Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Эпир ĕмĕрлĕхе юратнă чун савнисем пекех çав, — терĕ Тукай. — Хусан пирĕнсĕр пурăнаймасть, эпир — Хусансăр. Кăвапамăрсене çыхса-çĕлесех янă. Курмастăр-им?
— Çавăн пек пуль, тупата туршăн, çавăн пек пуль.
Сарри тепĕр япаларан тĕлĕнчĕ: ăна никам та чĕнтермен-ха кунта, вăл калаçса татăлнă тăрăх, хăй кăмăлĕпе килнĕ, лешсене Салтыков воевода чĕнтернĕ ав. Эппин, ун Ту енчи мăрсасене вăрçмалли-ятламалли пур.
— Пур, пур, — ун шухăшне пĕлсе тарăхса калаçрĕ Тукай. — Лăру-тăру пĕрре те тăнăç мар пирĕн ялсенче. Çавăншăн пăскăртасшăн вăл пире...
— Э-э, пăскăртни темех мар-ха вăл, — терĕ Алттыш шăл йĕрсе. — Эпир ун пеккине хăнăхнă. Урăххишĕн чĕнтермен-ши вăл пире?
«Урăххи» пирки нумай шутларĕç Ту енчи мăрсасем, анчах нимех те шутласа кăлараймарĕç.
Воевода хушнă вăхăтра вĕсем учĕсемпе икĕ хутлă йывăç çурт умне, урам тăваткăлне пырса тăчĕç. Халăх кунта кунĕ самаях сивĕ пулин та ярмарккăри пекех. Мăрсасемпе çĕрпӳсене Ту енчен çеç мар, Сĕве тăрăхĕнчен те, анат çармăсран та, Арск хулинчен те чĕнтернĕ иккен.
Урам тăваткăлĕнче мĕн пулса иртесси малтанах паллă: ăна йĕри-тавра стрелецсем хупăрласа илнĕ, воевода çурчĕ умне такансем вырнаçтараççĕ. Унта та кунта çынсем ĕсĕклесе макăрни илтĕнет. Юнашарах хутран-ситрен хĕрарăм çари! те çари! çухăра-çухăра ярать.
Ак халăх чăшăлл! туса илчĕ — хăма çапса тунă çӳллех мар пусма çине воевода çыннисем хăпарса тăчĕç: стрелецкий голова, дьяк, сăрнайçă тата темле çын — ăна мăрсасем уйăрса илме те пултараймарĕç. Итлĕр, итлĕр тесе сăрнай кăшкăртнă хыççăн стрелецкий голова хăйĕн тимĕр пăрăх пек кĕрлесе тăракан сассипе воевода указне вуларĕ. Çынсен ячĕсем те, хушамачĕсем те пур ку указра, вĕсем хăш ял çынни пулнине те асăннă. Камсем пулччăр ĕнтĕ — пурте ку таврари çынсем: Кăкшанпа Илеть тăрăхĕнчи çармăссем, Çĕрпӳпе Арск енчи чăвашсем, Вятка тăрăхĕнчи удмуртсем. Ясак тӳлесе пурăнакан ахаль çынсем çеç мар, çĕрпӳсем те пур иккен вĕсем хушшинче — Иливанпа Аттеней «çĕрпӳ» сăмаха темиçе хутчен те илтсе юлчĕç. Сарри мăрса, юнашарах ут çинче чĕтресе лараканскер, нимрен ытла стрелецкий голова хăйсен енчи çынсен ячĕсене асăнасран шикленчĕ. Пĕлчĕ-ха вăл, купсасене çаратнă çынсене кунта илсе килсе ĕлкĕреймен, çапах хăйне тем пек лăплантарма тăрăшсан та сехре хăппи иртмерĕ.
Такан каштинчен çакса янă пăявсем патне юнланса пĕтнĕ çĕтĕк-çатăк çынсене тĕрте-тĕрте хăпартма тытăнсан урам тăваткăлĕнчи çынсенчен хăш-пĕрисем туха-туха кайрĕç, куç ан куртăр тесе тепĕр май çаврăна-çаврăна тăчĕç.
Ту енчи мăрсасем те, кунашкал тискер япалана Хусана илнĕ хыççăнах темиçе хутчен курнăскерсем, лашисене каялла чакарчĕç, унтан воевода çыннисем палласа юласран хăрамасăрах тăкăрлăкалла, çуртсем хыçнелле пăрăнчĕç.
— Пăхатăп та, вырăс воеводисем ытла ухмах, пире хăйсенчен хăйсем сивĕтеççĕ, — тусĕсем çеç илтмелле каларĕ Тукай. — Вĕсем пире хаярлăхпа хăратса пăхăнтарасшăн. Çу-ук, хаярлăхпа çакăн чухлĕ халăха тытса тăраймастăн. Эпир йышлă, пире çакса пĕтереймĕн...
— Чăнах, ытла тискер хăтланаççĕ, — терĕ Алттыш та Тукай ун шухăшне каланăшăн савăнса. — Пĕр тăрук çакăн чухлĕ çынна çакмалла мар ĕнтĕ. Айăплă-и, айăплă мар-и, ыйтса, тĕпчесе те чăрманмаççĕ пулас, тӳрех такан патне сĕтĕреççĕ.
— Мĕн айăпли унта: патша сăмахне манса, ясак пуçтарма пуçларĕç те халăха уртарса ячĕç. Ман пата ясак ыйтма çĕмĕрсе кĕр-ха, эп те чиксе пăрахатăп куланай пуçтаракансене.
Çавăнтах вĕсем ытлашширех калаçма пуçланине сисрĕç те чарăнчĕç.
— Эс вăл çĕрпӳсене палланă-и? — Акпарс еннелле çаврăнса ыйтрĕ Тукай. — Çармăс мăрсисем пуль вĕсем?
— Çавсем, — терĕ лешĕ. — Эп пĕр-иккĕшне паллатăп. Сарри, учĕ çинче шарламасăр лараканскер, чăтаймарĕ, хăйĕн хуйхине каласа пачĕ. Стрелецкий голова сăмахĕсене мĕнле сехĕрленсе итленине те пытармарĕ.
— Сан çыннусем çукчĕ вĕсен хушшинче, эп лайăхах итлерĕм, — ун хутне кĕресшĕн пулчĕ Тукай.
— Çавах хĕпĕртеместĕп-ха. Паян илсе килмен, ыран илсе килеççĕ. Инкекрен хăтăлтăм теме иртерех.
— Вăл енне кайсан çакмалли нумай тупăнĕ-ха, — терĕ Акпарс урхамахне вĕсен çывăхнерех уттарса. — Кунта кăна мар, ытти çĕрте те такансем тăва-тăва лартрĕç. Пур çĕрте те ясак пуçтарма тытăнсан чăн-чăн ахăр самана пуçланĕ ак.
Пĕтĕмпех ăнкарса пĕтереймерĕç пулин те çак калаçăва Атапайпа Илтимĕр те йăлтах илтрĕç. Сарри шутланă тăрăх, йĕкĕтсем кунта çак хăрушă япалана курма тухса килнишĕн ӳкĕнеççĕ те пулас.
«Кун пек пулса тухасса кам пĕлнĕ ара, — терĕ мăрса ăшра. — Калаçса татăлтăмăр та ялта чух, хам сăмаха тытас килчĕ. Вĕсем пире валли парне хатĕрленĕ кунта. Салтыковăн çĕрпӳсене хăратасси килнĕ. Курăр та асра тытăр, курăр та чĕтресе тăрăр тенĕ ĕнтĕ наместник. Пире хирĕç çапăçма, пирĕн çынсене тапăнма хăйсан пурне те çакăн пек шăпа кĕтет тесе асăрхаттарасшăн вăл.
Ывăлĕпе мăнукĕ, ялта пурăнса кунашкал ĕçсем çинчен ним шухăшлама та пĕлменскерсем, хăраса ӳкрĕç ав, калаçайми пулчĕç. Кайран сӳтсе явĕç-ха паян мĕн курнине, тавлашса та илĕç, халь акă вĕсенчен айван çын та çук.
Те юри, те пĕр-пĕр сăлтава пула аслă воевода хăй чĕнтернĕ çĕрпӳсене, тиексемпе подьячисене, ытти служилăй çынсене кăнтăрла иртмесĕр те йышăнмарĕ. Килнисем иккĕленме те тытăнчĕç: тен, наместник вĕсене çак урам тăваткăлĕнче мĕн пулса иртнине кăтартма çеç чĕнтернĕ? Вăл тепĕр хăрушă япала шутласа кăлариччен киле вĕçтермелле мар-и? Çавăнтах тата кулса-ахăрса хăйсене лăплантарма пултарчĕç: боярсем тарават хуçа пулаканччĕ-ха, çакăн пек хаклă хăнасене сăйламасăр кăларса ярас çук терĕç.
Салтыков вара «сăйларĕ». Вырăс тӳре-шарипе — стрелецкий головасемпе, тиексемпе, подьячисемпе уйрăммăн калаçрĕ вăл, чăвашпа çармăс, удмурт çĕрпĕвĕсене чи юлашкинчен кĕртме хушрĕ.
Пурне те тенĕ пекех паллать пулин те çывăха пырса никама та алă памарĕ, ятран чĕнсе сывлăх сунмарĕ, çĕрпӳсем мĕнле вырнаçса ларнине кĕтесрен тем пысăкăш турăш айĕнчен çеç сивĕ куçпа сăнаса тăчĕ.
— Ав мĕн чухлĕ вĕсем, Хусан мăрсисем, пӳлĕме те вырнаçмаççĕ, —васкамасăр сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ аслă воевода. — Кунта килменни мĕн чухлĕ-ха тата. Пурин те çĕр пур вĕсен, ялсем пур. Пурлăхĕсем кĕлетсене вырнаçмаççĕ. Вĕсен сăмахне ĕненсе пирĕн государь миçе çул хушши парнесем парса пурăнчĕ çак сарацинсене. Хусана парăнтарнă хыççăн йăпăлтатса ярлыксем илчĕç, эпир яланах сирĕн майлă пулăпăр тесе тупа турĕç. Ăçта сирĕн чăнлăх, мур тĕпне кайманскерсем? Камран вĕреннĕ эсир пире çапла улталама? Тутарсенчен-и? Çавсенчен ĕнтĕ...
— Хамăр ирĕкпе пĕрлешнĕренпе эпир сире пĕрре те улталаса курман, аслă воевода, — мĕн пулать-мĕн килет, анчах ку ытлашши сăмаха тӳсме май çук тенĕ пек каласа хучĕ малта ларакансенчен пĕри.
— Мĕн терĕн эс? Кам сăмах панă сана? Мĕнле хăйрăн эс манпа тавлашма? — тилĕрсе кайсах кăшкăрчĕ воевода.
Ăна никам та нимĕн те хуравламарĕ. Сисрĕç пурте, кунта сăмах чĕнме юрамасть. Ларакансенчен хăшĕ чăрсăрланса калаçнине воевода хăй те пĕлмесĕрех юлчĕ. Çапах çыннине курчĕ çав вăл, ăна куçран вĕçертмерĕ.
— Вырăс çарĕ кайрĕ те, пăлханма та пултаратпăр терĕр пуль, — татах тулхăрма пуçларĕ аслă воевода. — Çар вăл килĕ те, кайĕ те, Мускав кунтан инçе мар. Хусанта та, Новоград Свияжскинче те сире путарма вăй çитет пирĕн. — Воевода хыçлă тенкелĕ çинчен тăчĕ те сĕтел умне тухрĕ, каллĕ-маллĕ уткаласа çӳреме тытăнчĕ. — Куртăр пуль, паян мĕн чухлĕ çынна çакса вĕлертĕмĕр? Мĕншĕн? Пирĕн çынсене вĕлернĕшĕн. Кам вĕлерет пирĕн çынсене — пупсемпе тиексене? Кам çаратать Атăл тăрăх çӳрекен купсасене? Ту енчи çынсем, анат çармăссем. Арск енче Хусанпа Новоград Свняжский наместникĕсенчен ярлык илнĕ çĕрпӳсем пире пулăшас вырăнне Япанча çыннисемпе çыхланса кайнă. Асăрхаттарса хуратăп: Япанча çыннисене ниçта яла кĕртмелле мар, Хусан мăрси пулнă Усеин-Сеитпа Мамич-Бердее, Сисетпа Сарая яла кĕртмелле мар. Вĕсем Нухай мăрсисене сутăннă, вырăссене хирĕç кĕрешме вăй пухаççĕ.
