Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е профессор «йăнăшĕ»
— Ларăр, Василий Георгиевич! — алă тытнă хыççăн сĕтел хушшине чĕнчĕ ученăя секретарь.
Çав хушăра халиччен асăрхаман аяккинчи стенана касса тунă алăк уçăлса кайрĕ те ампар пек пысăк пӳлĕме френч тăхăннă атăллă çын пырса кĕчĕ.
— Лар, Иван Петрович! — хушрĕ ăна обком секретарĕ, сĕтел урлă тĕпчевçе хирĕç лартнă пукан çине кăтартса.
Обком секретарĕн помощникĕ ним сăмах каламасăр каялла тухса кайрĕ. Ыттисем «т» саспалли пек тунă сĕтелсен хушшине ларчĕç. Егоровпа Иван Петрович хире-хирĕç, обком секретарĕ тĕпчевçĕрен сулахай енче, хăйĕн хăпартса тунă пуканĕ çинче.
Френч тăхăннă атăллă çын никампа та нимĕн те калаçмарĕ, Егоров çине сиввĕн çеç пăхса илчĕ те таçтан папка туртса кăларса сĕтел çине хучĕ.
«Мана арестлесе тытса каяканни çакă пулать ĕнтĕ», — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ тĕпчевçĕ пуçĕнче.
— Мĕнле тĕпчев ĕçĕ çыратăр, Василий Георгиевич? — пуçран туяпа çапнă пек янăраса кайрĕ çав хушăра обком секретарĕн сасси.
Пач! урăхла калаçу пуласса кĕтнĕ ученăя ку ыйту аптратсах ӳкерчĕ.
— Мĕн, наука ĕçĕнчи вăрттăнлăх мар пуль те? — кулса ячĕ тĕпчевçĕ аптраса ӳкнине курса обком секретарĕ. — Эпир сирĕнпе кăштах хăшпĕр ĕçсем пирки калаçасшăнччĕ, çавăнпа ыйтатăп.
— Çук, нимĕнле вăрттăнлăх та мар, — хуравларĕ вара Егоров. — Эпĕ доктор ĕçĕ валли диссертаци çыратăп.
— Теми мĕн ятлă?
— «Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении» тесе ят патăм ăна.
— Хăçан çырса пĕтеретĕр?
— Кăçал пĕтерсе хӳтĕлеме тăратас пулать. Çитес çул хӳтĕленмелле.
— Питĕ аван, — кăмăллă пулчĕ обком секретарĕ. — Василий Георгиевич, акă, мĕн, унта сирĕн историллĕ пай пулать-и?
— Кăшт çеç. Кĕскен калани.
— Иосиф Виссарионовичăн «Марксизм и вопросы языкознания» ятлă генилле кĕнекен пĕлтерĕшĕ пирки çырни пур пуль?
«Çакăн пирки çеç чĕннĕ-ши? — савăнса кайрĕ тĕпчевçĕ. — Эх, чăнах та, вăл кĕнекене асăнмасăр иртсе кайма çук. Уйрăм сыпăк çырасах пулать...»
— Мĕн, çырман-ха тесе каласшĕн мар пуль те? — сиввĕн, çичĕ ютăн илтĕнчĕ секретарь сасси. Тĕпчевçĕ тӳрех хуравламаннипе вăл çапла, тăшманла асăрхаттарас терĕ пулас.
Çакна илтсен, хирĕç ларакан френч тăхăннă атăллă çын хăпăл-хапăл умĕнчи папкине уçрĕ те авторучка туртса кăларса тем çырма тытăнчĕ.
Василий Георгиевич çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Текех чĕнмесĕр тăма юраманнине ăнланчĕ вăл.
— Ахалех апла калатăр, — терĕ кӳреннĕн. — Иосиф Виссарионовичăн генилле ĕçĕ пирки çырнă эпĕ, — ним вăтанмасăр суйрĕ вăл. — Тĕпчев ĕçĕн пуçламăшĕнчех. Уйрăм пай тусах. Иосиф Виссарионовичăн генилле ĕçе вăл пирĕншĕн, чĕлхе тĕпчекенсемшĕн, çул кăтартакан ĕмĕрне сӳнми маяк пек, хĕвел пек, çăлтăр пек, — хăйне чĕлхинчен такам туртнă пек пакăлтатсах, ним вăтанмасăр çуйсах, калаçма тытăнчĕ ученăй.
Çав хушăрах хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ те. Ара, ĕмĕрĕнче те вăл кун пек суйса курман. Мĕн амакĕ ăна çапла чĕлхерен туртрĕ-ши паян? Çак НКВД çыннинчен хăранипе-ши?
— Вăт, ку тĕрĕс, — ученăй сăмахĕсене илтсен савăнчĕ обком секретарĕ. Унăн сасси çемçелчĕ. — Эсир, Василий Георгиевич, политикăлла ыйтусене ăнланасса яланах шаннă эпĕ. Çапах та тата тепĕр ыйту пур-ха манăн. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем «Ылтăн Пăлхар самани» тесе лăпăртатаççĕ. Чăвашсем пăлхарсенчен пулса кайнă теççĕ. Çавсене хирĕç çырас пулать, Василяй Георгиевич! Тĕрессине калас пулать...
— М-м-мĕнле тĕрĕссине? — тĕлĕнчĕ Егоров. — Ара, чăвашсем чăнах та Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕсем-çке-ха!.. Чăваш чĕлхи Атăлçи пăлхарсен чĕлхин пĕртен-пĕр тӳрĕ тăсăмĕ!..
Обком секретарĕ, тĕпчевçе шелленĕн, пуçне енчен-енне сулса илчĕ.
— Чăнах, ку чăнлăхран ниепле те пăрăнса каяймастăн, — хĕрӳленсе калаçма тытăнчĕ Егоров. — Тутар тĕпчевçи Фейзханов та çакнах çирĕплетет. Ашмарин профессор та! Смирнов профессор та... — Вăл çак темăпа ĕçленĕ, çак шухăша хăйсен тĕпчевĕсенче çирĕплетнĕ ученăйсен ячĕсене хут çинче вуланă пек калама тытăнчĕ. — Нимĕçсен тĕпчевçисем те, финсемпе венгр ученăйĕсем те çак шухăша çирĕплетеççĕ. Татищев та, Карамзин та çакăн пек шухăшлаççĕ — Василий Георгиевичра тĕпчевçĕ чунĕ тапса тухрĕ. — Чăваш чĕлхи ытти тӳрк чĕлхисенчен «з» вырăнне «р», «ш» вырăнне «л» каланипе уйрăлса тăрать. Вĕсене ротацизм тата ламдаизм теççĕ. Авалхи пăлхарсен палăкĕсем çинче чăвашла çырнă. Çав ротацизм тата ламдаизм паллисемпе...
— Йăнăшать! — Егорова хирĕç ларакан çын çине пăхса, питĕ шелленĕн каларĕ обком секретарĕ. — Эх, епле йăнăшать!..
— Йăнăшĕсем нумай çав унăн, — хушса каларĕ лешĕ. — Эпир, органсенче ĕçлекенсем, Василий Георгиевич йăнăшĕсене питĕ лайăх пĕлетпĕр. Тепĕр тесен, вĕсем çинчен хаçатра та сахал мар çырнă.
— Аса илтерĕр-ха, Иван Петрович, аса илтерĕр, — темшĕн савăннă пек пулчĕ обком секретарĕ. — Сирĕн унта çав статьясем пур пуль...
— Пур, — хутсем айĕнчен хаçатсем туртса кăларчĕ лешĕ.
— Акă, чăн-чăн марксист Кутяшов унăн Мускавра тухнă «Введение в изучение чувашского языка» кĕнеки пирки питĕ тĕплĕ çырнă. Хăйĕн статйине вăл, тĕплĕнрех каласан, Кутяшов юлташ, «Идеалистическая стрепня в изучении чувашского языка» тесе ят панă.
— О-о, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ обком секретарĕ. — Ку вăл, эппин, вăтăрмĕш çулсенчех пулнă.
— Василий Георгиевич кĕнеки вăтăрмĕш çулта тухнă. Кутяшов статйи вара 1931 çулта.
— Унта мĕн тесе çырни пур-и сирĕн? Вуласа парăр-ха, Иван Петрович.
