Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Микула эпĕ. Çтаппан ывăлĕ. Нивушлĕ астумастăр?
— Чăнах-и?! — тĕлĕнчĕç хуралçăсем.
— Чăнах! — Микула, урапа çинчен анса, хуралçăсене ал пачĕ.
— Хăçан таврăнтăн? Ăçталла çитсе çаврăнтан?
— Инçетре çӳрерĕм, Эрхип пичче. Тухнă çĕре кайса килĕр-ха, кайран пĕтĕмпех каласа парăп.
— Çулу телейлĕ пултăр! — ырă сунса ăсатрĕç хуралçăсем.
Валемĕн-валемĕн куçакан хура пелĕтсем тӳпене карса илнипе каçĕ тĕттĕм. Те çумăра ĕнтĕ ку? Çусан аванччĕ. Çур тырри акнă хыççăн питех усăллăччĕ. Таврара ким сас-чӳ çук. Кустăрмасем шăлтăртатни илтĕнмесен, пĕтем пусă йывăр ыйха путнă тенĕн. Урапа çннчисем те пĕр хушă шарламасăр пычĕç. Юлашкинчен Микула шăплăха сирчĕ:
— Паçăр эсĕ темле милиционерсене хăвалани çинчен сăмах хускатрăн. Хуралçăсем чăрмантарнипе вĕçлеймерĕн.
— Каласах пĕтерем эппин, — килĕшрĕ Коля. — Милиционерсене хăвалани, хуралçăсем хĕçпăшалланса çӳрени — пурте пĕр ĕçпе çыхăннă.
— Мĕнле ĕçпе?
— Вăт итле... Мольă юхтарса антарсан, Атăл урлă каçса, Атăлкаççине тухрăмăр. Ванюкпа иксĕмĕр пасаралла утрăмăр. Пасар кăшкăраканĕ: «Эй-й, пурте кантуралла васкăр. Унта Энăшнассинчи Прахăр хĕрĕ Натюш нимĕç шпионĕсем çинчен каласа парать», — тесе çуйхашать. Эпир васкаса çитрĕмăр те Натюш аппа умне тухса тăтăмăр. Вăл Сала ваккатне питлеме пуçлаçă кăна — ăна темиçен çулса та илчĕç. Кантуралла сĕтĕрме тапратрĕç. «Ара, Юман Паттăр, Натюш аппана куç умĕнчех парса ярапăр-и?» — астутартăм эпĕ. — «Çук!» — терĕ те Ванюк пусма çинелле арăслан пек çăмăллăн сикрĕ. Икĕ милиционера çĕрелле вăркăнтарчĕ. Сала ваккачĕ револьверне туртса каларчĕ. Ванюк çухалса каймарĕ — ун аллине ярса тытрĕ те çĕрелле хирчĕ. Пенĕ сасă илтĕнчĕ. Юрать- ха, тивмерĕ. Пахилкке пуçне кăна шăтарнă. Ванюк ун: револьверне туртса илчĕ те хăйне хул хушшине хупрĕ. Эпир Платун Павăлĕпе тиеке çулса илтĕмĕр. Атăл хĕррине йăтса, кайрăмăр.
— Ваккачĕсем мĕн хăтланчĕ?
— Малтанах юнаса хăратма пăхрĕç. Вара йăпăлтатса ӳкĕте кĕртесшĕн пулчĕç. Эпир ăна-кăна пăхмарăмăр, тытрăмăр та шыва чике-чике кăлартăмăр. Ах шăнса хытрĕç-çке, шереметсем. Шăлĕсене шаклаттараççĕ кăна. Тапа-тапа чикелентерсе ăсатрăмăр. Çавăн хыççăн милиционерсем Натюшпа Ванюка тытса кайма пынă. Каллех вĕсене хамăр хупăрларăмăр. Асаттесен йăлипе тĕпчесе, милиционерсем хушшинче хурахсем пуррине пĕлтĕмĕр. Иккĕшне халăх тирпейлерĕ. Утаманĕ тарса хăтăлнă. Çав килсе тустарасран хуралçăсем сыхă тăраççĕ.
Михха йĕтемĕ патне çитсен, лашана чарчĕç.
