Шурă акăш çулĕ :: Хусана парăнтарни
1
Апат çинĕçемĕн татах çиес килет теççĕ вырăссем. Тăваттăмĕш Иван патшапа Макарий митрополитăн та çавнашкалах пулас. Вĕсем Раççей çумне Хусан ханлăхĕн Атăлăн сылтăм енчи çĕрĕсене пĕрлештернипех çырлахман, тутарсен патшалăхне вуçех тĕп тумашкăн шут тытнă. Ăна-кăна ăнланакансем çакна малтанах сиснĕ. Çапах мĕн тăвăн... Хăйсен ĕмĕчĕпе хĕрсе кайнă вырăс патшипе митрополит Мускава пĕтĕмпех пăхăннă Шах-Гали хана та итлеме пăрахнă. Çапла хан, хысна çӳхелсех пынине курса, ханлăхăн Раççей шутне кĕнĕ сылтăм енче те халăхран хăйне валли хырçă пухмашкăн ирек ыйтнă. Анчах патша шарт та март килĕшмен. Çакă хана йывăр лару-тăрăва кĕртсе ӳкернĕ.
Хура халăх ахаль те ятлă-сумлă çынсем вырăссемпе тунă килĕшĕве хирĕç пулнă. Хан çынсене текех нимĕнпе те пулăшма пултарайманни çак кăмăлсăрлăха пушшех çивĕчлетсе янă. Хусанта унта та кунта пăлхавпа вĕçленес пухусем иртнĕ. Вĕсенче хура халăх вырăссем туртса илнĕ çĕрсене Хусана каялла тавăрса пама ыйтнă. Шах-Гали правительстви ĕнтĕ нимĕн тума пĕлмен. Пĕр енчен Мускава пăхăнмаллах, тепĕр енчен патшалăха куç кĕрет пĕтерсе хунине те йышăнма чун туртман. Юлашкинчен юпа уйăхĕнче правительствăра ĕçлекенсем те пĕр-пĕринпе килĕштерме пĕрахса икке пайланса кайнă. Вырăссене пуçĕпех парăнассине хирĕç тăракансене Çĕпĕр ханлăхĕнчен килнĕ бек! ертсе пынă. Çынни вăл хĕрӳскер пулнă, тăвас ĕçе ырана хăварма юратман, кĕçех нухайсемпе каварлашма та тытăннă. Анчах вĕсене такам сутнă пулинех, çĕнĕ кавар çинчен вырăссемпе Шах-Гали çыннисем пĕлнĕ те каварлашакансене çав тери тискеррĕн тавăрнă. Нимĕн те чухламан пек туса хан каварлашакансене хăйĕн керменне чаплă ĕçке чĕннĕ. Хăнасем нумаях та ĕçме-çиме ĕлкĕреймен, хан майлă бексем хайхи вĕсене каса-каса вĕлерме тытăннă. Картишне тарса тухма ĕлкĕрнисем те çăлăнайман, вĕсене кунта хан керменне çавăрса илнĕ вырăс стрелецĕсем кĕтсе тăнă. Шах-Галие хирĕç тăракансенчен хăшĕсем çав каç хăнана пыманнисем те пулнă. Вĕсене хан çыннисем килĕсене кайсах вĕлерсе пĕтернĕ. Çапла Хусан самантрах çичĕ теçетке сумлă çынсăр тăрса юлнă. Сахалăшĕ кăна çеçен хире нухайсем патне тарса хăтăлма ĕлкĕрнĕ.
