Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Хули çав тери чаплă! — терĕ Зина, сăрт вĕçĕнчи пĕр-пĕччен ларакан темиçе хутлă чул çурт çине кăтартса.
— Кам çурчĕ-ши çав?
— Кĕпĕрнатăрăн пулнă, — пĕлтерчĕ ашшĕ.
— Ма пулнă çеç?
— Эсĕ, хĕрĕм, самана улшăннине сисмен иккен. Кĕпĕрнатăрсене вырăнтан сирпĕтнĕ. Вĕсен вырăнне комиссарсене лартнă.
Зина кунах пĕлнĕ-ха, халиччен курман япалана сасартăк тавçăраймарĕ кăна.
— Халь кам пурăнать-ши унта?
— Çăва-и, тен? Ямăттипе усă курма юратакансем тупăнĕç!
— Шел... Чулхулана тухса çӳреймерĕмĕр, — пăшăрханчĕ Зина.
— Каялла таврăннă чух кĕрĕпĕр-ха. Вара ямшăк тытсах кăтартса çӳрĕп.
— Ай, атте! Яшка пĕçерме лартнăччĕ! — хула куçран çухаласпа аса илчĕ Зина. Кухньăналла чупрĕ.
Тата икĕ талăкран пăрахут Энĕшкасси телнĕлле çнтрĕ. Ванюк борт хĕррине пырса тăчĕ. Ан тив, вĕсен ялĕ вунă çухрăмра пулин те, кунта йĕри-таврах пĕлекен ялсем, тăван çĕршыв. Ав, сылтăмра Кĕнервăрри. Атăл хĕрринчех ларнăран çуркуннесенче вĕсен хуралтисене çурри ытла шыв илет. Марисен енче — Кĕлепе ялĕ. Анатарах, улăх айлăмĕнче, Чăваш Утарĕ. Ванюк шухăша кайрĕ: кĕçех утă çулма тухĕç. Вăйă-кулă тапранĕ. Çапах та çуралнă çĕршывĕ халичченхи пек илĕртми пулчĕ ăна.
— Ма çав териех тинкеретĕн?..
Ванюк сасă илтĕннĕ енне çаврăнса пăхрĕ те хĕпĕртерĕ. Чун савнийĕ килсе тăнă иккен. Тăван Энĕшкассинчен, унăн çыннисенчен те хаклăраххи. Иккĕшĕ яла пырса кĕрсен, çынсем мĕн калĕччĕç-ши? Мăйра хĕрпе çыхланнă теесрен хăрамасть вăл, аслашшĕ те майрана качча илнĕ.
— Ав, икĕ сăрт хушшинче ял пур, — терĕ вара Ванюк.
— Куратăп.
— Эпĕ çав ялтй çуралнă.
Энĕшкасси Зинăна та тăван ял пек туйăнчĕ.
— Тавралăхĕ питĕ илемлĕ.
— Ийя, Зина. Кур, икĕ айккипе вăрман. Сылтăм енчине — Хайрал, сулахайрине Паварпачĕ теççĕ. Пулса курасчĕ сан... Çырла-мăйăр — татса-пухса пĕтермелле мар. Ав, çамрăксем вăййа пуçтарăнакан Энĕш айлăмĕ.
Ванюк хавхаланса калаçнăран Зина ăнсăртран пек тĕпчерĕ:
— Савни те пурччĕ-и тен?
— Савни тавраш пулман. Кăмăллă тус-йыш нумайччĕ. Эп çак çĕршывра çуралнă. Ун вăрманĕнче, улăх-çаранĕнче, вăййи-пуххинче çӳресе çитĕннĕ. Хайрал вăрманĕнчен тарăн çырма тухать ав. Çавăнта выртмана килеттĕмĕр те кулăшла вăйă-кулă шутласа кăлараттăмăр.
— Çуралнă çĕршыв чăннипех такамшăн те паха. Эс çуралнă çĕршыв пуринчен те пахарах-и тен.
— Сан кăмăлна та каять-и?
— Эх, Ванюк... Ма ыйтатăн-ши?
Ахартнех, савăнçа ыталанёччĕç вĕсем. Штурвал патĕнче тăракансем курасран именчĕç. Тата малалла калаçма та май килмерĕ — Федьăсем килсе çитрĕç.
