Çунатлă ĕмĕтлĕх


Пĕррехинче асатте çывăхри кӳлле пулă тытма кайрĕ. Каçхине эпĕ ун патне çул тытрăм. Тытнă пуллисене илтĕм те киле килме тухрăм.

Каçĕ тĕлĕнмелле лăпкă, çывăхри вăрман шăрши пуçа çавăрать. Тулли уйăх мана çул кăтартса пырать. Яла çитме нумаях та юлмарĕ. Эпĕ тавраналла сăнаса пыратăп. Кукамай каласа панине асаилетĕп. Ĕлĕк çак вырăнта киремет картишĕ пулнă тет, ял халăхĕ кунта чӳк тума çӳренĕ. Вĕсем сăвап-калмаксем каланă.

Сасартăк уйăха тем хупларĕ пулас: куçран пăшатанпа тĕртсен те нимĕн те курăнмасть. Çил тухрĕ, умри йывăçсем «калаçа» пуçларĕç, мана тем асăрхаттараççĕ тейĕн. Чуна çурса аслати кĕрлерĕ, çиçĕм çиçрĕ, витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарма пуçларĕ.

Эпĕ хăранипе утайми пулсах лартăм, пĕр утăм та тăваймастăп. Тăратăп юпа пек: ни малалла, ни каялла.

Ах, мĕн ку? Хыçалта лаша тулхăрнă сасă илтĕнчĕ. Шăпах ман хыçран виçĕ лашаллă тăрантас килет! Лашисем вара — шап-шурă, питĕ пысăк. Куçĕсенчен вут-хĕм тухнăн туйăнать. Эпĕ урхамахсене çул парса пĕр-икĕ утăм каялла чакрăм. Манн ума çитсен утсем юрттине майĕпенлетрĕç те, лавçă (вăл темле мĕлке евĕр çеç курăнать) мана ларма чĕнчĕ — сасăпа мар, куçĕпе хушрĕ. Эпĕ ларас тесе утăм тăвасшăнччĕ çеç — хам сисмесĕрех темеле вăй тăрантас çине лартрĕ. Эпир тапранса та кайрăмăр. Çук, çĕр çинче мар — эпир — вĕçетпĕр!

Ман умра — тĕлĕнмелле илемлĕ çĕр-шывсем. Вĕсем пурте чечекпе витĕннĕ. Кашни çĕр-шывăн, халăхăн хăйĕн тĕсĕ: шурă, хĕрлĕ, кĕрен, сарă, кăвак. Пĕтĕм çĕрте ĕç шавĕ, савăнăç, кулă-юрă. Ниçта та кăшкăрашни, пăшл пени, тупă сасси илтĕнмест.

Чăн кăсăкли — шкулĕсем. Вĕсем пĕр хутлă, çаврака, пысăк шар евĕрлĕ. Чӳречисем никĕсрен пуçласах çĕлĕк евĕр — çап-çутă, ванман кантăкран. Класĕсем хăтлă, ăшă. Партăсем çавракан лараççĕ. Варринче — икĕ енлĕ кăтартакан компьютер. Вăлах вĕрентет, ачасане тĕрĕслет. Тата тĕлĕнтермĕш — ачасем кашнин ни кĕнеке, ни тетрадь, ни ручка, ни дневник çук. Вĕсен умĕнче — нетбук. Çак япала урлă ачасем вĕренеççĕ, вулаççĕ, çыраççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшесен те нетбуксем пур. Вĕсем ачисем мĕнле вĕреннине, хăйсене тытнине тĕрĕслесех тăраççĕ.

Урокĕсем ывăнмалла мар, çуршар сехет çеç пулаççе, анчах пĕр урокрах калаçаççе те, итлеççе те, çыраççĕ те, юрлаççĕ те. Уроксем хыççан тĕрлĕ кружоксем пулаçççĕ. Шкулти пур ача кружока çӳрет — кашни хăйне килĕшекеннине: ташлама, юрлама, спорт вăййисем выляма, математика кăсăк задачисем шутлама, шывра ишме…

Ачасене виçе хутчен тӳлевсĕр апат çитереççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ улма-çырла: банан, груша, панулми, киви, мандарин, виноград… Кашни ача мĕн çиес килнине малтанах каласа ума пултарать, ăна çавна илсе килеççĕ. Ачасем вара пурте тăрăшса вĕренеççĕ. Никам та «2» паллă илмест, пурте сывлăхлă, хавас кăмăлпа.

