Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Халлĕхе ним калама та... Май пур тăран пулăшу патăмăр. Операци тума лекет-и тен. Ытти тухтăрсем кнлччĕр-ха, сӳтсе явăпăр...

— Господин доктор, хам ятран çеç мар, губком ячĕпе тархаслатăп, çăлса хăварма тăрăшăр. Большевиксем хăйсене ырă тунине манмĕç, — терĕ Кузнецов.

Политикăпа çыхăнма шутламан çыншăн «большевиксем» тени ниме те пĕлтермерĕ. Çавăнпа вăл паçăрхи пекех хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ:

— Чирленĕ е аманнă çынна сыватасси — пирĕн тивĕç. Анчах шел... Медицина хăвачĕ хăшпĕр чир-чĕре çĕнтерейменни те сахал мар. Пурпĕр тӳсĕмлĕх кирлĕ.

— Надежда Прохоровна... — çемçен чĕнчĕ Кузнецов хăйсем çеç юлсан, — эпĕ губкома каям-ха. Секретарь пычĕ-и тен. Паллă хирурга чĕнме май çук-ши? Кирлĕ пулеан, телефонпа шăнкăравласа систерĕр!

Канаш пама çăмăл та, чун-чĕререн юратакан çын вилĕм аллинче чух хăвна лăпкă тытайăн-и вара? Пĕччен юйсан, хуйхă-суйхă çĕнĕ вăйпа çĕкленчĕ. Çак самантра Николай Степанович уншăн кĕрешӳри юлташ çеç маррине нихçанхинчен уçăмлăрах туйрĕ Натюш. Тарăхса хăйне хăй ятларĕ: «Мĕншĕн пăрахса кайрăм-ши? Кĕпине кирек хăçан та çĕлеме пулатчĕ. Иккĕн пĕрле чухне тăшман тапăнма хăяйман пулĕччĕ. Акă ĕнтĕ чавса çывăх та çыртаймăн...»

Кĕçех клиникăра ĕçлекен ытти çынсем пухăнчĕç. Натюшăн çав-çавах никампа та калаçас килмерĕ, вут çинчи пек çунчĕ вăл.

Кăнтăрла иртсен Кузнецов таврăнчĕ. Пĕччен мар, темле ватăрах çынпа. Лешĕ тӳрех шала кĕчĕ. Кузнецов Натюш патне юлчĕ.

— Ну, мĕнле кунта?

— Ырă сăмах илтеймерĕм-ха.

— Манпа пĕрле килни — Хусанти чаплă хирург, — Натюша лăплантарма васкарĕ Кузнецов. — Паян хăйĕн канмалли кун пулин те, губком секретарĕ ыйтнипе килсе пăхма килĕшрĕ. Ытлашши ан пăшăрханăр, çăлса хăварасса шанас килет.

— Телей пултăрччĕ... — пăшăлтатрĕ Натюш.

Тухтăрсене пăхтарма килнĕ çынсем саланчĕç ĕнтĕ. Кузнецовпа Натюш çеç ларса юлчĕç. Акă тĕттĕм те пулчĕ, коридорта электричество ламписене çутрĕç. Кузнецов каçхи апата кайрĕ.

Тем вăхăтран сестра тухса операци ăнăçлă иртни çинчен пĕлтерчĕ.

— Ой, ырă çын... — хыпăнса ӳкрĕ Натюш. Ун патне кĕртме тархасларĕ.

— Сирĕншĕн кам вăл? — пĕлесшĕн пулчĕ сестра.

— Упăшка...

Натюш хăй суйнинчен хăй вăтанчĕ.

— Ирччен ирĕк памĕç. Пукан çинче çĕр каçасси. Ав, диван çине выртăр.

— Тавтапуç, ырă çын...

Кĕçĕрхи пек ăш çуннине астумасть Натюш. Операци чиперех иртрĕ терĕç те, кам пĕлет, тем сиксе тухĕ? Хутран-ситрен сестра тухса пĕлтерсе тăни те лăплантараймасть ăна. Николай Степанович çав-çавах тăна кĕрейменни хăратрĕ. Çапла кăтăш пулмасăрах çĕр ирттерчĕ Натюш. Ире яхăн ана Николай Степанович патне кĕме ирĕк пачĕç.

Çын çывхарнине сиссе, Николай Степанович куçне уçрĕ.

— Натюш, эсĕ-и?..

— Эпĕ... — пĕтĕм кăмăлĕпе пăшăлтатрĕ Натюш, ун умне чĕркуçленсе.

Николай Степанович аллине Натюш хулпуççийĕ çине хучĕ.

— Лăплан, эп хама аван туятăп... Эсĕ килни татах пулăшрĕ. Пĕтĕмпех эпир шутланă пек пулĕ.

— Эпĕ те шанатăп...

— Анчах Энĕшкассинче мĕнле-ши?

— Пĕлместĕп. Сана илсе килнĕренпе кайман-ха. Я — Апла вĕçтер хăвăртрах. Эсĕ секретарь... Больщевик сем пĕтрĕç тесе ан савăнччăр...

Сăнасах тăракан сестра Николай Степанович хумханма пуçланине асăрхарĕ.

— Сударыня... — терĕ вăл Натюша. — Ăна канлĕх кйрлĕ. Тепре килсен, ытларах калаçăр. Халь тухма ыйтатăп. Натюш ура çине тăчĕ.

— Хăвăртрах сывалма тăрăш. Эпир ялта хамăр мĕн шутланине пурне те тăвăпăр!

Натюш тухнă çĕре Кузнецов килсе çитрĕ. — Николай Степанович мĕнле?

— Тăнĕ пур. Кăштах калаçрăмăр та. Анчах йывăр-ха ăна.

— Ку паллах... Ĕнтĕ пирĕн пата кайăпăр. Арăм ĕнертенпех кĕтет сире.

— Леонид Сергеевич, ан çилленĕр те, пыраймастăп.

— Мĕншĕн?

— Яла васкатăп. Тăшмаисем Николай Степанович çуккипе усă курма тăрăшĕç. Сирĕн пата тепĕр чух кĕрĕп. Ырă суннăшăн Евдокия Ларионовнăна тавтапуç!

Кузнецов ăнланчĕ.

— Николай Степановича перекене тытсан, пире систерĕр, — терĕ Кузнецов сывпуллашнă май. — Вăл пĕччен пулас çук. Тен, ытгнсене те тăрă шыв çине кăларăпăр. Сыхлануллăрах пулма тăрăшăр. Чунĕ тухас патне çитнĕ тăшман темле ирсĕр ĕç тума та хатĕр. Ĕçхресченĕсене хăвăр тавра пĕтĕçтерме тăрăшăр!

— Вăй çитнĕ таран, Леонид Сергеевич...

— Тата акă... — Кузнецов кĕсйинчен хаçат кăларса тыттарчĕ. — Унта сире асаплантарни, Атăлкасси вулăсĕнчн хресченсем демонстраци туни çинчен çырнă, халăх йышăннă резолюцие те пичетленĕ. Вăхăтлăх правительствăпа мул хуçисен йыттисем мĕнлереххине пурте пĕлччĕр.

Вĕсем пиччĕшепе йăмăкĕ пек ăшшăн уйрăлчĕç.

Пăрахут çинче пассажирсем нумаях маррипе Натюш тăваттăмĕш класри пушă нар çине вырнаçрĕ те хаçатне саркаларĕ. Чи çулте пысăк саспаллисемпе «Рабочее дело» тесе çырнине вуларĕ. Аяларах вĕтĕрех саспаллисемпе: «Раççенри социал-демократла рабочи партин Хусанти комитечĕн органĕ», — тене. Натюш чĕрине çĕнĕ вăй-хăват тулчĕ. Хăй те çак хаçата кăларакан большевиксен ретĕнче пулма тивĕççншĕн савăнчĕ. Иккĕмĕш страницăра Натюш «Эсерсен ирсĕр ĕçĕсем» тесе ят панă статьяна тупрĕ. Вулăнăçемĕн Шулашкар тĕрминче асап тусни тепĕр хут куç умне тухса тăчĕ. Ах, ун кăмăл-шухăшне ытла та витĕр пĕлсе çырнă-çке. Вĕçĕнче «Н. Соколов» тесе ал пуснă. Акă, демонстраци туни çинчен çырни те пур. Натюша колонна умĕн хĕрле ялав йăтса утиă пек мар, çӳллĕ вырăнтан сăнаса, пурне те витĕр курнăн туйăнчĕ.

