Хĕçпе çурла :: 12
Çанталăк ăшăтрĕ. Йăмрасем çинче ĕнтĕ ир пуçласа каçчен кураксем кăранклатаççĕ, пĕлтĕр хăварнă йăвисене юсакалаççĕ — çăмарта туса пусма ларма, чĕпĕсем кăларса вĕсене çунат пама хатĕрленеççĕ. Хĕлле шартлама сивĕре вĕçсе пынă чух патлатса ӳкесрен аран хăтăлса юлнă çерçисем — пайтах тăванĕсем çапла пĕтнĕ — халĕ, хуралтăсем тавра сиккелесе, хаваслăн чĕвĕлтетеççĕ, пулас чĕпписене пăхса çитĕнтерме йăва çавăрмалли вырăн шыраççĕ. Кĕçех шăнкăрчсем вĕçсе килĕç, вĕсем валли ачасем вĕллисене хатĕрленĕ: пӳрт çинче, хапха тăрринче е яштак ӳснĕ хурăн çумĕнче, çӳлте, вăрăм шертисем радио-антенна пек курăнаççĕ. Ула-чăла хирте тăрисем тĕрĕлтетме тытăнĕç, вĕсене, утса пынă çĕртен чарăнса тăрса, ытарайми итлĕн. Çырмасенче шыв тулма, унтан шарласа юхма пуçлĕ, сăртсем çине ем-ешĕл курăк шăтса тухĕ — çĕршыв хăйĕн тумне кунсерен улăштарĕ йĕри-тавра илем кӳрсе, этем чунне, куçне савăнтарĕ. Мĕн тери хитре вăл — çанталăк, çĕршыв, пурнăç!
Мĕн тери йывăр иккен вăл çуркунне çывăхарса килнĕ кунсенче больницăра выртма!
Тĕнче çути кăтартсан хăçан та пулин çĕр айĕнчи тĕттĕме кĕмеллине пĕле тăрах çынна мĕншĕн çуратаççĕ-ши? Çакăн пек шухăш Сăпани пуçне хăй ĕмĕрĕнче нихăçан пырса кĕменччĕ. Халĕ ак, шурăпа сăрланă стеналла пӳлĕмре, шурăпа сарнă таса вырăн çинче ним ĕçсĕр выртнă чух — ку сăмаха Сăпани сасăпах каларĕ, — пуçа темле-темле шухăш та пырса кĕрет иккен. Каплансах пыракан шухăша сирме тăрăшса сирсе пĕтерейместĕн, вăл, хăваласа ярсан та, пӳрте кĕресшĕн алăка чĕрмелекен кушак евĕр, каллех килсе сĕмсĕрленет е йынăшать.
— Мĕн курнă эпĕ пурнăçра? — хăйĕнчен хăй ыйтать Сăпани. — Мана анне, ыраш вырма кайсан, урапа айĕнче çуратнă-мĕн. Пĕчĕк чухне килте лутра маччаран çакса янă сăпкана вырттарнă, çăвара чустаран тунă ĕмкĕç хыптарнă, тем ĕнĕрлесе сиктернĕ, эпĕ вара вăхăтлăха, аннене хăйĕн ĕçне тума кăштах ирĕк парас тенĕ пек, куçăма хупнă, çăварти ĕмкĕçе чаплаттарсах çывăрса кайнă. Унтан, сăпкаран урайне анса, шума, пĕр вырăнта тăма, малалла ярса пусма вĕреннĕ. Çапла ӳснĕçем ӳссе пынă, пуканесемпе вылякан пулнă. Мĕншĕн арçын ачасем лашалла, урапа-çунасемпе (халĕ машинсемпе), мăлатук, сава йышши япаласемпе выляççĕ-ши, çав хушăрах хĕрачасем пуканесемпе, тирĕк-чашăксемпе аппаланаççĕ-ши? Турри çапла хушнăран-шим? Туррине хăйне çук, теççĕ тахçанах. Мана ĕнтĕ, ватă çынна, ăнланса илме йывăр.