Воевода тата нумай ята асăнчĕ, хăш-пĕрисене, ĕлĕк Хусанта курнă çынсен ячĕсене, астуса юлчĕç çĕрпӳсем, нумайăшне пĕлсе пĕтереймерĕç.
Ту енчи мăрсасем тĕлĕнсе итлесе ларчĕç: ав мĕнле ĕçсем пулса иртеççĕ иккен Хусан ханлăхĕ пулнă çĕр-шывра! Япанча çарĕн юлашкисем те пĕтмен иккен-ха Хусан çывăхĕнче. Мамич-Бердей, вĕсем патне пырса каннă çармăс мăрси, мĕн хăтланать тата!
Çĕрпӳсен ыйтса пĕлмелли те нумайччĕ, анчах аслă воевода ытла тӳрккессĕн, хăратса çеç калаçнăран ыйтусем пама та аптрарĕç. Çапах та пĕри, Ту енчи мăрсасен хыçĕнче лараканни, майлă вăхăт тупса ыйтрĕ-ыйтрех:
— Аслă воевода, — терĕ вăл, — пире, анат çармăс çĕрпĕвĕсене, вĕсене çеç мар, пирĕн енчи пĕтĕм халăха пĕр япала канăç памасть.
— Кала, мĕнле япала-ха вăл? — кулам пекки турĕ Салтыков.
— Ту енчи халăха вăл Хусана иличчен вырăссемпе пĕрлешсен пирĕн государь Иван Васильевич çăмăллăхсем панăччĕ. Сăмахран, государь унти çынсене виçĕ çуллăха ясак тӳлессинчен хăтарнăччĕ. Эпир, анатри, Атăл леш енчи çармăссем, патшана пĕлтĕрех, хăй кунтан кайичченех тупа турăмăр. Анчах вăл пире ун пек çăмăллăх памарĕ. Пиртен халь ĕлĕкхи пекех, Хусан ханĕсем пуçтарнă пекех, ясак пуçтараççĕ. Çав тĕрĕс-и вара, аслă воевода? Халь пĕтĕм вăрçă-харкашу пирĕн енче ясак пирки пырать.
— Ай, хитре калаçатăн эс, анат çармăс çĕрпĕвĕ! — йĕкĕлтерĕ аслă воевода. — Яту мĕнле-ха сан?
— Ахматек.
— Санран никам та ясак ыйтмасть, Ахматек çĕрпӳ. Ăна эс тĕрĕс мар калатăн. Государь сана çăмăллăх панă. Виç çуллăха кăна та мар, нумай çуллăха. Пирĕн государь хăйне ырă тăвакансене тав тума пĕлет. Ăна хаклас пулать. Ыттисене государь ясакран хăтармарĕ — вăл ун ирĕкĕ. Ту енчи çынсене государь мĕншĕн çăмăллăх пачĕ? Мĕншĕн тесен вĕсем пĕрлешессе те вырăссемпе Хусана иличченех пĕрлешрĕç. Ирхи кайăкăн сăмси шурă пулать тет. Эс çавна илтнĕ-и?
— Илтнĕ, — терĕ анат çармăс çĕрпĕвĕ.
— Мĕн пур вăрçă-харкашу ясакшăн пырать тенине эп ĕненместĕп. Нумай пулмасть эп Помар патне пырса çӳрерĕм, темиçе çынна çакса вĕлертĕм. Унта сирĕн халăха пăтратакансем нумай. Çавсене тытса Хусана тата Новоград Свияжскине илсе килмелле. Ясака пуçтарас пулать, çĕрпӳсем. Сире хăвăра та кирлĕ вăл, вырăс патшалăхне те кирлĕ. Ясак пуçтармасан Хусанти тата Новоград Свияжскинчи çарсене, унти приказсене мĕнле тытса тăрăпăр эпир? Хусан ханĕсене, бекĕсене, эмирĕсене, уланĕсене тăрантнă пулсан халь ма пысăк мар çара та тăрантарасшăн мар сирĕн халăх? Хăвăр пурăнакан ялсенче йĕрке тăвăр. Ясака вăхăтра пуçтарăр. Хирĕç тăракансене пурне те воеводăсен аллине парăр. Эпир вĕсемпе мĕнле калаçмаллине пĕлĕпĕр...
Сарри мăрса, хăй кунта мĕншĕн килнине пĕр самантлăха та манма пултарайманскер, аслă воевода çĕр çинчен сăмах тапратасса кĕтрĕ. Пурне те кăсăклантарать-çке ку ыйту, ма ун пирки ним те шарламасть вăл? Акпарспа Алттыш та çăвара шыв сыпнă пекех лараççĕ. Ма ыйтмаççĕ-ши вĕсем? Пуян мăрсасене хăйсен Атăл тăрăхĕнчи çĕрĕсем Воротынскипе Шереметевсен аллине куçни нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть-ши? Хамăн тапратас пуль, терĕ мăрса калаçу вĕçленсе пынине туйса. Паçăр пĕри: ун пек ан кала, аслă воевода, эпир хамăр ирĕкпе пĕрлешнĕренпе вырăссене улталаса курман тесе хирĕçлеме хăват çитерчĕ-çке. Сарри унран мĕнтен кая? Мĕскер, вăл вырăсла пĕлмест-и?
— Аслă воевода, манăн та ыйтмалли пурччĕ, — терĕ вăл хăйне такам çурăмран чышнă пек ура çине сиксе тăрса.
— Э-э, Сарыев çĕрпӳ иккен, — палласа илчĕ Салтыков. — Ыйт, ыйт, Сарыев çĕрпӳ. Мĕн пĕлес килет-ха санăн?
— Эпир, вăрçа хутшăннă мăрсасем, çĕрпӳсем, турхансем, çапла шутланăччĕ, — пурте итлеççĕ-и тенĕ пек, унталла-кунталла пăхкаларĕ Сарри. — Хусана илнĕ хыççăн патша, Иван Васильевич, пире хăйĕншĕн тăрăшнăшăн çĕр хушса парать пулĕ тенĕччĕ. Хăвах каларăн-çке, пирĕн государь хăйне ырă тунă çынсене тав тума пĕлет терĕн. Киле таврăнтăмăр та, пирĕн çĕрсене туртса илме пуçларĕç. Ман улăх-çарана, сăмахран, мăнастире касса парасшăн. Ял çĕрĕ те чакмалла теççĕ. Хăш-пĕр çĕрте халăх çавăнпа пăлханать, аслă воевода. Мĕншĕн тесен...
— Ăнлантăм, — каласа пĕтерме памарĕ ăна Салтыков. — Эп сана итлерĕм, халĕ эсĕ мана итле. Çĕр пирки государь каланине эпир манман, Сарыев çĕрпӳ. Вăл акă мĕн терĕ: кунти, Атăл тăрăхĕнчи мăрсасем, çĕр тĕлĕшĕнчен иртĕхсе пурăнаççĕ терĕ. Эсĕ вĕт, Сарыев çĕрпӳ, тепĕр думный дворянинтан ытларах ана-çаран тытатăн. Ялсем те сан унăннинчен нумайрах. Йĕрке-и ку? Йĕрке мар. Çавăнпа сире пĕр пытармасăр калатпăр: ӳлĕмрен ун пек пулмасть. Сире çĕрсĕр хăвармастпăр, паллах, анчах çĕрсен пĕр пайĕ вырăссен, служилăй çынсен аллине куçать. Ку пĕрре. Иккĕмĕшĕнчен, тарса çӳрекен, пире хирĕç кĕрешекен мăрсасен, çĕрпӳсен çĕрĕсене пĕр сăмахсăр туртса илетпĕр, вĕсем дворцовăй çĕрсем пулса тăраççĕ. Ял çĕрĕсем-и? Вĕсем те чакаççĕ. Мĕнле ан чакчăр-ха ял çĕрĕсем? Калăпăр, чиркӳ лартрăр — ăна çĕр кирлĕ. Сирĕн пата вырăс ялĕ куçса килчĕ — юнашарти ялсен çĕрне касас пулать.
