Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ
1
1395 çулта çуллахи уйăхсем пăлхар халăхне май пур таран пулăшас тенĕн чипер тăчĕç. Хĕлле Атăлăн çӳл енче юр хулăнах ларнă пулас та, çуркунне шывлă килчĕ. Каярах та, çу пуçламăшĕнче, вăйлă çумăр талккишпех чĕресрен янă пек шавласа иртрĕ. Çавăнпа Атăл çулла та çурхи шайран нумаях чакмарĕ. Çакă шывпа çӳрекен сутуçсемшĕн чăн-чăн ырлăх пулчĕ темелле. Вĕсем пăлхарсен чи паллă хулине Аслă Пăлхара Хасар тинĕсĕнчен те, çурçĕр енчен те пысăк карапсемпех килсе тăчĕç, яланхинчен самай нумайрах тавар кӳрсе çитерчĕç. Çавăнпа пĕрлех таçти-таçти çĕртен тăсăлакан мăн çулсем та пушă тăмарĕç. Вĕсемпе те Аслă Пăлхар енне тĕвепе лаша караванĕсем тăршшĕпе туртăнчĕç. Нихçанхинчен нумай пулсан та, тавар хулара сутăнмасăр выртмарĕ. Китай пурçăнне, Инди чейне, Перси кавирне, турккăсен çар хатĕрĕсене çурçĕртен килнĕ финсем те, анăçри тĕрлĕ халăх çыннисем те, кӳршĕри вырăссем те, пăлхарсем хăйсем те хапăлпах туянчĕç, çав хушăрах кăнтăр сутуçисене тискер кайăк тирĕ, йывăç япаласем, савăт-сапа, тырă чылай сутрĕç. Сутуçсен ăнăçăвĕ ахаль çынсене те нумай уса кӳчĕ. Ара, карапсене çӳретме вăй питти кĕсменçĕ нумай кирлĕ. Тата вĕсене çул çинче ушкуйниксенчен те сыхламалла. Пĕр сăмахпа, çу уйăхĕсем нумай-нумай çынна ĕç тупса пачĕç.
Анчах çурла уйăхĕн варринче тем пулчĕ-çке, караван-сарайра та, ун таврашĕнче те çăвĕпе шавлăн кĕрлесе тăнă суту-илӳ сасартăк чакса ларчĕ. Хулана каравансем килме пăрахрĕç, Атăл хĕрри чаплă ют карапсенчен пушанчĕ. Унччен Аслă Пăлхара килсе ĕлкĕрнĕ сутуçсем вара темшĕн юлнă таварне васкаварлăн йӳнĕпех сутса пĕтерчĕç те хыпалансах килнелле тухса кайрăç.
Хулара кĕç-вĕç вăрçă пуçланасси çинчен сăмах сарăлчĕ. Кунталла тĕнчипе чапа тухнă Уксах Тимĕр хăй килет имĕш.
Çакă, паллах, хула пуçне Пулат хана шухăшлаттармасăр тăма пултарайман. Пĕр енчен, ăна ку сăмах тӳрре тухмассăн туйăнчĕ. Пăлхар патшалăхĕ икĕ ĕмĕр çурă ĕнтĕ монголсемпе Çĕпĕр тутарĕсен аллинче. Çак хушăра кунти халăх мĕн кăна тӳссе ирттермен-ши? Тухăçран килнĕ эшкерсем, пăлхарсем ытла вăйлă хирĕç тăнипе тилĕрсе кайнăскерсем, хулана пирвай тĕпĕ-йĕрĕпе тенĕ пек аркатса тăкрĕç, каярах тата, Аслă Пăлхар пурпĕр пĕтменнине, аталансах пынине кура, ăна хăйсен çуллахи тĕп хули туса хучĕç. Халĕ ĕнтĕ монголсен патшалăхĕ Ылтăн Урта хăй те хавшаса пырать. Енчен 1380 çулчченхи çирĕм виçĕ çул хушшинче Урта пуçĕнче 27 хан ларса улшăнма ĕлкĕрнĕ тĕк, урăхла епле пулма пултартăр? Каярах, Калка шывĕ хĕрринче Мамай çарне çапса аркатнă хыççăн импери тилхепине Тăхтамăш ярса илсен, Ылтăн Уртара йĕрке çирĕплене пуçланă пекчĕ. Анчах империн кăнтăр пайне — Кăвак Уртана Уксах Тимĕр ярса илсен вăл Тăхтамăш çарĕсене те темиçе хутчен çапа-çапа