Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Натюш хĕрĕм, санпа тĕл пулнăшăн çав тери савăнатăп, — кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ ăна Микула.

— Эпĕ те, Микула пичче... — ачашшăн чĕнчĕ Натюш. Унăн куçĕсем шывланчĕç.

— Эсĕ куçа сухан сĕрнĕ мар-и? — Натюш куççульне курса шӳтлерĕ Микула.

Ĕмĕчепе хăй тахçанах Микулапа пĕрлине, вăл таврăнасса чун пек кĕтнине Натюш тӳрех калаймарĕ.

— Хам та пĕлместĕп... Темшĕн кăмăл çемĕçрĕ, — терĕ çеç. Микула хăйне май ăнланчĕ. Ахăртнех, иртнĕ пурнăçне савнă çынни сутнине аса илчĕ-и, тен. Апла ун çинчен калаçса хурлантарас мар терĕ. Урăх сăмах çине куçрĕ.

— Эсă хăçан таврăннă? Натюш кăшт лăпланчĕ.

— Çуна çулĕ чухнех килте эпĕ. Вăхăтлăх правительство çăкăрне тутанса пăхма та ĕлкĕртĕм.

— Мĕн пирки?

— Атăл кассинче Сала ва ккачĕсем митинг уçнă та темтепĕр суяççĕ. Эпĕ тӳсеймерĕм, вĕсене хирĕç каларăм. Çав каçах тытса кайрĕç.. Кантура илсе пырсан, хăйсем майлă пулма сĕнчĕç. Килĕшмерĕм те, Шупашкар тĕрмине хупрĕç. Нимĕçсен шпионĕ тесе айăплама пăхрĕç. Юлăшкинчен хăйсем май çаврăннă пек кăтартрăм. Вара хамăр вулăс çыннисем умĕнче большевиксем çинчен элек сарма илсе килчĕç. Халăх лăк-туллиех пухăннăччĕ. Эпĕ хăйсене тăрă шыв çине кăларма тытăнтăм та, каллех хупса лартма тапăнчĕç. Ванюкпа юлташĕсем çăлса хăварчĕç. Тайма пуç вĕсене.

Ывăлне ырлани Микула чĕрине хускатрĕ. Хальхи пурнăç çинчен калаçнă май малалла пĕлес килнипе сăмах хушрĕ:

— Кун çинчен кăштах илтнĕччĕ...

— Кам пĕлтерчĕ?

— Хунякам... Сала ваккачĕсемпе кĕрешме йывăр. Вĕсем ĕçхалăхне тĕрмепе хăратма çеç мар, чеен улталама та ăста. Ялти чухăнсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлерех-шн?

— Халăх кăштах ураланнăччĕ, Микула пичче. Вулăсри съездра хĕрарăмсем пуянсене хыта хĕненĕ. Çуркунне Сехмет çĕрне валеçме тапăнчĕç. Хресченсене салтаксем пулеметпа персе салатни вĕсен кăмăлне улăштарчĕ. Хальхи лару-тăру çинчен сăмах хускатсанах пăрăнма пăхаççĕ. Ĕлĕкхи самана каялла таврăнасран хăраççĕ пулмалла.

Уляна хыçалти калинккерен кĕчĕ те хĕрĕсем шăлма пăрахнинĕ курсан ӳпкелерĕ:

— Ах анчах, ачасем... Ма ĕçлеместĕр?! Кĕçех Коля çитĕ. Мунча та пулнă. Ытлашши каçа юличчен çăвăнса тухасчĕ.

— Кукамай, ан ятлаç! — хаваслăн чăнкăртатрĕ Анахвис. — Кур-ха, пирĕн патра кам пур?

Уляна тин арçынна асăрхарĕ те, яланах черинче тăнипе, упăшки мар-ши терĕ. Вăл маррине ĕненсен, камне сасартăках тĕшмĕртеймен пирки хирĕç ним тавăрса калама аптрарĕ.

Микула чĕнме ĕлкĕриччен кăллех Анахвис сăмах хушрĕ:

— Кукамай, паллаимаран-им ? Ванюк ашшĕ вĕт ку!

— Çавă, кума, — çирĕплетрĕ Микула.

— Ах анчах... Сана курмасăр çĕре кĕменшĕн сăвăнатăп, кум. Атте турра мухтав.

Микула «мана турă хăтарман» тесшĕнччĕ. Уляна хăй ĕмĕрĕнче пысăк хуйхă тӳснипе тĕне парăнма пултарнине ăнланчĕ те:

— Çапла, Уляна кума. Натюша тамăкран кăларнă пекех, мана та революци хăвачĕ çавăрса килчĕ, — терĕ.

— Ах анчах, ачасем, — тин аса илнĕн ĕшеленсе ӳкрĕ Уляна — Мĕн туса тăратпăр эпир. Çӳп-çапа ыран та тасатăпăр. Халь пӳрте кĕрер-ха!

— Кума, апла мар! Паян тумалли ĕçе ырана хăвармăпăр. Эпĕ çакна каласшăнччĕ: пуçа хума ниçта кĕтес çук ман. Ик-виçĕ кун хăвăр патăрта пурăнма ирĕк памăр-ши?

— Ах анчах, кум. Ун пирки калаçма та кирлĕ мар. Анук кумапа иксĕр пире ырă тунине нихçан тӳлесе татаймăпăр. Эпир мĕн ĕлĕкрен пĕр çемье пек пурăннă. Пӳрте кĕр те ашшĕ вырăнĕнче пул.

Тăванран тăван çынсем Микула кăмăлне çĕклерĕç, хунĕсем патĕнчи киревсĕр туйăма пусарма пулăшрĕç.

Коля юлашки лаптăка сӳрелесе пĕтĕрчĕ те аллисемпе хăлаçланса карăнкаларĕ, пӳ-сине тӳрлетрĕ. Ĕçленĕ хушăра айккинелле пăхма та вăхăт пулманнипе тавралăха сăнарĕ: хĕвел тӳпене хăмач карса хăварнă та Тĕмшер сăрчĕ айне пытаннă. Ят сахаллисе ĕнер-пĕркуннех акса пĕтернĕ. Виçĕ ят çĕрне ыттисемпе тан акма май çук. Пурпĕр ытлашши кая юлманшăн савăнать йĕкĕт.

Коля сӳрине тăварса, сухапуç кӳлчĕ. Сӳрине хыçа кăкарчĕ. Кунтăкĕпе пештĕрне суха тимринчен çакса, лашине çавăтрĕ. Çула тухсан тин, утланса, айккинелле пăхса пычĕ. Варкăшакан ăшă çил пит-куçа савать, чĕрене килентерет. Çулта чухне юрлама хăнăхнăскер, Коля тӳрех юрласа ячĕ.

Яла çитичченех юрласа пычĕ. Уй хапхинчен кĕнĕ чух унăн чĕри ыратса кайрĕ — Ванюка аса илчĕ вăл. Ванюк çухалнăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Акă, çурхи ĕçсем те вĕçленсе пыраççĕ, кĕçех канлĕ кунсем çитеççĕ. Каçкӳлĕм урамра çамрăксен вăййи-кулли янрама тытăнать. Анчах хуткупăс калакан çук. Кичем урам хушши Ванюксăр. Вăл çухалнăшăн ытти çамрăксем те пăшăрханаççĕ. Ванюк пур чухне никам та çапăçма хăймастчĕ. Вăл пулас пулсан, Атăлкассинчи салтаксенчен те хăрас çук. «Вăт ухмах, мĕн тесе Сехмет хĕрĕ çумне çыпçăннă-ши? Е урăх хĕр çукчĕ-ши?..» Коля аппăшне аса илчĕ те, Ванюк ăна кӳрентернĕ пек туйăнчĕ. «Юрату тени мĕн япала-ши? Кама та пулин юрататăп-ши эпĕ? Е ялта хĕр ӳсмен-ши ман валли?» — шухăшларĕ Коля, хăй ăсĕпе хĕрсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тишкерсе тухса. Пурте илемлĕ, пурте ăслă пек. Пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Çапах та Коля вăхăта усăсăр ирттересшĕн мар. Ĕç мăй таран. Унăн пурнăç тумалла. Аслашшĕ хыççăн çурт вырăнĕ Кольăпа Анахвисе юлнă. Унта çĕнĕ хуралтă çавăрмалла. Пахча чĕртмелле. Ан тив, кукамăшĕн килĕ Анахвисе пултăр та, хăй патне каччă, кĕрттĕр. Çурт выранлă, кил-çуртлă хĕре каччăсем те ăмсанаççĕ. Коля, аслашшĕн çурт вырăнне пурăнма куçсан та, кукамăшне пăрахмĕ, хăйпе пĕрлех илсе тухĕ.

Хапхаран кĕнĕ чухне Коля ши! шăхăрса хăй таврăннине систерчĕ. Çӳп-çапа шăлса, купа тунине курсан:

— Эх, ача... Ытла та ĕçчен-çке эсир?! Кил хушшине тасатса тирпейлеме те ĕлкĕрнĕ! Ахăртнех, Анахвис вăййа кайма васканипе çине тăчĕ пулĕ... — терĕ. Ют арçын пуррине курсан калаçма чарăнчĕ: «Кам хăямачĕ ку?»

Микула Кольăна хăех палласа илчĕ. Хăйне Çĕпере ăсатнă чух Коля пилĕк çулалли ачаччĕ. Халь вăл çитĕннĕ çын. Пит-куçĕ хаваслă.

— Коля, Коля, чипертерех пăх-ха, кам пур пирĕн патăрта? — терĕ Анахвис.

— Такам! Икĕ куçпа мар, тăваттăпа та паллаймап! — терĕ Коля, лашине тăварма тытăнса.

— Ванюк ашшĕ вăл...

Коля вăртах каялла çаврăнчĕ. Кукамăшĕ ун çинчен каласа панине пайтах илтнĕ вăл. Ун шухăшĕнче те Микула Ванюк пекех вăйлă та паттăр. Йăнăшман иккен. Ав, хул-çурăмĕ епле сарлака, кăкăрĕ патвар. Тӳрех тавçăрайманшăн Коля аванмарланчĕ, анчах çамрăк сатурлăхĕпе хăйне хăвăрт алла илчĕ:

— Сухалне ӳстерни аташтарчĕ. Ахаль пулсан, эпĕ ăна пĕр пăхсах тавçăраттăм!

— Супĕлти темерĕн! — кулса ячĕ Анахвис. — Эсĕ Микула пичче сухалсăр чухнехине астăватăн-им?

— Паянхи пекех астăватăп.

Коля шӳтлени Улянапа Натюша та килĕшрĕ. Вĕсем те ахăлтатса кулчĕç.

— Тĕрĕс, сухал аташтарнă сана, — ӳн кăмăлне майлă сăмах хушрĕ Микула. Кольăна ыталарĕ. — Эсĕ те каччă пулнă иккен. Паян тесен паян авлантармалла. Херĕ те хатĕрех-и, тен?

— Мĕн хĕрĕ вара. Пирĕн Коля айван-ха! — терĕ Анахвис.

— Илтрĕн-и, аппа хăраса та ӳкрĕ. Аплах хăрама кирлĕ мар, сан урлах авланмăп. Ват хĕре тăратса хăвармăп.

— Кум, пӳрте кĕрер, — терĕ çав вăхăтра Уляиа, кил хуçи тивĕçне аса илсе.

 

VI

Трифун хыçалти хапхаран кĕчĕ. Урхамахне витене хупса, кил хушшине тухрĕ. Микулана систерме ĕлкĕрчĕ пулин те лăпланаймарĕ. Сехмет çыннисем ялта та хупăрлама пултараççĕ. Анчах пулеметчиксем таврăнмасăр нимех те пĕлеймĕн. Ав, казарма умĕнче салтаксем тăраççĕ. Тем çинчен хăлаçлансах калаçаççĕ. Вĕсем килнĕренпе вулăс шăпланнă тенине Трифун та илтнĕ. Кучер командирсем çуккипе усă курма шут тытрĕ. Салтаксене пырса пуç тайрĕ.

— Паттăрсене салам! Шалти тăшмансене пĕтересси çинчен сӳтсе яватăр-и?

Трифун ытарлă калаçнине салтăксем халиччен питех йӳплемен. Ăна мыскараçă е катăкрах тесе шутлама хăнăхнă. Паян хăйсен умĕнчех хуçана çаратса кайнипе вĕчĕрхеннĕрен вĕсем Трифун шӳтне йышăнмарĕç. Пуринчен малтан тăсланкă салтак хирĕçсе калаçрĕ:

— Мучи, шалти тăшмансене пĕтерес тени мĕн сăмах?

— Шалти тăшмансем камсем вĕсем? — тăсланкă салтак хутне кĕчĕç ыттисем те.

— Камсем пулччăр — хресченсем. Улпут çерне валеçме тапăннисем. Ахальтен пулеметпа персе салатман вĕсене. Сехрисене хăпартмасан, тата тем кăтартĕç вĕсем. «Çĕр улпутсен мар, пирĕн! Çĕре эпир сухаласа акатпăр, çавăнпа пирĕнех пулмалла», — тейĕç. Çакăншăн кăна тарăхмалла — тăрăшнине çителĕклĕ хакламаççĕ. Командир вырăнĕнче пулсан, сире кашнинех хĕрес çакса ярăттăм. Паттăрлăхăр çинчен аçăр-аннĕрсене пĕлтерсе савăнтăрăттăм. Вăт çав çеç.

Трифун шухăшне вĕçлерĕ те, татах ыйту парасса кĕтсе, ерипен утрĕ.

Салтаксем нимле мар пулса юлчĕç. Кучер пирки вĕсем пит йăнăшнă иккен — чип-чиперех куркине парса, аврипе тĕксе хăварчĕ вĕт. «Гриша та тĕрĕс ӳпкелерĕ ăна», — аса илчĕç вĕсем. Чăнах, салтаксен ашшĕ-амăшсем куншăн савăнма мар, хуйха ӳкĕç. Вĕсем те, кунти хресченсем пекех, хĕн-хур айĕнче мар-и вара?

Трифун сарайне кĕрсе çухалсан, салтаксем шавласа кайрĕç:

— Вăт сире кучер. Питренех сурса хăварчĕ! — терĕ пĕр салтакĕ.

— Пире Атăлкасси çыннисем те кураймаççĕ. Тӳртен питлеме кăна хăраççĕ, — килĕшрĕ унпа тепри. — Иçмасса, фронта каймаллаччĕ.

Трифун юптарса калаçнине ăнланман тăсланкă салтак юлташĕсене тăн кĕртме тытăнчĕ:

— Атьсемĕр, кучера ма тапăнатăр? Вăл калашле, йĕркелĕхе хӳтĕлесси пирĕн тивĕç мар-и? Е кам мĕн шутлать, çавна тума ирĕк памалла-и?

Салтаксем сасартăках икĕ пая уйрăлчĕç. Пĕрисем, ытлашши сăмах персе ятăмăр пуль тесе, хăйсенчен хăйсем сехĕрленчĕç. Сатур чĕреллисем, Трифун каланине çирĕплетсе, тăсланкă салтака тустарасшăн пулчĕç.

Михха, йĕнер çинчен анса, лашине Трифуна пачĕ, прапорщик çине çаврăнса та пăхмасăр аслă пӳрчĕ еннелле утрĕ. Салтаксем Петров çулне пӳлчĕç:

— Господин прапорщик, вăрă-хураха тытайрăр-и? Петров хăй хăваланă çын йĕркеллĕ çынах иккенне пĕлтересшĕнччĕ. Салтаксем чĕлхене çыртма пĕлмĕç, хуçана çиллентерĕç тесе, кĕскен кăна хуравларĕ:

— Тупаймарăмăр. Пытанма ĕлкĕрнĕ.

Трифун лашана кĕртсе хупнă хушăра Балдинпа Гриша тĕрлеттерсе çитрĕç. Фельдфебель усаллипе салтаксем ăна чĕнмерĕç, пулеметчиксене тапăнчĕç:

— Эсир те çав;.. Пĕр хураха виçĕ юланутпа çитсе хупăрлайман!

Гриша кучерпа çеç калаçас шухăшлăччĕ. Салтаксем йĕкĕлтеме хăтланнине тӳсеймесĕр хыттăнах тавăрса хучĕ:

— Тытнă пулсан, мĕн тăваттăр?!

— Вăрă-хурахпа мĕн тумаллине такам та лĕлет. Ăна шаккама тивĕç!

Лукарье сăмахĕсем чĕринчен кайманнипе Гриша палламан çын хутне кĕчĕ:

— Вăл вăрă-хурах мар! Хуçа арăмĕ каланă тăрăх, эпир тӳрĕ те паттăр çынна хăваланă. Михаил Петрович ăна кил-çуртне тивертсе çунтарнăшăн кураймасть иккен.

— Кил-çурта вут тивертекенскер кам тата вăл? Трифун пырса тăрсан, салтаксем ун еннелле çаврăнчĕç.

— Гриша тĕрĕс калать. Вăл вăрă-хурах мар, — терĕ кучер.

— Апла вăл камне пĕлетĕр-и эсир?

— Ăна эп çеç мар, уесĕпех пĕлеççĕ...

— Кам вăл? Мĕнле çын? — ыттисем те пĕлесшĕн пулчĕç.

— Сире каласа пама та хăрушă. Хуçана е офицере систерĕр те мана инкек кăтартăр! — терĕ Трифун.

Салтаксен пĕлес кăмăлĕ çивĕчленчĕ. Ĕнентерме васкарĕç:

— Ан хăра, Трифун пичче, сутмăпăр! — шантарчĕç салтаксем.

Тăсланкă салтак паçăр кучер хутне кĕрсе йăнăш тунине ăнланчĕ. Вăл мĕнле çын иккенне сăнама шутларĕ:

— Трифун пичче, ним те ан иккĕлен! Чараксăр чĕлхесенне янах шăммине сиктерĕпĕр, — терĕ вăл.

— Тепĕр тесен, кирек мĕн хăтланăр, эпĕ пурпĕр чăннине пытарас çук. Самана ĕлĕкхи мар. Хăвăрах чухламалла, пуянсен ури айĕнче çĕр чĕтренет. Кĕçех эсреметсем тĕпсĕр шăтăка путĕç. Эсир хăваланă çын вăл — паллă революционер, — каласа хучĕ Трифун.

— Революционер?

— Çапла, ачасем! — çирĕплетрĕ Трифун. — Хăй çеç мар, унăн ашшĕ те, арăмĕ те революционерсем пулнă. Патша йыттисем иккĕшне те асаплантарса вĕлернĕ. Николай Степановича каторгăна янă. — Вырăнти революциллĕ юхăм, забастовка, восстани çинчен хăй пĕлнĕ таран каласа парсан, Трифун сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Вăл таврăнни хуçана сехĕрлентерсе ӳкернĕ. Çавăнпа вăл ăна пуçĕпех пĕтересшĕн. Çавăнпа хуçа халăха ирĕке кăларасшăн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешекен паттăр çинчен элек сарать.

Салтаксен чĕрине кăвар кĕрсе ӳкрĕ тейĕн. Хресченсем çĕршĕн кĕрешӳ хускатсан, вĕсене пере-пере пăрахнă тенине тем чул илтнĕ. Халь вĕсене хăйсене те çав ирсĕр ĕçе тума янă иккен.

— Вăт çавнашкал, ачасем, — терĕ татах Трифун, — Николай Степанович, хăвăр кăмăл тусан, сире ĕлĕкхипе хальхи пурнăç çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса парĕ.

Салтаксем сасартăках чĕрĕленчĕç:

— Питех аванччĕ, Трифун пичче! Курнăçтар пире!