Ӳсерех çитсен вăл тантăшĕсемпе пĕрле урамра пӳскелле вылянă, арçын ачасемпе тавлашнă, тепĕр чухне тӳпелешсех те кайнă, лешсем ăçтан та пулин ыраттарсан, хĕрача, куçне шăла-шăла, пӳрт умĕнчи амăшĕ арки çине чупса пырса ларнă. Кусене вăл халĕ те астăвать-ха. Унтан ăна тепĕр ачана сăпкара сиктерме хăнăхтарнă. Хитре чечек пек çав тери илемлĕ ачаччĕ вăл. Хăйĕн тарай тутрисенчен чĕркелесе тунă пуканийĕсенчен ытла юрататчĕ ăна: ку хăех урипе тапкалашать, аллипе çапкалашать, пĕчĕк тути-çăварне уçать те, питне-куçне пĕркелесе, йĕрсе ярать. Вăл ăна ĕмкĕç хыптарать кăна — чарăнать те хайхи. Кулăшла! Пуканесем çавăн пек выляма пултараймаççĕ. Анчах ку «пукани» хăш чухне йăлăхтарса çитерет. Тантăшсем урамра пӳскелле выляççĕ, чӳречерен ăна чĕнеççĕ, эсĕ пур — пĕчĕкки çумĕнчен ниçта та ан хăп! «Эпир ăна сан валли çăлтан ăсса килтĕмĕр, — тенĕччĕ амăшĕ пĕррехинче, — ăна юратас, пăхас пулать, вăл сан пекех ӳссе çитĕнсе пысăк пулĕ, ун чухне вара пĕрле выляса савăнăр». «Вăл йĕрет, тӳшекне йĕпетет, варалать! — килĕшместчĕ амăшĕпе пĕчĕк Сăпани. — Çăлтан ăсса килнĕ пулсан, унтах кайса ярăр!» Пĕчĕкки-вара, чăнах та, таçта çухалчĕ: ăна хăмаран тунă ещĕке хучĕç, питне-куçне шурă пирпе витрĕç те, ашшĕ, ещĕкне хулпуççийĕ çине хурса, амăшĕпе тата ытти палланă çынсемпе пĕрле таçта илсе кайрĕ. Вăл ун чухне хăй астăвасса чи малтанхи хут чăн-чăн куççулĕ кăларчĕ.
Мĕншĕн асне илет-ши халĕ Сăпани çаксене пĕтĕмпех? Çук, вăл пĕрттех те асилесшĕн мар, анчах ыйхă вĕçĕмех килмест-çке, пулни-иртни вара татти-сыпписĕр куç умне киле-киле тухать. Пĕррехинче, кĕркунне çывăхараспа, анчах хĕвеллĕ ăшă кун ашшĕ ăна ирхине çĕнĕ çăпата сыртарчĕ, амăшĕ çĕнĕ кĕпе тăхăнтарчĕ, пуçне шурă тутăр çыхтарчĕ те — шкула ăсатса ячĕç. Икĕ çул хушши вĕренчĕ вăл унта. Нумай пек туйăнчĕ ăна. Çырма-вулама пĕлекен пулсан, тантăшĕсене кура, вăл та шкула çӳреме пăрахрĕ. Çулсем сисмесĕрех иртсе пычĕç. Вуннă тултарсан, ăна пĕр ирхине ирех, куç-пуç уçăлса çитмесĕрех, урапа çине лартрĕç те хире илсе кайрĕç. Унта вара, алла çурла тыттарса, хăйĕнчен çӳллĕ ӳснĕ сарă ыраш «хӳми» умне тăратрĕç. «Ку вăл ак çакăнтан тытăнса кунта çитиччен — ашшĕ хăлаçланса кăтартрĕ — санăн каçалăку пулать», — терĕ ăна, кулкаласа. Малтан, ашшĕпе амăшне пăхса вырма вĕренни вăйă пек çеç туйăнчĕ. Унтан унăн çурăмĕ ыратма тытăнчĕ. «Анне, эпĕ урăх вырмастăп, манăн çурăм ыратать», — терĕ вăл. «Çурăм мар вăл, хĕрĕм, пилĕк, теççĕ ăна, — йăвашшăн ăнлантарчĕ амăшĕ. — Чăтас пулать. Авă, хĕвел уй варринчи çӳллĕ хыр тăррине хăпарса çитсен, урапа айне сулхăна, кĕрсе ларăпăр та çăмарта, чăкăт çийĕпĕр, уйран ĕçĕпĕр, унтан, пуçсене кĕлте çине хурса, выртса канăпăр». Ырашне пĕр ывçă касса илнĕ те хыр тăрринелле пăхнă, тепĕр ывçине çĕкленĕ те — каллех унталла. Ăна хĕвел пĕр вырăнта çакăнса тăнă пек туйăннă, тарăхма тытăннă, ун каçалăкĕ тĕлĕнче хăмăл çӳллĕрен çӳллĕ юла пуçланă.
Çапла, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех пур ĕçе хăнăхса пынă вăл. Çуркунне пахчара çĕрулми лартма, çулла çум çумлама, купăста-хăяр сапма, унтан хирте тырă вырма; кĕркунне — авăн çапма, çĕрулми кăларма, купăста тӳме, хăяр тăварлама; хĕлле — çăм арлама, чăлха çыхма, тĕрĕ тĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Çав ĕçсене тунă хушăрах яшкине пĕçернĕ, урайне çунă, çырмана кĕпе чӳхеме аннă. Пурне те хăй сисмесĕрех тенĕ пек вĕренсе пынă, пурне те пултаракан пулса çитĕннĕ. Амăшĕ ашшĕне ун çинчен: «Пирĕн Сăпани ĕçчен хĕр, пĕвĕ-сийĕпе, пичĕ-куçĕпе чи илемлисенчен ним чухлĕ катăк мар, алли ăста, кăмăлĕпе ырă — телейĕ пултăрах пурнăçĕнче», — тенине илтнĕ те вăл, çакă вара шухăша янă. Тата мĕнле пурăнăç кĕтнĕ-ши ăна?
Çуркунне, çĕр-шыв типсе çитсен, çĕмĕрт çеçки çурăлсан, пахчара саркайăк юрланă вăхăтра, хĕрсемпе кăччăсем аслă урама каçсерен уйăх çутипе вăййа тухатчĕç. Тантăшĕсенчен мĕншĕн юлас-ха унăн? Вăл ĕнтĕ ача мар, вунçичче кайнă! Унăн çине-пуçне тирпейлĕ те хитре тумлантарма мĕн кирли пурте пур — ашшĕ-амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн ним хĕрхенсе тăман, хыт кукар пулман вĕсем, — хĕрĕн юрлама сасси уçă та янравлă. Пĕррехинче вăл вăйăра хăй çумне тепĕр урамра пурăнакан пĕр каччă, Элекçи ятлăскер, тăма тăрăшнине сиснĕ. Пырса тăрать, алăран хытăрах тытать те юрă пуçласа ярать. Ун чухне, хăшĕ лайăх юрлать тесе, каспа кас, ялпа-ял тупăшатчĕç. Çав Курьян Элекçийĕн сассине пула, вĕсен урамĕ е, ытти ялсемпе пĕрлешсе тупăшнă чух, Сарулăх çĕнтеретчĕ. Пĕр каçхине ăна: «Сăпани, вăйă салансан киле пĕрле кайăпăр», — систернĕ урам урлă пурăнакан Кĕтерук. Юрĕ, килĕсем енне çул тытнă вара вĕсем иккĕш, анчах пахча тĕлĕнчи çĕмĕрт айне çитеспе ума каччă тухса тăнă. Курьян Элекçийĕ! Кĕтерук, хăранă пек, таçта таранçи пулнă. Кунăн та сехри хăпсах тухнă. Атте-анне курсан? Хăй вăл, юри турткаланса тăнă хыççăн — йăли çапла — çĕмĕрт айĕнчи сак çине каччипе юнашар ларнах.
Иккĕш те пĕр сăмах чĕнмеççĕ-ха, таçта шăпчăк шăхăрса тавралăха ян янратнине, кӳлĕре шапасем кăввăклатнине итленçи пулса лараççĕ. Кун пек чухне мĕншĕн сăмах тупăнмасть-ши? Каччи ытла хăюсăртан-ши? Акă вăл, унăн пуçĕ çине усăнса аннă çĕмĕрт туратĕнчен пĕр ярăм çеçкине татса илесшĕн пулса, аллипе кармашрĕ те ларнă çĕртенех, унччен те пулмасть, тепĕр аллипе унăн кăкрине тытрĕ. Вăл, сăпă пулин те теветкел хĕр темерĕн, сиксе тăрса, каччине сасартăк питĕнчен çуталтарса илчĕ. «Мĕнех вара, — мăкăртăтрĕ Элекçи, питне сăтăркаласа, — хĕре кăкăрĕнчен тытнăшăн çылăх-им?» «Эпĕ çакна çеç илтсе юлтăм, — аса илет Сăпани, — хăвăртрах пăлтăра тарса кĕтĕм, кăпăр-кăпăр салтăнса шăналăк айне выртрăм».
Тепĕр уйăхран вĕсем каллех тĕл пулнă. Мĕн пулни-иртнине пĕр сăмахпа асăнман, ăна тахçанах манса кайнă тейĕн. Çамрăк чух çилĕ, пĕр тапхăр вăшлатса килнĕ çил евĕр, хăвăртах таçта иртсе каять, çухалать. Вăл ĕнтĕ, хĕр пулса çитнĕскер, сăнас темен çĕртен сăнанă: Курьянсен Лекçийĕ, унăн каччи, — вăрттăн «савни» тенĕ вăл ăна хăй ăшĕнче — чипер çын иккен, ял çинче ун пирки никам усал калаçмасть, ĕçре ĕçчен, юлташĕсем хушшинче хăйне йĕркеллĕ тыткалать, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем те ялта хисеплĕ çынсем шутланаççĕ. Пуян мар, куштан мар, выçă та лармаççĕ... Унтанпа вăхăт пĕр çулталăк таран иртсе кайнă, вĕсем çав хушăра хутран-ситрен кăна курнăçса пĕрне-пĕри ик-виçĕ сăмах хушма ĕлкĕрнĕ, анчах Лекçей никам хĕрне куç хывман, никам хĕрĕпе улахрă-мĕнре ларман. Çимĕк эрнинче вĕсенчен евчĕ пырса кĕнĕ. Çав эрнерех вара ялта халĕ те асран кайми вăйлă туй кĕркĕрлесе, пĕкĕсем айĕнчи шăнкравпа янăраса тăнă...
