Пони


Шурă пони


Пĕр ялта Вова ятлă ача пурăннă. Вăл вунă çулта анчах пулнă. Унăн пĕчĕк йытă çури пулнă. Ăна вăл Джек ят панă. Шкулта юлташĕсем те сахал мар ун. Вĕсемпе вăл туслă пулнă. Çапах та пĕр çитменлĕх пур унăн: вĕренме юратман, уроксенчен тухса каяс йăла та пулнă. Шкула та ячĕшĕн çеç çӳренĕ. Ача ачах çав. Тата пĕрмаях çывăрма юратнă.

Анчах паян унпа темскер пулчĕ. Ирхине пуринчен малтан тăрса ларчĕ те курнă тĕлĕке асаилме тăрăшрĕ. Тем чул тăрăшсан та асаилеймерĕ — пĕтĕмпех тĕтрери пек çеç. Васкаса тĕпеле кĕрсе чей ячĕ. Сыпса пăхрĕ — вĕри, пылак мар. Сахăрне ячĕ, пăтратрĕ, сыпрĕ — тăварлă. Сахăр вырăнне тăвар янă иккен вăл. Ĕçмесĕрех портфеле илсе шкулалла чупрĕ. Питĕ вĕренес килмест-çке шкулта. Кичем унта. Çывăрса тăранайман пирки пĕрмаях çăвар карăлать. Учитель курсан асăрхаттарать. Баскетбол çинчен шутланипех кун иртсе кайрĕ.

Тепĕр куне Вова урокран тарса хăйĕн юлташĕсем патне баскетбол выляма кайрĕ.

Унăн чи юратнă вăййи баскетбол пулнă. Паянхи вăйăра вара Вова питĕ япăх вылярĕ. Малтан вăл пуринчен те лайăх вылятчĕ, халь вара темскер пулнă. Вĕсен команди тепĕр класа хирĕç выляма хатĕрленетчĕ. Анчах Вова япăх выляма пуçланине курсан ăна командăран кăларса печĕç. Ун вырăнне вара тепĕр ачана выляма илчĕç. Вова вара макăрсах киле утрĕ. Килте никам та çук. Ашшĕ-ăмăшĕ ĕçре. Вова пӳрте кĕчĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе выртрĕ. Выртсан-выртсан çывăрса та кайрĕ. Тĕлĕкĕнче ача çав тери илемлĕ пĕчĕк шурă лаша курчĕ. Çав лашана тытас тесе тем чухлĕ хăваларĕ, анчах тытас тенĕ çĕртенех лешĕ çухалчĕ.

Малалла