Çакнашкал лару-тăрура вырăс патшин парăнтарнă халăха хĕсĕрлеме вăхăтлăха та пулин тăхтамаллаччĕ пек ĕнтĕ. Анчах Тăваттăмĕш Иван çамрăк пулнă çав, унăн Хаяр Иван ятне илес вăхăт ун чухне çитеймен-ха. Макарий митрополит хĕтĕртнипе патша тутарсене мăшкăл пек туйăнакан тата тепĕр утăм тума палăртать. Вăл Хусана хăйĕн наместникне лартма, ун хыççăн ханлăха пĕтĕмпех вырăс патшалăхне кĕртме шут тытать. Çак тĕллевпе 1552 çулхи нарăс уйăхĕнче Хусана вырăс элчи Адашев дворянин тухса каять. Шăпах ĕнтĕ Хусана пăхăнтармалли плана хатĕрлекен çын. Çав планпа халĕ Шах-Галие престолран кăларма вăхăт çитнĕ. Хан патша наместникне хирĕçлеме хăяйман, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче унпа Хусантан Свияжска тухса кайнă. Хăйпе пĕрле вăл тата бексемпе мăрсасене сакăр вун тăватă çын илсе кайма пултарнă, вĕсене пурне те вырăссен аллине панă.
Çапла вара Адашевпа Шах-Гали ханлăха пуçсăр тăратса хăварнă тесе шутлаççĕ те халăха Тăваттăмĕш Иванăн Хусан ханне вырăнтан кăларса ун вырăнне патша наместникне лартасси çинчен калакан грамотипе паллаштараççĕ. Çавăнпа пĕрпех пур тутарăн та вырăс патшине пăхăнса пурăнмашкăн сăмах памалли çинчен пĕлтереççĕ. Патша грамотине вуласа панă чухне халăх пăлханманран-ши наместник Микулинский кнеç хăйне тутарсем йышăнчĕç тесе шутăнă пулмалла, Шах-Гали керменĕнче ятлă-сумлă бексемпе мăрсасене вĕлерсе пĕтерне хыççăн виçĕ кунранах вăл хăйĕн çыннисемпе тата çар отрячĕпе Свияжскран Хусана куçма шут тытать. Çав отрядра Шах-Галипе пынă тутарсем те чылай пулнă.
— Наместник, эпир Хусана каясса каятлăр та-ха, — тенĕ вĕсенчен пĕри, — çапах сых енне унта маларах сăнавçăсем ямалла мар-ши? Кам пĕлет, тен, хулара лару-тăру улшăннă.
Наместника ку сăмахсем тĕрĕсех пек туйăннă. Вара вăл сĕнӳ паракан бека тата унпа пĕрле тепĕр бекпа мăрсана маларах кайса Хусанти лару-тăрăва тĕпчесе пĕлмешкĕн, пурте йĕркеллех тĕк пĕтĕм ушкăна хула хапхинчен тухса кĕтсе илмешкĕн хушать. Виçĕ сăнавçă çавăнтах юлан утпа малалла сиккипе вĕçтереççĕ.
Анчах çак бексемпе мăрсана чăннипе йăлтах урăх шухăш пăраланă. Вĕсем Шах-Гали тутар халăхне сутнă тесе шутланă, апла тăк ун хыççăн ниепле те кайма пултарайман, çавăнпа ханлăха çăлса хăварассемпе хăйсем мĕн пултарнине пурнăçа шеллемесĕр тума шут тытнă. Хулана пырса кĕнĕ-кĕмен вĕсем карман хапхисене хупса хураççĕ те халăха кăшкăрса пуçтарма тытăнаççĕ.
— Эй, халăх! Кунта вырăссен çарĕ килет! Вĕсем хулара пурăнакансене пурне те касса тухма палăртнă! — тесе ĕнентереççĕ икĕ бекпа пĕр мăрса çынсене.
Çак хыпар тар пичкине çунакан шăрпăк пăрахнă пекех илтĕннĕ. Ара, никамăн та так ахаль вилес килмест. Çинех ирĕке хăнăхнă халăха вырăссем çапла куç кĕрет хĕсни тусме çук тарăхтарса çитернĕ, вĕсене çак тĕрĕсмарлăхпа çапăçма тухмашкăн чĕнекен çын çеç кирлĕ пулнă. Акă çав çынсем тупăнчĕç... Хайхи Хусан çыннисем хĕç-пăшалланма тытăнаççĕ. Пăртакран хула хĕррине çитнĕ наместника хирĕç тухнă тутар бекĕпе унăн çыннисем хăрушă хыпар пĕлтереççĕ.