Пурăна киле унăн та, кунăн та ашшĕ-амăшĕсем пĕрин хыççăн тепĕри çĕре кĕнĕ. Вĕсем вара килĕнче хăйсем пĕчченех тăрса юлнă. Анчах, нумаях кĕтсе пурăннă хыççăн, пӳртре çĕнĕ чун — малтанхи ачи — хăй çĕр çине килнине пĕлтерсе сасă панă. Çулталăк иртсен — тепри. Мĕн тăвăн, çĕр çине телейлĕ вăхăтра килмен иккен вĕсем: тырă пулман çул таçтан хăпса тухнă хăрушă чир мăнтарăн чунсене, чупса-выляса çӳрес вăхăтра, масара илсе кайнă. Унтан вĕсем, ĕнтĕ кун-çул хăй йĕркине кĕрсе пынă чух, тата — ик çултан пĕрер — виçĕ ача çуратнă. Кусене ӳстерме те çăмăлах пулман. Çукрах чухне юлашки турама вĕсене панă, ху саплăклă юлса вĕсене тирпейлĕрех тумлантарма тăрăшнă. Унтан колхозсем пуçланса кайрĕç, ĕçлеме иккĕшин те вăй çăлкуçĕ пек тапса тăратчĕ-ха, икĕ ывăлĕ пулăшатчĕç тата — пурнăç çулсерен лайăхланса пыратчĕ. Çитĕнекен ачусене ытарайми пăхса, ватăлмалăх кунра савăнса кăна пурăн! Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене вăрçă хура пĕлĕт пек хупăрласа илсе курăнми турĕ.
«Ăçта-ши халĕ вĕсем, пирĕн тĕпренчĕкĕмĕрсем? — шухăшлать ĕнтĕ вырăн çинче йывăр чирпе выртакан Сăпани. — Курайăп-ши вĕсене куçам ĕмĕрлĕхе хупаниччен? Йăкăнатăм! Эсĕ таçта инçетре ним пĕлми выртатăн, манăн куççулли тумламĕсем шăпăртатса сан тăпру çине ӳкеймерĕç, эсĕ, ман тăпрам çине килсе, хăвна çуратса ӳстернĕ аннӳне аса илеес çук. Микулайăм! Эсĕ ăçта-ши тата? Хăш çĕрте пире, аçупа иксĕмĕре, аса илетĕн-ши? Çакă асар-писер хăрушă вăрçă тухман пулсан, таçта инçетре пурăнсан та, тăван аннӳ патне, унăн ыратакан чĕрине çăмăллăх кӳме, вĕçсе çитнĕ пулăттăн. Эп сана юратса çитĕнтертĕм, çунат патăм, эсĕ ху та мана ырă чунунтан юрататтăн, чĕрем сисет — халĕ те юрататăн. Анчах халлĕхе куракан куçăм умне мĕншĕн килсе тăраймастăн-ши? Пĕртен-пĕр хĕрĕм, савнă Елюкăм! Эсĕ ăçта-ши çак самантра? Санăн çурăму çине ху ача чухнехи пек халĕ вăйсăр аллăма хурăттăм, лăпкăттăм, çапла чунăма йăпатăттăм. Эсĕ кунта çук... Кинĕмсем! Сирĕн те пулин килсе курасчĕ пурнăçĕнче сахал мар нуша тӳснĕ, сайра хутра ыррине те курнă ватă хĕрарăма. Эпĕ сире çуратса ӳстермен, анчах сирĕн ачăрсенче ман юнăм тумламĕ те пулмалла-çке... Лекçей! Мĕнле пурăнкалатăн-ши? Кам сана апат пĕçерсе парать, кам кĕпӳне çăвать, кам вырăнна сарать? Кил-йышăмăр, чулпа персе хăратнă кăвакарчăн ушкăнĕ пек, пăр-пар сапаланса кайрĕ. Кăвакарчăнсем каллех пĕр çĕре пухăннине курасшăнччĕ... Ах!.. Хĕрĕм!»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...