Хĕн-хур айĕнче :: Çапăçу
Пĕччен, иккĕн-виççĕн пĕрле тапăнса,
Гусарсене хирĕç çапăçрĕç вĕсем.
Нумайăшĕ ӳкрĕç хĕçпе касăлса...
Маттур Сементей, çапăçу вăйлă чух,
Кĕрешрĕ хĕрӳ вырăнта паттăрла,
Кунта кăшт тăма та, канма та май çук,
Пĕрне-пĕри каснă унта-кунталла.
Патвар, çамрăкскер, çынсем хушшипе
Вăр-вар чупкаланă, тĕрмешнĕ чухне,
Пырса перĕнет вăл гусар çурăмне.
Гусар çаврăнать те сулать хĕçĕпе.
Анчах хĕç лекмерĕ çак паттăр пуçне,
Ăна Сементей ӳпĕнтерчĕ хăйне.
Курмарĕ çак паттăр, — хĕрӳ тапхăрта
Пĕр вăрăм та самăр, хура офицер
Тĕллерĕ те печĕ ăна кăкăртан.
Ӳкет Сементей, чĕнеймерĕ нимскер...
Çаплах пĕтсе пычĕç хастар арçынсем:
Ӳкет Ухваниç те, Арлан, Карачур,
Сайралчĕç кĕреш пек кервен мужиксем.
Анчах çапăçмалăх çаплах-ха çын пур.
Хаяррăн кĕрешрĕç хула çыннисем.
Хăюллă Бобров тек хавхаланипе
Малта кăна пычĕç, чакмарĕç вĕсем...
Хыт çапăçрĕç, пĕтрĕç çынсем майĕпе.
Бобров ӳксе вилчĕ Чакка çумĕнчех.
Вăл ӳкрĕ вăраххăн, кĕтмен пульăпа.
Пĕрре кăшкăрайрĕ: — Çапăç виличчен!
Юнарĕ тăшман енне алăпа.
Чакка ак сывах-ха... Хăрах пиче ӳн,
Салтак хĕçĕ кăшт касса илнĕрен,
Юнпа вараланнă, — тумлать питрен юн.
Анчах ăна хăй туймасть хĕрнĕрен.
Юксар хыçĕнчен пĕр салтак-юланут
Кĕç-вĕç касас пек ыткăнса пынă чух
Чакка сăннипе сулса ячĕ пĕр хут, —
Салтак тĕшĕрлейчĕ, — сасси те ун çук!
Чупать ак Чакка хĕвĕшӳ варринче,
Кусать, кăлтăрмач пек, унта та кунта.
Сасси янăрать ун вăрман хушшинче.
Ăçта пит хăрушă — вăл çав вырăнта...
Хаяр çапăçу ак куçать çул çине.
Гусар йышĕ меллĕн чакать уялла.
Чакка, çĕнӳпе хавасланнă енне,
Пĕр ушкăн çынпа хирĕнет малалла.
Ак çак самантра салтаксен ретĕнчен
Сасартăк кĕрлерĕç пăшал сассисем:
Чылай çын тăкăнчĕ пăлхавçăсенчен.
Калла чакса тăчĕç чипер юлнисем.
Чакка ĕлкĕрменччĕ хӳтте пытанма, —
Ун сылтăм ури ерипен хуçланать.
Пикенчĕ утма вăл, ик-виççĕ пусма —
Унтах персе анчĕ... шăм-шакĕ шанать...
«Шăм хуçăлчĕ имĕш! Ура итлемест!..
Ах, мĕншĕн кĕтмерĕ тепрер çур сехет!
Çĕнеттĕмĕр!» — терĕ вăл хурлăн хăйне,
Унтан шăлне çыртрĕ, ăш çуннă енне.
Суранĕ кассах ыратма пуçласан,
Выртатчĕ вăл шăппăн, шăвма шутласа, —
Кĕçех илтсе кайрĕ таçтан, хыçалтан
Лаша урисем тапăртатнă сасса.
Унччен те пулмарĕ, курать — çулпала
Пĕр ушкăн çил-утлă отряд вирхĕнет!
Малта ав Пахом — хĕçне сулкалать
Ун хыççăн — Лавруш та, ытти те иртет...
Кар-кар! кăшкăрса та шăй-шай шăхăрса,
Вĕсем пырса çапрĕç гусар отрядне.
Чакка чăтаймарĕ, пуçне кăшт йăтса:
— Айта, лайăхрах! — терĕ вĕсене.
Хавшаннă, йыш чакнă хура эскадрон
Текех çапăçмарĕ, чакать уялла...
Пахомка отрячĕ тухмасть вăрмантан,
Пăхса çаврăнать çеç йĕри-тавралла;
Юнпа улаланнă, хĕрелнĕ раща
Хытах тĕлĕнтерчĕ хусах ушкăнне.
«Ой, тăкăннă, пĕтнĕ! Хăрушă мунча!
Ну, хирĕннĕ!..» терĕç çынсем пĕр-пĕрне.
Пахомка отрячĕ вăрман хушшинчен
Аманнă, суранлă çынсене пухса
Лавсем çине хучĕ. Кăпка юр çинчен
Имшер Чаккана та илеççĕ тупса.
Кăштах чĕмĕ юлнă, чун пур пеккине
Пурне те ăсатрĕç Кушлавăш ялне.
Ялта выртма шиклĕ аманнисене —
Пахом яма хушрĕ хăйсен тапăрне1.
Унтах Тевенешĕн ӳтне те тупса
Ялне ăсатаççĕ, чыспа пытарма.
Туса пĕтермен-ха чи кирлĕ ĕçе, —
Пухаççĕ çĕрти пур пăшал-тимĕре.
Сив сывлăш кĕрлерĕ... ӳлерĕ...
Кĕçех Ум-хыçлăн шартлатрĕ ик пысăк йĕтре.
«Переççĕ... Тепрер хут килсе кĕриччен
Пире хăратасшăн йĕтре-çатрапа.
Анчах, хăйсен çурнă пуçне сипличчен
Инçех тухас çук-ха вĕсем ку йышпах...
Çапах та халь пирĕн кунтан каймалла.
Вĕсем пит те хăвăрт килсе çитнипе
Пăлхав сарлаймарĕ мĕнпур вăйпала...
Ну, чакăпăр!..» — терĕ Пахом çилĕпе.
Каçпа. Тĕксĕм сивĕ... Вăрман тĕлĕрет.
Хутран-ситрен тупă сасси кисретет.
Йĕтре çурăлса çĕмĕрет ращана.
Пăлхавçăсен çарĕ чакать салана.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...