— Эсĕ çакăнта юлатăн, эпĕ Трифун пичче патне кĕретĕп. Унччен тунсăхламăн-и? Лăп-лап çыпçăнасран шикленмĕн-и? — Коля кăмăлне çĕклесшĕн шӳтлерĕ Микула.
— Уншăн ан пăшăрхан, Микула пичче. Çăлтăр шутласа, вăхăта ирттерĕп. Лăп-лапа сирмелли майсем те пур, — килĕшрĕ Коля.
— Пит аван. Эсĕ маттур каччă. Вĕсем уйрăлчĕç.
Калаçса татăлнă пекех, Трифун Микулана хыçалти хапха патĕнче кĕтсе илчĕ. Салтаксем пурăнакан çĕре илсе кĕчĕ. Алăкран сылтăм енчи пирамидăра — винтовкăсем. Леререх — «Максим» пулемет. Пӳртре йĕркипех тимĕр кравать. Урай варринче — хăмаран çапса тунă вăрăм сĕтел. Ун тавра — тенкелсем.
— Ачасем, пирĕн пата Николай Степанович килчĕ. Вăл сире мĕн калас тенине каласа парĕ, — терĕ Трифун.
Гриша ура çине сиксе тăчĕ.
— Дневальнăй, тулта астукала! Кăкшăм пуç килсе ан перĕнтĕр.
Микула юлташне хушакан салтак çине тинкерчĕ. Вăл çирĕмсенчен иртмен те-и, тен. Çамрăклах вăрçă хуранĕнче пиçни палăрать. Куçĕ сыхлăхлăн та хăюллăн вылять.
— Юлташсем, — тенкел çине вырнаçсан, кăмăллăн чĕнчĕ Микула, — эпĕ кам пулнине, мĕнле çын иккенне Трнфон Гаврилович каласа панă сире. Ку питĕ аван. Халь сирĕнпе паллашар. Сăмахран, — Гриша çине кăтартрĕ вăл, — эсир мĕн ятлă?
Кĕтмен ыйту пулчĕ пулсан та, Гриша çухалмарĕ. Хăюллăн хуравларĕ:
— Эпĕ Чернов хушаматлă. Ятам — Григорий. Аттене Макçăм тесе чĕнеççĕ.
— Григорий Максимович эппин? Ăçтисем?
— Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Карсунь уесĕнчен. Вершкайм вулăсĕ. Çав ялсемех. Илтнĕ-и?
— Кĕпĕрнепе уесне пĕлетĕп. Ял ятне илтмен. Гриша малалла ăнлантарчĕ:
— Пирĕн пата чугун çулĕпе часах çитме пулать. Пенза хулинелле кайнă чухне Вершкайм станцинче анса юлмалла. Унтан вуникĕ çухрăм çеç. Вăрçă хыççăн хăнана пырса курăр!
— Ырă сăмахшăн тайма пуç. Авланнă чух туя чĕнсен турткаланса тăмăп! — шӳтлерех хуравларĕ Микула.
Гриша сасартăках сассине улăштарчĕ:
— Туя чĕнесси темех марччĕ. Хĕр вырăнне нимĕçсен штыкĕпе мăшăрлантарса ярĕç.
— Уншăн ытлашши пăшăрханмалли çук. Нимĕçсем те пирĕн пекех ывăнса çнтнĕ. — Вăрçăри лару-тăру çннчен халех сăмах хускатасшăн мар тепĕр ыйту пачĕ Микула: — Миçе çулта эсир?
— Çирĕм пĕр тултаратăп.
— Вăрçăра пулнă-и?
— Пулнă, икĕ хут аманнă.
— Аçу-аннӳ пур-и?
— Пур. Хресченсем.
— Мĕнле пурăнаççĕ?
— Мĕн пурăнни, аран-аран. Анне час-часах çусăр яшка пĕçерет. Пирĕн икĕ ят-ха. Йыш та пысăках мар. Сахал ятлисем пушшех начар пурăнаççĕ. Хутаç çакса çӳрекенсем те пайтах.
— Ялĕпех çав тери чухăн-и вара?
