Чĕмпĕр


Пырса курăр Чĕмпĕре


Пирĕн Атăл сарлака,

Тăсăлать вăл аякка,

Шыв çыранĕ чăнкăран

Нихăçан та ан хăра.

Пырса курăр-ха пĕрре

Тараватлă Чĕмпĕре.

 

Виçĕ ярăмлă кĕпер

Курăнать епле чипер,

Пăрахут ишсе иртет,

Хумĕ çырана çитет.

Пырса курăр-ха пĕрре

Чĕнтĕрленĕ Чĕмпĕре.

 

Атăл хĕррине çитсем,

Ытарма çук пикисем,

Пуринчен илемлисем —

Чăвашла тумланнисем.

Пырса курăр-ха пĕрре

Ытарма çук Чĕмпĕре.

 

Пытармаççĕ кашниех

Юрлама юратнине,

Кăмăл пур тăк чăвашла

Вăтанмасăрах ташла.

Пырса курăр-ха пĕрре

Чăвашланнă Чĕмпĕре.

 

Пирĕн чаплă хулара

Пупĕ те чăваш, ара,

Чăвашсен чиркĕвĕнче

Чăвашлах тăвать венчет.

Пырса курăр-ха пĕрре

Кĕлтумашкăн Чĕмпĕре.

 

Хусантан, Шупашкартан,

Самартан, Саратовран,

Çывăхри Ялавăртан

Кăмăлтан, чунтан-вартан

Пысăк туй тума пĕрре,

Йыхравлатпăр Чĕмпĕре.

 

Туйĕ туй пек пултăр-и,

Тутлă-çке чăваш сăри,

Малалла

Икĕ ĕмерти икĕ пурнăç


1868

Атăл шывĕ ытла таса мар-ши?

Тен, куççуль вăл? Раççей ку йĕрет.

Бурлаксем сĕтĕреççĕ мăн баржа,

Çĕр çынни суха пуç сĕтĕрет.

Хура пӳрчĕ пек хурлă чăвашшăн

Шкул уçман. Чухламасть вăл хутла.

Çĕрӳ çук пулсан турт кайса баржа,

Вăю çук пулсан тупăк чутла.

 

* * *

Инçетре аякра ватă Чĕмпĕр.

Каччă тухрĕ Кăнна Кушкинчен.

Иван Яккăльч пыма ăна чĕннĕ

Вĕрентесшĕн-мĕн хăй шутĕнчен.

 

Пурнăç алăкĕнчен кĕрекеншĕн

Çитмĕл çичĕ е çиччĕ – çавах.

Хавхаланчĕ, васкарĕ Рекеев,

Чи пуян, чи телейлĕ чăваш.

 

Кив сăхман. Çăпата. Çӳхе çĕлĕк.

Пир кĕпе. Шур хутаç. Шăлавар.

Çул çинче тĕл пулсан ăçтан пĕлĕ, –

Чи хакли ун пачах çаксем мар.

 

Унпала тăван халăх шăпийĕ,

Чăвашсен чăн малашĕ унпа.

Çав çулпа утса тухĕç çĕр пинĕн.

Анчах халь… Халĕ йывăр утма.

 

Утма мар, пурăнма та пит йывăр.

Ыранхи кун çиме çăкăр çук.

… Ма таса-ши ытла Атăл шывĕ?

Малалла

Чăвашсемшĕн чи хаклă хула


Чĕмпĕрти çăкасен

Чĕлтĕрти çулçисем

Тем каласшăн пекех чăвашла,

Ĕмĕр-ĕмĕр çапла

Кĕтсе ил эс тусла,

Чăвашсемшĕн чи хаклă хула.

 

Чĕмпĕрти чăвашсем,

Тутарсем, вырăссем,

Пурăнар-и пĕрле, тăванла.

Туслăх — пысăк тупра,

Чыслăха эс упра,

Тĕрлĕ халăхшăн хаклă хула.

 

Чĕмпĕрти уява,

Аслă Яковлева

Чыслама пухăнсассăн çулла,

Чăвашла тумланать,

Чăвашла савăнать

Хамăр халăхшăн хаклă хула.

 

Чĕмпĕрти чăнлăха

Ан кăлар манăçа,

Малашне те çĕкле кăмăла,

Аякри, çывăхри,

Анатри е тури

Чăвашсемшĕн асамлă хула.

 

Инçетре, çывăх мар

Авалхи Шупашкар,

Пăрахут ăнтăлать малалла.

Çĕнĕ юрă пиртен

Йышăнсам Чĕмпĕртен,

Кĕтсе ил, Чăваш ен, тăванла.

Чĕмпĕр вутсăр çунать


Историлле калав

 

Пин те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çул, утă уйăхĕн малтанхи кунĕсем.

Чĕмпĕр пăтранать, пăлханать, вутсăр çунать. Хĕвелтухăç фронтăн командирĕ пулнă Муравьев хăйĕн çарне татăклă приказ парать. Ку приказ тăрăх Хĕрлĕ Çар нимĕçсене хирĕç çапăçмалла, Брест хулинче тунă мирлĕ договор юрăхсăррине пĕлтерет. Ĕлĕкхи патша çарĕн подполковникĕ, сулахайра — эсер Муравьев çамрăк. Раççее тапăннă империалистсене сутăнать.

Чĕмпĕр тинĕсри кăра çил пек хумханать, пăтранать. Хулара тăракан полксемпе ротăсенче куллен тавлашу пырать. Красноармеецсем тавлашаççĕ, пĕр-пĕринпе тытăçсах каяççĕ: хăш-пĕрисем, уйрăмах сулахай эсерсем илĕртнипе, нимĕçсене хирĕç çапăçма кайма тупа тăваççĕ, чĕнеççĕ. Большевиксем майлисем нимĕçсемпе çапăçмалла мар, шуррисене тĕп тумалли çинчен ăнлантараççĕ.

— Пирĕн хамăрпа-хамăр çапăçмалла мар, граждан вăрçи çĕршыва юхха çеç ярать. Пирĕн тĕп тăшман — нимĕç. Нимĕçсене çĕмĕрсе тăкмалла. Тăван çĕршыва хăрушлăхран хăтармалла, — терĕ яка çи-пуçлă хĕрлĕ армеец. Эпир Тăван çĕршывшăн, нимĕçсене хирĕç каятпăр. Ку пирĕн чи сумлă тĕллев.

Малалла