Обком секретарĕн сасси пĕр-пĕр пысăк çĕнтерӳ тунă çынăнни пек илтĕнчĕ. Çав хушăра френч тăхăннă атăллă çын Егоров çине питĕ сиввĕн пăхса илчĕ те хулăм саспа вулама тытăнчĕ:
«Старая буржуазно-националистическая интеллигенция продолжает еще занимать определенное место среди культурных кадров и пытается отстаивать свои старые позиции, приспосабливаясь к новым условиям. Буржуазно-националистическая интеллигенция в своей идеологической работе через печать, через кафедры вузов и низовых школ среднею типа, через все преграды нередко преподносит учащейся молодежи антисоветские, националистические идеи».
— Тĕрĕс каланă, — хăй ку шухăшпа килĕшнине пĕлтерчĕ секретарь. — Иван Петрович, сирĕн Василий Георгиевичăн çав «идеалистическая стряпня» тесе хакланă кĕнеки çук-и?.. Мĕскер çырать вара вăл унта.
— Пур, — папкинчен Егоров кĕнекине туртса кăларчĕ лешĕ. — Акă, ытла хулăмах та мар ку кĕнеке. Анчах тăшманла шухăшсем унта нумай.
— Хăшпĕр йĕркесене вуласа памăр-ши?
Иван Петрювич текенни вара хăй умĕнчи кĕнекине уçрĕ те:
— Вулатăп, — терĕ. Вара вулама тытăнчĕ:
«Однако чему же человек обязан всеми своими достижениями? Что поставило его в такие исключительные условия? Конечно, язык, выработавшийся на основе коллективных трудовых процессов. Язык теснее обьединяет людей и создал общественную жизнь, язык усилил их умственные способности, язык выявил в них творческую возможность и создал науки и искусство... Язык является главным двигателем культуры. Не будь языка, не было бы всех культурных достижений наших дней и, весьма возможно, что человечество оставалось 6ы на положении дикарей, пользующихся для общения друг с другом языком жестов и нечленораздельных криков. Благодаря именно языку человек стал человеком...»
— Тĕрĕс мар, — терĕ обком секретарĕ. — Ку йĕркесем мана та килĕшмеççĕ. Питĕ, питĕ тĕрĕс мар çырнă, Василий Георгиевич!.. Кун пек юрамасть!..
— Кутяшов вара çапла вывод тăвать, — терĕ малалла Иван Петрович. — Акă, итлĕр: «Ясно, что Егоров не может быть яфетидологом, когда у него идеология правит миром: «Язык является главным двигателем культуры».
— Кунпа вара килĕшмелле, — терĕ обком секретарĕ. — Кутяшов çырни пирки калатăп эпĕ. Кутяшов вăл чăн-чăн марксист. Василий Георгиевич вара, чăнах та, пирĕн идеологине хирĕç ĕçлекен çын пулса тăрать. Паллах, ятарласа, ăнланса та мар пулĕ-ха ĕнтĕ. Тавракурăмĕ, ăнланăвĕ çитменнипе. Пурнăçран юлса пынипе.
Обком секретарĕпе НКВД çынни çапла калаçса ларнине Василий Георгиевич тĕленсе итлерĕ. Ăна çак япала чăн пулни мар, темĕнле ытла ăслах мар режиссер шутласа кăларнă япăх спектакль пек туйăнчĕ.
— Юлашкинчен вывод туни те питĕ кăсăк, — терĕ çав хушара НКВД çынни.
— Эппин, ăна та вуласа парăр-ха, — хушнă пекех каларĕ обком секретарĕ.
«Эти слова автора книги, — вулама тытăнчĕ Иван Петрович текенни, — ничуть не говорят еще, что он приемлет яфетидологию и применяет ее в своей работе. Это — лишь маскировка всей идеологической установки. Под прикрытием марксизма и материалистической лингвистики — яфетидологии — он протаскивает в лингвистику идеализм».
НКВД çынни чарăнса тăчĕ, ытлашши тарăхнипе, Егорова çапла тери тăшманла тискер ĕçсем тунăшăн курайманнипе чыхăнса кайнă пек пулчĕ. Хăйне сывлăш таçитменнине кăтартма тăрăшрĕ вăл. Кĕх-хĕм, кĕх-хĕм! туса ӳсĕркелем пекки туса илчĕ те çапла хушса каларĕ:
— Ку çеç çитмест, тата пирĕн тăшмансен лагерьне кĕрсе ӳкнĕ хăйне ученăй текен Егоров çапла çирĕплетсе хурать: «Раз язык является идеологической надстройкой над социально-экономической формацией, раз звуковые явления являются следствием производственной деятельности социально-организованного человека, классового общества, то он ни в коем случае не может быть в роли «главного двигателя культуры». Это утверждение автора означает, что не «бытие определяет сознание», а наоборот... Следовательно, Егоров является махровым идеалистом».