— Пурте мар. Пирĕнтен виçĕ кил урлă сутăç пурăнать. Вăрçăччен унăн пĕчĕк лавкка çеçчĕ. Халь магазин уçнă. Тепри чухăнсен çĕрне тара илсе аккалатчĕ. Пĕлтĕр, сутăн илсе, çирĕм теçеттина çитернĕ тет.
Гриша шухăшне вĕçлесенех ыттисем шавласа кайрĕç. Атăлкассипе Вершкаймра çеç-и вара? Вĕсен ялĕсенче те çавах, пуянсем татах пуйнă, чухăнсем пушшех çука юл-нă. Салтаксем хушшинче çирĕм пилĕк çултан аслăраххи пулмĕ, çапах хĕн-хурне пурте тӳсме ĕлкĕрнĕ иккен.
Тăсланкă салтак ним чĕнмесĕр хиркеленсе ларчĕ. «Наянсем кăна чухăн» — тесе хăртасшăнччĕ вăл. Ыттисем хĕрӳленсех Гриша шухăшĕпе килĕшни, хирĕçсен чышкă та лекме пултарасса ăнкарни чĕлхине çырттарчĕ ăна.
Салтаксем ялти класлă уйрăмлăха чухлама тăрăшни, мул хуçисене курайманни Микулана рехетлентерчĕ. Кунашкал çынсемпе Раççейри лару-тăру çинчен сӳтсе явма пулать. Çав вăхăтрах хăшпĕрисем хăйне шанманнине те сисрĕ, вĕсен кăмăлĕсене çавăрма шутларĕ.
— Юлташсем, — терĕ ăшшăн Микула, — эсир ман шухăшсенех çирĕплетрĕр. Ялти класлă уйрăмлăх кунтан-кун тарăнланса пыни сирĕн патăрта çеç мар, Атăлкассинче те тĕкĕр çинчи пек курăнать. Хăвăр хӳтĕлеме килнĕ Янашовăн пурнăçне аса илĕр-ха, вăл хуçа та, улпут та. Ун патĕнче татăк çăкăршăн çĕршер тарçă ĕçлет. Вăрçă ун патне выçăпа аптранă таврари çынсене çеç мар, ют çĕршыв çыннисене те хăваласа килнĕ. Çавăнпа вăл вăрçă вăхăтĕнче темиçе хут ытларах пуйнă. Ĕççыннисем фронтра тăкнă юн Янашовсен кĕсйине ылтăн пулса кĕрет. Тарçăсем, чухăнсем хĕн-хур айĕнче мĕн таран терт тӳсни Трифон Гаврилович пурнăçĕнче уйрăмах палăрать. Вăл Янашов патĕнче çирĕм çула яхăн тарçăра ĕçлет ĕнтĕ. Çав хушăра, саплăклă кĕпе-йĕмрен пуçне, нимле пурлăх та пухайман, выртса тăма кĕтес çаврайман. Трнфон Гаврилович пеккисем çĕршер те пиншер. Çавăнпа Янашова Сехмет ят панă та. Малтанхи революци тапхăрĕнче эпир ăна лайăх чĕтретрĕмĕр. Анчах ун чухне влаçа хăйсен ирĕкне илме рабочисемпе хресченсен вăй-хăвачĕ çитеймерĕ. Патша влаçĕ, казак-стражниксемпе жандармсем ярса, нумай паттăрсен пуçне çирĕ. Сехмет Янашов пурнăçне упраса хăварчĕ. — Микула та сассине хăпартрĕ: — Шел те, чăн сăмахăн суйи çук тенĕн, каламах лекет, юлташсем. Сире кунта патша чухнехи ирсĕр ĕçе тума илсе килнĕ. Хресченсем ĕмĕртенпех çĕр сахаллишĕн тарăхнине хăвăр та чухламалла. Вĕсен ят çĕрĕ пысăкрах аçампа витсен те хупланать. Çав вăхăтрах Янашовăн — пиншер теçеттни çĕр. Вăл сухалакансен, акакансен пулмалла. Çавăнпа Атăлкасси таврашĕнчи хресченсем Янашов çĕрне пайлама тухнă. Эсир вĕсене пулеметпа персе салатнă. Аçусем хăвăр патăрти улпута тапăнсан, вĕсене персе пăрахма та кайăттăр-ши вара? — Микула сывлăшне çавăрмăлла чарăнчĕ. Салтаксем хăйсене мĕнле тыткаланине сăнарĕ.
