Шурă пони
Пĕр ялта Вова ятлă ача пурăннă. Вăл вунă çулта анчах пулнă. Унăн пĕчĕк йытă çури пулнă. Ăна вăл Джек ят панă. Шкулта юлташĕсем те сахал мар ун. Вĕсемпе вăл туслă пулнă. Çапах та пĕр çитменлĕх пур унăн: вĕренме юратман, уроксенчен тухса каяс йăла та пулнă. Шкула та ячĕшĕн çеç çӳренĕ. Ача ачах çав. Тата пĕрмаях çывăрма юратнă.
Анчах паян унпа темскер пулчĕ. Ирхине пуринчен малтан тăрса ларчĕ те курнă тĕлĕке асаилме тăрăшрĕ. Тем чул тăрăшсан та асаилеймерĕ — пĕтĕмпех тĕтрери пек çеç. Васкаса тĕпеле кĕрсе чей ячĕ. Сыпса пăхрĕ — вĕри, пылак мар. Сахăрне ячĕ, пăтратрĕ, сыпрĕ — тăварлă. Сахăр вырăнне тăвар янă иккен вăл. Ĕçмесĕрех портфеле илсе шкулалла чупрĕ. Питĕ вĕренес килмест-çке шкулта. Кичем унта. Çывăрса тăранайман пирки пĕрмаях çăвар карăлать. Учитель курсан асăрхаттарать. Баскетбол çинчен шутланипех кун иртсе кайрĕ.
Тепĕр куне Вова урокран тарса хăйĕн юлташĕсем патне баскетбол выляма кайрĕ.
Унăн чи юратнă вăййи баскетбол пулнă. Паянхи вăйăра вара Вова питĕ япăх вылярĕ. Малтан вăл пуринчен те лайăх вылятчĕ, халь вара темскер пулнă. Вĕсен команди тепĕр класа хирĕç выляма хатĕрленетчĕ. Анчах Вова япăх выляма пуçланине курсан ăна командăран кăларса печĕç. Ун вырăнне вара тепĕр ачана выляма илчĕç. Вова вара макăрсах киле утрĕ. Килте никам та çук. Ашшĕ-ăмăшĕ ĕçре. Вова пӳрте кĕчĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе выртрĕ. Выртсан-выртсан çывăрса та кайрĕ. Тĕлĕкĕнче ача çав тери илемлĕ пĕчĕк шурă лаша курчĕ. Çав лашана тытас тесе тем чухлĕ хăваларĕ, анчах тытас тенĕ çĕртенех лешĕ çухалчĕ.
Вăраннă чухне амăшĕ ун патĕнче ун пуçне ачашласа ларатчĕ. Вова амăшне хăйне вăйă командинчен кăларса янине каласа пачĕ. Амăшĕ каларĕ: «Эсĕ ан кулян, выляма пуçлăн-ха тата».
Тепĕр куне Вова шкула кăмăлсăррăн уттарчĕ. Унăн шкула питĕ каяс килместчĕ. Çул çинче тĕлĕкре курнă шурă лашана асаилсе пычĕ. Мĕншĕн-ха тытаймасть вăл ăна?
Тăхтав вăхăтĕнче Вова юлташĕсем баскетбол мĕнле вылянине пăхса тăчĕ. Шăнкăрав янăрасанах урока кĕрсе ларчĕ. Урокра кантăк витĕр пăхса ларатчĕ. Пуçра пĕр вĕренӳ шухăшĕ те çук. Ģав вăхăтрах тĕлĕрсе те кайрĕ. Тĕлĕкре каллех шурă лаша хыççăн хăваларĕ. Каллех тытаймарĕ. Шăнкăрав сассине те илтмерĕ. Сасартăк темскер сассипе вăранса кайрĕ. Ун умĕнче йытă вĕрсе ларнине курчĕ. Джек вĕрсе хӳрине вылятса ларать. Кулса илчĕ те Вова йытта ыталарĕ. Тĕлĕнсех кайрĕ ача: «Мĕнле вара йытă кунта кĕнĕ? Малтан шкул территорине йытă кĕртме юрамасчĕ, халь вара юрать-им?» Пукан çинчен тăчĕ те йытта çĕре ячĕ. Йытă янă-яман шкултан вирхĕнсе чупса тухса кайрĕ. Вăл вăрман енне чупса кайнине курчĕ. Вова та часрах йытă хыççăн чупса кайрĕ. Вăрманта йытă шаларах та шаларах кĕрет. Йытă хыççăн утса йăлăхсах çитрĕ. Унталла та кунталла та пăхрĕ — йытта курмарĕ. «Манăн йытă тусăм çухалчĕ ĕнте!» — терĕ Вова. Каялла