Алина Тайпи сăвăçа


Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,

Тек курасшăн эп санăн сăнна.

Те утса, те чупса халь çӳретĕн

Сывлăмпа пусарасшăн чунна?

 

Сăвăçсемшĕн вăл — сывлăм та сăвă,

Сăвăçсемшĕн уй-хир те анне.

Килти пӳлĕм сăвăçшăн тăвăр,

Вăл савать укăлча хурăнне.

 

Çамрăк чăрăш та сăвăçшăн çывăх,

Уншăнах вăл каять вăрмана.

Ун çинчен çырмасассăн та çылăх,

Сăвăçсем уншăн чăн-чăн хăна.

 

Ман пекех эс ирех тухнă пулĕ,

Çарана рифмăсем шырама.

Ак, хĕвел хăпарса йăл-йăл кулчĕ,

Пуршăн-çукшăн пăрах кулянма.

 

Тĕнчере пурте вăхăтлăх, теççĕ,

Ĕмĕрсем те кашнин пĕр пек мар.

Сăвăç ĕмĕрĕ вилĕмсĕр теççĕ,

Манар мар: сăвă — чăн шĕл-кăвар.

 

Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,

Тек курасшăн эп санăн сăнна.

Çутă сывлăм пекех ирĕлетĕп,

Вуласан сăввуна-юрруна.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Тайпи (2014-05-06 23:49:32):

Валериан Антипович, тав тăватăп сире çакăн пек илемлĕ, чуна пырса тивекен сăвă çырнăшăн:

„...Те утса, те чупса халь çӳретĕн

Сывлăмпа пусарасшăн чунна?”

 

Сăвă йĕркисене вуланă май, чăн та, эп хама ирхи сывлăм çийĕн чупса çӳренĕнех туятăп...

Сире татах та çĕнĕ сăвăсем çырма, юман пек çирĕп сывлăх сунатăп! Ěмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр!

Алина Тайпи

http://www.chuvash.org/lib/author/770.html

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: