Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Сывă-и, юлташсем?!
Салтаксем тăна кĕчĕç. Прапорщик вĕсен командирĕ мар.
— Здравия желаем, Николай Степанович!
— Ну, хăвăра мĕнле туятăр? Энĕшкасси ялĕ килĕшрĕ-и?
— Çав тери лайăх, Николай Степанович!
— Энĕшкасси пек нлемлĕ ял урăх ниçта тупаймăн! — тахçантанпах пĕрле пурăнакан çынпа тĕл пулнăн хуравларĕç салтаксем.
— Пит аван. Хамăр хушăри ĕçсем çинчен сӳтсе явма вăхăт тупăнать-и сирĕн? Господин прапорщик калаçасшăн.
«Эсир Хĕрлĕ гварди салтакĕсем, хăвăра мĕнле тыткаламаллине чухламалла!» — тесе астутарасшăнччĕ Микула. Кăмăлĕсене тĕпчесшĕн:
— Ну вăт... калаçăр. Эпнр сире кансĕрлемĕпĕр. Наум пичче, пӳрте атя! — терĕ.
— Аслине мĕн тума илсе килтĕр? — çенĕке кĕрсен, хăй канăçсăрланнине пĕлтерчĕ Наум.
— Кĕтӳрен аташса юлнă выльăх пек сĕнксе çӳрет. Хамăр май çавăрсан аванччĕ. Пире офицер та кирлĕ.
— Салтаксене ертсе тухса кайсан?
— Вара хăйсен ирĕкĕ. Ун йышши çынсем кирек хăçан та çапăçуран пăрăнма пултараççĕ, Эсĕ кил хушшине тух-ха, асăрхакала. Хăрушлăх палăрсан, мана систер.
Петров салтаксемпе тĕл пулсанах, команда парса пăшалĕсене йăттарасшăнччĕ, пĕрле пыма хушасшăнчче. Пурте кунтине шаннăскер, саккăрăн çеç юлнйне курсан, çухалчĕ.
— Ыттисем ăçта?
— Пирĕнтен унтах юлчĕç, господин прапорщик! — терĕ Гриша.
— Халь çук! Ăçта кайнă-ши?
— Пĕлместпĕр, господин прапорщик!
Ирĕксĕрех чĕмсĕрленчĕç. Салтаксен ыйту çине хуравлассинчен урăх тивĕç çук. Прапорщик пушшех çунма пуçларĕ. «Ăçта кайрĕç вĕсем? Хусана-и? Хĕçпăшалсăр пырса кĕме юраманнине, айăплама пултарасса тавçăраймарĕç-ши? Е ăна шанса панă салтаксем таркăна тухрĕç-ши? Нихăш май шухăшласан та, ырри çук. Саккун умĕнче явап тытма лекетех».
— Эсир присяга панине маннă! Эсир таркăнсем! Сире персе пăрахмалла! — хаяррăн кашкăрчĕ вăл ним тума аптранă енне.
— Господин прапорщик, пире халиччен сехре хăпартнипе те çитĕ! Сире те самана уççи-хуппине чухлама вăхăт! — çивĕччĕн тавăрса хучĕ Гриша.
— Мĕнле хăятăн?! — аллине кобура çине хучĕ Петров. Ку ухмах персе пăрахма та пултарĕ тесе, Гриша прапорщик çине сикрĕ. Сывлăш çавăрма ĕлкĕриччен ăна çĕре тăсса ӳкерчĕ. Револьверне туртса илчĕ.
— Вăт çапла, ваше благородие. Эпир присяга панă эсремете тахçанах вырăнтан сирпĕтнĕ. Тата чухăнсемпе çапăçма, пуянсен хутне кĕме никам умĕнче те тупа туман.
Гриша пуçсăрланни, прапорщик ун айĕнче выртни ыттисен хăюлăхне çĕклерĕ, кăмăлĕсене кулăш хускатрĕ;
— Салтак чышки-муклашки мĕн тути калать?
— Чернов, лайăхрах пар ăна! Хĕçпăшалпа хăратмалли йăлана мантăр!
Петров тытакан чире ернĕн чĕтрерĕ. Саккун йĕркинчен тухнă салтаксем тем тума та пултарĕç. Вăл кăравул кăшкăрма та хатĕрччĕ — Гриша сасси пӳлчĕ.
— Тивес мар. Ачи лайăх, таврăнсан, салтаксене чут çеç персе пăрахмарăм тесе мухтантăр.
Гриша ура çине тăрсан, Петров ӳпне çаврăнса выртрĕ, чунĕ кутсе çитнипе тӳсеймесĕр йĕрсе ячĕ. Кунтан усал мăшкăл мĕн пултăр. Перĕнсе вилмелли кăна ĕнтĕ.
Çакна асăрхаса тăракан Наум хыпарласан, Микула салтаксем патне тухрĕ.
— Мĕн пулнă кунта?
— Пире персе пăрахасшăн. Таркăнсем иккен эпир. Каллех хресченсене пулеметпа хăратма илсе каясшăн! — çиллине шăнараймасăр хуравларĕ Гриша.
— Пĕчĕк ача ăсĕ кĕнĕ ăна. Юнтарчĕ те чарăнайми макăрать!
— Аяк пĕрчине шутламаншăн хурланнă! — шӳтлесе илчĕç салтаксем.
— Демьян Петрович, — евĕклĕн чĕнчĕ Микула, — хресченсем мĕн ĕмĕртен асапра пурăнни ним чухлĕ те шухăшлаттармасть-им сире? Аçу-аннӳ тĕ ытла пуяннинех каламастăр-çке?
Микула сасси Петрова пĕр вĕрилектерсе, пĕр шăнтса ячĕ. Хăй ачалла айкашнипе салтаксем умĕнче çеç мар, ун умĕнче те намăса кĕчĕ. Кунашкал чухне мĕн хуравлăн?
Петров мĕншĕн шарламасăр шртниие ăнланчĕ те Микула унăн кăмăлне çавăрма тăрăшрĕ:
— Демьян Петрович, çĕрте йăваланни аван мар. Этем хăй мăнаçлăхне упрама тивĕç. Тăрăр та, пурин çинчен те сӳтсе явăпăр!
Петров аякĕнчен темпе тĕксе ыраттарнăи сиксе тăчĕ:
— Тата мĕн çинчен сӳтсе явмалла сирĕнпе?! Эсир хăвăр мĕн пултарнине мансăрах тунă. Манне çеç мар, салтаксен пуçне те çинĕ. Чип-чипер пурăнаканскерсене илĕртсе салатнă, тепĕр пайне таркăна кăларнă. Таркăнсене мĕн кĕтнине, мана та суд тăвасса малтанах пĕлнĕ эсир. Апла мейĕр, хăвăрах перĕр! — кăкăрне каçăртрĕ вăл.
Прапорщик шанăçне çухатнăран çапла хăтланнине тавçăрчĕ те Микула сассине хăпартарах каларĕ:
— Пирĕн умра кăлăхах сатурланатăр. Айăп пулсан, перекенсем урăххисем пулĕç. Салтаксене мĕнле илĕртни çинчен паçăрах каласа патăм. Кунта юри хăвăр тĕллĕн хăвартăм та, салтаксем сирĕнпе каясшăн маррине кăтартрĕç. Эсир пурпĕр шута хумастăр. Çук, Петров прапорщик, вĕсем таркăн мар. Мул хуçисен саманине тĕп тăвасшăн çапăçма Хĕрлĕ гварди ретне тăнă салтаксем!
— Тĕрĕс, эпир таркăнсем мар!
— Чухăнсемшĕн пуçăмăра шеллемесĕр çапăçма хатĕр! — Микула шухăшне çирĕплетрĕ темиçе сасă.
— Ман сире те çапла калас килет, Петров юлташ: эсир ĕçхалăхне хаяр сунакан çын мар. Сире офицера тухни кăштах пăтраштарнă, çавăнпа эсир хăвăр кам иккенне мана пуçланă. Тăна кĕрĕр те йĕри-тавра сăнаса çаврăнăр: пĕтĕм халăх хĕрлĕ ялав йăтса утать. Пурнăçри тĕрĕсмарлăха пĕтересшĕн, чуралăх сăнчăрне татса, ирĕке тухасшăн алла хĕçпăшал тытса çапăçать. Çавнашкал тапхăрта сирĕн пек çамрăк çын аташса çӳрени питех пăшăрхантарать. Куçăра уçăр, Демьян Петрович! Ĕç-çыннисемпе пĕр харăс утăр!
Салтаксем те Петрова сырса илчĕç:
— Господин прапорщик, кăлăхах турткаланатăр. Николай Степанович тĕрĕс каларĕ. Сирĕн çул пирĕннипе пĕрле!
Петров салтаксем çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Гриша ытлашши хăрасах тăманнине, хăйне ирĕклĕн тыткаланине хальчченех сиснĕ, анчах ыттисен çăварĕнчен пĕр хирĕçле сăмах тухнине те астумасть. Халь пурте пĕр кăмăллăи унран кулчĕç, ĕнтĕ чи çывăх тус-йыш пек, пĕрле пулма йыхăраççĕ. Апла вăл, чăн та, офицера тухнипе каппайланса, салтаксен кăмăл-шухăшне туйман. Ак ĕнтĕ вĕсем хăйсен телейне тупрĕç те-и, тен. Петровăн ăçта кĕрсе каймалла? Хусана таврăнмалла-и? Шутламалли те çук. Пĕтĕм отрядне çухатнă офицера кам хисĕплĕ? Суда парсан, кам хăтарĕ? Апла çак паттăр çынпа, салтаксемпе пĕр рете тăрсан аванрах мар-ши?
Микула прапорщик иккĕленнине сисрĕ те татăклăрах шухăшлаттарăсшăн хушса хучĕ:
— Демьян Петрович, салтаксем сирĕн сăмаха кĕтеççĕ. Прапорщик тинех асăрхарĕ — пурте ун çине тинкернĕ.
Ним хуравлама аптранă енне:
— Ман урăх ниçта кайма та çук! — тесе хучĕ.
— Апла мар, Петров юлташ. Ниçта кайма çукран çеç Хĕрлĕ гвардие çырăнакансем кирлĕ мар пире. Унашкаллисем кĕрешӳ йывăрлăхне тӳсеймĕç. Юлташĕсене пăрахса тарĕç. Пире пролетарилле революци тăвас çĕрте вĕçне çитиех большевиксен, рабочисемпе чухăн хресченсен ĕçне парăннă çынсем кирлĕ! — астутарчĕ Микула.
Петров аванмарланчĕ. Хăй йăнăш персе янине туйрĕ.
— Хам ирĕкпех килĕшетĕп! — терĕ.
— Ку урăх сăмах, Петров юлташ, — хаваслăн алă пачĕ ăна Микула.
— Шанатăп, Петров юлташ, хамăр хушăра пĕр-пĕрин çине тапăнмалла текех вылямăпăр! — терĕ Гриша та, ăна револьверне тавăрса парса.
— Эсир калашле пултăр! — килĕшрĕ прапорщик.
— Юлташсем, пирĕн тепĕр пысăк ĕç тумалли юлнă-ха. Çар командирсăр тытăнса тăрайманни пуриншĕн те паллă. Сире те командир кирлĕ, — терĕ юлашкинчен Микула. — Урăх çĕртен ярса парасса кĕтмелли çук. Вăт, кама командир тума шутлатăр?
Салтаксем йĕнчесе тăчĕç. Чăнах, çар пурнăçĕнче пулман япала-çке ку.
— Николай Степанович, — юлашкинчен кăшт эрленерех чĕнчĕ Гриша, — çар командирне аслисем лартаççĕ.
— Тĕрĕс, юлташсем. Патша стройĕнче çар командирне суйламаççĕ. Тата унти командирсем пĕтĕмĕшпе тенĕ пекех çĕр улпучĕсемпе мул хуçисен ывăлĕсем пулнă. Вĕсем салтаксен кăмăлне ним вырăнне те хуман. Эпир пухакан çар йăлтах урăхла... Командира салтаксем шанмалла. Вăт... Калăр ĕнтĕ, кама суйлатпăр?
— Чернова суйлатпăр! — терĕç пулеметчиксем. — Гриша Чернова.
— Юлташсем! — хумханарах чĕнчĕ Гриша. — Мухтанса мар, чăннине калатăп, пулеметпа пересси ман ĕç. Анчах командир пуласси — пачах урăх шут. Çара тытса тăма пĕлекен çын пирĕн хушăра Петров кăна. Ăна çавăншăн верентнĕ. Петров юлташа суйлама сĕнетĕп.
— Юлташсем! — терĕ вара Микула. — Чернов сĕнĕвĕпе эпĕ те килĕшетĕп. Çара ертсе пыма вĕренни кирлех. Кун пирки тата кам калас тет?
— Пирĕншĕн те аван!
— Петров юлташа суйлатпăр! — Микула май кайса шавларĕç салтаксем.
Петровăн кăмăлĕ уçăлчĕ, шӳтлеме хăтланчĕ:
— Ваттисен йăлипе витре эрех лартмаллаччĕ те...
— Авланнă чухне ĕçтерĕн-ха! — парăмра юлмарĕç салтаксем те.
Унтан Гришăна командир заместительне суйларĕç те, Микула тепĕр сăмах пуçарчĕ:
— Юлташсем, Хĕрлĕ гвардие кĕрес текçнсен кашнинех заявлени çырмалла пулать. Ĕçхалăх ырлăхĕшĕн пурнăçăмăра шеллемесĕр çапăçма хатĕррине палăртса кĕçех тупа тăвăпăр. Халлĕхе сирĕн салтак пек мар, хресчен пек пурăнма лекет. Ялта тăлăха юлнă хĕрарăмсем сахал мар. Нумайăшĕ лаша çуккипе çын акса парасса кĕтеççĕ. Лашаллисем ĕлкĕреймен пирки е вăрлăх çуккипе акмасăр та юлчĕç. Пирĕн алăра темиçе лаша пур. Нивушлĕ тăлăх-туратсене пулăшмăпăр?
— Хаваспах акса паратпăр! Ывăç тупанĕсем тахçанах сухапуç тытасшăн çунатчĕç-ха! — шавласа илчĕç салтаксем.
— Эсир çапла каласса шаннă эпĕ, юлташсем. Наум пичче кĕçĕрех кама акса памаллине пĕлтерĕ.
— Ху каларăшле, хăшĕн-пĕрин вăрлăх çук-и, тен? — астутарчĕ Наум.
— Вăрлăх тупас пулать, Наум пичче. Пуянсем йĕри-таврах. Хутора çеç çитмелле. Хресченсен Советне пухăр та, камран мĕн чухлĕ вăрлăх илмеллине палăртăр, кайса тийĕр. Çав хушăра эпĕ Хусана çитсе килĕп.
— Микула пичче, — ирĕксĕртен çапла чĕнчĕ Натюш, урама тухсан, — кĕçĕр каймасан юрамасть-и? Иртнĕ каç та пуçа çытар çине хумасăр ирттернĕ.
Натюш пĕр çемьери çын пек ырă сунни Микула чĕрине ăшăтрĕ. Хăй те çепĕç сăмах каласшăнччĕ, сăмахĕ чĕлхи çине килменрен:
— Натюш хĕрĕм, — терĕ кăна, — иртнĕ каç пуçа çытар çине хуманни темех мар... Кăнтăрла пирĕнпе пĕрле хресченсем демонстрацие тухни, пирĕн лозунгсене йышăнни ывăннине йăлтах сирсе ячĕ. Çак хыпар ытти вулăссене те сарăлĕ, хресченсен кăмăлне çĕклĕ. Канма вăхăт çук. Сире парти ретне илсе ячейка тумалла. Энĕшкассисене çеç мар, вулăсри ытти чухăнсене те пĕр тĕвве пĕтĕçтермелле. Унччен кĕпĕрнери юлташсемпе паллаштарам, ĕç пиркн калаçса татăлар. Пăрахут çине ларсан, тăраничченех çывăрăпăр ак.
Натюш ăшне кĕрсе ӳкнĕ кăвар Микула таврăннăранпа ялкăшсах çунать. Унăн та ытлашши турткаланмалли çук пек. Микула та тăлăх-çке. Ăна та хĕрарăм савни кирлĕ. Çак самантрах чĕринче мĕн пурриие уçайса кăтартасчĕ. Тивĕç сăмах тупăнмĕ. Унăн кăмăлĕ мĕнлине те пĕлме хĕн. Халлĕхе вăл савса юнашар утни те паха.
Микулан çамрăк чухнехи пурнăçие хурлама çук. Ашшĕпе амăшĕ лаша-ĕне усранă, çын патне кивçене кайман. Ашшĕ Энĕшкассинче çеç мар, Ĕнел çĕр общининче те хисеплĕ çын шутланнă. Çавăнпа Микула вăййа-кулла хутшăнма вăтанман.
Сутăнчăксем тыттарнипе Микулан ытарайми арăмне жандармсем асаплантарса вĕлернĕ. Вăл ăна нихçан та манмĕ, çапах чĕри пушанса юлнипе çырлахасшăн мар. Çухални вырăнне урăххине тупма хистет. Натюшпа тĕл, пулнăранпа чĕрн тепĕр хут хускалчĕ. Натюш ăна революциллĕ юхăма хутшăннипе, класлă кĕрешӳре юнашар утма хатĕррипе çеç мар, кăмăлĕпе, çепĕçлĕхĕпе, хĕрарăмлăхĕпе те килĕшет. Çавăн çинчен кăштах систерсен мĕнле-ши?
— Ай, Микула пичче. Çитнĕ-çке эпир? — шарт сикнĕ пек пулчĕ Натюш.
Вĕсем алăран алла тытса утнине туйрĕç. Хăçан, хăшĕ маларах ал тăснине нихăшĕ те тавçăраймарĕ.
Улянасем патĕнче вĕсене Михха кучерĕ кĕтсе ларнă.
— Мĕн çăмăлпа, Трифун пичче? — ал тытрĕ ăна Микула.
— Ĕçрен кăларчĕ. Явăл пуçĕ, тăсланкă салтак сутрĕ пулмалла, — терĕ Михха кучерĕ. — Сехмет хăй патне чĕнтерчĕ те тӳрех харкашма тапратрĕ. Эпĕ... лешне, эс парса хăварнине, кăларса кăтартрăм та — çĕкленĕ пуканне аллинчен ӳкерчĕ. Пурпĕрех ĕçрен хăваларĕ. Малалла тем тумалла ĕнтĕ ман?
Трифун мĕншĕн канлĕ маррине ăнланать Микула. Ĕçрен кăларсан татăк çăкăрсăр юлас хăрушлăх кама ан кулянтартăр? Урăх çĕре ĕç шырама кайĕччĕ Трифун, анчах вăл халь Атăлкассимче кирлĕ — Микулапа Натюш Михха тарçисемпе паллашма ĕлкĕреймен-ха. Куна Трифун, урлă тума çăмăлрах.
— Трифун, санăн халлĕхе Атăлкассинчех пуласчĕ, — терĕ Микула:
— Хăй тутарнă пӳртрен хăваласан? Арăма та ĕçрен кăларсан?.. — пăшăрханса калаçрĕ Трифун.
Ун енне кайсан, хамăр хута кĕме пултарăпăр. Анчах кун çинчен тепĕр чух сӳтсе явăпăр-ха, халь урăх ĕç пур, Трифун пичче.
— Мĕн-ши?
— Партие кĕрес пирки пĕркун калаçнăччĕ. Çав ыйтупа Хусана кайса килер мар-и?
— Хаваспах, Николай Степанович.
...Уя тухсан, Микула Натюш аллине тытса утнине туйрĕ те пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр аванмарланчĕ. Хăйпе юнашар çамрăк та вăй-хăватлă хĕрарăм пыни савăнтарчĕ ăна. Натюш кăмăлĕ те çĕкленӳллĕ. Иккĕшех пулсан, вĕсем пристане йĕкĕр мăйăр пек çитĕччĕç. Пăрахут çинче те уйрăлмĕччĕç. Çук çав, Трифун умĕнче юрамасть.
Атăл хĕррипе утма Услăхалла пăрăнчĕç. Хăйрал вăрманĕ çумĕпе Энĕш айлăмне анчĕç. Çултан инçе те мар шĕшкĕлĕхре шăпчăк юрă шăратать. Çамрăк чухне шăпчăк çăмартине тупса ĕçме кам ĕмĕтленмен-ши? Вара ыйхă питĕ çăмăлланать тетчĕç.
Микуласем кĕтӳ çулĕ вĕçĕнчи ват хурама айĕнчен юхса тухакан çăл тĕлне çитрĕç. Унчченех шут тунăн чарăнчĕç. Выртса ĕçрĕç. Пит-куçĕсене çуса уçăлтарчĕç.
Саларан иртсен талккишпех чул купаланса выртнипе умлăн-хыçлăн утма лекрĕ. Вĕсем чĕмсĕрленчĕç. Атăл яланхи пекех хăй пурнăçĕпе пурăнать. Ав, буксир пăрахучĕ виçĕ баржа кăкарнă, анатран хăпарать. Çăкĕ йывăррипе ураписем янăравсăррăн хӳлтлетсе çаврăнаççĕ. Туран пассажир пăрахучĕ çуталса анать.
— Ĕлкĕреймерĕмĕр, пăрахут иртсе кайрĕ, — терĕ Микула.
— Кирлĕ те мар! — хуравларĕ Трифун. — Вăл Хусана çĕрле кăларать те, пристаньрех йăваланма лекет. Çур çĕрте анаканни çине ларăпăр. Шăп ир çине çитерет.
Хăма тиекен баржăсем вĕçе-вĕçĕн лараççĕ. Кăнтăрлă кунта халăх кăткă пекех хĕвĕшет ĕнтĕ. Халь пĕр çын та курăнмасть. Кунĕпе хăма йăтса сӳсленнĕ çынсем ăçта май килнĕ çавăнта вырнаçнă, ыйха путнă.
Нумаях кĕтме лекмерĕ — Кама тăрăх çӳрекен пăрахут çитрĕ. Микуласем билет илсе кĕчĕç. Тăваттăмĕш класра халăх лăк-тулли. Хăшесем тăсăлса выртнă та хуп турттараççĕ, теприсем ларнă çĕртех тĕлĕреççĕ.
Микулапа Натюш, Трнфун, урайĕнче выртакансем урлă каçа-каçа, пăрахутăн кайри пайне тухрĕç. Кунта никам çукпа пĕрех. Пĕр кĕтесе вырнаçма пулать. Натюш варрине лекрĕ. Микула çумне çапла çыпçăнса çĕр каçсан та сивве туймĕччĕ Натюш. Трифун умĕнче аван мар, çавăнпа:
— Атьăр, шала кĕретпĕр. Кунта шăнса чирлеме те пулать, — терĕ. Микула та унпа килĕшрĕ.
Вĕсем, пушă вырăн шыра-шыра, сулахай енчи стена çумне вырнаçрĕç. Иртнĕ каç куç хупма та ĕлкĕрейменнипе Микула часах çывăрса кайрĕ. Натюш та пуçне ун хулпуççийĕ çине хурсанах ыйха путрĕ.
Тем вăхăтран Микула пăрахут кăшкăртнипе вăранса кайрĕ. Ытти çывăракансем те сике-сике тăчĕç. Хусана çитнĕ те иккен.
Пăрахутран тухсан, Микула тӳрех слоббдара пурăнакан Кузнецов патне каясшăнччĕ. Акă трамвай та чăнкăртаттарса çитрĕ, слобода инçех мар. Анчах çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлекен çын патне çапла ирех пырса кĕни аван мар тесе шутларĕ. Губкома кайма та иртерех.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...