Атăлкассине Натюш кăнтăрла иртсен çитрĕ. Пристань таврашĕнче çын нумаях мар. Тăварах баржăсем çине хăма тиекенсем хĕвĕшеççĕ. Натюш çакна та асăрхарĕ: хăмана трюма тултараççĕ-ха, çиеле кăлараймăн. Баржăсене илсе каймалла пуличчен забастовка тума ĕлкĕрмелле. Пăрахут çинче чухне вăл тӳрех Энĕшкассине çул тытасшăнччĕ, халь Трифунпа курнăçма шутларĕ.

Николай Степановича пени çинчен пĕлсен, Трифун хуйха ӳкрĕ. Иçмасса, никамран та тĕплĕн ыйтса пĕлме çук, Натюш Хусантан таврăнасса кĕтсе темиçе пăрахут та ăсатрĕ ĕнтĕ вăл. Халь те пăрахут анатран хăпарнине курсаиах килтен тухрĕ.

Иккĕше ураи хушшияче тĕл пулчĕç. Трифун, Натюша саламлама мансах, чĕрине çунтаракан ыйтăвне пачĕ:

— Мĕнле унта?

— Хыпăнса ӳкмеллиех çук, Трифун пичче. Хул калакĕнчен аяларах кĕрсе ларнă пулняе касса кăларнă. Паян кăштах калаçрăмăр та. Кĕçех сывалса таврăнĕ...

— Аранах сывлăш уçăлчĕ. Ман çеç-и вара?.. Ав, миçе çын ĕçлет çавăнта. Пурте хуйхăраççĕ. Михха çине шăл хăйраççĕ.

— Михха тарçисем лару-тăрăва ăнланни аван. Вĕсене кĕрешĕве çĕклемелле. Микула пичче ячейка иухăвĕнче йышăннисене пурнăçлама хушрĕ. Энĕшкасснне кайса килем-ха. Вара сана пулăшăп, — терĕ НаткУш.

— Тыткăнрисем Николай Степановичпа калаçса пăхасшăнччĕ. Ĕнтĕ мĕн тăвăпăр-ши? — пăшăрханчĕ Трифун.

— Вăхăтне палăртнă-и?

— Кĕçĕрех калаçасшăнччĕ. Вĕсене хамăр май çавăрмасан, забастовка тунă чух кансĕрлеме пултарĕç.

— Сăмах тунă япала, хамăр пĕлнĕ таран ăнлантарма тăрăшăпăр вĕсене, — килĕшрĕ Натюш.

— Апла кĕтетпĕр.

Хирте сухаçăсем курăнмаççĕ. Ахăртнех, пурте акса пĕтерчĕç-и тен. Маларах акни шăтма та ĕлкĕрнĕ. Натюш пĕшкĕнсе калчана сăтăрчĕ.

Часовня тĕлнелле çитерехпе Натюшăн çанçурăмĕ сӳлетсе кайрĕ. Микулана пенĕ тăшмана тупаймарĕç-и тен те, халь ăна сыхламасть-и вăл? Ирĕксĕрех каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ Натюш. Умра та хыçра çынсем курăннипе лăпланчĕ.

Натюш яла çнтнĕ çĕре пулемет урапипе ытти лавсем те кӳлĕнсех тăраççĕ. Салтаксем икĕ ушкăна уйралнă. Пĕрисене Гриша пулемет пайĕсемпе паллаштарать, теприсене Петров винтовка затворне салатса пуçтарма вĕрентет. Ытти салтаксем урапа çине тăсăлса выртнă та хуллен юрлаççĕ:

Харăс утар-ха, юлташсемĕр. Кĕрешӳре вăй илер, Харсăр вăрçса, çĕнĕ ĕмĕр — Ирĕк тĕнче никĕслер!..

— Юлташсем, салам!

Паллакан хĕрарăм сасся илтĕннипе салтаксем харăсах сиксе тăчĕç, Натюша сырса илчĕç.

— Натюш аппа, Микула пнччен сывлăхĕ мĕнле? — пуринчен малтан ыйтрĕ Коля.

