Çулçӳрев


Таçта, темле тĕнчере

Пулнă лашасен çĕршывĕ.

Пулнă тет вĕсен

Çамрăк çеç патша.

Патша пулнă тет маттур

Ĕçчен, çамрăк та сатур.

Вăл юратнă ĕçлеме

Пулăшма тет, пĕр-пĕрне.

Пĕррехинче тĕттĕм каç

Илтнĕ тет темле сас.

Патша тухнă урама

Сас паракана шырама.

Çакăнтан вара патшан

Пуçланать тет çулçӳрев.

Ак сĕм вăрман умра

Вăрман умĕнче йăмра.

Çав йăмра çинче вара

Çырнă тет çапла:

«Сулахай енне кайсан —

Тупăн эсĕ вилĕм.

Сылтăм еннелле кайсан —

Тупăн эс телей».

Мĕн тăвас та мĕн тăвас,

Хăш çулпа каяс?

Лаша-патша шутларĕ те

Кайрĕ тет сулахая.

Ак пырать вăл çулпала

Ун умĕнче пĕр юпа.

Юпа умĕнче упа

Вăл тăрать тем кăшласа.

Лашана курсан вара

Вăл калать тет çапла:

«Эсĕ çамрăк-çке, лаша,

Ăçта каятăн васкаса?

Анчах мĕншĕн çак çула

Эс суйланă-ши вара?

Сан вилес килмест пулсан —

Каласа парăн эс юмах.

Юмах килĕшмест пулсан,

Çисе ярăп çакăнтах»!

Лаша каять шухăша,

Пуçлать юмах калама:

«Пурăннă тет сĕм авал

Шурă тĕслĕ пĕр упа.

Упа пулнă тĕлĕнтермĕш

Вăл юратнă юрлама.

Ак çапла пĕрре упа

У-у-у! тесе çӳрет урампа.

Тĕл пулать ăна Çтаппан

Илсе каять тет унтан.

Апат ăна çитерет,

Çав вăхăтрах вĕрентет:

«Çапла кашăк тыт эс, тет,

Чашăкна эс ан çулла».

Упа майĕнпен çиет,

Çтаппан каланине итлет.

Кайран вĕсем тухаç урама

Пуçлас юрлама та ташлама.

Тĕлĕнтермĕш çак упа —

Юратать вăл юрлама,

Тĕрлĕ ташă ташлама.

Çтаппанпа пĕрле упа

Пурăнаç тет савăнса».

Лаша юмахне калать,

Упа итлесе ларать.

Юлашкинчен ак çапла

Упа калать лашана:

«Эм маттур, лаша,

Юмах килĕшрĕ мана.

Çавăнпа та эп сана

Тĕкĕнместĕп, уттарах».

Лаша чупать сиккипе

Хăйĕн килĕ еннелле.

Çакăн пек вĕçленет

Лаша-патшан çулçӳрев.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Катя (2010-11-05 11:21:45):

Маттур, Снежанна. Сăвă мана килĕшрĕ. Малалла та санăн ăнăçу пултăр.

 

Илемпи (2010-11-21 11:40:49):

Снежанна, аван сăвă. Сана малашне тата лайăхрах çырма ăнăçусем сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Таня (2010-11-22 13:39:37):

Пите лайăх çырнă. Маттур. Малашне те çапла çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

лена (2010-11-22 13:47:12):

мана ку сăвă питĕ килĕшрĕ. маттур, малалла та çапла çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лера (2010-11-22 16:14:23):

Маттур та эсĕ, Снежанна...сăвву хитре вуланать...илемлĕ...

Мана питĕ килĕшрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оксана (2010-11-24 17:36:03):

Маттур, маттур... Сăвву питĕ хитре...Малашне те çаплах çыр...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эльза (2010-11-25 10:41:31):

Мана питĕ кăмăла кайрĕ. Ăнăçусем сунатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Света (2010-11-25 14:45:12):

Питĕ чуна тивекен интереслĕ хайлав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2010-11-25 14:53:46):

Снежанна, санăн сăвву кăткăслăхĕпе уйрăлса тăрать. Маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2010-11-25 15:13:15):

Снежанна, маттур эсĕ. Малалла та çырма ăнăçу тата чăтăмлăх сунатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валера (2010-11-25 16:49:42):

СНЕЖАННА, санăн сăввун шухăшĕ аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Кузнецова (2010-11-25 18:12:43):

Снежанна, санăн сăвву мана килĕшрĕ,пултарулăх тата ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эльза (2010-11-25 19:30:34):

Питĕ лайăх сăвă, мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: