Чĕмпĕр вутсăр çунать
— Гена, тăр, апат хатĕр, — терĕ Анюта. Унăн сасси шăпчăк сасси пек туйăнчĕ.
— Пĕшкĕн, чупту-ха...
Вĕсен тутисем çилĕм пек пĕр-пĕрин çумне çыпçăнчĕç, чаплаттарса çулăм сирпĕннĕ пек туйрĕç.
Эрне ытла пурăнчĕ Гена хăнара. Ниçта тухмасăр ĕçрĕ, çирĕ, канчĕ. Анютипе ыр курчĕ. Вăл çамрăк хĕрарăм ытамĕнчен тăранас çуккине туйрĕ, вĕçĕмсĕр хăй патне сĕтĕрчĕ, çак юратăвăн чами çук тесе. Кунашкал тутлă сĕткенлĕ хĕрарăм курман Гена.
Тутлă ыйхăран, ырă вырăнтан вăранса кайсан, маччари турат куççине тĕллесе тарăн шухăша кăйрĕ. Халĕ эсĕ, Гена, тăркăн, дезертир. Алла пăшал тытма юрăхлă çын çарта, хăш çарта пулсан та çарта пулмалла. Ăна хĕрлисем каçару ыйтсан йышăнĕç-ши? Темĕн çав. Шуррисем кама та, вăрă-хураха та йышăнаççĕ, вĕсене çын шучĕ пултăр. Патша çарĕн прапорне вара йăтсах илĕç! Мĕн тумалла-ха, ăçти çулпа каймалла, капла тĕрмесĕр термере ларма тивет. Пурнăçĕ уншăн темех мар, Анюта çумĕнчен хăпма йывăр. Мĕнле хăвармалла çав чечеке! Килтисем вĕсен хушшинчи юратăва пĕлеççĕ, анчах пурте пĕлмĕш пулаççĕ. Çапла кирлĕ-тĕр çав, вĕсен юратăвне чăрмантарма никам та хăяс çук. Мĕн тăвăн, çула тухмалла, хĕрарăм кĕпин аркине тытса лараймăн.
— Тете, — терĕ Гена апатланнă хыççăн, — манăн каймалла.
— Ăçта васкан, ăçта каян?
Анютăн аллинчи чей курки ӳксе ванчĕ. Вăл хăй пăсăлнине систерес мар тесе пĕшкĕнсе ванчăксем пуçтарма тытăнчĕ.
— Ăçта та пулсан каймалла, эпĕ салтак вĕт, вырăс салтакĕ.
— Вилĕме хирĕç утан, унта вилĕм сĕтĕрет сана.
— Тĕрмесĕр тĕрмере пурăнаймастăп, мана, таркăна, шуррисем те, хĕрлисем те каçармаççĕ. Хам ирĕкпе Деникин çарне каятăп.
— Унта кайсан юрать. Раççейшĕн юн тăкатăн. Мĕн кирлĕ сана?
— Урхамаха хăваратăп, чăрмав кăна кӳрĕ. Çул çине хăв пĕлсе укçа пар, — терĕ Гена салхуллăн.
— Кирлĕ пулĕ. Укçа хăçан та пулăшма пултарĕ. Тĕттĕмленсен Гена Круглов прапорщик, сулахай эсер, çине кивĕрех сăрă костюм, пуçне хура шлепке тăхăнчĕ, сăмси çине кăвак куçлăх утлантарса лартрĕ, темĕнле хут татăкĕпе укçа тĕрки кĕсйине чикрĕ те килĕнчен, тăван ялĕнчен тухса кайрĕ. Вăл тухса кайнишĕн пĕри те кулянмарĕç, ăшĕсенче хăпни таса терĕç пулĕ. Анюта çеç ăна асăтсан та йĕрсе шыçăннă куçпа çӳрерĕ. «Маттур пул, телейлĕ пул» тенĕ ваттисем, Анюта хитре пулнăран çĕрме пуян йĕкĕчĕ качча илнĕ ăна, илемĕшĕн ăна сумлă офицер чунтан юратнă. Анчах телейĕ çук, Макçăма вĕлерчĕç, Генăна пĕтерчĕç.