— Хăрамалли çук. Операци ăнăçлă иртнĕ. Паян ирхине курнăçса калаçрăмăр. Сире пурсăра та салам калама хушрĕ тата çакна астутарчĕ: парăнас килменнипе пуянсем темтепĕр шутласа кăларĕç. Хĕрлĕ гвардеецсем пуçĕсене ан усчăр, хĕçпăшала çирĕп тытчăр терĕ.

Натюш илсе килнĕ хыпар салтаксене савăнтарчĕ: вĕсене çул кăтартса пыракан çын чĕрех, кĕçех сывалса тухĕ.

— Надежда Прохоровна, — чунĕ çĕкленнипе хавхаланса калаçрĕ Гриша: — Эсир тăшмансем пирки астутарни питех те вырăнлă. Ĕнер Николай Степановича персе амантрĕç, кĕçĕр пире тапăнчĕç.

— Камсем?!.

— Пурне те пĕлсе çитерес çук, Надежда Прохоровна. Виçĕ ушкăна уйрăлса хупăрлама шутланă... Юрать-ха Кольăпа юлташĕсем вăхăтра систерчĕç. Эсреметсене лайăх патăмăр. Винтовкисене пăраха-пăраха тарчĕç, — терĕ те Гриша Натюша хут кăларса тыттарчĕ.

— Мĕн ку?

— Заявлени... Çын евĕр пурăнас тесен, сирĕннинчен урăх çул çуккине вĕçне çитиех ăнлантăм. Çавăнпа большевиксен ретне илме ыйтатăп.

Гриша хыççăн тата çичĕ салтак заявлени пачĕ. Вĕсем ирхине ирех пурте пĕрле пухăнса партие кĕме шут тытнă.

— Хаклă тус-йышсем!.. — чĕререн савăнса чĕнчĕ Натюш. — Араскалăрсене большевиксемпе тĕвĕлеме шутлани пархатарлă япала. Эсир партие кĕни Николай Степановича та хăвăртрах сывалма пулăшĕ!..

Петров айккинче ним шарламасăр пуçне чиксе тăнине асăрхасан:

— Демьян Петрович, эсир ма салху тата? Е чĕрĕне кăшлакан сăлтавсем пур-и? — терĕ Натюш.

Командирĕпе пĕрле хăйсем те намăса кĕресрен хăраса-ши е Натюшпа иккĕшне чĕререн калаçма ирĕк туса парасшăн, салтаксем айккинелле сирĕлчĕç.

Пурне те пĕлсе тăракан Петров хăйне çакнашкал ыйту парасса кĕтнĕ. Пурпĕр куçран пăхма хăймасăр шикленерех хуравларĕ:

— Эсир йăнăшмарăр, Надежда Прохоровна. Чăн та, ман чĕрене кăшлакан сăлтав пур...

— Апла ытла хăрушă-çке? Вăрттăн ĕç мар пулсан, каласа пама кăмăл тумăр-ши?

— Пурте пĕлекен япалана пытарма çук. Эпĕ... йăнăш турăм, — терĕ те Петров айăпĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Хăйне ятласса, тен, хăваласа ярасса кĕтрĕ.

Натюш хăтăрса тăкма та хатĕрччĕ. Отрядне манса çӳренĕскер, мĕн командирĕ вăл? Анчах хăйне алла илсе тепĕр май шухăшларĕ: «Халлĕхе вăл пролетарилле, революци идейăлăхĕпе пиçсе çитеймен. Йăнăшне йышăнни, ӳкĕнни паха». Натюш куларах тăрăхларĕ:

— Халь ăса кĕтĕн-и ĕнтĕ?

— Çапла, Надежда Прохоровна... Ухмахлăха сутăн илмелле мар теççĕ ваттисем.

Петровпа Натюш хушшинчи калаçу ырă-татуллă вĕçленни салтаксен кăмăлне çĕклерĕ. Вĕсем Натюш Хусана мĕнле кайса килнине, çул çинче мĕн хыпарсем пуррине пĕлесшĕнччĕ. Коля сăмаха хутшăнни пӳлчĕ:

— Ял хушшинче киревсĕр халапсем сарăлнă!