— Хăвăр ма пăлханатăр тетĕр, — чăтса тăраймарĕ Сарри. — Саплăк пек çĕре туртса илсен ял мĕнле ан пăлхантăр-ха вăл? Пире, мăрсасене, çĕрпӳсене те, çĕрсĕр хăвартăр иккен. Тĕрĕс мар ку. Эпир куншăн куçман сирĕн енне. Куншăн кĕрешмен.
— Тĕрĕс мар!
— Тĕрĕс мар! — кăшкăрчĕç юнашар ларакансем те ун майлă пулса.
— Пĕлмен, — терĕ Салтыков икĕ чышкине йывăррăн сĕтел çине хурса. — Эс чăн-чăн пăлхавçă, Сарыев çĕрпӳ, сана халех тытмалла та хупмалла. Ман умра çакăн пек сăмахсем калатăн та ялта эс халăха хăвах пире хирĕç çĕклетĕн. Санăн ытлашши çĕрне касма пырсан пирĕн çынсене тӳрех сенĕкпе чикетĕн пуль?
— Чикетĕп! — пĕр хăраса тăмасăр тавăрчĕ Сарри. — Ман ытлашши çĕр çук. Ман аттерен, Сарыев мăрсаран, юлнă çĕр кăна. Ăна эсир туртса илейместĕр. Патша патне, Иван Васильевич патне çитетĕп, эп унта пулман мар, анчах çĕре памастăп.
Ытти çĕрпӳсем ĕнтĕ йăшăлтаткаласа кăна ларчĕç. Сарри сăмахĕ вĕсене самаях хускатса ячĕ курăнать. Тен, хăш-пĕрисене хăратрĕ те пуль. Салтыков хăйĕн çумĕнчи воеводăсемпе тем çинчен пăшăлтаткаласа илчĕ те татах сăмах каларĕ. Вăрçрĕ, питлерĕ, тытса хупассипе, пурне те паянах çĕрсĕр хăварассипе хăратрĕ. Юлашкинчен, çĕрпӳсене кун пек кăмăлпа кăларса яма çуккипе пĕлсе йăпăлтатса та пăхрĕ.
— Кил-çуртра тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть, тусăмсем, — май килнĕ таран сассине те çемçетрĕ вăл. — Ку вăрçă-харкашу çак пӳлĕмрен ан тухтăр. Эпир пурте хамăр государь çыннисем, пурсăмăр та ун ĕçне тĕплетпĕр. Шутлăр-ха, мĕнле пысăк ĕç турăмăр эпир сирĕнпе — хамăра тахçантанпа юнаса тăнă Хусан ханлăхне аркатса тăкрăмăр. Халиччен вăрçманнине халь вăрçни пĕрре те килĕшмест, тăвансем. Эп астăвасса Ту енче халăх вырăссемпе хирĕçни пулманччĕ-ха. Ку йĕркесĕрлĕхе те пĕтеретпĕр пулĕ тетĕп. Вăл вăрçă юлашки кăна. Паян урамра курнине урăх курмалла ан пултăр. Тепринче кунта килсен ырри çинчен çеç калаçмалла пултăр. Сывлăх сунатăп, хамăрăн пĕр пĕтĕм ĕçĕмĕрте ăнăçу сунатăп сире, тăвансем...
Воевода пӳртĕнчен тухнă чухне Сарри мăрсана паçăр хăйсене кĕтсе илнĕ стрелецкий голова тытса чарчĕ.
— Кĕр-ха çакăнта. Калаçмалли пур, — терĕ вăл мăрсана тимĕр листипе карăнтарнă алăкран кĕртсе ярса.
— Эс мана тытса хупасшăн-и? — каялла сиксе тухас пек, тăп чарăнчĕ Сарри.
— Çук ара... Аслă воевода сана çак пӳлĕмре кăшт шухăшласа ларма хушрĕ.
Çапла каларĕ те стрелецкий голова алăка лач! хупса тул енчен питĕрсе илчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...