— Кнеç, хулана кĕме хăрушă, — асăрхаттараççĕ вĕсем. — Темĕнле путсĕрсем халăха йăлтах пăтратса ячĕç те халĕ хула çыннисем сире хирĕç тăма хатĕр. Авă карман хапхисене те питĕрсе лартнă. Çавăнпа сире çак пăлхану лăпланиччен хулана кĕмешкĕн тăхтама ыйтатпăр. Унсăрăн эпир халăха чараймăпăр. Сирĕн хăвăрăн та отряд пысăк мар.
Епле-ха капла? Ханлăх правительствине тĕппипех аркатнă. Ятлă-сумлă çынсем те Хусанта юлман, вĕсене те вĕлерсе пĕтернĕ. Эппин халăха кам çĕклеме пултартăр? Наместник хулара хăруша кавар тунине ниепле те ĕненмест. Анчах ăна шала пурпĕр кĕртмеççĕ. Кун каçа канашласа-калаçса тăнă хыççăн Микулинский кнеçпе çыннисем посадра çĕр каçаççĕ те тепĕр кун ирпе каллех кармана сыхлакансене ӳкĕтлеме хăтланаççĕ. Хулана хӳтĕлекенсене ертсе пыракан Чапкун бек вырăс патшин наместникне Хусана так ахаль, çапăçмасăр кĕртме шарт та март килĕшмест. Çитменнине карман хунĕ çинче тăракан тутарсем вырăссенчен куç кĕрет мăшкăлласа кулаççĕ.
— Эй, вырăс ухмахĕсем! Кайăр каялла хăвăр Мускавăра!
— Эсир кунта пустуях аппаланатăр! Эпир сире парăнмастпăр!
— Кĕçех акă Свияжска та туртса илĕпĕр! — кăшкăраççĕ вĕсем.
Вăя хирĕç мĕн тăвăн? Калаçсан-канашласан наместникăн каялла Свияжска таврăнма тивет.
Çалла çав, ирĕке юратакан халăх нихăçан та пуçсăр юлмасть. Чапкун бек, ку таранччен пысăк ĕçре ĕçлеменскер, халăх ыйтнипе темелле Хусанта çак кунсенче çенĕрен йеркеленнĕ правительствăна ертсе пыма пуçлать. Лару-тăрăва айккинерехрен курнăран пулас вăл ханлăха Хусана хӳтĕленипе çеç çăлса хăвараймасса аван ăнланать. Вара вăй пысăках маррине пĕле тăркач вырăссене унта та кунта тапăнса хĕсме тытăнать. Çак çапăçусене ирĕклĕхшĕн кĕрешни пек ăнланни хура халăха вăйпа хастарлăх хушать. Анчах хавхалану нумая пымасса та пултарать. Ку ăнлану та Чапкун бека хыпалантарать. Тутарсем хĕç-пăшал енĕпе те, йышпа та Мускав патшин çарĕнчен япăхрах та сахалраххине пăхмасăр вырăс гарнизонĕсене пур çĕртен те хаваласа яраççĕ, кĕске вăхăтрах вăйлă çирĕплетме ĕлкĕрнĕ Свияжск крепоçне çеç илеймеççĕ. Çакăн хыççан правительство Хусана çĕнĕ хан кирлĕ тесе шутлать. Чапкун шучĕпе, патшалăх пуçне ларма тивĕç çын Хусанта юлман ĕнтĕ. Хăшĕсем вырăссене сутăнса пĕтнĕ, теприсем тăшман хĕçĕ айне лексе пуç хунă. Çавăнпа бек Хусана Аçтăрхан ханĕн ывăлне, çак самантра Нухай Уртинче пурăнакан Этикере чĕнме шут тытать. Правительство çыннисем çĕнĕ хан кирлипе килĕшеççĕ-ха, анчах Этикер ячĕ хăшне-пĕрне иккĕлентерет. Пĕр енчен, çынни çав тери паллă йăхран. Вăл Аслă Урта ханĕ Сеит-Ахмет мăнукĕ тата Аçтăрхан ханĕ Касим ывăлĕ. Çулĕпе те чи вăй питти тапхăрта темелле — шăпах вăтăр çул тултарнăскер. Анчах хăй вăхăтĕнче Этикер сакăр çул хушши Раççейре хĕсметре тăнă, вырăссем икĕ çул каялла Хусана илме пынă похода хутшăннă. Унашкал çынна шанма пулать-ши?