Лешсем ним хускалмасăр, шăна вĕçни илтĕнмелле шăп лараççĕ. Аванмарланаççĕ курăнать. Атăлкасси хресченĕсем хăйсем çине сиввĕн пăхнине, ял хĕрĕсем хăйсенчен пăрăннине сахал курнă-им вĕсем.
Гриша тӳçеймерĕ, татăклă сăмах каларĕ:
— Текех эпĕ хресченсене пулеметпа перессе кĕтсе илеймĕç эсрелсем!
Ыттисем те пулеметчик шухăшне çирĕплетрĕç:
— Эпĕ те перес çук!
— Кунта намăса кĕрсе пурăниччен, фронта илсе кайччăр! — терĕç теприсем.
— Офицер сирĕнпе килĕшмесен, каллех хресченсене пеме хушсан, мĕн тăвăр?! — ыйтрĕ Микула.
Салтаксем чĕнмерĕç. Чăнах, прапорщика итлемелле-çке. Вĕсем командир хушнине пурнăçлама тупа тунă. Ăна пăсакансене сутăнчăк тесе айăпласса та пĕлеççĕ.
Тем вăхăтран каллех Гриша сасă пачĕ:
— Пуçлăх хушнинчен пăрăнса юлма май çук-ши? Çавна ăнлантарасчĕ сирĕн.
Микула çăварне уçма ĕлкĕрнччен хуралти салтак чупса кĕчĕ:
— Фельдфебель кунталла килет!
Салтаксене аçа çапрĕ тейĕн! Халь çеç паттăрланнн таçта çухалчĕ. Пурицчен малтан тăсланкă салтак утнял айне чăмрĕ. Ун хыççăн ыттисем те. Кун пирки ытлашшн тĕлĕнмелле мар ĕнтĕ. Балдин фельдфебельрен вĕсем прапоршйкран та ытларах хăраççĕ. Йăлтах тарăхтарса çитериĕ вăл салтаксене. Е наряд панă, е кил хушшинчен кăларман. Çур çĕр иртсен те салтаксем çывăрма выртманнине курсан, пушшех тилĕрĕ.
— Мĕскĕн чунсем темерĕн! — эрленсе ятлаçрĕ Гриша. — Тин çеç хамăр тивĕçе тӳрре кăларас пек янрашрăмăр, халĕ ак, кăкшăм пуçран хăраса, шăтăка сикме те хатĕр. Çавăнпа пире хĕнеççĕ, чипер çынсенех пăшалпа пертереççĕ. Эпир самана ĕлĕкхи маррине те чухлайман-ха!
Пулеметчик сăмахĕ салтаксен чĕрине тиврĕ. Чăнах, вĕсем ытла та хăравçă-çке. Пурте пĕр чĕлхеллĕ пулсан, фельдфебель нимех те тăваймĕ. Хăшĕсем тăра-тăра ларчĕç. Хăйсене хавхалантарасшăн:
— Кĕтĕр! Çулăхсан, шинельпе хупласа ислетĕпĕр! — терĕç.
Салтаксем сехĕрленни Микулана пăшăрхантарнăччĕ. Чернов ăса кĕртнипе фельдфебеле хирĕç тăма шутлани каллех кăмăлне уçрĕ. Анчах, тытăçу сиксе тухсан, йăлтах Микула май çаврăнасса шанма хĕн. Каялла тапса сикекенсем тупăнĕç. Харсăрланнисене тытса суда парĕç. Ыттисене, пăлхава хутшăннă тесе, Атăлкассинчен хăваласа кайĕç. Килех илсе килнĕ винтовкăсене алăран вĕçертĕн.
— Акă мĕн, юлташсем, — ăшшăн та витерсе чĕнчĕ Микула, — эсир курайман çынпа кĕрешме хатĕрри пархатарлă. Çапла пулмалла та. Анчах çапăçу тăпрансан, сире пурин çинчен те каласа параймăп.