* * *
Гена шутлани тĕрĕс пулчĕ, ăна шурриссм пĕр сăмахсăрах хăйĕн ретне йышăнчĕç. Анчах Хĕрлисен çарĕнче рота командирĕ тунă пулсан, кунта взвод та шанса памарĕç, отделени командирĕ туса хучĕç. Мĕн тăван, кунта офицерсем салтаксенчен нумай. Юрать, прапорщик пакунне пачĕç. Мĕншĕн-тĕр прапорщика кунта килĕшмерĕ, йĕрке çук: ĕçеççĕ, халăха çаратаççĕ. Çитменнине кунта Генăн тус-юлташĕсем те çук, пурте ют, никампа çывăхланма, туслашма çук. Мĕн тăвăн, хăнăхмалла, тамăкра та пурăнма пулать вĕт. «Патша самани вăхăтне тавăрасшăн, куншăн çапăçаççĕ, анчах вĕсем патша чухнехисем мар, çул çинчи вăрă-хурахсен ушкăнĕ теме пулать», — шухăшларĕ Гена хăй тăракан шуррисен çарĕ çине пăхса.
Кĕтмен çĕртен Гена Круглова контрразведка начальникĕ, сысна шăрчĕ пек кĕскетнĕ сайра çӳçлĕ полковник чĕнтерчĕ. Хăçан, ăçта çуралнă, мĕн ĕçленĕ, ăçта пулнă, тĕрĕссипе мĕнпур пур-çука ыйтса пĕлчĕ.
— Эсир хăçантанпа сулахай-эсер членĕнче?
— 1914 çултанпа.
— Эсир штабс-капитан Дубова пĕлетĕр-и?
— Лайăх пĕлетĕп, полк командирĕ, эпĕ унăн аллине лекрĕм.
— Вăл сана пĕлет-и?
— Ăна калама пултараймастăп, курсан, тен, паллĕ.
— Мĕнле майпа унпа курнăçрăн?
— Ăнсăртран...
Гена килĕнчен Анютăпа йывăрпа уйрăлса, çĕрĕпе Чĕмпĕр еннелле хулана çитиччен утрĕ. Кĕтмен çĕртен ăна икĕ хĕрлĕ армеец тытса чарчĕ. Нимĕнле пăрăнса кайма май килмерĕ.
— Чарăнăр-ха, юлташ, — терĕ вĕсенчен пĕри, — ăçта васкатăр?
— Чĕмпĕре, Чĕмпĕре, юлташ.
— Халĕ хăшĕ Чĕмпĕре, хашĕсем Чĕмпĕртен, документăра кăтарт.
Круглов çуралнă хутне кăтартрĕ.
— Ку документ мар, хăвăр кам иккенне пĕлтерекен хут кирлĕ пире, паспорт.
— Мĕн калаçса тăран унпа, штаба илсе каяр, хăех кам иккенне пĕлтерĕ, — терĕ тепĕр хĕрлĕ армеецĕ.
Ăна тӳрех полк штабне илсе кайрĕç. Шăп ку ялта полк штабĕ вырнаçнă иккен.
Прапорщик капкăна лекнине туйса илчĕ. Мĕн тума тухрĕ-ха ку ял çывăхне, кам пĕлнĕ унта хĕрлисем тăрасса? Полк командирĕ Дубов хăй патне ертсе килнĕ çамрăк çынна ура тупанĕнчен пуçласа пуçĕнчи шлепки таран сăнарĕ.
— Кам пулатăр, эсир?
— Учитель.
— Ухтарăр!
Икĕ хĕрлĕ армеец Генана хыпашларĕç, шалти кĕсйинчен наган тупрĕç.
— Учитель кĕсйинче хутпа кăранташ пулать, эсир вара наганпа, — терĕ Дубов, — ман унпа аппаланса тăма вăхăт çук, контрразведка начальникĕ патне илсе кайăр.
— Унта пултăмăр, начальник 1-мĕш батальона кайнă терĕç, — хуравларĕ хĕрлĕ армеецсенчен пĕри.
— Мĕн сĕтĕрсе çӳремелле ăна, ырă çын наганпа çӳремест, расхута ямалла, — терĕ тепри.
— Тĕрĕс,— килĕшрĕ юлташĕ, — шлепке тăхăннă бандита...
— Хупса хурăр пуçлăх киличчен. — Ăçта?
«Ара, ăçта хупмалла», — шухăшларĕ капитан. Вăл ура çине тăрса чӳречерен пăхрĕ.
— Туалета, хĕрарăмсен пӳлĕмĕпе никам та усă курмасть вĕт.