— Мĕнле халап? Кам сарнă вĕсене? — ыйтрĕ Натюш.

— Камне ăçта пĕлсе çитерĕн? Анахвис кĕтӳ янă çĕрте илтсе килнĕ. Тата акă, — Энĕшкасси çамрăкĕсен еннелле ал сулчĕ Коля, — вĕсем те пĕлеççĕ. Эпир Хĕрлĕ гварди салтакĕсем мар, таркăнсем иккен. Чипер пыракан хĕрарăма мăшкăллама тапăннă. Микула пиччене персе вĕлернĕ. Атăлкассинчи Сехметпе хуторти Павăла çаратнă. Каç пире пĕтерейменшĕн кулянакансем те пур тет.

Салтаксем шухăша кайрĕç. Ку усал хыпар вĕсен хăлхине кĕмен. Тата пĕччен-иккĕн мар, ялĕпех çавнашкал калаçаççĕ пек туйăнчĕ.

— Ял хушшине мĕнле тухăпăр ĕнтĕ?! — пăшăрханчĕ Гриша.

Натюш та канăçсăрланчĕ. Тăшман хĕçпашалран та хăрушă меслет шухăшласа тупнă иккен. Элек таçти çурăк-хушăкран та кĕрсе çын чĕрине амантĕ.

— Юлташсем, куçăм витĕрех мар-ши, пуçăрсене уснăн курăнатăр? — терĕ вара Натюш.

— Усăн та, Надежда Прохоровна. Çын сăмахне илтесси сĕтлĕ пăтă çиесси мар. Ĕненекенсем тупăнĕç те пире курайми пулĕç. Вара ăçта кайăпăр? — пуриншăн те хуравларĕ Гриша.

— Тăшман халăха ĕнентересшĕн хăтланать те. Анчах эсир пуç усни тăшман элекĕнчен те хăрушăрах! — Натюш çавăнтах айккинерех итлесе тăракан Наума çĕнчĕ: — Десятскисене каласчĕ, халех халăх хăвалаччăр.

— Ма десятскисене чăрмантарас? — Наум вырăнне сас пачĕ Коля. — Хамăрах хăвалатпăр! Çапла-и, тантăшсем?

— Тĕрĕс! Хамăр хăвалатпăр!

— Натюш Хусан хыпарĕсемпе паллаштарасшăн тейĕр. Юрать, эпир чупрăмăр, — терĕç те Кольăпа тантăшĕсем самантрах тухса вĕçтерчĕç.

Хурал пӳрчĕ умне халăх йышлăн пухăннинĕ Сантйр инçетренех курчĕ. Патнерех çывхарсан, арçынсем нумаййине асăрхарĕ. Ав, вĕсем чиркӳри пекех хĕрарăмсенчен уйрăм кĕпĕрленсе тăраççĕ. Сантăр çитсенех, ăна карттусĕсене хывса саламларĕç. Йăпăлтатса калаçни илтĕнчĕ:

— Александр Кузьмич, хамăр пата кил! Ĕç пирки мĕнле унта?

— Малтан мĕншĕн пухнине пĕлер-ха. Вара ĕç пирки сӳтсе явăпăр! — мăнкăмăллăнрах хуравларĕ те Сантăр хыçаларах вырнаçса тăчĕ.

Наум, пухусене ертсе пыма хăнăхнăскер, хăюллăн чĕнчĕ:

— Халăх, Энĕшкасси хресченĕсен пухăвне уçăлнă тесе шутлатпăр!

Президиум суйлама сĕнсенех хĕрарăмсем Наумпа Натюша тата Анахвисе кандидата тăратрĕç. Анахвис ĕнтĕ кашни пухурах секретарь. Сантăр ирĕксĕрех хумханчĕ. Халиччен ăна та сĕтел хушшине ларма суйлаканччĕ. Паян асăнмарĕç те. «Ну, тăхтăр-ха!» — ăшĕнче юнарĕ вăл.

Çавна сиснĕ пекех, юнашар тăракан арçынĕ:

— Александр Кузьмича суйлас! — тесе кăшкăрчĕ. Пилĕк çынна президиума лартрĕç. Сĕтел хушшине вырнаçсан, Сантăр чĕри лăштах пулчĕ.