— Николай Степановича çенĕкри чăлана пытар! — çав самантрах хушрĕ Чернов хуралти салтака.
Балдин кĕрсе тăчĕ. Пит шăммисем мăкăрăлса тăраççĕ унăн. Çӳçĕ те, сухалĕ те кăвар пек хĕрлĕ. Хул-çурăмĕ сарлака. Вăй-хăват тапса тăрать. Салтаксем ним хускалмасăр выртаççĕ, хăшпĕрисем хуп турттарнă пек курăнма тăрăшаççĕ пулин те, фельдфебель казармăра яланхи пек маррине асăрхарĕ. Нихăшĕ те тирпейлĕ витĕнеймен. Ку тата мĕн? Хывăнман та мар-и? Балдин тилĕрсе кăшкăрчĕ:
— Кăнтăрла чĕлхĕрсем чавса тăршшехчĕ. Халь казарма йĕркисене пăсас терĕр-и? Е господин прапорщик астутарнине мантăр-и? Мĕн пирки хывăнмасăр выртнă?!
Тăсланкă салтак тем каласшăнччĕ — Гриша чĕнни хăтарчĕ.
— Господии фельдфебель!
— Ну-у?!.
— Пуриншĕн те эп айăплă. Юмах ятăм та вăхăт иртнине те сисмен. Çавăнпа хывăнма ĕлкĕреймерĕмĕр.
Гриша айăпа хăй çине илнипе ытти пулеметчиксем аванмарланчĕç. Ирĕк ыйтмасăрах пĕрин хыççăн тепри сасă пачĕ:
— Чернов çеç мар, пурте айăплă! Юмах яма хамăр хушрăмăр!
— Ахă, пурте иккен, — тăвăлса кайрĕ Балдин. — Юрĕ, устава мĕнле пăсмаллине вĕрентĕп сире, Чернов! Пилĕк талăк кил хушшинчен тухмастăн!
— Итлетĕп, господин фельдфебель!
— Отбой! — команда пачĕ Балдин.
Анчах салтаксем вырнаçсан, фельдфебель дневальнăй çуккине асăрхарĕ.
— Сидоров ăçта?
— Тула тухрĕ. Вар-хырăмĕ пăсăлнă та. Ниçта кĕрсе кайма аптранă! — терĕ Гриша.
— Сахалрах чыхмаллаччĕ! — терĕ Балдин, йĕрĕннине пытармасăр.
Вăл кайсанах салтаксем тăра-тăра ларчĕç.
— Асту-ха, кăкшăм пуç ăçталла çул тытрĕ? Вара Николай Степановича чĕнсе кĕрт! — хушрĕ Гриша пĕр салтакне.
Кĕçех Микулапа салтак таврăнчеç.
— Каласа пар-ха ĕнтĕ, атте-анне умĕнче вăтанмалла ан пултăр тесен, мĕн тумалла пирĕн? — паçăрхи ыйтăвах хускатрĕç салтаксем.
— Мĕн тумалли патне çитиччен хальхи лару-тăрăва пĕлсен аванччĕ, юлташсем.
— Эпир итлеме хатĕр!
— Анчах ун çинчен ик-виç сăмахпа каласа пама çук. Хăвăрах куратăр, тул çутăлать. Уйрăлма вăхăт.
Салтаксем чӳречерен пăхрĕç те Микула тĕрĕс асăрхаттарнине ĕненчĕç.
— Ну, вăт, юлташсем... Хăвăр килĕшсен, татах килĕп. Ун чух сире хумхантаракан ыйтусем пирки калаçăпăр.
— Хаваспах кĕтетпĕр!
Тарçăсем хускалма ĕлкĕрĕйменнипе кил хушшинче нимле сас-чӳ те çук-ха. Шурăмпуç çутя васкавлă килни Микулана эрлентерчĕ. Пурпĕрех çĕр усăсăр иртмерĕ. Пуринчен пахи — салтаксен шухăш-кăмăлне пĕлни.
— Мĕнле унта? — ыйтрĕ Трифун картишĕнче.