— Туссем, эпĕ ăна хам лайăх пĕлетĕп, — ӳкĕтлерĕ правительство çыннисене Чапкун. — Мускавра чылай паллă тутар хĕсметре тăнă, халĕ те тăраççĕ. Анчах чунĕпе вĕсенчен нумайашĕ пĕрех пирĕнпе. Этикер — çавсен шутĕнчен. Астăвăр-ха, вăл çав эсир асăннă тухăм хыççăнах Раççейрен тухса кайнă. Пирĕн паллă бексем ăна пĕлтĕр те престола чĕнсе пăхнăччĕ, сутăнчăк Шах-Гали çавăншăн вĕсене хăрушшăн тавăрчĕ. Эсир тем пек иккĕленсен те паян эпир хан престолне ларма тивĕç çын Этикертен ятлă-сумлăраххи-тупаймăпăр.
Бек сăмахĕсем пурне те çырлахтарчĕç. Тепĕр тесен правительствăн урăх çын шыраса тупмалăх вăхăт та çукчĕ ĕнтĕ. Çапла вара Хусан ханлăхĕ каллех чĕрĕлсе тăчĕ, ăна Этикер хан ертсе пыма тытăнчĕ. Патшалăхăн çĕнĕ пуçĕ хайпе пĕрле пĕр тӳмен ертсе килни вара Хусан тутарĕсене самаях хавхалантарчĕ. Ара, кунашкал лару-тăрура вунă пин çарăç хушăнни кашни тутар чунне çирĕп шанчăк кĕртнипе танах.
Çапла вара Раççей правительстви ытла нумая хапсăнса кӳршĕ патшалăха пĕрре хыпсах çăтса яма хăтланни унччен тертленсе тунă пĕтĕм ĕçе харама янă. Хусан ханлăхĕ Раççей шутне хăй ирĕкĕпе кĕрессе текех шанма май килмен ĕнтĕ. Халĕ вырăссем тутарсене пысăк вăрçăра çĕнтерсе çеç парăнтарма пултарнă. Мускав патшин ирĕксĕр каллех çак çул çине тăма тивнĕ.
Малтанлăха патша çарĕсем каллех шыв çулĕсене хупланă, çавăнпа пĕрлех çĕнĕ вăрçă пуçламашкăн вăй пухнă. Хусанти çĕнĕ хан та алă усса ларман, патшалăх вăйне пухнипе пĕрлех тусĕсенчен те пулăшу ыйтнă. Кĕçех Крым ханĕ Девлет-Гирей Атăл тутарĕсене пулăшса вырăс хулисене тапăннă. Вăл Тăваттăмĕш Иван çарĕсем ĕнтă Хусан патне кайнă тесе шутланă, çавăнпа Тула патне çитсе ăна хавăрт ярса илме ĕмĕтленнĕ. Анчах вырăссем Хусана кайма хатĕрленнĕ çеç-ха, çавăнпа патша Крым тутарĕсене хирĕç вăйлă çар яма пултарнă. Девлет-Гирейăн пысăках мар çарĕ ăна хирĕç тăрайман, ханăн каялла тарма тивнĕ, ытла хытă васканипе вăл обозпа тупăсене те парахса хăварнă.
Хусана илеймесси паллă пулсанах Тăваттăмĕш Иван патшапа Макарий митрополит çĕнĕ вăрçа хатĕрленме тытăнчĕç. Хусан хавшанă пулин те ăна çĕнтерме çăмăл пулмасса вĕсем ăнланчĕç ĕнтĕ, çаванпа пирвай вырăс çарĕсен тылне çирĕплетме тăрăшрĕç. Çар пуçĕсем те çĕнтерӳ ăнăçлăхĕ шанчаклă тылран нумай килни çинчен тăтăшах каласа тăнă. Çавна шута илсе патша правительстви ханлăхпа Раççей чиккинче вăйлă крепость туса лартма шутлать. Çав крепость тутарсене парăнтарсан та çеçен хирти халăхсенчен хӳтĕленме кирлĕ пулĕ тесе ăна, малтан палăртнă пекех, Сăра Улатăр юхан шывĕ юхса кĕнĕ тĕлте лартма шут тытаççĕ. Çак тĕллевпе пирвай кунти мордва ялне меллĕрех çĕре куçарма, ун выранне çĕнĕ хула-крепость хăпартма палăртаççĕ.
...Свияжскран таврăннă хыççăн Питтăпай эрне те пурăнаймарĕ, ун патне наместник ятарласа янă çын пырса çитрĕ.
— Маçтăр, Микулинский кнеç сана халех хăвăнпа Свияжскра ĕçленĕ çыннусене пухса Сăр хĕррине çĕнĕ крепость-хула тунă çĕре кайма хушать, — тӳрех пĕлтерчĕ вăл.
— Кнеç хушать-и? Вăл вара халĕ манăн хуçа пулса тăнă-им? — камăлсăррăн хуравларĕ Питтăлай куç хĕррипе Илпенесе пăхса илсе.
Тĕрессипе унăн халĕ ниçта та тухса çӳрес килмерĕ. Темиçе уйăх аякра уйрăммăн пурăннă хыççăн вăл кил-йыш сывлăшĕпе сывласа та тăранманччĕ-ха.
— Тен, эпĕ йăнăшрах каларăм, ну питĕ ыйтрĕ кнеç, халех çула тухма хуш... э-э... сĕнчĕ, — йăнăшне тӳрлетме хăтланчĕ Свияжскри наместник çынни.
— Ара, нимĕн те çунмасть пекчĕ-çке. Тутарсем вырăссене парăнма килĕшрĕç, наместник халиччен Хусана куçрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ хулана ма çав тери васкаса туса лартмалла-ши? — ыйтрĕ Питтăпай.
— Çук çав, наместник Хусана куçман, ма тесессĕн тутарсем парăнман, каллех хирĕç тăраççĕ, — пĕлтерчĕ наместник çынни, вара Питтăпая кĕскен лару-тăрупа паллаштарчĕ.
— Ав еплерех çаврăнса тухрĕ ĕç-пуç! — шалт тĕлĕнчĕ Питтăпай. — Малалла вара мĕн пулĕ?
— Государь Хусана вăйпа илме хатĕрленет терĕç, — пĕлтерчĕ наместник çынни. — Кăна вăл никамрак та пытармасть, пачах урăхла, ыттисене вĕрентмелле тесе вăрçа уççăнах хатĕрленет. Çавна май тыла çирĕплетес шутпа Алатырь ятпă крепость-хула лартать.
Иван патша хальхинче вăрçа Хусана илмесĕр вĕçлесшĕн мар иккен, çавăнпа тутарсене пысăк та вăйлă çарпа тапăнма шутлать. Унăн йышĕ çĕр аллă пин çынна çитмелле. Çав шута çирĕм пинрен тăракан уйрăмах хастар стрелецсен çарĕ те кĕнĕ. Унсăр пуçне хытă хутĕленекен крепоçе çĕнсе илмешкĕн хăватлă наряд, ăнланмалларах каласан, нумай тупă пулмалла. Крепость стенисене çĕр айĕнчен сирпĕтекен ăстасем те пур-мĕн вырăс çарĕнче. Ку ĕçсене йĕркелемешкĕн Тăваттăмĕш Иван Англи çĕршывĕнчи паллă инженера Бутлера чĕнсе илнĕ. Паллах, çакăн чухлĕ йыш Хусан патне пĕр çулпа килме пултарайман. Вырăс çарĕн вайпутсем ертсе пыракан пĕр пайĕ Рязаньпе Мещера урлă, патша хăй ертсе пыракан тепĕр пайĕ Владимирпа Муром урлă иртсе Улатăр хыçĕнче тин пĕр чăмăра пĕрлешмелле пулнă.
