Хĕн-хур айĕнче :: Çапăçу
Хăй май кăмăлланă, — анчах хутшăнман.
Çапах та пăлхавçă çынсем ыйтнине
Пĕлмиш пек пулса-мĕн хытса вăл тăман.
Калаçнă вăл тӳррĕи, çынна тиркемен,
Вĕрентнĕ, ăс панă, — тăман ютшăнса.
Чакка халь пырсан та, старик ерипен
Калаçрĕ унпа пит йĕркеллĕн ларса.
Сăмах-калаçу халь пырать уççăнрах.
Ик ӳсĕр тиеке вĕлерни çинчен.
Старик ыйтса пĕлчĕ. — Ку вăт уссăрах!
Мĕнех çав тиек?! — тет вăл хăй енчен.
Паллать вĕсене вăл, пурне те пĕлет.
Пĕрре анчах мар-мĕн вĕсем ун патне
Ĕçпе кĕрсе тухнă — çакна асилет;
Пĕлет ятсене те, пĕлет сăн-питне.
Уес çĕрĕнчи пур пурмис-тиеке
Хăй пилĕк пӳрни пек пĕлсе вăл тăрать,
Вĕсем туса тăнă киревсĕр йĕрке
Хресчен кăмăлне пăснине те чухлать.
— ...Буравин, Налимов пăчланчĕç эппин, —
Пăчланчĕç хисепсĕр, тискер вилĕмпе!
Вĕсем пĕтнине эп пĕлейрĕм халь тин.
Анчах килĕшмест ку мана пĕтĕмпех.
Кунти, уесри, ват çăрттанĕсене
Çаклатнă пулсан вăт — юратчĕ, чăнах.
Тиек вăл тăвать пуçлăхсем хушнине,
Вăл пĕчĕкçĕ чин!.. — тет старик сулхăнрах.
Вершинин сăмахĕ Чаккашăн пачах
Кӳренчĕклĕ пулчĕ. Вăл хăвăрт тăрать:
— Эс ху та шур алă, — шур шăмă майлах!..
Чуну сан вĕсемшĕн йăшса макăрать.
Тиек тени пирĕншĕн — сĕлĕх вăл, çĕлен!
Пĕлетĕн-и эсĕ вĕсен сăхлăхне?
Чăваш юнне чĕррĕн ĕçеççĕ ӳтрен.
Туймаççĕ ĕç çынĕн вĕри куççульне...
Çӳлтен хушса çеç-и? Хăйсем те вĕсем
Этем тӳсми ирсĕр, ултавлă майпа
Хĕссе пуçтараççĕ суя хырçăсем.
Кӳпсе самăрлаççĕ пĕр пирĕн юнпа.
Çав кашкăрсене-и Шеллес?! — тет Чакка,
Хĕçпе сĕтел çийĕн кăшт шакка-шакка.
Старик типпĕн кулчĕ, çемçетрĕ сасса:
—Ой! Çук-çке!.. Ăнланччĕ, ăнлан эс мана.
Каласшăнччĕ эпĕ кăштах ăс парса.
Шеллессĕм ман çук! — тет вăл Чаккана. —
Тиек таврашсем халь улах ялсенче,
Паллах ĕнтĕ — путсĕр, ĕмĕтсĕр çăхан...
Чăваш евĕр тĕттĕм халăх хушшинче
Пушшех тем тума та вĕсемшĕн аван...
Пĕлетĕп нумай эп посад çыннине1!
Чикме, Шупашкар е Васильсуртан —
Каять вăл чăваш е çармăс çĕрне.
Ĕçлет тиекре те... пĕр вунă çултан
Укçа пуçтарса вăл килет хулана;
Пăхатăн — тухать пуян купцана.
Леш, сирĕн тиекĕр, Налимов тени —
Чикме хулинчен вăл, пуян çын ачи.
Тăват çул вĕреннĕ, — пĕр çав çеç пĕлни.
Ун ашшĕ усламçă, макаçăн хуçи...
Чакка
Ав мĕншĕн усал вăл! Пуян çын ачи!..
Пуян чухăн çыннăн чунне ăнланмасть.
Ăна ахалех эс хĕрхентĕн, мучи.
Старик
Ман кăмăл çемçе-çке... Тиек пĕчĕк чун.
Асту, Пугачев та ун пек вĕт-шакка
Нихçан тĕкĕнмен-тĕр... Ку — тивĕçсĕр юн...
Тиек вăл — мăн вăкăр çумĕнчи така...
Чакка
Така? Пĕчĕк чун?!. Вĕсем хăйссне
Шуйттан пек тытаççĕ чăваш ялĕнче.
Илеççĕ выç çыннăн пĕртен татăкне.
Ăна эс курман-çке... Сан урăх тĕнче...
Старик
Ну, юрĕ... Калаччĕ, маттур утаман:
Ĕçсем ăнăçсассăн çаплах малалла,
Мĕскер-ха тăвасшăн эсир хăвартан?
Камран, мĕнле влаç туса лартмалла?
Чакка
Эпир пĕтеретпĕр усал чинсене.
Влаçа уйăратпăр аван çынсене.
Старик
Апла Пугачев пурăнать-ха, вилмен.
Хĕлхем кăларать вăл хресчен хушшинчен.
Чакка
Мĕнле Пугачев?.. Вăл — ырă патша!
Вăл çĕннĕ пулсан халь— пулмастчĕ нуша...
Пӳрте чупса кĕчĕ Бобров пĕр-пĕччен.
Калать васкаса вăл:
— Итле, утаман:
Халь çеç килсе çитрĕç кунти ялсенчен
Утпа та, çуран та — виççĕр çын таран.
Ăçта вырнаçмашкăн калас вĕсене?
Чакка шухăшларĕ те тимлĕн тăрса
Каларĕ:
— Вырнаçчăр Пасар урамне...
Унтан, старике ырлăх-сывлăх сунса,
Чакка кайма тухрĕ. Тухсан, урамра,
Арлан есаул ак таçтан кăшкăрать:
«Тăхта, утаман!.. Сăмах пур, ара...»
Чупсах пынăскер вăл хашкать те калать:
— Итле, утаманăм... Ман çар саланать...
Тури урамра тăракан ушкăнтан
Пĕр çирĕм çын юлчĕ... Ытти йăлт каять.
«Çитет пире!» теççĕ... Мĕскер тăвас ман?!
Чакка шарламарĕ. Утса та чупса
Васкарĕ çиллессĕн Тукас еннелле.
Ун хыççăн Арлан та, темскер ятлаçса,
Хашка-хашка чупрĕ çиле хирĕçле.
Çапăçу
Пĕрре ирхине.
Тулта çил-тăман çавăрать.
Расправа-кантурĕн чăнккас тăррине
Хаяр çил тулать, тустарать.
Пĕр аслă, чипер пӳлĕмре
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...