Пĕр тăваткал метр пысăкăш пӳлĕме хупса хучĕç Гена Круглова. Сывлама çук. Этем каяшĕн шăрши! Вăл пĕр кĕтесе тăрăнчĕ, сăмсипе сывлама тытăнчĕ. «Мăшкăлласа çакăнта хупрĕç пулĕ, урăх хуралтă таврăмĕ çукчĕ-шим? Ара, кама кирлĕ эпĕ — таркăн-сутăнчăк. Кĕсьери «туппа» пăрахнă пулсан, тытса хупас çукчĕ, мĕнле те пулсан хăтăлнă пулăттăм».
Мĕн чухлĕ ура çинче тăма пулать çакнашкал шăршлă «тамăкра»? Прапорщик çĕрĕпе утнăран тата ура çинче тăрса халтан кайнипе типнĕ-типеймен этем каяшĕсем çине кукленсе ларчĕ. Ларсан-ларсан тĕпĕрсех кайрĕ. Мĕн чухлĕ çывăрнă, чухламасть, пӳлĕмре сем-тĕттĕм. Вăл туалет алăкне шаккама тытăнчĕ.
— Эй, юлташ! Эй!..
Нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Ахăр, ăна сыхламаççĕ е хурал тăратнă хĕрлĕ армеец пăрăннă.
Прапоршик тарланă пит-куçне шăлчĕ, кăмăлĕ пăтраннипе хăсма хăтланчĕ. Анчах хăсăкĕ тухмасть. Мĕнле пулсан та ку тамăкран хăтăлмаллах.
— Эй, хĕрлĕ армеец, юлташ! — терĕ Гена урипе алăка тапа-тапа.— Уçăр, вилетĕп!
Сас-чĕвĕ çук. Ара ун çинчен мансах кайнă, кама кирлĕ сĕтерĕнсе çӳрекен таркăн. Лартăр тислĕк айĕнче, пултарайсан ирĕке тухтăр.
— Эй, уçăр, уçăр!!!
Шăплăх, тĕнче вилĕмпе ыйха путнă тейĕн. Гена кăна мăшкăл курать, эрленсе вилет. Вăл урипе стенана тĕрĕнсе, пĕтем халĕпе çурăмĕпе алăка хирме тытăнчĕ. Хирсен-хирсен, сывлăш çавăрса илсе татах талпăнчĕ, Пайтах вăхăт тăрмашрĕ, алăк тапсан-тапсан силленсе тăракан пулчĕ. Тӳсеймерĕ, аялти тăпси ванчĕ. Прапоршик аран-аран хĕсĕнсе, теветкеленсе шуса тухрĕ, курăк çине тирĕнчĕ. Пĕр хушă çĕрлехи уçă сывлăшпа киленсе канса выртрĕ. Чăнах та ăна сыхлама хуралçă тăратман пулнă.
Хĕвелтухăçран шуçăм хăпарать, тĕнчере чи кăнлĕ вăхăт. Прапоршик чĕркуçленсе ларса йĕри-тавра сăнарĕ. Уншăн кашни кашта, кашни юпа хĕрлĕ армеец пек туйăнчĕ. Вăл хăйне ăçта тытнине, ăçта илсе кайнине чухларĕ. Ара, ку ялта Чĕмпĕре çӳренĕ чухне пулнă. Хула кунтан 10-12 çухрăмран ытла мар. Вăл пешкĕнсе, кушак пек пускаласа ялтан тухрĕ. Ăна никам та куракан пулмарĕ. Ара, кам куртăр, полк штабĕ каçах ялтан тухса кайнă gулнă.
Гена Кругловăн телейĕ пур-ха. Тамăкран хăтăл-ха!
— Господин прапорщик, сан сăмахна шанма çук, — тере полковник, — вĕсен аллинчен хăтăлма çук. Уйрăмах сан пеккисен.
— Тупа тăватăп, господин полковник.
— Эсир хĕрлисене те тупа тунă, сутăнчăксемшĕн тупа туни нимех те мар. Кайăр, прапорщик, çапăçура хăвăр кам иккенне кăтартăр.
Чăнах та, Гена çапăçура хăйне-хăй кăтартрĕ. Пĕрремĕш тытăçурах взвод командирĕ вилсен, ăна шанчĕç, взвод командирне лартрĕç. Тепĕр хаяр çапăçура рота командирĕ йывăр суранлансан, ăна рота командирĕ туса хучĕç.
— Капла эсир, прапорщик, батальон командирĕ пулатăр-ха, — тет шӳтлесе унăн «шанчăклă» пулăшаканĕ, пĕртен-пĕр çывăх юлташĕ.