аркатрĕ. Çапла вара тахçан вăйлă халăхăн пĕр-пĕринпе çураçса пурăнайман ывăлĕсем хăватлă патшалăха темиçе пая пайласа пĕтерчĕç. Çавна кура пăлхар халăхĕн каллех çĕкленес шанчăк çуралчĕ. Ара, тепре вăй илнĕ улус халĕ хавшанă монгол-тутарсене пăхăнмасан та пултарнă. Çавăнпа вăтăр çул каялла Пулат хан Ылтăн Уртан Атăл тăрăхĕнчи пысăк пайне никама пăхăнман çĕршыв тесе пĕлтерчĕ. Шел, пăртакранах çак çĕршыва кĕрекен Джукету ханĕ ăна пăхăнма пăрахрĕ. Унăн хăйĕн пуç пулса пурăнас килнĕрен вăл тин йĕркеленнĕ патшалăха икке пайларĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Джукету хулине чуп халăхсем — кăпчаксемпе нухайсем пырса тапăнчĕç те тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатрĕç, çунтарса ячĕç.
Çапах унашкал чуп халăхсем кунта килсе тапăнмалла мар пек. Вăйсăртарах-ха вĕсем кунашкал хуласене парăнтарма. Тем тесен те Аслă Пăлхар вăл Джукету мар, самаях вăйлă хӳтĕленнĕ. Хулан тĕп пайне карман теме те юрать. Ун тавра тарăн канав чавса тухнă, тăпринчен тăршшĕпех шал енче чăнкă вал купаланă, ун çине тата тăпра тултарнă пурасенчен çӳллĕ хӳнь хăпартнă. Çук, чуп халăхсем Аслă Пăлхара килсе тапăнас çук. Эппин нивушлĕ Уксах Тимĕрех килет кунталла? Килессе вара такам Вейли килетех. Сутуçсем ахальтен тарса пĕтмен, паллах, вĕсем инкек çывхарнине тискер чĕрчунсенчен çивĕчрех туяççĕ. Çапла, Ылтăн Уртан кăнтăр енче — Кăвак Уртара тепĕр хăватлă çĕршыв çуралнă, ку тĕрĕс. Анчах аякра вăл, Урал юханшывĕнчен тытăнса перссем пурăнакан тăрăхалла тăсăлать теççĕ. Тĕп хули те унăн Аслă Пăлхартан икĕ пин çурă çухрăмри Самаркант шутланать. Чăн та, çав патшалăх пуçĕ Уксах Тимĕр (ун чух вăл уксах та пулман тем) пĕр çирĕм пилĕк çулсем каялла Пăлхар çĕрĕ енне те килсе явăнкаланăччĕ, анчах çийĕнчех пăрахса кайрĕ. Пĕр шутласан, мĕн тума кирлĕ-ши ăна халĕ Аслă Пăлхар? Пулат ăнланнă тăрăх, Уксах Тимĕр хăйĕн патшалăхне кăнтăрти çĕрсене кĕртме, малалла вĕсен шучĕпе хăватланса пыма тăрăшать.
Çапли çапла пулĕ те, сутуçсем те халь-халь кĕсьене кĕрес услама сăлтавсăрах пăрахса тармĕç. Эппин вăрçă килесси çинчен çӳрен сăмах ахальтен тухман. Çавăнпа Пулат икĕ эрне каялла хăйĕн шанчăклă элтеперне Али бека кăнтăралла тăсăлакан мăн çул тăрăх унти чăн лару-тăрăва пĕлсе килме кăларса ячĕ. Инкеке-мĕне лекмесен паян Али таврăнмалла.
Шухăш йĕрне нимĕн те ан кансĕрлетĕр тесе Пулат урама тухрĕ, суд çӳльхӳчĕ умне çитсен чарăнчĕ те икĕ хутлă чул çурта чылайччен тин курнă пек пăхса тăчĕ. Кам шăпине кăна татса паман-ши вăл çакăнта? Айăплисене тăварлă хулăпа çаптарнă, хăш çынсене пуç касса вĕлермелле те тунă. Çапла, Пулат хан çынсене айăплама пултарать-ха. Анчах акă халь, вĕсене айăплама мар, хӳтĕлемелле чухне вăл хăйĕн тивĕçне еплерех пурнăçлĕ?
Таврара вара калама çук тӳлек. Çуллахи кĕске çĕр аниччен вăхăт чылай-ха çапах уйăх хăпарнă ĕнтĕ, шупкан та пулин хăйĕн çинчен аса илтерет. Анăçра çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте хĕвел кĕренĕ тăкăнса сарăлнă та хĕвелĕ хăш тĕле анса ларнине те тĕп-тĕрĕс тавçăрса илме çук. Хĕвел те уйăх, уйăх та хĕвел Çутсанталăкăн вĕçĕмсĕр ылмашăвĕ. Пурнăçра та çавах. Ырри те усалли, усалли те ырри... Вĕсенчен нихăшĕ те яланлăхах упранса юлмасть. Пулат тытса пыракан Пăлхар патшалăхĕн шăпи те çавнашкал. Мĕн кăна курман-ши вăл хăйĕн тăватă ĕмĕр ытла тăсăлакан пурнăçĕнче? Çывăх вăхăтра вара тата тепĕр тĕрĕслев витĕр тухма тивет пулас. Пурнăç тĕрĕслевĕ, истори тĕрĕслевĕ...
Пулат пурçăн халатне хыçалтан аллипе çатăрласа чĕркуççи айĕнче хуçлатрĕ те пусма картлашки çине ларчĕ, шухăша путрĕ. Чылайччен ним хускалмасăр ларчĕ вăл çапла. Ĕнтĕ таврара каç ĕнтрĕкĕ ерипен çĕр сĕмне куçса пычĕ. Çавна май башня хыçĕнчен тухакан шурă ĕмĕлкене Пулат тӳрех асăрхарĕ. Ĕмĕлке утса мар, акăш пек ярăнса шунăн туйăнчĕ. Ун пек çăмăллăн тĕнчере пĕр çын çеç çӳреме пултарать. Вăл — Пулат хĕрĕ Алсу.
— Атте, эсĕ ма халь те çывăрмастăн? — ыйтрĕ патнерех çывхарсан Алсу.
— Алсу, хĕрĕм, эсĕ хăв тата мĕншĕн халĕ те вырăн çинче мар? — терĕ Пулат самантлăха йывăр шухăшсен пусăмĕнчен хăтăлса. — Санăн халĕ иккĕмĕш тĕлĕк курмалла.
Вăл тулли уйăх çутинче хăйĕн юратнă ачине тинкерсе пăхса илчĕ. Чăлт шурă таса пит çинче йăлтăр мăшăр куç, пысăках мар тӳрĕ сăмса, чĕкеç çунатти пек куç харшисем, тин уçăлас кĕл чечек евĕр чăпăрт тута уççăнах палăраççĕ. Хĕр кăкăрĕ çинчи шӳлкеме йăлтăр-ялтăр çиçкелесе илет, хуçин илемне вирлĕрех палăртасшăн тейĕн. Пурçăн тутăр айĕнчен вара çурăм çине хура çивĕт мар, çăлкуçăн чĕр кĕмĕл шывĕ юхса аннăн туйăнать. Алсу — Пулатпа Селиме ачисенчен чи кĕçĕнни, асси. Çавăнпах тем ашшĕпе амăшĕ ăна çав тери юратаççĕ. Эх, мĕн тери телейлĕ пулĕ ăна качча илекен йĕкĕт. Чи пахи — Алсу вăл сăн-питпе те, кăмăл-сипечĕпе те, ăс-тăнĕпе те çав тери чиперри. Ăна çитекенни, тупата, Асла Пăлхар хулинче урăх никам çук.
— Пĕлетĕн-и, атте, манăн халĕ пĕртте тĕлĕк курас шухăш мар. Манăн халĕ тантăшсемпе пулас, вĕсемпе выляс-кулас килет.
— Çук, хĕрĕм. Эсĕ çитĕнсе пыратăн ĕнтĕ, санăн малашне тантăшусемпе выляма-кулма мар, каччăсен куçĕ тĕлне пулма та юрамасть, — асăрхаттарчĕ Пулат.