Ванюк каллех ял илемĕ, йали-йĕрки çинчен сăмах хускатасшăнччĕ — Атăл тепĕр енче юрласа яни чарса тăчĕ. Рейдра çĕршер çын Михха йывăçĕсене маткăсемпе челенасем туса тиеççĕ иккен.
Инке, терĕм, мĕн терĕм,
Ăш мунчана пыр, терĕм.
Идет ходом-водом,
Идет веселее…
Ванюк хăй ăçтине, юнашар кам тăнине мансах палубăн тепĕр енне каçрĕ. Кукашшĕпе Коля та кунтăх пулма кирлĕ. Анчах ăçтарах-ши? Çич-сакăр ял çынни ĕçленĕ çĕрте епле шыраса тупăн? Ванюк пурпĕр шанăçне çухатмарĕ. Акă-вăл бердасем çапакан тĕле пăхрĕ. Коля çакăнта ĕçлесси паллах. Çамрăк та правур ачасене ялан берда çапнă çĕре тăратаççĕ. Тăхта, ав, пĕри савăл çапса хытарчĕ те тӳрленсе тăчĕ. Пăрахут еннелле пăхрĕ. Коля мар-ши? Ванюк пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ:
— Охо-хо-хо-хо!..
Челена çинчисем çĕлĕкĕсене хывса сулларĕç.
— Ванюк... Мĕн пулчĕ сана? — терĕ хыçранах килсе тăнă Зина.
Юлташĕсем те кунтах иккен.
— Пуласса пулман та... Ав çавăнта Ĕнел çĕр общинине кĕрекен ял çыннисем çĕрме пуян Янашов йывăçне тиеççĕ. Ман юлташсем те йышлăччĕ унта. Шел, паллаймарĕç курăнать.
XII
Виçĕ талăкран Балаковăна çитсе якăр ячĕç. Яланхи пекех, вахтăра тăракансене хăварса, ыттисем юр-вар илме çырана тухрĕç. Командăпа пĕрле Зина та пасаралла утрĕ. Ашшĕ, хуçан шанчăклă çыннине шыраса, пристаньсем патнелле кайрĕ. Лешĕ пăрахут килнине асăрхасанах хирĕç тухнă пулнă.
— Ĕç-пуçсем мĕнле? — саламласа ал тытрĕ капитан. — Хăçан тиесе пĕтерме шутлатăр?
— Тепĕр икĕ кунтан ĕлкĕрепĕр. — Капитан кăмăлсăрланма пуçланине сиссе, хушса хучĕ: — Петр Николаевич, пуçа ан усăр. Кунта пурăнма лайăх. Юр-вар таçтинчен те йӳнĕ. Ытти таварсем те пур. Икĕ талăк сисмесĕрех иртĕ. Халь ресторана кайăпăр та эсир чипер çитнĕ ятне пĕрер черкке ĕçĕпĕр!
Балаково ял çеç пулин те, ресторан пурринчен тĕлĕнмелли çук. Вунă пин çын ытла пурăнать унта. Механикăлла завод, темиçе арман, табак фабрики пур. Пасара кĕнĕ-кĕменех пăрахут çинче ĕçлекенсен куçĕсем алчăрарĕç. Сĕт-çу, çăмарта, аш-какай, пулă çăкăр-кулач — тем чухлех, баржа çине тиесе те пĕтереймĕн. Çĕршывра вăрçă пыни сисĕнмест те кунта.
— Эсир ман тӳпене те юр-вăр илĕр-ха, — терĕ Ванкж Федьăна.
— Эс ăçта каясшăн?
— Курса çӳрес кăмăл пур.
Федя ăнланчĕ çеç мар, хаклă япалине çухатнăн хыçран пăхса ăсатрĕ. Зина пуринчен малтан ăна ташлама йыхăрни, тĕл пулмассерен ăшшăн калаçма хăтланни Федя чĕрине шанăç кĕртнĕччĕ. Зина тӳрех Ванюкпа калаçманни ашшĕ пĕлесрен сыхланни кăна иккен. Каччăпа хĕр çывăххине Федьăпа Саша çеç мар, ыттисем те сисеççĕ ĕнтĕ. Пурте вĕсене тивĕç мăшăр тесе шутлаççĕ.
Ванюк инçех та каяймарĕ — Зина хуса çитсе хулран тытрĕ. Мĕн çинчен калаçчăр ĕнтĕ вĕсем? Виçĕ талăк хушшинче мĕн кирлине йăлтах сӳтсе явнă. Пĕр-пĕрне нихçан та пăрахмăпăр тесе тупа тунă. Халĕ кĕрсе сăн ӳкерттерчĕç те каялла таврăнчĕç.
Каçкӳлĕм команда яланхи пекех сăмсана пухăнчĕ. Зина тăрăшни сая каймарĕ. Мăшăрăн ташлама хăтланакансем те пур ĕнтĕ. Пурте пĕрле юрларĕç. Ире яхăн тин саланчĕç. Ванюкăн вахтăна тăмаллаччĕ, ун вырăнне Федя юлчĕ. Ытти матроссем çывăрса кайсанах Ванюк палуба çине хăпарчĕ. Вăл çитнĕ-çитменех каюта чӳречи уçăлчĕ... Тем хушă шăкăлтатса ларнă хыççăн Зина канăçсăрланма тытăнчĕ:
— Мĕнле капла, Ванюк... Эпир венчете тăман-çке. Çылăхăмăрсене ăçта хурăпăр?
— Ман хамăн та çав шухăшах, Зина. Аçу ирĕк парсан, ыранах венчете тăма хатĕр. Анчах вăл килĕшĕ-ши?
«Вăл килĕшĕ-ши?..» Ванюк сăмахне ăшĕнче асăнчĕ те Зина ашшĕ мĕн каласса тавçăрма тăрăшрĕ. Хĕрне юратать вăл. Çак тарана çитсе пĕр усал сăмах каламан. Сережăна каччă парасшăн çунни те тĕрĕсех.
— Атте килĕшессе шанма хĕн. Вара мĕн тăвăпăр?.. Ашшĕ-амăшĕ килĕшмесен, чăвашсем вăрласа мăшăрланаççĕ. Вăрттăн венчете тăракансем те пур. Вĕсен те телее çăлса хăварма пулмĕ-ши çапла?
— Ман шутпа, венчете тăмаллах. Чиркӳ пур кунта. Ыран шăпах вырсарникун тата.
Ун шухăшĕпе Зина та килĕшрĕ.
— Тĕрĕс, Ванюк... Ярославкăна таврăнсан, хулари ĕçе вырнаçăн. Вара хамăр мăшăрланнине хыпарлама та юрать...
XIII
Ирхине ыйхăран вăраннă-вăранман Федя сăмах пуçарчĕ:
— Атьсемĕр, хăлхăрсене тăратăр! Ман пĕр сĕну пур!
— Мĕнле сĕнӳ? Кала хăвăртрах! — сĕрлерĕç матроссем.
— Эсир тĕне кĕнĕ этемсемех пуль? Çылăхăрсем мăй таранни витĕрех курăнать. Каçарттармасăр кăнса выртсан, шуйттансем тӳрех тамăка сĕтĕрсе кайĕç. Çатма çине хурса ăшалĕç. Инкекрен хăтăлас тесен мĕн тумаллине сисетĕр-и? Çук пулсан, хам калăп. Паян вырсарникун, чиркĕве каймалла та алтарь умне чĕркуçленмелле. Килĕшетĕр-и?
— Çылăх каçарттарма Юман Паттăра илсе кай, — йĕплĕ сăмах ывăтрĕ Саша. — Вăл çĕр хута çӳресе çылăха кĕнĕ пулинех.
Юлташĕсем тăрăхлани Ванюка пăшăрхантарма пуçларĕ. Апла Зинăпа иккĕшĕн хушшинчи хутшăну никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çапах хăратса çын çăварне хуплаймăн. Шӳтлеме хăтланса Федя хутне кĕрсен авантарах-и тен.
— Тунмастăп, çураласран юлманнине çылăха кĕресрен хăтăлаймăн. Куншăн эпир мар, Адампа Ева айăплă. Çавсем ним ĕçсĕр те нушасăр савăшса йăлăхнă. Çавăнтан этем йăхĕ те çылăхлă. Пуççапмасăр сиреймĕр. Эпĕ те чиркĕве кайма сĕнетĕп!.. Тепĕр тесен, яла тухсан, кам ăçта пĕлет, çавăнталла саланма пултарать!
Матроссем сасартăках чăнларĕç:
— Паçăрах çапла каламаллаччĕ!
Юлташĕсем килĕшни Ванюка савăнтарчĕ. Капитанран ирĕк ыйтма каяссине Федя çине йăвантарчĕ.
— Мĕнех вара... Сирĕншĕн тем тума та хатĕр! — текелесе килĕшрĕ Федя. Кĕçех капитан патне çитсе кĕчĕ.
— Ырă ир сунатăп, Петр Николаевич! — пуç тайса саламларĕ вăл.
— Тавтапуç. Мĕн хыпар? — кăсăкланчĕ лешĕ.
— Хыпарĕ-мĕнĕ... Эпир чиркĕве кайса килесшĕнччĕ те. Ирĕк памăр-ши?
Ку тарана çитсе матроссем кĕлтăвасшăн çуннине курманччĕ капитан. Бурлаксем хушшинче туррине те, шыврине те хисеплеменнисем ытларах. Баржăна кăкармалла пуличчен вĕсен нимле ĕç те çук. Ан тив, çӳреччĕр эппин.
— Кайса кĕлтăвăрах, — терĕ вара капитан.
— Атте... — иккĕшех юлсан, ачашланса чĕнчĕ Зина. — Мана та пĕрле кайса курма ямăн-и? Лайăх куна пăрахут çинче ирттерме ытла та тунсăх.
— Ыйтма та кирлĕ марччĕ, хĕрĕм... — килĕшрĕ капитан. Ĕç шутласа хунă пекех пулса пырать. Зина хăй каютине кĕрсе капăр кĕпине тăхăнчĕ. Çамрăксем кимĕпе çырана тухрĕç.
— Кам ăçталла ĕнтĕ?
— Ăçталли паллă. Пасаралла! Чиркĕве ватăлсан та кайăпăр-ха! — кулкаласа хуравларĕç матроссем.
— Хăвăрăн ирĕк... — терĕ Федя сăмахне вĕçленĕн. — Эпир таврăниччен кимĕ патĕнче кĕтĕр. Утрава пурте пĕрле каçăпăр.
— Пирĕншĕн кĕлтума ан манăр вара! Чике тăршшĕ çурта лартăр! — шӳтле-шӳтле уйрăлчĕç пĕрле ĕçлекенсем.
Ванюкпа Зина тата Федьăпа Саша чиркӳ еннелле утрĕç. Çула май Ванюк ĕнер ӳкерттернĕ сăнӳкерчĕкне кĕрсе илчĕ. Пит аван тухнă. Зина Ванюк çинерех тайăлса тăнă. Куçĕсем хавассăн çиçеççĕ.
Вĕсем галантерейăпа сутă тăвакан магазина кĕчĕç. Çĕрĕ сутакан çĕре пычĕç. Ылтăнран, кĕмĕлрен, йĕсрен тунисем те пур. Пĕтĕм укçине парсан, ылтăн çĕрĕ те туянĕччĕç. Венчет туна çĕрте мĕн чухлĕ кирлине пĕлменнипе кĕмĕл çĕрĕпех çырлахрĕç. Магазинтан тухсан, Федя тусеймесĕр ыйтрĕ:
— Тăхтăр-ха, çĕрĕ мĕн тума кирлĕ сире? — терĕ.
— Астăватăр-и, — тĕрĕсне хыпарлама шутларĕ Ванюк, — Хусанта ĕçленĕ чух сире хам туя чĕнме сăмах парсаттăм. Çав кун çитрĕ. Эсир паян чĕрчĕлĕх, ашшĕ-амăшĕ вырăнне пулăр. Мĕнле, килĕшетĕр-и?
Федьăпа Саша ĕненчĕç. Пурпĕр кулăшла пек туйăнчĕ: хĕрĕ качча тухасса ашшĕ те пĕлмест.
— Хаваспах, Юман Паттăр. Ашшĕ-амăшĕ вырăнне ларас тесен, парне кирлĕ вĕт пирĕн. Калăпăр, ваттисен йăлипе кĕпе тăхăнтармалла.
— Уншăн ан пăшăрханăр. Май килсен, тĕрĕллĕ çухавиллине те тăхăнăпăр! — терĕ хаваслăн Зина.
Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухнă тĕле вĕсем чиркĕве çитрĕç.
Чи малтанах пуп çамрăксен ашшĕ-амăшĕсен ятне, мĕнле тĕн тытнине, хăш чиркӳре ят хунине ыйтса çырчĕ. Мăшăрланакансен çулне пĕлсен, кĕтмен чăрмав сиксе тухрĕ. Вунсаккăр тултарайманнисене архиерей ирĕк панипе кăна венчет тумалла. Çапах пуп шухăшласа тăмарĕ, вунсакăр çулта тесе çырса хучĕ. Юлашкинчен Федьăпа Сашăна чĕрчĕлĕх туса ал пустарчĕ.
Пĕрер мăн çурта йăтнă Ванюкпа Зинăна пуп «утмăлтурат» айне тăратрĕ. Пуçĕсене хĕресле çĕлĕк лартрĕ. Иккĕшин аллисене пĕр çĕре чăмăртаса, келĕ юрри юрларĕ, Унтан çамрăксене алтарь еннелле пăхтарса тăратрĕ те Ванюкран ыйтрĕ:
— Эсĕ ку хĕре юратса качча илетĕн-и?
— Юратса... — чун-чĕререн хуравларĕ Ванюк. Хăйĕнчен ыйтсан, Зина та çавнах çирĕплетрĕ. Пӳрнисене çĕрĕ тăхăнтарсан, Ванюкпа Зина алăран алă тытса чиркӳрен тухрĕç. Чĕрисем витĕр симпыл сăрхăнать тейĕн.
— Акă мĕн, — терĕ урамра Ванюк. — Пысăк туйне урăх чухне тăвăпăр. Халь йăла тĕлĕшпе хамăр хушăра пĕчĕккине те пулин туса ирттерер. Атьăр, ресторана кĕрсе ларăпăр!
— Хаваспах, Юман Паттăр! Унсăрăн сана юлташ тесе те шутламăттăмăр!
Вĕсем ресторана кĕчĕç. Уйрăм пӳлĕме вырнаçрĕç. Апат-çимĕç, эрех илсе килме хушрĕç.
— Йӳçĕ! Йӳçĕ! — терĕç Федьăпа Саша, черккесене тултарсан.
Çапла пĕчĕк туй пысăккинчен те хаваслăрах иртрĕ...
Кимĕ çинчен тухсанах Ванюкпа Зина, ыттисенчен уйрăлса, хурăнлăха кĕчĕç. Никам курас çук çĕрте Ванюк мăшăрне пĕчĕк ача пек ал вĕççĕн йăтрĕ. Лешĕ мăйĕнчен ыталаса илчĕ. Пылăхра савăнакансен сасси инçете юлсан, Ванюк Зинăна аллинчен вĕçертмесĕрех çерем çине ларчĕ.
— Ай, чунăм... Ман пек телейли çĕр çинче те пулас çук.
— Эпĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр савăнатăп... Атте-аннерен ирĕк ыйтманни кăна пăшăрхантарать. Вăраха пырĕ-ши ку савăнăç?
— Ма унашкал шухăшлатăн? Ӳкĕнетĕн-им?
— Ӳкĕнсе мар, чунăм... Тем, чĕре çуйланасшăн.
— Апла аçăра халех пĕлтермелле.
— Килĕшмесен? Хăваласа ярсан, мĕн тăвăпăр?
— Хăраса ӳкме сăлтав çук. Эпир текех атте-анне куçĕнчен пăхас ачасем мар. Кирек ăçта, кйрек мĕнле çĕрте те аптрамăпăр. Тата, хамăр пата таврăнсан, кукаçипе кукамай йышăнасса та шанатăп.
Упăшкин витĕмлĕ сăмахĕсем Зинăна кăштах лăплантарчĕç те, вĕçне çитиех мар çав. Ашшĕ-амăшĕичен уйрăлсан, тĕнче пĕтессĕн туйăнать ăна. Çав хушăрах вĕсемпе пĕрле ĕмĕр ирттерме май çуккине те ăнланать.
— Тĕрĕсех, Ванюк... Эпир текех пĕчĕк ачасем мар.