— Хурламаллах мар, Трифун пичче. Салтаксем тимлесшĕн.
— Аплă мĕн тăвăпăр?
— Ыран каç каллех килме пуятăм. Гриша пирки эс калани тĕрĕсех-и, тен. Хăюллă çалтак.
— Пулеметчиксем пурте маттур.
— Пит аван, Трифун пичче.
Микула таврăннă çĕре Коля ним туйми çывăрать. Пĕччен юлсан, халь те ыйхипе нумай кĕрешрĕ вăл. Уткаласа та çӳрерĕ. Асаилӳсемпе вăхăта кĕскетме тăрăшрĕ. Çапах кун каçипе акара пулса ывăнни çĕнтерчĕ.
Микула, çамрăка ăнланса, ăшĕнче кулчĕ. «Апăршук ачи тӳсеймен иккен...» Вăратмасăрах лашана килелле çавăрчĕ.
Тул çутăлас умĕнхи тӳлек çанталăк. Пусăра талккишпех шăп. Лаша юртса чупнипе хумханнă сывлăш пит-куçа савать. «Ăçта çӳрет-ши? Коля çемçе утă çинче ырă курать ав. Ванюкăн айне сарма та ним çук-и, тен». Çапах хуйхăрнипе ывăлне пулăшас çук.
Çул тикĕс мар çĕрте урапа кисреннипе Коля вăранчĕ. Куçне уçса, тӳпенелле тинкерчĕ. Хăвăрт тăрса ларчĕ. Хăйне вăратмасăрах каялла хускалнине тавçăрсан, кулса ячĕ.
— Микула пичче, кайрăмăр-и?!
Йĕкĕт сасси Микула шухăшне татрĕ. Вăл çамрăк еннелле çаврăнса шӳтлерĕ:
— Сывах-çке эсĕ? Ним хускалмасăр выртатăн та, чĕрех-ши ку тесе хуйхăраттăм!
— Ан та кала, Микула пичче. Вилнĕ пек çывăрнă. Пуçа касса кайсан та, сисмен пулăттăм.
— Хуралçă темелĕх пур. Юрать-Ха, тӳре-шарасем е вăрă-хурахсем тапăнман. Лашупа иксĕре илсе кайнă пулсан, ял кулатчĕ вĕт.
Коля пăшăрханчĕ. Микула чăнласах ӳпкеленĕ пек туйăнчĕ ăна. Енчен милици тавраш хупăрланă пулсан, хирĕç тăраймасăрах вĕсен аллине çакланатчĕ. Мĕнле-ха вара. Килте чухне, темле йывăр çывăрсан та, кукамăшĕ чĕнмесĕрех вăранаканччĕ-çке. Коля Микула умĕнче тӳрре тухмаллине ăнланчĕ. Унсăрăн вăл ăна ӳлĕмрен хăйпе пĕрле ниçта та илсе çӳремĕ. Ĕç те памĕ.
— Микула пичче! — витерме тăрăшса чĕнчĕ вăл. — Малашне сыхă пулма тăрăшăп!
Çамрăк çын сăмах пани Микулана килĕшрĕ, çав вăхăтрах йĕкĕт именнине сирме тăрăшрĕ:
— Ун пирки иккĕленместĕп. Çитменнине, таврара ытла хăрушлăх пурри те палăрмасть.
Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ вĕçленчĕ.
Микулана çутçанталăк илемĕ килентерчĕ. Хĕвел вăрман хӳтлĕхĕнчен хăпарайман та, хĕлхемĕ тӳпене хĕретме ĕлкернĕ. Пĕлмен-курман çын, ахăртнех, вăрман çунать тейĕ. Темиçе çул хушши арман чулĕ айĕнчи пек асап тӳснĕ хыççăн, çуралнă çĕршыва таврăнса, хĕвел тухнине сăнасси кама ан савăнтартăр! Микулашăн паянхи хĕвелтухăçĕ пĕтĕм ĕçхалăхшăн килес ырлăх пек туйăнчĕ. Ан тив, кĕрешӳ çăмăл пулмĕ, çĕнтерӳ пархатарĕ пурне те юсĕ, пур йывăрлăха та сирĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...