Натюш сăмах илсе ура çине тăрайнăччĕ — унтан та кунтан Микула сывлăхĕ çинчен ыйтнă сасăсем илтĕнчĕç.

— Хам та çавăн çинчен каласшăн... Микула пичче кĕçех сывалса тухĕ. Чаплă тухтăрсем ун ăшне ларса юлнă пульăна чиперех касса кăларнă. Сире вăл пурсăра та салам калама хушрĕ. Пуçăрсене ан усăр терĕ.

Халăх савăнăçлăн хускалса илчĕ. Микула ăраскалĕшĕн çунакансем канăçне çухатнăччĕ. Турра та пайтах кĕлтунă. Сая каймарĕ иккен.

Халăх савăнăçĕ Сантăр кăмăлне каймарĕ. Тăрсах хирĕçлесшĕнччĕ — хăю çитереймерĕ.

— Юлташсем, — терĕ малалла Натюш, — хăшпĕрисем тăсланкă салтак хăй тĕллĕн айкашнă тесе шутлаççĕ пулĕ. Çук, юлташсем, хĕлле мана хупса парăнтарма хăтланни, Микула пиччене пени, çĕркаç салтаксене тапăнни — пурте сехметсен хуранĕнче пиçнĕ. Çавсемех ирсĕр элек сараççĕ. Пирĕн ялти салтаксене таркăнсем тесшĕн вĕсем. Микула пиччене перекенсем те çавсемех иккен, Атăлкасси çулĕ çинче хĕрарăма тапăнаканĕ те. Çук, пирĕн салтаксем таркăнсем мар, вĕсем Хĕрлĕ гвардин чăн-чăн салтакĕсем! Ленин хушнипе большевиксем пухаççĕ вĕсене. Хăвăрах куратăр, пуянсем парăнасшăн мар. Чухăнсен тирне сĕвесшĕн, вĕсен юнне ĕçесшĕн такама тем тăвĕç. Хĕрлĕ гварди çав сĕлĕхсен аллинчи влаçа рабочисемпе чухăнсен ирĕкие парасшăн татăклă çапăçăва хатĕрленет. ЭнĕшАассинчи большевиксен ячейки сире çапла чĕнсе калать: ташмансем саракан элеке ан ĕненĕр. Паянхи пухура çуккисене, урăх ялти тăван-хурăнташсене те çавнах ăнлантарăр!

Натюш сăмахне вĕçлесе пыратчĕ ĕнтĕ — паçăртанпах шăл хăйраса ларакан Сантăр тӳсеймерĕ, кăшкăрса пăрахрĕ:

— Çитет! Халăха мĕн пăлхатнипе çитет! Вун-вуникĕ çул каярах та пайтах терт куртăмăр. Ку хăрушлăха пирĕн яла каллех илсе килчĕç. Юрать-ха, çĕркаç никама та персе тивертеймен. Власть хăйне хирĕç тăракансене пуçран шăлмĕ. Пулеметлă çеç мар, тупăллă çар ярĕ те яла çунтарма тапратĕ. Каллех Энĕшкассисен, юнĕ тăкăнĕ. Вара большевиксем нушапа хуйха епле сиплĕç? — сывлăшĕ çитменнипе Сантăр самантлăха чĕмсĕрленчĕ, арçыйсем хăй хутне кĕрессе кĕтрĕ. Çавăнпа çине тăрсах витерме тăрăшрĕ. — Хăшпĕрисем Сантăр юрамисĕр çын тейĕç. Мĕн тăвас. Эпĕ ялйышăма хăрушă инкекрен хăтарасшăн. Çавăнпа кĕрӳ пулнă çынна киле кĕртмерĕм. Халь ăна шеллекенсем тупăнчĕç. Пур инкекшĕн те Янаш Миххи айăплă иккен. Арçынсем, çакна каласчĕ сирĕн: кам ĕç панипе, кам ырлăхĕпе сыпăнкаласа пурăнатпăр эпир? Шăпах Янаш Миххи тивлечĕпе мар-и? Акă гавань карма кĕрĕшсе килтĕм. Хакне те лайăх парать. Пырас мар тетĕр-и? Юрать... Ытти ялсене кайăп!

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23 24 25