Аллăмсем мĕн çамрăкран ĕçпе пиçнĕ. Тата венчет хыççăн пытанмалла выляни пушшех киревсĕр. Ыран ирех атте умне чĕркуçленсе пил ыйтăпăр. Кĕçĕрлĕхе ним хуйхăсăр çывăртăр-ха.
— Эс каларăшле пултăр, Зина.
— Тепĕр сăмах пур ман. Пурнăçра темле йывăрлăх килсен те пĕр-пĕрне пăрахмăпăр тесе, хĕрессене улăштарса çакар!
— Хаваспах, чунăм!
Зина ылтăн вăчăраллă хĕресне хывса Ванюк мăйне çакрĕ. Ванюк сĕвем çип кантраллă йĕс хĕресне Зинăна çактарчĕ.
XIV
Капитанпа хуçан шанчăклă çынни, тĕл пулсанах, баржа çине çитсе курчĕç. Ыран кăкармалла пулассине пĕлсен, лешĕн хваттерне кĕчĕç. Кун каçиччен ĕçрĕç-çирĕç, тем çинчен те калаçрĕç. Капитан каялла таврăнма хатĕрленсен, хуçан шанчăклă çыннине çыру килсе тыттарчĕç. Адресне вуласанах:
— Çыру сирĕн ятпа! — терĕ лешĕ.
Капитан арăмĕ çырнă пулĕ тесе канăçсăрланчĕ. Темиçе çул Атăл çинче ĕçлесе те килтен çыру илнине астумасть вăл. Конверчĕ çине çырнине тинкеререх пăхсан, арăмĕ çырманнине чухларĕ. Ик-виç йĕркине вуласанх пĕр вĕриленсе те пĕр шăнса кайрĕ. «Хисеплĕ Петр Николаевич. Ку çырăва хăвăр пĕлекен Оля çырать. Чăрмантарнăшăн тата çырăвĕ те ахаль чухнехи пек маршăн ан çилленĕр, йывăра ан илĕр. Сережа сирĕн хĕре килĕштернине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Сăмах татас шухăшсем пуррине те тунас мар. Анчах эсир Ярославльте тăнă чухне хам курнисем питех пăшăрхантарчĕç, иккĕлентерме пуçларĕç. Ăнланмалла пултăр тесе, йĕркипе çырăп. Астăватăр-и, эпĕ дачăна каяс шутпа пынă чухне Ванюк вырăнта çукчĕ. Кĕтме хушса штурвал патне хăпартăм. Унччен те пулмарĕ, пирĕн пăрахутран ннçех мар пĕр çамрăк мăшăр кимĕпе çырана çыпçăннине асăрхарăм. Ванюкпа Зина иккен. Тунмастăп, Петр Николаевич, питех чун кӳтрĕ. Пăрахутпа курса çӳрес пирки те иккĕшĕ шут тунă-и тен... Куна тĕрĕслеме нимех те мар. Çине тăрса сăнамалла çеç. Юратакан чĕресем пĕр-пĕрин патне туртăнасси, вăрттăн çĕрте курнăçма тăрăшасси паллах. Çапла, Петр Николаевич, тепĕр хут та йăлăнатăп, çыру çырнăшăн ан ятлăр. Ман мĕнпур ĕмĕтĕм — хамăр ачасене пĕрлештерсе телейлĕ тăвасси. Ырлăх та сывлăх сунатăп, Петр Николаевич. Оля».
Капитан çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Хуçа арăмĕ упăшкипе тăван мар ывăлне каласа парсан, Зинăна Сережăпа пĕрлештерес ĕмĕт кăлăхах пулĕ. Куншăн пуринчен ытла арăмĕ хуçăлĕ. Вăл тĕлĕкре те хĕрне Сережăна качча парассипе аташать... Хăçан туслашма ĕлкĕрнĕ вĕсем? Дачăна кайнă кун хĕрĕ кая юлса таврăннăччĕ çав. Иккĕшĕ кимĕпе ярăнса çӳренĕ иккен. Хĕрĕ Ванюка юратса пăрахнăшăн капитан хăй айăплă мар-и? Инкекшĕнех-и тен, ун умĕнче Ванюка ытлашширех ырларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...