Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е профессор «йăнăшĕ»
— Эплин, эсир мана, атьăр, киле çити ăсатса ярăр, — сĕнчĕ профессор. — Çул çинче калаçăпăр...
Çамрăк çын профессора килĕшрĕ. Унăн ыйтусем нумай иккенни вăл мĕнле калаçнинченех паллă.
Студентпа ватă профессор институт картишĕнчен тухрĕç те урам тăрăх анаталла утса кайрĕç.
— Ялти учитель мана сирĕн «Современный чувашский литературный язык» кĕнекере парнеленĕччĕ, — терĕ студент. — Мана вăл кĕнекере уйрăмах чăвашсем ăçтан пулса кайни пирки çырни кăсăклантарать. Унта эсир автохтонность теорине тĕпе хуратăр. Эпир нимĕнле пăлхарсем те мар тетĕр... Анчах паянхи лекцийĕрте вара, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхи Атăлçи пăлхарсен чĕлхин тăсăмĕ иккенне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕр. Мĕнле ăнланмалла çакна, профессор? Тен, эсир маларах ăнлантарса та панă пуль те. Эпĕ ун чухне пулман...
Василий Георгиевич, чарăнса, çамрăк çине тĕленсе пăхрĕ.
— Çыратăр-и? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕскер? — ăнланмарĕ çамрăк.
— Çыратăр-и, тетĕп. Сăвăсем çыратăр-и? Пĕлетĕп: ку ушкăнра вĕренекенсем пурте çыраççĕ.
— Çыратăп, — хуравларĕ студент. — Анчах сăвăсем мар. Эпĕ истори хайлавĕсем çыратăп...
— Истори хайлавĕсем! — тĕлĕнчĕ профессор, — Эппин, сире уйрăмах истори кăсăклантарать. Çапла-и?
— Çапла , профессор, — килĕшрĕ çамрăк. — Тăван халăх историне тĕпчесе, ун çинчен историлле повеçсемпе романсем çырас килет манăн. Хамăр халăх историйĕнчи чи курăмлă самантсене илемлĕ чĕлхепе, сăнарлăн, ăнланмалла çырса кăтартас тетĕп, Çавăнпа ĕнтĕ çакăн пек ыйтусем паратăп та.
— Мĕн те пулин çырни пур-и?
— Пур.
— Эппин, çавсене илĕр те ыран ман пата киле пырăр. Эпĕ сире хам кĕнекере çырнипе лекцире каланисем мĕншĕн пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине пĕтĕмпех ăнлантарса пама тăрăшăп...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...