НЛО тата Сантали Лариванĕ


Сантали Лариванĕ, пĕрле сыпнă тусĕсемпе сыв пуллашса, тăван ялне тӳрĕ çулпа утрĕ. «Утрĕ» теме аванах та мар-ха, мĕншĕн тесен вăл тайкаланса кăна пычĕ. Хăш чух такăна-такăна кайкаларĕ.

Тӳпери çăлтăрсем те ытти чухнехи пек мар, ытлараххăн курăнчĕç Ларивана. Йă-ăл! çиçсе илеççĕ те çĕр çине вĕçсе анаççĕ. «Телей çĕр çине тăкăнать, — философла пĕтĕмлетрĕ Лариван. — Тен, НЛОсем анаççĕ пирĕн пата? Вăт пĕрре тĕл пуласчĕ çавсене».

Çырпа çырмине çитнĕ чух умра тем амакĕ мĕлтлетни курăнса кайрĕ. Хĕрлĕ сенкер çутăсемпе ялтăрать хăй.

— Хайхи Марс çыннисем мар-ши? — иккĕ-виççĕлле курăнакан куçĕсене сăтăрса илчĕ Лариван. — Чăнах, çавсем пулас. Кур-ха, ку турилккерен тухнă этем-чĕрчунсем те çамки çинчи хунарсемпе йăлтăртаттараççĕ.

Лариван пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пусса хĕлхем сапакан япала патнелле çывхарчĕ. НЛО çыннисем те ăна асăрхарĕç курăнать.

— Ăçталла çул тытатăн, тăванăм? — Сантали ачине тĕлĕнтерсе чăвашлах ыйтрĕ вĕсенчен пĕри.

— Эпĕ мĕн-ха... Ĕçрен таврăнатăп, хисеплĕ НЛО çыннисем, — такăнакан сасăпа хуравларĕ Лариван.

— О-о, — терĕç лешсем çакна илтсен, — НЛО пирки те эсĕ лайăх пĕлетĕн-çке.

— Час-часах килкелесе çӳретĕр те, епле пĕлес мар, хаклă хăнасем.

— Хаклă хăнасем тенĕрен, пуш алăпах кĕтсе илтĕн-ха эсĕ пире. Хăв вара лайăхах хăналаннă курăнать.

— Ара, сыпкаларăмăр кăштах. Кăмăлăр пулсан сире валли те тупма пулать. Йӳçкассинчи Матĕрнен юхтарни пулма кирлех.

Çакăн хыççăн НЛО çыннисем Сантали Лариванне хĕм сапакан турилккене кĕртсе лартрĕç те Йӳçкассинелле вĕçтере пачĕç.

...Алăкран шаккаканни Лариван пулнине пĕлсен Матĕрне тӳрех уçрĕ. Уçсанах вара лаках анса ларчĕ урата çине.

— Ан хăра, — лăплантарчĕ ăна Лариван, — ку — НЛО çыннисем.

— Н... Н... НЛО? — пӳрнипе кăтартрĕ Матĕрне.

Сантали Лариванĕ çаврăнса пăхрĕ те... Матĕрнепе юнашар анса ларчĕ. Ара, ют планета çыннисене мар, милиционерсене илсе килнĕ иккен вăл кунта.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: