Шурă акăш çулĕ :: Хусана парăнтарни
— Ну, мастăр, ĕнтĕ хăвăн çыннусемпе киле кайма пултаратăн. Нумай пулăшрăн пире, уншăн пысăк тав. Тумалли ытти вак-тĕвеке юлакан халăх тăрласа пĕтерĕ. Анчах эпир сиртен, чăвашсенчен, тата тепĕр пысăк пулăшу кĕтетпĕр.
Вара вăл пирвай Питтăпая ку сăмаха никама та каламастăп тесе тупа тутарчĕ, ун хыççăн хыпарне пĕлтерчĕ. Вăрăм çул хыççăн Хусана пырса тапăниччен Тăваттăмĕш Иван патша хăйĕн çарне лайăх кантарса илесшĕн-мĕн, Çавăнпа Улатăртан иртсен пĕр-пĕр меллĕ çĕрте тапăра тăрасшăн. Çавнашкал меллĕ вырăн тупса палăртма ыйтрĕ вайпут. Улатăр çывăхĕнче тăршшĕпех сĕм вăрман тăсăлнине пула унашкал вырăн çуккине вăл пĕлнĕ ĕнтĕ.
— Эпĕ кăшт леререхре, хĕвел тухăç енче, эсир, чăвашсем, йышлă пурăнатăр тенине илтнĕ. Апла, тен, унта пысăк çар вырнаçмалăх уçă вырăн тупăнĕ? — ыйтрĕ вайпут.
— Çапла, эпир Камай хирĕ текен вырăна пĕтĕмпех тенĕ пек тасатса çитернĕ. Халĕ унта талккишпех уй-хир, вăрмансенчен усрава хăварнă пысăках мар катасем çеç юлнă, — каласа пачĕ Питтăпай. — Тата Сĕвене тухакан Кетнепе унта юхса кĕрекен пĕчĕкрех юхан шывсен тăрăхĕсем те уçă.
— Эппин, Питтăпай, эсĕ хăвăр тăрăхри ял пуçĕсене пух та пирĕн çара кантармалăх тапăр вырăнĕсем палăртма хуш. Çарăçсем валли апат-çимĕç, лашасем валли утăпа сĕлĕ хатĕрлеччĕр. Эпир ахаль тумăпăр, лайăх хакпах туянăпăр. Тата акă мĕн. Пирĕнпе пĕрле Хусана илме кайма килĕшекен хастар чăвашсенчен уйрăм дружина йĕркелесен аванччĕ. Ку ĕçе тума пултаракан çын пур-и сирĕн?
Питтăпай турех хăйĕн тусне Чакăра аса илчĕ.
— Пур, — кĕскен те татăклăн хуравларĕ вара.
— Çарăçсене те эпир ахаль тумăпăр, шалу парăпăр, — шантарчĕ вайпут. — Вĕсем эпир пыриччен Хусан çулне тĕрĕслесе тухчăр. Тутарсем засадăсем хатĕрлемеççĕ-и, пирĕн çара ăçта тытса чарма тăрăшĕç тата ыттине те маларах пĕлни çав тери кирлĕ.
Тепĕр кун ир-ирех Улатăрта ĕçленĕ чăвашсем вайпут ĕçшĕн тӳленĕ укçапа парнесене илсе килелле çул тытрĕç.
2
Крым тутарĕсене Тула патĕнчен хăваласа ярсан вырăссен çарĕ Хусана кайма хатĕрленчĕ. Похода тухас умĕн çарăçсене Макарий митрополит хăй пил пачĕ.
— Туссем! Аслă Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсем! Эсир паян сăваплă вăрçа тухса каятăр. Ма тесессĕн ку вăл çĕр туртса илессишĕн пыракан ахаль тытăçу мар. Эсир çĕнтернĕ хыççăн эпир чăн-чăн Турра хисеплемен мăсăльмансене Христос тĕнне куçарăпăр, çапла майпа Раççей хăватне ӳстернипе пĕрлех православи тĕнне те вăйлатăпăр, Мускавран Виççĕмĕш Рим туса хурас ĕçре тепĕр пысăк утăм тăвăпăр. Çапла вара сиртен хăшне-пĕрне çапăçура пуç хума пӳрсен те ку вăл Турăшăн сăваплă ĕç туни пулĕ. Хусанпа эпир нумай аппаланнă, килĕштерсе те, вăрçăнса та курнă. Анчах Хусан тутарĕсемпе текех калаçса татăласси пĕтрĕ ĕнтĕ. Юлашки килĕшӳ хыççăн та вĕсем сăмахне тытмарĕç, каллех пире сĕмсĕррĕн улталаса хирĕç тăчĕç. Çавăнпа пирĕн хальхинче Хусана ниме пăхмасăр çĕнсе илмелле. Çак тĕплеве ăнăçлă пурнăçламашкăн сире пурсăра та сывлăх та вăй-хăват сунатăп, Çӳлти Турă ячĕпе çĕнтерӳ пилĕ паратăп, Аминь!
Тутарсене татăклăн çапса аркатасси патшапа митрополитшăн халĕ ĕнтĕ пуринчен кирлĕрех тĕллев пулса тăчĕ. Çавна май Тăваттăмĕш Иван хăйĕн çарне пĕтĕмпех çĕнĕлле йĕркелерĕ. Унăн тĕп вăйĕ халĕ — юлан утлă ополченецсем. Вĕсене харăсах лаша тытса пыма та, ухăпа пеме те, хĕçпе касма та, сăнăпа тирме те вĕрентсе çитернĕ. Çавнашкал юлан утçăсене дворянсене пуçтарттарнă. Çапла Майпа патша çĕр пин ополченец пухма пултарнă. Хăйсен çыннисемпе пĕрле вăрçă вăрçма дворянсен те каймалла пулнă. Ахаль çынсемпе танлаштарсан вĕсем кӳпепе витĕннĕ, пуçа тимĕр шлем тăхăннă.
Юлан утçăсемсĕр пуçне патшан тата чăн-чăн çарăçсем — стрелецсем пулнă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах хуласене хупăрласа тăнă тата тапăнса илнĕ чухне ӳснĕ. Ма тесессĕн стрелецсен хĕçпе айпăлтасăр пуçне тата пищальсем пулнă. Хăйсемпе пĕрле кашни стрелец пульккăсен пухучĕ, тар тултарнă вăкăр мăйраки, фитиль илсе çуренĕ, çавăнпа нумай хутчен пеме пултарнă.
Юлан утçăсемпе çуран стрелецсемпе танах патша çарĕнче артиллерие хăвăрт аталантарнă. Артиллери нарячĕсене тĕрлĕ йышши тупăсемпе — пысăк пищальсемпе, гафуницăсемпе тата можжирсемпе — хĕç-пăшаллантарнă. Хусана илме каякан çарсен хăватлă гафуницăсемпе можжирсем çĕр аллă ытла, унсар пуçне полксенчи вак тупăсем темĕн чухлех пулнă.
Кунне вăтăршар çухрам куçса пырса вырăс çарĕсем çурла уйăхĕн пиллĕкмĕш кунĕнче Хусан ханлăхĕн чикки урлă каçрĕç. Сăр хĕрринче вĕсене Чакăр пухса йĕркеленĕ чăваш дружинин ушкăнĕсем кĕтсе илчĕç, тапăра тăрса канмалли вырăнсене ертсе кайрĕç. Унашкал вырăнсене Чакăр сĕннипе Хумри Ишек, Сиккасси, Патăрьел, Урнар тата уçă вырăнти ытти хăш-пĕр ял çывахĕсенче хатĕрлеме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.
Ишек таврашĕнче вырăс çарĕн пысăк пайĕ чарăнса тăчĕ. Асанкасси, Элеç, Вăтаел, Хурамал хушши тăвăр мар, анчах вуншар пин çын вырнаçнă пирки кунти пĕтĕм тавралăх кăткă йăвине аса илтерет. Каç енне çитнĕ çарăçсем çĕр выртса каннă хыççăн Тăваттăмĕш Иван патша çитес кун кăнтăрлаччен Ишекре таврари ялсенчи ятлă-сумлă чăвашсемпе тĕл пулма шут тытрĕ. Ăна хатĕрлемешкĕн вăл хăй паллакан Пайпулатпа Питтăпая хушрĕ. Çавна май ашшĕпе ывăлĕ патша чатăрĕнче чылай калаçса ларчĕç. Тăваттăмĕш Иван чăвашсем çинчен те, Пайпулатпа Питтăпай пурнаçĕ çинчен уйрăммăн та нумай ыйта-ыйта пĕлчĕ. Питтăпай чăваш ханĕн хĕрне качча илни вара патшана хытах кăсăклантарчĕ.
— Ман шутпа, ку хыпар пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ вăл уйрăлас умĕн ашшĕпе ывăлне. — Капла паянхи куна сирĕн кил-йыш чăн чăваш пуçĕн тăхăмĕ пулса тухать. Эппин эсир пĕтĕм чăваш халăхĕн ячĕпе калаçма, килĕшӳсем тума пултаратăр. Çавăнпа пĕрлех, Пайпулат, эпир санпа иксĕмĕр унччен алă пуснă грамота пĕлтерĕшĕ те палăрмаллах ӳсет.
Тепĕр кун хĕвел шит тăршшĕ хăпарсан Ишеке таврари ял пуçĕсем пухăнчĕç. Çар тапăрĕ çывăхĕнчисемсĕр пуçне Кĕлĕмкассинчен, Хумпуç Патăрьелĕнчен, Вăрăмпуçĕнчен тата ыттисенчен те килсе çитрĕç. Патша пурне те хăй кĕтсе илчĕ, хăех сăмах пуçарчĕ. Пирвай вăл чавашсене хăйĕн пару грамотипе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.
— Чăваш тусăмсем! — терĕ патша мăнаçлăн. — Сирĕн хушăра эпĕ питĕ лайăх пĕлекен, чыслă, сумлă, ятлă кил-йыш пур. Унăн пуçĕсем — Хурал çынни Пайпулатпа унăн ывăлĕ Питтăпай. Пĕлетĕр вĕт эсир вĕсене?
— Пĕлетпĕр!
— Питĕ лайăх пĕлетпĕр!
— Чăнах ятлă та, сумлă та вĕсем! — патша сăмахне çирĕплетсе килĕшрĕç ял пуçĕсем.
— Ĕнер вара эпĕ вĕсем çинчен тата тепĕр хыпар пĕлтĕм, — сăмахне малалла тăсрĕ Иван патша. — Вĕсем авалранпах тĕнчипе паллă Аслă Пăлхар ханĕн Пулатăн тăсăмĕсем пулса тăнă иккен. Пайпулат кинĕ — Питтăпай мăшăрĕ — çав хан йăхĕнчен тухнă Çĕрпӳ-Пулат ханăн хĕрĕ. Халĕ вĕсен ывăл ӳсет. Эппин сирĕн авалтан пыракан йăлапа эпĕ ăна чăвашсен чăн-чăн ханĕ тесе шутпатăп. Çав йăлапах Пайпулатпа Питтăпай унăн регенсĕсем пулса тăраççĕ. Çавна шута илсе эпĕ вĕсене иккĕшне те мăрса ячĕсем паратăп.
Тем те илтме хатĕрччĕ чăвашсем, анчах вырăс патши кунта çитнĕ-çитмен йĕрке тума пуçлĕ тесе шухăшлама та пултарайман. Çавăнпа пĕр хушă пурте шăпăрт ларчĕç. Унтан сасартăк пĕр харăс хĕрӳллĕн калаçса кайрĕç.
— Тĕрĕс! Вĕсем сумлă ята тивĕç çынсем!
— Пуçсăр халăх — халăх мар. Капла тинех йĕрке пулĕ.
— Вĕсем чăннипе тахçанах пирĕн пуç ĕнтĕ! — тенисем илтĕнчĕç.
Иван патша çакăн хыççăнах тепĕр пысăк ĕç пуçарса ячĕ. Вăхăт васкатнине пула çав ĕç пирки тӳрех сăмах хускатма тивнĕшĕн каçару ыйтрĕ те çапла каларĕ:
— Эпĕ кĕçĕр тĕлĕк куртăм. Çеçен хирпе утса пыратăп пек. Сасартăк умра çул урпă кĕвенте çĕлен выртнине курах кайрăм. Çавскер мана тем тусан та малалла ирттермест. Ирттерме тет-ха, сасартăк ши-и! шăхăрчĕ те ун патне самантрах чĕпписем шуса çитрĕç. Малтан эпĕ çĕленсенчен тарса хăтăлма шутларăм, урхамаха сиккипе ятăм. Анчах кĕвенте çĕленсем кустăрма пек ункăланчĕç те мана кусса хăвала пуçларĕç. Ай-тур вăйлă вĕçтереççĕ, манăн чаплă урхамахĕм та вĕсене хыçа хăвараймарĕ. Хайхисем мана хупăрласа илчĕç, амăшĕ пуçне тăратса çапса пăрахма, чĕпписем сăннисене кăларса сăхма хатĕрленчĕç. Ман мĕн тăвас — эпĕ вĕсемпе çапăçса кайрăм. Малтан хĕçпе аслине çурмалла касса татрăм, унтан чĕпписене ваклама тытăнтăм. Çĕленсене вĕлерсе пĕтертĕм çеç -умри çул янкăрр! çуталса кайрĕ. Çӳлелле кайса хĕвел патнех хăпарать пек. Вара эпĕ çав çулпала хам та хĕвел патнелле утрăм... Паян ирпе вара эпĕ тĕлĕк ăнлантараканпа калаçрăм. Вăл ăна ку эпир Хусана илессе терĕ. Эпĕ ахаль те шанатăп: ку хутĕнче эпир Хусана илетпĕрех. Пирĕн тутарсен ханне çĕнмелĕх вăй çителĕклех. Анчах çарăçсене куллен тăрантарас пулать. Çавăнпа элĕ сиртен пире апат-çимĕçпе пулăшма ыйтатăп. Ахаль мар. Эпир сире уншăн лайăх тӳлĕпĕр. Юрать-и?
Ял пуçĕсем патша сĕнĕвĕпе кăмăлтанах килĕшрĕç. Пайпулат мăрса ку ĕçе хăй йĕркелеме пулчĕ. Ун хыççăн Иван патша Чакăра чĕнтерчĕ. Ун çинчен ĕнер тĕл пулнă чухне ăна Питтăпай каласа кăтартнăччĕ.
— Воевода, халĕ мана вырăс çарĕн тепĕр ушкăнĕ чарăннă вырăна ертсе кай. Эпĕ унти чăвашсемпе те пулăшу пирки калаçса татăласшăн, — терĕ патша чăваш çарăçне.
— Государь, эпĕ воевода мар, чăваш çарăçĕсен ушкăнĕн пуçĕ кăна, — аса илтерчĕ Чакăр.
— Çук, паянтан эсĕ воевода, — татса каларĕ Тăваттăмĕш Иван. — Хăвăн ополченецусемпе эсĕ манпа Хусана илме пырасса шанатăп. Çавăнпа çак ята сана яланлăхах паратăп.
Кĕçех патшана сыхлакан казаксен сотнипе Чакăр вайпут çĕрпĕвĕ Тăваттăмĕш Ивана сых енне хупăрласа Сиккасси патнелле вĕçтерчĕç.
Икĕ кун хушшинче чăвашсем вырăс çарне çĕршер вăкăр, лаша, пиншер сурăх-така, хур-кăвакал, вуншар лав çăнăх-кĕрпе ăсатрĕç. Хăйсемех выльăха пусса, тирпейлесе пачĕç. Тирĕсене вырăссем пĕтĕмпех чăвашсене хăварчĕç. Çав хушăра чăваш хĕрарăмĕсем вырăс çарăçĕсем валли ялĕ-ялĕпе пашалупа капăртма пĕçерсе хатĕрлерĕç. Çакăнпа пĕр вăхăтрах Чакăр çапăçма пĕлекен вăй питти чăваш çамрăкĕсене пухрĕ, вĕсенчен çур тӳмен йĕркелерĕ.
Çапла апат-çимĕçпе пуянланса çитсен Тăваттăмĕш Иван çарĕ Хусан еннелле тапранса кайрĕ. Вырăссемпе пĕрле чăвашсен Чакăр вайпут ертсе пыракан çур тӳменĕ те çула тухрĕ. Патша ăна хăйпе пĕрле пыракан Шах-Гали хана пăхăнма хушрĕ. Чакăр унччен те вырăс çарăçĕсем хушшинче тутарсем нумаййине асăрханăччĕ. Халĕ вара вĕсем нумай мар, çав тери нумаййине ăнланчĕ. Тем тесен те Тăваттăмĕш Иван майлă çапăçма вуншар пин тутар тухнă. Паллах, чăваш вайпучĕн çак пулăм пăлтерĕшне пĕлесех килчĕ.
— Хисеплĕ хан, каçар та, эпĕ пĕр япалана ăнлансах пĕтерейместĕп, — терĕ вăл утне Шах-Гали ăйăрĕпе юнашар юрттарса. — Вырăссем Хусана илме каяççĕ. Анчах унăн çарĕнче тутарсем питĕ нумай. Çинех вĕсене эсĕ, Хусан ханлăхĕн пуçĕ пулнă çын ертсе пыратăн. Мĕнле-ха капла?
Темшĕн хан вайпута тӳррĕн хуравласшăн пулмарĕ. Кайсан-кайсан кăна каласа хучĕ:
— Эсĕ хăв тата, чăваш вайпучĕ, мĕншĕн чăвашсемпе çапăçма каятăн?
— Чăвашсемпе çапăçма? Темскер ăнланмарăм сана, хан, — шалт аптрарĕ Чакăр.
— Эс мĕн, Хусан ханлăхĕн халăхĕ çурри ытла чăвашсенчен тăнине пĕлместĕн-им? Чăн та, вĕсем ытларахăшĕ халĕ мăсăльмансем, нумайăшĕ хăйсене тутар теççĕ, çапах юнла сан тăванусемех-иç. Кĕçех санăн вĕсемпе пурнăçпа вилĕм шайĕпе çапăçма тивĕ.
Чакăр хирĕç нимен калама пĕлмерĕ, ханран уйралчĕ те чылайччен хăй ăссĕн тем шухăшласа пĕчченех пычĕ.
Тĕллĕн-теллĕн хирĕç тăракан тутарсене пусарса патша çарĕ çурла уйăхĕн вун тăххăрмĕш кунĕнче Хусан патне çитсе тухрĕ, хула хĕррин çаранлă енче вырнаçрĕ. Çĕрле вырăссем патне хуларан Шах-Гали çынни тухрĕ, Тăваттăмĕш Ивана Хусана хӳтелекенсем çинчен мĕн пĕлнине йăлтах каласа пачĕ. Хула гарнизонĕ вăтăр пин çынран тăрать иккен. Пурте вырăссемпе пурнăçа шеллемесĕр çапăçма хатĕр. Апат-çимĕç тĕлĕшпе хула аптрамасть-мĕн, пухут чылай хатĕрленĕ.
Çапла, çăмăл пулмĕ Хусана илесси. Тутарсен çарĕ йышлах мар та, анчах хула вăйлă хӳтĕленнĕ. Унăн тĕп карманĕ Казанка юхан шывĕн çӳл енче Атăлтан ултă çухрăмри çӳллĕ те чăнкă тӳпемре вырнаçнă. Ун тавра чул никĕс çине вырнаçтарнă йĕкĕрлĕ хӳнь карса тухнă, унăн юман пурисене чулпа тăпра хутăшĕ тултарнă. Унсăр пуçне вун икĕ хапхаллă хӳнь хушшинче йывăç çӳльхӳтсем чылай. Тулаш енчен тăршшĕпех çуран каçайми ур алтса тухнă. Карман варрипе шалта тарăн çырма иртет-мĕн, вăл хан керменĕпе мечĕтсен чул çурчĕсене тата лайăхрах хӳтĕлеме май парать. Карманран хĕвел тухăç енче хула хăй вырнаçнă. Ăна та йывăç хӳньпе тата çӳльхӳтсемпе карса тухнă. Хуларан тата леререхре Ар уйĕ тăсăлса выртать. Вăл икĕ енчен чăнкă çырпа татăлать, виççĕмĕш енче çăра вăрманпа чикĕленет. Пĕтĕмĕшпе илсен Хусан патне çывхарма та çăмăл мар, ма тесессĕн унта та кунта шурлăх, çатра катасем тăсăлаççĕ.
Анчах патша хулана илме шут тытнă, çав шухăша вăл тем тесен те пурнăçа кĕртĕ. Çакна унăн çарăçĕсем те, вĕсемпе пĕрле килнĕ тутарсемпе чăвашсем те лайăх ăнланнă. Çавăнпа, çапăçу час вĕçленмессе чухланăран, пурте хула таврашĕнче тĕпленсе вырнаçма тытăнчĕç.
3
Вырĕссен çарĕ хула тавра тапăрпа вырнаçса тухрĕ. Пысăк полк Казанка юхан шывĕ урлă каçса Арçа уйĕпе вăрмана хыçра туса вырнаçрĕ. Унтан сылтăмарах, Казанка ку енче, шăп та лăп кармана хирĕç — сылтăм алă полкĕ, ăна хирĕçрех, Казанкăна юхса тухакан Булак юхан шывĕ леш енче - сулахай алă полкĕ. Кунтах Тăваттăмĕш Иван патшан ставки те. Полксем йĕркеллĕн вырнаçса та çитейменччĕ, карманран сасартăк тутарсен отрячĕ сиксе тухрĕ те сылтăм алă полкне пырса тапăнчĕ. Хаяр тытăçу пуçланса кайрĕ. Çавăнтах вырăссене пулăшма Шах-Гали йĕкĕчĕсем те вĕçтерсе çитрĕç. Вăйсем тан маррине ăнланнă тутарсем мĕнле тухнă çапла сасартăк каялла кармана кĕрсе çухалчĕç.
Çĕнтерӳпе кăмăллă Шах-Гали чăвашсен çур тӳменĕ умĕпе утне хуллен юрттарса иртрĕ. Чакăра курсан ăна алă çĕклесе саламларĕ.
— Ну, куртăн-и ĕнтĕ тутарсем тутарсемпе çапăçнине? — терĕ вăл. — Кĕçех эсĕ те чăвашсемпе тытăçса кайăн. Паçăрхи тутарсем хушшинчех чăннипе чăвашсем темĕн чухлех.
Те юптарса пуплешрĕ хан, те тем пирки асăрхаттарчĕ — пурне те пĕлсе пĕтереймĕн. Анчах унăн сăмахĕсем Чакăра каллех шухăша ячĕç. Вăл кунта мĕн пулса иртнине çĕнĕрен ăнланма тăрăшнăн тавраналла тинкерсе пăхкаларĕ, унтан пуçне каçăртса тӳпене те сăнарĕ. Сасартăк унта ахальлисенчен чылай пысăкрах шурă акăш курăнса кайрĕ. Вăл вырăс çарĕ çийĕн çаврăм хыççăн çаврăм тăва пуçларĕ. Темшĕн-çке çаврăмĕсем тата Чакăр çур тӳменĕ тавра та пек туйăнаççĕ. Унччен те пулмарĕ, çавра çил тухрĕ, вăйланса-вăйланса пычĕ. Вăлах таçтан хура пĕлĕтсем хăваласа килчĕ. Нумаях та вахăт иртмерĕ, асар-писер тăвăл пуçланчĕ, çиçĕм тăхлан тӳпене пĕррех чĕрсе илчĕ те аслати çатăрккан шартлаттарса кĕрлесе кайрĕ. Пĕлĕтрен хăяккăн тăкăнса ураран çапса ӳкерекен шалкăм çумăр чашлаттарчĕ, хыççăнах унпа хутăш çерçи çăмарти мăнăш пăр шатăртаттарчĕ. Атăл çинче вырăс çарĕсем валли тĕрлĕ япала, апат-çимĕç турттарса килнĕ вуншар карап самантрах хăшĕ тӳнсе, хăшĕ шывпа тулса путма тытăнчĕç. Вăйлă çил çарăçсем валли карса тухнă чатăрсене çĕртен хăйпăта-хăйпăта айккинелле вăркăнтарчĕ. Тата чылая пыратчĕ-ши çак тăвăл, тахăш самантра таçтан тĕреклĕ ăмăрт кайăк вĕçсе çитрĕ. Тĕлĕнтермĕшскер — те ялан пуçне енчен енне сулкаланăран, те чăннипех икĕ пуçлă курăнаканскер. Вăл тӳрех халĕ те-ха явăнакан шурă акăша тапăнчĕ, ăна хăваласа ячĕ. Тепĕр тесен çакна çынсенчен никам та курмарĕ. Ара, вĕсен халĕ тӳпене сăнаса тăрас шухăш мар. Шурă акăш пăрахса кайсанах çанталăк каллех чиперленчĕ. Пĕлĕт уçăлса хĕвел çутине çул пачĕ, çил вуçех шăпланчĕ. Анчах тин çеç пулса иртнĕ асар-писер хăрушла йĕрсем нумай хăварма ĕлкĕрнĕ. Çĕр çинче унта та кунта тӳннĕ урапасем, çурăлса пĕтнĕ чатăр татăккисем, тăвăл çавăрса пăрахнă тулăсем курăнаççĕ. Атăл çинчи çухатусем вара шута илме çук нумай. Тарпа та йĕтресемпе, ытти çар хатĕрĕсемпе те тумтирпе, типĕтнĕ аш-какайпа тата çăнăх-кĕрпепе тулли вуншар карап çаврăнса ӳкнĕ, шыва путнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...