Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ


Унтан вăл тĕп кармана кайрĕ. Ку вăл Аслă Пăлхарăн чи вăйлă çирĕплетнĕ вырăнĕ. Ăна хулан кăнтăр еннерехĕнче туса лартнă, ма тесессĕн ку енчен хулана тапăнма пуринчен меллĕрех. Инçех мар хура вăрман тăсăлса выртать, унпа тăшман çарĕн самай пысăк ушкăнĕ систермесĕр килсе çитме пултарать. Тепĕр тесен, сисейсен те хулан Уксах Тимĕр çарне уйра е вăрманта тытса чармалăх вăй çук.

Пулатпа харăсах тĕп кармана Юсуф та çывăхри ялсенче пухнă йĕкĕтсемпе килсе çитрĕ. Вĕсем çапăçма япăхрах хатĕрленни пĕрре пăхсах курăнать. Нумайăшĕн кӳпе те çук. Юсуф çыннисем йĕкĕтсене васкасах тимĕр хулкансемпе пăлат хĕçсем валеçсе тухрĕç. Вĕсене пăлхарсем, шанчăклăрах пултăр тесе, хăйсемех тăваççĕ. Ара, пăлхар тимĕрĕ-хурçи Багдадра шăратнинчен те пахараххи тĕнчипех паллă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Урал енчи пăлхар-пушкăртсем ăнтараççĕ, хулана тимĕр, хурçă, пăхăр тата ытти металл кирлĕ чухлех кӳрсе тăраççĕ. Вĕсенчен мĕн кирлине ăсталакансем вара Аслă Пăлхарта темĕн чухлех. Кунта тимĕрçĕ лаççисен шучĕ çук.

Пулат хан Али бек нукерĕсем патне те çитсе курчĕ. Вĕсем халĕ учĕсене çапăçăва хатĕрлеççĕ: сĕлĕ параççĕ, шыв çителĕклĕ ĕçтереççĕ. Тимĕр лашисем чылайранпа ĕнтĕ çул çинче, Али учĕсемпе танлаштарсан, вĕсем самай ĕшеннĕскерсем, çакă Али нукерĕсене пулăшма кирлĕ. Тата элтепер кашни юланутçа аркан валеçсе тухнă. Çапăçура çав хатĕр тепĕр чухне сăнăпа хĕçрен ăнăçлăрах пулăшать.

Çук, Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара пит çăмăллăн çĕнсе кĕреймĕ. Хакла ларĕ ăна кунти çĕнтерӳ, питĕ хакла ларĕ. Çапах пăлхарсем тăшман эшкерне тытса чараяс çук, çапла, чараяс çук. Çапла шухăшласа Пулат суд çӳльхӳтне таврăнчĕ. Чăннипе вăл çӳльхӳт кăна мар, икĕ хутлă самай пысăк çурт. Хулари чи шанчăклă вырăн тесе кил-йышне вăл халĕ унта усрать.

Ашшĕне курсанах Алсу ăна хирĕç чупса тухрĕ.

— Атте, манăн та хулана хӳтĕлес килет, — тесе вăл Пулата анратсах ячĕ.

— Эс мĕн аташан? — сивлерĕ хĕрне Пулат. — Тĕнчене култарасшăн-и? Пулат тăхăмне намăса ярасшăн-и? Вăрçă вăрçасси нихăçан та хĕрарăм ĕçĕ пулман, ан та пултăр! Хĕрарăма вăрçă уйне кăларма хăякан арçыннăнне тӳрех пуçне касмалла.

— Вара епле-ха капла? Эсир пурнăçпа вилĕм хушшинче чухне ман нивушлĕ таçти кĕтесре хĕсĕнсе лармалла?

— Хĕрарăм тивĕçĕ вăл — кил-йыша упрасси, тăхăма малалла тăсасси, — ăс пачĕ Пулат. — Эс мĕн, аннӳ пирĕншĕн санран сахалрах пăшăрханать тетĕн-им? Унăн халĕ чунĕ те, чĕри те пирĕннинчен ытларах ыратаççĕ пулĕ. Анчах вăл туйăмне никам умĕнче те палăртмасть, ма тесессĕн хăйĕн тивĕçне питĕ лайăх пĕлет. Сирĕн иксĕрĕн халĕ пĕртен-пĕр чи кирлĕ ĕç — хуларан тухса кайма хатĕрленесси. Халех аннӳ патне таврăннă пултăр! Пулăш ăна!

— Атте!.. — тата тем каласшăн пулчĕ Алсу, анчах Пулат ăна сăмах хушма памарĕ.

— Каланă сана! Аннӳ унта пĕччен нушаланать, эсĕ кунта услапланса çӳретĕн. Пуçтарăр чи кирлĕ япалăрсене. Сире эпĕ ултă лавран ытла параймастăп. Вĕсене те урапа пусăрăниччен тиесе ан лартăр, унсăрăн хăвăрт каяймăр.

Алсу пуçне усса çӳльхӳте кĕрсе кайрĕ.

«Эх, хĕрĕм, кама хывнă эсĕ, — шухăшларĕ Пулат. — Кама пултăр, хамах ĕнтĕ. Манăн юн пĕрчи». Çапла шухăшласа илнĕ хыççăн Пулат чĕри хĕссе-хĕссе килчĕ. Нивушлĕ вăл çав çурхи чечек пек черченкĕ чуна çăлса хăвараймĕ?

Пулат кăшт-кашт апатланса та ĕлкĕреймерĕ, Али бек янă çарăç килсе çитрĕ.

— Хисеплĕ хан, унта... — тăсрĕ вăл аллине тĕп карман енне, — унта тăшман курăнчĕ.

— Халех-и? — чăнласах тĕлĕнчĕ Пулат. — Епле хăвăрт килсе çитрĕç.

Вăл турăх куркипе капăртма татăкне айккинелле хучĕ те кавир çинчен тăчĕ, çӳльхӳтрен хыпаланса тухса тур утне паян миçемĕш хут ĕнтĕ утланчĕ.

Али бек Пулата пусмапа кар хӳнĕ çине ертсе хăпартрĕ. Кунтан тавралăх мĕн вăрман патне çитиччен ал лаппи çинчи пек курăнать. Тепĕр тесен, вăрманĕ инçех те мар, çур çухрăм ытларахрах.

— Авă вĕсем, — нухайкка тытнă аплине тăсса кăтартрĕ Али,

Умра виçĕ çĕр хăлаçра тăшман юланутçисем учĕсене хуллен юрттарса кар тавра иртеççĕ. Шăп пĕр теçетке. Сăнавçăсем пулас, хулана ăçтан тапăнмаллине палăртаççĕ ĕнтĕ, йăвашрах вырăнсем шыраççĕ.

— Çул çинчен пăртак канса илесчĕ, çук, тӳрех лару-тăрăва тĕпче пуçларĕç, — терĕАли.

— Чăнах та, — килĕшрĕ Пулат. — Халĕ кун вăрăм, хула тавра каярах та çаврăнса тухма пулать пек-çке. Çар канашне те Тимĕр тӳрех пухмасть пулĕ-ха, çул çинчен хăйĕн те канса илмелле. Çапах темшĕн питĕ васкаççĕ. Али, итле, эсĕ сых енне хăвăн нукерӳсене хапха патнерех тăрат-ха, кирлĕ самантра тӳрех уя вĕçтерсе тухма пултарччăр.

— Нивушлĕ Уксах Тимĕр çарне кантармасăрах çапăçăва кĕртĕ тесе шутлан?

— Кам пĕлет ăна? Çар ĕçĕ хушнă пек тусан, унăн чăнах та çыннисене вăрăм çул хыççăн ирччен кантармалла. Çавна май эпир те çапăçу ирпе пуçланасса кĕтетпĕр. Енчен Тимĕр, çакна шута хурса, халех, тӳрех тапăнсан? Пирĕншĕн ку пач кĕтмен япала пулĕччĕ. Çавăнпа эсĕ çын ярса хамăр çарăçсене асăрхаттар-ха, халех сыхă тăччăр, — хушрĕ Пулат.

Элтепер хăйĕн пулăшуçине чĕнсе илчĕ, ăна тем ăнлантарчĕ. Лешĕ çавăнтах утне утланчĕ те вырăнтанах сиккипе вĕçтерчĕ.

Тĕшманăн сăнав ушкăнĕ вара Атăл хĕрринелле юрттарчĕ, унтан хула карĕн кукăрĕнче куçран çухалчĕ. Унччен те пулмарĕ, вĕсем сасартăк каллех курăнса кайрĕç. Ку хутĕнче вăрманалла сиккипе вĕçтерчĕç. Ахăртнех Уксах Тимĕр кунашкал ушкăн темиçе те кăларса янă, çавăнпа вĕсем хула таврах саврăнса тăмаççĕ. Эппин Тимĕр темшĕн вăхăта хытă перекетлет. Ырра мар ку, çук, пĕртте ырра мар.