НКВД çынни тĕпчевçĕ çине «Эсĕ пирĕн тăшман! Тăшмана вара пирĕн ним юлми тĕп тумалла!» тенĕн тепре сиввĕн пăхса илчĕ те секретарь енне çаврăнчĕ:
— Чи юлашкинчен хушса хуни те кăçăк: «Методология Егорова исходит именно от догматического богословия».
Егоров, çаксене илтсе, ним сăмах чĕнме пĕлейми ларчĕ, ун çамкине сип-сивĕ тар тапса тухрĕ.
— Эсир тĕн академийĕ пĕтернĕччĕ-и-ха, Василий Георгиевич? — кăсăкланнăн ыйтрĕ обком секретарĕ, ученăя айăпласа çырнă юлашки йĕркесене илтнине аса илсе.
Аптраса ӳкнĕ тĕпчевçĕ нимĕн те калаймарĕ, пуçне ухса çеç, обком секретарĕ калани тĕрĕссине пĕлтерчĕ.
Обком секретарĕ çакна асăрхарĕ, кулам пекки турĕ те хăйĕн тискер вăййине малалла тăсма шутларĕ:
— Иван Петрович, тен, Василий Георгиевичăн çак ĕçĕнче çеç çавăн пек йăнăшсем пур пуль...
— Э-э, çук, — савăнсах хирĕçлерĕ НКВД çынни. — Акă, унăн ытти тĕпчев ĕçĕсен политикăлла йăнăшĕсем пирки те тем чухлех кунта. 1937 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче «Красная Чувашия» хаçатра Василий Долгов писатель ун çинчен «О политически вредном словаре» текен питĕ талантлă статья пичетлесе кăларнă. Мĕн çырать-ха вăл, пирĕн паллă марксист Василий Долгов, хăйĕн çак статйинче? Вулатăп: «Чувашско-русский словарь» В.Г.Егорова, выпущенный в 1935 году Чувашским научно-исследовательским институтом социально-культурного строительства и Чувашиздатом, является ярким примером того, как буржуазный национализм ищет щели для того, чтобы свой контрреволюционный яд направить к трудящимся массам и тем самым подорвать дружбу между народами СССР».
— М-да... вăйлă каланă... Çапах та мĕншĕн айăплать-ха ăна Долгов? — ыйтрĕ обком секретарĕ, хăй те кăштах пăтрашăннине кăтартса, «паллă марксист» мĕн çырнине кирлĕ таран ăнланса çитеймесĕр.
— Долгов ун пирки питĕ тĕплĕн каланă, — терĕ НКВД çынни. — Вулатăп: «...автор хочет сказать, что чувашский язык это какой-то особый, обособленньй язык, что он не может быть похожим на русский язык, язык пролетарской революции, — çырать вăл Егорова айăпласа. — Автор словаря характерную особенность чувашского языка видит еще в так называемом законе сингармонизма. Он не видит того, что этот закон уже более не является характерной особенностью; он не только «начинает утрачивать свою силу», но он ее уже утратил. Это отрицают только националисты.»
Обком секретарĕ, тарăн шухăша кайнăн, маччаналла пăха пуçларĕ.
— Иван Петрович, — терĕ вăл чылай вăхăт иртсен, çаплах çӳлелле пăхса, — сирĕн вывод мĕнле вара?
— НКВД çапла шутлать, — ура çине тăчĕ лешĕ. — Егоров гражданин — ура тупанĕнчен пуçласа пуç тупи таран буржуазла националист, халăх тăшманĕ. Халăх тăшманĕсен вырăнĕ ăçтине эсир хăвăрах пĕлетĕр... Ман шутпа ăна, Егоров гражданина, халех...