утма пуçларĕ çеç инçех те мар лаша тулхăрни илтĕнсе кайрĕ. Вова тĕлĕнсе кайрĕ: «Пирĕн ялта никам та лаша усрамасть-çке, ăçтан тупăннă вăл?» — терĕ. Нумаях та чупаймарĕ — шурă лаша ун умĕнче тăрать. Вăл Вовăн тĕлĕкĕнчи шурă пони пулнă. Хитрескер, пĕчĕкскер хăй. Пони хăйĕн чĕрнипе темскер çырса пачĕ. Вова çав сăмахсене ăнланаймарĕ. Вовăна çак илемлĕ пони питĕ килĕшрĕ, ăна киле илсе каясшăнччĕ, анчах амăшĕ вăрçасран хăраса илсе каймарĕ. Вова килелле утма пуçларĕ. Пони темле сасă пачĕ те Вова чăтаймасăр çаврăнса пăхрĕ. Унăн куçĕнчен куççуль юхса аннине курчĕ. «Понисем макăрма та пĕлеççĕ-им?» — терĕ Вова. Вара чăтаймасăр пони мĕнле макăрнине кура ăна киле çавăтса кайрĕ. Вăл килнĕ чухне амăшĕ килте пулман. Йытти ăна алăк умĕнче кĕтсе ларать. Поние кил умне кăкарса хăварчĕ. Хăй киле кĕчĕ те телевизор умне ларчĕ. Телевизор сасси пĕрре те хăлхана кĕмест. Пуçра шурă лаша шухăшĕ: ăçтан тупăнчĕ ку пони? Тĕлĕкре курнă лаша епле-ха чăн пурнăçра ăнсăртран тупăнма пултарать? Çапла шутласа ларса ача каллех çывăрса кайрĕ. Тĕлĕкре шурă пони Вовăна калать: «Эсĕ кахал ача, вĕренӳрен хăраканскер!!! Уроксенчен тараканскер! Çитĕнсе çитсен эсĕ баскетболист пулаймастăн. Вĕренӳре ĕлкĕрсе пыракан ача çеç чаплă баскетболист пулать. Вĕренме пуçла! Эпĕ каланă пек тумасан, япăх вĕренсен сана часах шкултан та кăларса ярĕç». Йĕп-йĕпе тарласа вăранса кайрĕ ача. Чӳрече патне пырса урамалла пăхрĕ — пони урамрах тăрать. Часах амăшĕ те ĕçрен килчĕ. Кил умĕнче пĕчĕк поние курсан самаях тĕлĕнчĕ. Пӳрте кĕрсенех амăшĕ ывăлĕнчен ыйтать: «Мĕнле пĕчĕк лаша урамра тăрать. Камăн вăл? «Манăн», — хăюсăррăн хуравлать ача. «Эсĕ ку пĕчĕк поние ăçтан тупрăн?» Вова вара ăçтан тупнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Малашне шкулта лайăх вĕренме сăмах пачĕ. Вова амăшĕнчен поние хăварма ыйтрĕ. Амăшĕ тӳрех хăварма килĕшрĕ. Ывăлĕ лайăх вĕренме сăмах панишĕн савăнннипе куççульленсе те илчĕ.
...Вова халь шкула савăнсах çӳрет. Лайăх паллăсем илсен чи малтан хăйĕн тусне-поние пĕлтерет. Баскетболистсен командине Вовăна лайăхрах вĕренме пуçланине кура каялла илчĕç. Ирпе те, шкултан килсен те ача лашана апат çитерме васкать. Çуллахи каникулта лашана кӳлĕре çăвать.
Вова тата шурă пони — уйрăлми туссем.
Таня (2010-11-10 10:18:41):
Питĕ интереслĕ.Вĕрентӳллĕ.Пысăк хака тивĕç.
елена (2010-11-10 11:08:03):
ку калав ман кăмăла кайрĕ.Питĕ интереслĕ.Маттур . Мухтава тивĕç.
Admin (2010-11-12 18:06:33):
Чăн та вĕрентӳллĕ. Калав шухăшĕ лайăх, анчах та çырас ăсталăх çукки курăнать. Предложенисем пĕр-пĕрин хыççăн типпĕн пыраççĕ. Пĕр-пĕр хайлавăн кĕске содержаниние каласа панă евĕр.
Хальлĕхе 7-мĕш класра анчах-ха, ăсталăха аталантарма вăхăт пур. Тăрăш, тепĕр ăмартусем валли ăсталăха ӳстерсен вырăн лекетех пулĕ (ку ушканра хайлавсем нумай, çавăнпа та вырăн лекессе шанма йывăр)