Сăнавçăсем куçран çухалнăранпа чĕрĕк сехет иртрĕ-ши, иртмерĕ-ши — вăрмантан сасартăк тăшман нукерĕсен пысăк ушкăнĕ сирпĕнсе тухрĕ. Хула карĕ патне çывхарнăçемĕн вĕсем айккинелле сапаланса пычĕç, кĕçех пĕтĕм уя кăткăсем пек çăттăн тултарса лартрĕç. Малти ретри юланутçăсем хыçĕнче урапа тĕнĕлĕсем çине хунă вăрăм пусма сĕтĕрекен лашасем курăнаççĕ. Темиçе нукерĕ тата çунакан çуткăç тытса пырать. Эппин тăшмансем кар патне çывхарсан çĕмренсем тивертсе пеме хатĕрленеççĕ, йывăç пурасене çунтарса çул уçасшăн.

Пулат Али бекенне çаврăнса тăма та ĕлкĕреймерĕ, элтепер: «Эпĕ кайрăм», — терĕ те нукерĕсем патне чупса анчĕ, çав хушăрах хуралçăсене хапха уçма хушса кăшкăрчĕ. Ĕнтĕ сыхă тăнă çарăçсем самантрах учĕсене утланчĕç те хапха яри уçăлса çитессе кĕтмесĕрех уялла вирхĕнсе тухрĕç. Уй вĕсем лашасене оп-оп-оплатса та шăхăрса хăваланă, хаяррăн кăшкăрашса харпăр хăйне хавхалантарнă шавпа тулчĕ. Çӳлтен Али нукерĕсем Пулата анлă Атăла пырса кĕрекен пĕчĕк шыв юххи пек туйăнаççĕ. Вĕсем тăшманăн вышкайсăр йышлă эшкерне çурмалла пайласа уйăра пуçларĕç. Акă пăлхарсем Уксах Тимĕр çарăçĕсене сăнăпа тирме, хĕçпе касма тытăнчĕç. Чăн та, сăннисем часах хуçăлса пĕтрĕç, çапах унччен Али нукерĕсем вĕсемпе чылай тăшмана витерсе тĕп тума ĕлкĕрчĕç. Вара хĕç вĕççĕн тытăçу пуçланчĕ. Кунта ĕнтĕ кам вăйлăрах та йăрăрах, çавă чĕрĕ юлать. Çакăнпа пĕрлех хĕç вĕççĕн тытăçакансем хыçĕнчи пăлхар нукерĕсем Тимĕр çарăçĕсене арканпа çаклатса ут çинчен турта-турта антараççĕ. Капла вĕсене касса пăрахма самай меллĕрех.

Хулана хӳтĕлекенсене сасартăк тапăнса анратма ăнтăлнă тăшман, пăлхарсенчен кунашкал чăрсăрлăха кĕтменскер, пирвай хăй аптраса тăчĕ. Али нукерĕсем çак самантпа самай усă курса юлчĕç. Анчах кĕçех тăшмана та чун кĕчĕ. Вара уйра хаяртан хаяр çапăçу пуçланчĕ. Хурçă хĕçсем пĕр-пĕринпе çапăнса чанклатни, çарăçсем пĕрисем хаяррăн кăшкăрашни, теприсем аманнипе йынăшни, чĕвен тăран лашасем тулхăрни-хартлатни пĕр евĕр шава пĕрлешсе кайрĕç те çакна пăхса тăракан Пулат пĕтĕм ӳт-пĕвĕ канăçсăррăн сăрлатма тытăннине, чунĕ сӳлесе кайнине туйрĕ. Ăслă-тăнлă этемлĕхе тивĕç мар хăрушă, тискер курăм. Анчах нимĕн тума çук.