Хмель. Вăл чăн-чăн хурах пулмалла. Хмель — спирт маçтăрĕ, сулахай эсер партинче тăнă. Анчах граждан вăрçи пуçлансан, шуррисен хушшинче никам та ăна ăнланмарĕç, юратмарĕç. Пĕр Гена çеç ун майлă пулчĕ, унăн хутне кĕчĕ.
Авăн уйăхĕнче Хĕвелтухăç фрончĕн 1-мĕш çарĕн командующийĕ Тухачевский ертсе пыракан полк пырса кĕчĕ. Чĕмпĕрĕн чул сарнă урамĕ юнланчĕ. Гена Круглов полкне хĕрлисем çĕмĕрсе тăкрĕç. Прапорщик вилмесĕр юлнă вунвиçĕ çынпа Атăл урлă каçса вăрмана тарса ӳкрĕ. Хăшĕсем сăмакун кӳпеççĕ, пур пек апат-çимĕçĕсене чăмлаççĕ, йывăçсен айне тĕршĕнеççĕ. Гена çеç çывăрмасть, уншăн эрех ĕçни те усси çук. Вăл шухăшлать, пуçĕ çаврăнать, ăçта каймалла, мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла? Хĕрлисен енне кайма чун туртмасть, шуррисен кунĕсем кĕскелсе килеççĕ, пурпĕр вĕсене çапса çĕмĕреççĕ. Пĕртен-пĕр çул — ют патшалăха тармалла. Тăван ялта, килте, хăпарту пек пулнă чечек — Анюта, ун ытамĕнчен хăтăлаймастăн, пăрăнаймастăн. Унта та пурăнма май çук — канлĕх памĕç. Тетĕшĕн мулĕ пур-ха, ют патшалăха тармалла. Анютăна та илсе каясчĕ.
Вăрман ăшне хĕвел пайăркисем сапаланчĕç. Çĕрлехи тĕттĕм чаршав ерипен сирĕлет. Шуррисем пĕрин хыççăн тепри вăранчĕç, шăннă аллисене сăтăркаласа илчĕç те кăвайт чĕртме васкарĕç. Хмель прапорщикпа пирус чĕртсе ячĕç.
— Мĕн шутлатăн, прапорщик? — терĕ Хмель Гена çине тĕлĕнсе пăхса.
— Мĕн шутламалла, саланмалла.
— Мĕнле саланмалла, — терĕ Хмель Гена çине тĕлĕнсе пăхса, — ăçта?
— Кам ăçта каять, — лăпкăн хуравларĕ Гена.
— Эсĕ!?
— Киле, мăн кил кунтан 50-60 çухрăмра çеç.
— Апла пире пăрахатăн, сутатăн?
— Ывăнтăм эпĕ, çитет, пуç чĕрĕ чух...
Кăвайт йĕри-тавра ларнă шурă армеецсем ĕçеççĕ, сиеççĕ, табак туртаççĕ.
— Ачасем, — терĕ Хмель, — пирĕн прапорщик — сутăнчăк, вăл пире пăрахса килне каясшăн.
— Ăнланăр, тусăмсем, — терĕ Гена лăпкăн, — эпĕ çапăçса тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе ывăнтăм. Эпĕ киле каятăп. Эсир ăçта каятăр, хăвăрăн ирĕк.
Кăвайт умĕнчи çынсем пурте сиксе тăчĕç.
— Киле каятпăр.
— Эпĕ хĕрлисем патне.
— Эпĕ шуррисене шыраса тупатăп.
— Лăпланăр-ха, тусăмсем, ĕлкĕрĕпĕр-ха саланма, çапла пĕр ушкăн пурăнар-ха. Хамăр ирĕк, — терĕ Хмель. — Халĕ пирĕншĕн ăçта та çул çук.
— Вăрă-хурахла! — кăшкăрчĕ пĕри.
— Хамăра кирлине, пуянсенчен ытлашшине çеç илĕпĕр, — терĕ Хмель, — ирĕклĕ ушкăн пултăр.
Гена Круглов хăйĕн юлташĕсене алă парса, ытакласа уйрăлчĕ. Вăл аллисене сĕлтсе йывăçсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Прапорщик çĕр çине тирĕнчĕ. Хмель наганне кесйине чиксе юлташĕсем çине мăнаçлăн пăхса илчĕ.
— Сутăнчăк. Пирĕн хушăра çирĕп йĕрке пулмалла.
Хмель ушкăнĕ Чĕмпĕр таврашĕнчен Урал еннелле çул тытрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...