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — чарчĕ çакскере обком секретарĕ, — Иван Петрович, мĕншĕн ку териех вара?.. Василий Георгиевич вăл хамăр çын. Ну, йăнăшĕсем пулнă унăн, пĕлетĕп. Халĕ вара вăл пирĕн союзник. Хăй кĕнекинче вăл чăваш халăхĕ епле пулса кайнине те пĕлсе питĕ тĕрĕс çырса кăтартать. Паллах, автохтонность теорине тĕпе хурать. Çапла-и, Василий Георгиевич?..
Хăи те сисмерĕ тĕпчевçĕ, ара, унра хăйне хăй упрас туйăм вăй илчĕ пулмалла, обком секретарĕпе килĕшсе, пуçне ухрĕ.
— Акă, куртăр-и, — савăнса кайрĕ обком секретарĕ, — суя пăлхар теорийĕ пирки те мĕн кирлине калать вăл. Тĕрĕс-и, Василий Георгиевич?
Егоров каллех, хăй те сисмерĕ, пуçне ухса, унпа килĕшнине пĕлтерчĕ.
* * *
Сĕтел çинче алçыру выртать. Ку вăл Василий Георгиевичăн доктор ятне илес тесе хӳтĕленмелли диссертаци. Çакăн çинчен ыйтса пĕлчĕ ĕнтĕ обком секретарĕ. Пĕтĕмпех хатĕрччĕ вăл. Анчах... каплахаллĕн ăна ниçта та яма юрамасть. Çакна паян Чăваш обкомĕнче питĕ лайăх ăнланчĕ Василий Георгиевич. Енчен те хăйне наука валли, пуласлăх валли упраса хăварас тесессĕн, унăн кунта çĕнĕ сыпăксем хушас пулатъ.
Василий Георгиевич аллине авторучка тытрĕ те сĕтел хушшине ларасшăн пулчĕ. Çук, тӳрех лараймарĕ. Мĕнле-ха вара? Çак вырăна ларса вăл мĕн чухлĕ чăн-чăн наука ĕçесем çырнă!.. Ку вырăн — таса вырăн, суяпа ăна варлама пултараймасть вăл.
Тĕпчевçĕ вара хучĕсене илчĕ те кухньăна кайрĕ, вĕсене унта сарса хучĕ, пукан çине ларчĕ. Таса хут илчĕ. Хăйĕн ĕçĕ йĕркеллĕ вĕçлентĕр, хăйне наука валли сыхласа хăварас тесен, унăн çĕнĕ сыпăксем çырмалла. Пĕрремĕш хут листи çĕнĕ сыпăк ятне çырса хучĕ: «Значение труда И.В. Сталина «Марксизм и вопросы языкознания» в деле изучения истории и языка чувашского народа». Тепĕр хут листи çине çĕнĕ сыпăк ятне çырчĕ — «Теория булгарского происхождения чуваш и ее несостоятельность».
«Çакăнпа çитет пуль», — тенĕн шухăша кайрĕ, юлашкинчен çапах та тепĕр хут листи илчĕ те ун çине виççĕмĕш сыпăк ятне çырса хучĕ: «Теория автохтонности чуваш на территории Среднего Поволжья».
* * *
1954 çул. Октябрь уйăхĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпа иккĕмĕш уйăх пырать. И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институчĕн студенчĕсем кирек мĕнле аудиторинче те Василий Георгиевича хаваспах кĕтсе илеççĕ. Çапах та пуринчен ытла профессор пĕрремĕш курсра вĕренекен чăваш уйрăмĕнчи ачасем патĕнче пулма юратать. Паян та вăл, акă, весене «Хальхи вăхăтри чăваш чĕлхи» темăпа лекци вуласа пачĕ. Ачасем пурте çăвар карсах итлеççĕ.
— Тата икĕ минут юлчĕ, — терĕ юлашкинчен профессор. — Мĕскер те пулин ыйтса пĕлмелли пур-и?
— Пур, — малти ĕретри çутă куçлă пысăк çамкаллă ача ури çине тăчĕ.
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — тĕлĕнчĕ Василий Георгиевич, — ара, эсир халиччен ку ушкăнра пулман.
Профессор студентсене хисеплесе, «эсир» тесе чĕнет.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа студент, — эпĕ тĕрлĕ сăлтава пула иртнĕ эрнере çеç вĕренме тытăнтăм. Çавăнпа манăн сиртен ыйтса пĕлмеллисем пур.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...