Çапăçу уйĕнчи лару-тăру вара куç умĕнчех улшăнса пырать. Али бек нукерĕсем иртнĕ тăрăхра халĕ талккишпех вилнĕ е аманнă çынсем выртаççĕ, теприсем тата упаленсе те уксахласа айккинерех пăрăнма хăтланаççĕ. Вуншар мар, çĕршер ĕнтĕ вĕсем. Ытларах хура тумлă тăшман çарăçĕсем выртса юлаççĕ. Анчах вĕсен хушшинче сăрă тумлисем те чылай. Çавна май ахаль те йышлах мар пăлхарсем уйра сахалрах та сахалрах курăна пуçларĕç. Кăна Али те асăрхарĕ пулас, вăл хĕç тытнă аллине çĕклесе темиçе хут çавăрса илчĕ те унăн нукерĕсем ерипен карман еннелле чакма тытăнчĕç. Хапха хуралçисем вĕсене кĕтсе тăнă ĕнтĕ, çитнĕ юлташĕсене хăвăртрах кĕрсе тарма хапхин çуррине уçса та хунă. Хӳнь çинчи тĕкĕрĕçсем вара тăшман нукерĕсене, вĕсем пăлхар çарăçĕсемпе пĕрле хулана кĕрсе ан кайччăр тесе, çӳлтен çĕмренсемпе ăшалаççĕ.

Кĕçех уйри шав шăпланса-шăпланса пычĕ те пăч пĕтрĕ. Тăшман çарăçĕсем, вилнисемпе аманнисене пуçтарса, каялла вăрмана кĕрсе кайрĕç. Али бек нукерĕсем те хапхаран тепре тухса вилнĕ тата аманнă юлташĕсене пуçтарса кĕчĕç, вара хăшĕ аманнă юлташĕсене пулăшрĕ, хăшĕ хĕрсе кайнă лашасене лăплантарчĕ. Али хăй, суранланнă хулне утнă май шурă пусмапа туртса çыхса, Пулат патне хăпарчĕ.

— Пăртаклăха тытса чартăмăр та-ха, — терĕ вăл сывлăш çавăрса, — анчах пирĕн тек тухма юрамасть. Эпир уйра кăткă йăви çине лекнĕ кăпшанкă пек çеç. Сан вара, Пулат хан, Суд çӳльхӳтне таврăнмалла тесе шутлатăп. Эпĕ çар пуçĕсене пур хыпара унта çитерме хушса хăварнăччĕ. Çавăнпа хулан пĕтĕм хӳтĕлевне йĕркелесе пымашкăн эсĕ башньăра пулни меллĕрех.

Кăна Пулат хăй те ăнланать, çавăнпа вăл элтепера ыталаса тав турĕ те пĕр сăмах шарламасăр анса кайрĕ. Анчах анса çитеймерĕ, çур çулта тăп! чарăнчĕ те васкасах каялла, Али патне хăпарчĕ.

— Хан, итлетĕп сана. Эсĕ мана тем каласшăнччĕ-и? — кĕтсе илчĕ ăна элтепер.

— Çапла... — Пулат Али умне пите-питĕн пырса тăчĕ. — Санран пытарма кирлĕ мар. Тепĕр тесен эсĕ кăна хăв та лайăх ăнланатăн. Тен, паянхи кун маншăн ку тĕнчери юлашки кун пулĕ.

— Пулат хан!

— Ан шавла! — чарчĕ элтепере Пулат. — Çук, эпĕ хамшăн пĕртте пăшăрханмастăп. Çут тĕнчере ытлашшипех пурăнтăм, ыррине те, усаллине те çителĕклех курнă. Анчах манăн малаш пирки шухăшламалла-çке. Пирĕн йăх ан пĕттĕр тесе мĕн май килнине пĕтĕмпех тумалла.

— Ăнланатăп, — килĕшсе пуç сулчĕ Али.

— Темле çав, ăнланайăн-ши... Эсĕ мана, тепĕр тесен ыттисем те Пулат хан хăйĕн кил-йышĕшĕн çеç тăрăшать теме пултараççĕ. Манăн шухăшăм вара пĕтĕм пăлхар халăхĕ çинчен. Ан тив, паян эпир Уксах Тимĕре çĕнтереймесен те халăхăмăрăн малашлăх шанчăкне сӳнме, никĕсне пĕтме памалла мар. Çавăнпа эпĕ ывăлăмсене упраса хăварасшăн. Вĕсен-çке-ха ӳлĕм манăн ĕçе малалла тăсма тивĕ. Пĕр сăмахпа, эпĕ вĕсене амăшĕпе йăмăкне ăсатас йӳтĕмпе чăвашсем патне ăсатасшăн. Ĕлкĕрейсен...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9