Улатăр ятне илтсен Питтăпай тӳрех тахçан Мускава пĕрремĕш хут кайнă чухне мăкшăсен Алатур ятлă ялĕнче çĕр каçнине аса илчĕ. Çĕнĕ хула ахăртне çавăнталлах пулать. Аван вырăн, вырăссем крепость текен кармана икĕ юхан шыв икĕ енчен шанчăклăн хутĕлĕç.
— Илпенес, эс мĕн шутлан? — наместник çыннине татăклăн нимĕн калама пĕлменрен мăшăрĕнчен ыйтрĕ Питтăпай. — Каймаллах-и тепĕр хула лартма? Эсир кунта еплерех пурăнăр? Утă вăхăчĕ çитрĕ, кĕçех тырă вырмалла пулать.
— Эсир вырăс патшине пулăшма сăмах панă терĕр-иç. Панă сăмаха пурнăçламасан аван мар, — лăпкăн хуравларĕ Илпенес. — Эпир кунта мĕнле те пулин йӳнеçтерĕпĕр. Аçу пире нумай пулăшать, Асанкассинчи тăванусем те килсех тăраççĕ. Эсĕ çав тери кирлĕ ĕçпе çуренине ялта кашни пĕлет.
— Юрать, — терĕ вара Питтăпай Микулинский кнеç çыннине. — Ыран хам çынсене пухăп та виçминех тухса кайăпăр. Çулне эпĕ пĕлетĕп. Халĕ атя, апатланар çул çинчен...
Пĕр кунра кӳршĕ ялсенчи çынсене çеç пухса ĕлкĕрнĕрен чăвашсем Улатăр хулине хăпартнă çĕре ытла йышлăнах каяймарĕç. Çапах вĕсене вырăссем пысăк хаваспа кĕтсе илчĕç. Кунта та пĕтĕм ĕçе Свияжск крепоçне лартакан çынсемех йĕркелесе тăраççĕ-мĕн. Вĕсем Питтăпая лайăх паллаççĕ ĕнтĕ, çавăнпа ăна чăвашсемсĕр пуçне вырăссемпе мордвасенчен те тăракан пысăк ушкăна ертсе пымашкăн шанчĕç. Улатăр крепоçне хăпартма та вырăс патши хушнипе инженерсем малтанах хатĕрленсе тăнăран тата çынсем Хусан çывăхĕнче ăсталăха самаях туптама ĕлкĕрнĕрен кунти ĕç Свияжскринчен те çыпăçуллăрах пулса пычĕ. Ай ĕçлерĕç вара чăвашсем, çĕре-куна пĕлмесĕр ĕçлерĕç. Вĕсене кура ыттисен те тарланипе типĕнме ĕлкĕреймесĕр тăрмашма тиврĕ. Çавăнпа хăш-пĕр вырăссем чăвашсене тарăхсах çитрĕç, ухмахсем эсир, мĕн-ма боярсемпе пуянсен ырлăхĕшĕн кăвапа татăласла мекĕрленетĕр текелерĕç. Чĕвашсен вара шухăшĕ боярсемпе пуянсем çинчен мар, вĕсем шухăшпа халĕ килте, тăван ялсенче утă хатĕрлеççĕ, тырă вырма тытăнаççĕ. Вырăссем тесен, вĕсем кунта ытларах чуп çынсем, вĕсемшĕн ытти ĕç-пуç — ик айкки те тăвайкки.
Апла-и, капла-и те, Улатăр крепоçĕ çав тери хăвăрт ӳссе ларчĕ. Хӳтлĕхсемсĕр пуçне кунта тар тата хĕç-пăшал усрамалли арсенал, хурал стрелецĕсем пурăнмалли çуртсем, аманнă çарăçсене сиплемелли лекарня, апат-çимĕç упрамалли ампарсем те пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех крепость тулашĕнчи мордва ялĕ хăйне евĕр посад вырăнĕнче юлнă, унта пирвайхи уйăхсенчех çар пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ăстасем кил-йышĕсемпех куçса килме тытăннă.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче Питтăпая вайпут чĕнсе илчĕ те тахçанах кĕтнĕ сăмахсене каларĕ:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...