Унта та пултăмăр. Веçех пăхса тухрăмăр. Анчах çыннисене ниепле те палласа илме май çук. Пурте хура хутран касса тунă куçлăхсемпе.
— Эсир те çав... Милицие тăр кăнтăрлах улталаççĕ. Камсен ĕçĕ-ха çакă?
— Таланов пĕлетех ĕнтĕ. Ун пек ĕçе пĕр-пĕринпе калаçмасăр тума çук. Каярах сăмахĕ тухатех ĕнтĕ.
— Мана паян кирлĕ. Камсем йăтса пынине пĕлесчĕ. Кун пек ĕçе çийĕнчех чармасассăн...
— Юрĕ эппин, урăхларах мелпе усă курăпăр. Милицире ĕçлекен чăвашсен Шанхайри тăванĕсем урлă пĕлме тăрăшăпăр. Ку вара шанчăклăрах пулĕ.
— Апла-тăк вĕçтер, — терĕ мэр. — Лешне кĕме кала-ха. Полковник сăмахĕ мэра кăшт та лăплантармарĕ. Милици
мĕнле ĕçлени паллă ĕнтĕ. Кахалрах çынсем тесен те юрать. Хăваласах тăмалла. Канлĕрех пурнăçа килĕштереççĕ.
— Акă ман умра Таланова Елена Ивановна çырнă заявлени выртать. Сак ыйтăва татса парасси пĕтĕмпех санран хăвăнтан килет, çамрăк çыннăм. Уяв кунĕ пирки мĕн пĕлнине каласа пар та... Акă халех алă пусатăп та тепĕр эрнерен икĕ пӳлĕмлĕ хваттере куçма пултаратăр.
Сакă нумай çул хушши канăç паман ыйтăва нивушлĕ пĕр самантрах татса пама пулать вара? Талановăн мĕн каламалла-ха? Ĕçе кам çине йăвантармалла? «Тен, пĕтĕмпех хам çине илмелле те... Анчах каçарĕ-ши? Ордер тыттарсан калатăп тесе сăмах памалла мар-ши?»
Пуçра мĕн хĕвĕшнине тавçăрса илме çук, ухмаха тухса кайнă тейĕн. Мĕн кăна пырса кĕмест пуль. Мĕнле хевтесĕр иккен вăл çак самантра, никампа калаçма та çук. «Ман вырăнта Чечеков мĕн тунă пулĕччĕ-ши?» — аса илчĕ Таланов хăйĕн юратнă вĕрентекенне.
— Мĕн нимĕн те шарламастăн, тусусенчен хăратăн-им? — аса илтерчĕ мэр.
— Пĕлнĕ пулсассăн веçех каласа парăттăм, — персе ячĕ Шанхай старости тинех темле йывăрлăхран хăтăлнă пек уççăн сывласа илсе. — Паçăрах каларăм вĕт çав хăюллă çынсем пирки хамăн та пĕлес килет тесе.
— Юрĕ, çитĕ калаçса, — татса хучĕ хаяррăн хула хуçи. — Полковник мĕн каланине мантăн-им? Сăмăллăх парас тесе калаçрăм ĕнтĕ санпала. Эсĕ çакна ăнланмарăн. Асту, кайран манран пулăшу ан кĕт. Сак ĕçе камсем тунине пурпĕрех тупатпăр. Халĕ кунтан тасал!
Таланов тухрĕ те наци конгресĕ патĕнчи чарăну патне васкарĕ. Ун халĕ часрах поселока çитсе унти хыпарсене пĕлмелле. «Нивушлĕ сутăнчăксем тупăнчĕç вара?» — канăç памарĕ ăна çул тăршшĕпех. Юрать-ха, хурал пӳрчĕ патĕнче Ира кĕтсе илчĕ, кунти лару-тăру çинчен каласа лăплантарчĕ.
— Милицисем иккĕн килчĕç те килсем тăрăх çӳрерĕç, — пĕлтерчĕ хĕрача. — Урамри çынсене чара-чара калаçрĕç, анчах нимех те ыйтса пĕлеймерĕç, «намăс çурчĕ» пирки каласа паракан тупăнмарĕ.
Талановăн чĕри лăштах пулчĕ, тӳрех леш суеç полковнике аса илчĕ, шантаж тума юратаканскер иккен. «Хула пуçлăхĕ те çавах ĕнтĕ, ĕç мелĕ кăна урăхларах: хăратса мар, чееленсе ыйтса пĕлесшĕн. Юрать-ха, ун вăлтинчи ăмана хыпмарăм», — шухăшласа илчĕ Шанхай старости хăйне хăй лăплантарса. Юнашар Ира пурри те чуна çăмăллăх кӳрет. Паян вара вăл театра кайма икĕ билет туяннă. Ун пек чипер хĕрачан сĕнĕвне мĕнле йышăнмăн-ха.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...