 

VII

Михха хăна йышăнмалли пӳлĕме, столовăйне кĕрсе тухрĕ. Ниçта пер çын çуккипе чунĕ пушшех тăвăлнăран вăл ал айне лекнĕ япаласене тӳнтере-тӳнтере хăварчĕ. Ĕç пӳлĕмĕнче, çапса ӳкернĕ пекех, пукан çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, чăмăрĕпе сĕтеле кĕмсĕртеттерчĕ. Халь ăна Микула таврăннинчен ытларах прапорщик парăнманни тарăхтарчĕ. Ку таранччен вăл хушнине йĕркеллĕ туса пынăскер паян хирĕç тăчĕ. Иçмасса, чунтан калаçса кăмăла уçма никам çук. Ма Лаврский çывăхра мар-ши? Çав мĕн те пулин шутласа кăлараканччĕ. Микулана пĕтерме те ăс тупĕччĕ-и, тен.

Шăп çав самантра алăка шаккарĕç. Камне ыйтса та тăмарĕ Михха — кĕме ирĕк пачĕ. Пӳлĕме кĕнĕ Трифуна чăрмантарса çӳренĕшĕн кăшкăрса пăрахасшăнччĕ, ăна та сивĕтсен, пĕр-пĕччен тăрса юласран хăранипе çиллине пусарчĕ.

— А-а... Трифун. Мĕн хыпар?

— Ытлашши нимех те палăрмаре, Михаил Петрович.

Салтаксем сире çаратнă çынна тытайманшăн пăшăрханаççĕ. Чăн та тарăхмалла ĕнтĕ.

Кучерĕ хута кĕни Михха кăмăлне уçрĕ:

— Хурахĕ кам иккенне пĕлетĕн-и эç? — ыйтрĕ вăл ытахальтен.

— Çук...

— Ман кил-çурт çуннине те мантăн-и?

— Куна манман, Михаил Петрович. Ытла хăрушă çуннăччĕ çав. Унашкаллине турă тек ан кăтарттăрах.

— Вăт, паян эпир ман кил-çурта вут тивертнĕ çынна хăваларăмăр. Энĕшкассем вăл. Астумастăн-и?

— Аранах тĕшмĕртнĕ пек пултăм. Анчах вăл çухалнă тетчĕç мар-и?

— Çаплаччĕ те, каллех тупăннă. Çитменнине, юнаса хăварчĕ. Эп сана шанатăп, кала-ха, мĕнех тăвайĕ вăл мана?

«Ав мĕн канăç памасть Сехмете?» — рехетленчĕ Трифун.

Çапах йăпатма васкарĕ.

— Михаил Петрович! — сассине хăпартарах чĕнчĕ вăл. — Эсир кунашкал хăравçине курманччĕ. Чăнах, пĕр Микула мар, пин Микула та сире çиен куреймĕ. Кил хушши тулли хĕçпăшаллă салтак. Кирлĕ-кирлĕ маршăн пуçа ватмалли çук!

— Тĕрĕс, Трифун. Пин Мякула та ним тăваймĕ. Пирĕн ирĕкре власть, хĕçпăшал. Эсĕ чăннипех мана парăннине ĕненетĕп. Мĕн кирлине ним именмесĕр ыйт. Вăй çитнĕ таран тивĕçтерĕп.

— Эсир пулăшнипе пурнăç аптрамаллах марччĕ-ха, Михаил Петрович. Арăм пăшăрханни кăна шухăшлаттарать. Те усал куç ӳкрĕ, те лăп-лап çакланчĕ. Юмăç патне кайса пăхасчĕ, — майлă самантпа усă курма тăрăшрĕ Трифун.

Малтан кăмăллă калаçнипе халь хирĕçлеме аван мар пулчĕ Миххана.

— Мĕнех вара, çитсе кил, — ирĕк пачĕ хуçа.

 

VIII

Микулапа Коля мунча кĕрсе тухрĕç.

— Мунчи мĕнле, Микула пичче? Ăшши пур-и? Шыв çитрĕ-и? — çепĕççĕн ыйтрĕ Натюш.

— Мунчи çав тери ырă! — хавассăн тавăрчĕ Микула. Уляна сĕтел çине кăкшăмпа сăра лартрĕ.

— Кирлĕ таран ĕçĕр. Çиес килсен, яшка хуранта, пиçнĕ. Хăвăрах антарăр! — тесе, Натюшпа мунчана кайрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 25