— Мĕн-ма-ха çапла вăл, аттем?
— Мĕншĕн тесен эпир, пăлхарсем, ислам тĕнне пăхăнса пурăнатпăр. Пĕлетĕн-и, хĕрĕм, вуннăмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пирĕн патшалăха Хазар каганачĕ çав тери хĕсĕрлеме тытăннă. Çавăн чухне пирĕн Алмуш патша Араб халифатĕнчен пулăшу ыйтать. Арабсем вĕсем, хăвах пĕлен, мăсăльмансем.
— Вара мĕн? — хăюсăррăн хирĕçлерĕ Алсу. — Ку вăл хăçан пулнă. Тата мĕнле пулăшнă арабсем пире монголсем тапăннă чухне? Ав чăвашсем те пăлхарсемех. Анчах вĕсем хăйсен тĕнĕпе пурăнаççĕ.
Пулат хĕрĕ çине тăсмалла-и ку калаçăва е вĕçлемелле тенĕн пăхса илчĕ.
— Чăвашсем — хăйне евĕр йăх, — терĕ вара. — Нумаях пулмасть-ха вĕсен пуçĕ Хасан хан пирĕнпех Аслă Пăлхар хулинче пурăнатчĕ, Анчах тем килĕшмерĕ-ши ăна е урăх сăлтава пула вăл пире пăрахса чăвашсен пĕр пайне çурçĕр-хĕвеланăçнелле, сĕм вăрман хӳттине ертсе кайрĕ.
— Тĕлĕнмелле... Эпĕ чăвашсене урăхларах хакланă. Вĕсем вара чăнах та çав териех хăравçăсем-и? — ыйтрĕ Алсу. Сассинчен çакă ăна хытах пăшăрхантарни сисĕнчĕ. — Ахальтен хăйсен ханĕ хыççăн кĕтӳ пек тапранса каяс çук.
— Те хăравçă вăл, Хасан, те çапла майпа хăйĕн йăхне упраса хăварасшăн — ăнланса пĕтер чее çынна. Пĕлетĕн-и, хăй вăхăтĕнче Пăлхар патшалăхĕнче чăвашсен хăйсен улусĕ пулнă. Унăн тĕп хули Сăвар пулнă. Чăвашсене унччен сăварсем тенĕ-çке. Монголсем пире пăхăнтарсан çав хулана тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Ма тесессĕн унта вĕсене пуринчен вăйлă хирĕç тăнă. Чĕрĕ юлнă чăвашсем çавăн хыççăн хăйсене пиртен раснарах тыткалама пуçларĕç.
— Мана вара юлашки вăхăтра вĕсем килĕшме те тытăннăччĕ, — ассăн сывласа каларĕ Алсу. — Темиçе кун каялла эпĕ караван-сарайра пĕр чăваш йĕкĕчĕпе паллашрăм. Вăл каласа панă тăрăх, чăвашсем каччăсемпе хĕрсене тĕл пулма чармаççĕ. Пачах урăхла, вĕсем пĕрле вăйă ирттереççĕ иккен, унта пĕр-пĕринпе алăран алă тытăнса юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ.
«Эх, Алсу, хĕрĕм, çамрăк-ха эсĕ, юлашки вăхăтра темелĕх те пурăнайман. Пирĕн халĕ ташă-юрă çинчен мар, пач урăххи çинчен пуç ватмалла», — шухăшларĕ Пулат, анчах шарламарĕ, вăрăм ӳснĕ шĕвĕрех сухалне çеç шăлкаларĕ. Хăйне хăй ытлашши сăмахран чарнă чухне вăл яланах çапла тăвать.
— Атте, пĕлетĕн-и, ĕнер караван-сарая тепре кайса пăхрăм, — терĕ çав хушăра Алсу, хăй унта мĕншĕн кайнине каламасăр. — Вăл халĕ пуш-пушах тесен те юрать. Китайпа Инди сутуçисем, финн усламçисем пурте кайса пĕтнĕ. Вĕсем çеç-и, çывăхри чăвашсем, çармăссемпе утмăртсем те курăнмаççĕ. Ма çапла вăл?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...