Çав шкулти ачасем эрнере пилĕк кун вĕренеççе, икĕ кун канаççĕ. Çак вăхăтра шкулшăн тунсăхлаççе, тунти куна кĕтеççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах ку çĕр- шывсенче ватă çынсем çук. Вĕсем чирлемеççĕ. Пурте питĕ туслă пурăнаççĕ. Çемйисенче ашшĕ-амăшĕ, ачисем. Эх, манăн та вĕсем пекех пурăнас килет. Мĕншĕн пирĕн атте час-часах Мускава ĕçлеме каять? Манăн кашни кунах унпа пĕрле пулас килет…

Пăхатăп — эп хам сисмесĕрех çунатлă ĕмĕтпе тăван кил умнее çитсе тăнă. Нимĕнле лашасем те, лавçă та çук. Эх, ĕмĕтре çеç иккен… Çавах эпĕ малалли пурнăç ĕмĕтри пекех пуласса шанатăп. Ачасем, эсир манпа килĕшетĕр-и?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Иван (2010-11-08 11:46:27):

Калав пире пулас шкула илсе çитерет. Çакăн пек шкулта вĕренесчĕ! Чĕлхи ансат та пуян. Çĕнтерессе шанатăп!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Любовь (2010-11-14 19:32:11):

Ирина, сан калаву питĕ килĕшрĕ.Чăнах та, санăн калаври пек пурнăç пулатех! Санăн тата ытти калавсем пур-и, вĕсемпе паллашас килет.

 

Олеся (2010-11-14 19:54:12):

Калав кăмăла кайрĕ. Калаври пек шкулсем ĕмĕтре мар, чăнах пуласса шанатăп.Ăнăçу сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда (2010-11-14 20:01:31):

Калав çăмăллăн вуланать. Маттур!Тата лайăх калавсем çымралла пултăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2010-11-19 20:39:29):

Мана калав питĕ килĕшрĕ. Иринăн пысăк тавракурăмĕ туйăнать. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланасса питĕ шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина (2010-11-19 20:49:12):

Питĕ маттур Ирина. Мана калав питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана (2010-11-19 20:55:35):

Ирина санăн ĕметӳ сая ан кайтăр. Кун пек вĕренме те çăмăл пулĕ.11 класс вĕренсе тухнине те сисмĕпĕр. Санăн калаву малти вырăна тухасса питĕ шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Владимир (2010-11-19 21:02:59):

Калава вулама питĕ çăмăл. Ку калавра илемлĕ пурнăç кĕтет. Ирина ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕрччĕ.Эсĕ тата çакăн пек илемлĕ калавсем çырасса шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Таня (2010-11-19 21:08:09):

Ирина калаву питĕ тарăн шухăша ячĕ. Малашне çакăн пек шкулсем пулсан пирĕн ачасене питĕ çăмăл пулĕччĕ.Ăнăçу сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила (2010-11-19 21:19:35):

Ирина санăн калаву пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентет. Çынна ырă ĕçсем тума хистет. Мана калав питĕ килĕшрĕ.Ку калавăн шухăшне те, чĕлхе илемне те, содержанине те питĕ илемлĕн те тарăн уçса панă. Тавтапуç сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-19 21:26:55):

Ирина, маттур. Ăнăçу сана.Эсĕ шкул пурнăçне питĕ илемлĕ çутатса панă.Малти вырăн йышăнасса пĕрре те иккеленместĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Станислав (2010-11-19 21:32:03):

Ирина эпĕ санпа питĕ килĕшетĕп. Пирĕн пурнăçра кун пек шкул питĕ кирлĕ. Хальхи пурнăçра нетбук кирлĕ япала. Вăл ĕçе аван çăмăллатать. Ăнăçу сана тата малти вырăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наташа (2010-11-19 21:39:44):

Ирина сирĕн ĕмĕтĕр пурнăçланасса шанатăп. Ĕлĕкхи киремет картишĕ урлă иртни сирĕн пуçра çакăн пек ĕмĕтсем çуратнă. Ăнăçу сире тата çĕнтерӳ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Игорь (2010-11-19 21:44:33):

Калав шутсăр килĕшрĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланасса питĕ шанатăп. Ăнăçу сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Виктория (2010-11-19 22:43:42):

Ирина!! Мана санăн калаву питĕ килешрĕ. Эсĕ манăн чи пултаруллă та юратнă çын. Щак конкурса щĕнтерсе илме сунатăп. Ăнăçу сана чунăм) Телей, çĕнтерӳ!!!!!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вероника (2010-11-19 22:50:51):

Ирина,эсĕ пултаруллă хĕр ача. санăн калаву тарăн курăмлă. Эсĕ çырса кăтартни пурнăçа кĕнепе пĕрех шутламалла ентĕ.Нумайăшĕ халĕ нетбукпа усă кураççĕ. Тен,тепер темиçе çултан эпир ручкапа тетрадь мĕн пулнине те манăпăр...Ăнăçу тата телей сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: