Хĕçпе çурла :: 12
Вăл шурă халатлă сестрана çапла чĕннĕ. Сасă илтсен, ун патне çинçе пилĕклĕ, чипер сăн-сăпатлă ырă кăмăллă хĕр кĕрсе те тăчĕ.
— Мĕн пулнă сана, аннемĕр? — ыйтрĕ вăл йăвашшăн, ун умне пĕшкĕнсе, витĕнкĕçне тӳрлетсе.
— Ыратать, хĕрĕм. Ак çакăнтан йĕп пек чиксе кайрĕ, — терĕ Сăпани, аллине чĕри патне аран çитерсе.
— Халех!
Хĕр тухса кайрĕ те çавăнтах каялла çаврăнса кĕчĕ, унăн кĕпине уçса çурăмран темскерпе чикрĕ. Укол. Кăна Сăпани хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Хĕр ăна тирпейлĕн витрĕ, чирлĕ çыннăн ыратни иртрĕ пулас, вăл тĕлĕре пуçларĕ. Сестра чĕрне вĕççĕн пускаласа коридора тухрĕ. Тухрĕ те курах кайрĕ: ăна хирĕç виççĕн, шурă халат тăхăннăскерсем, — икĕ хĕрарăмпа пĕр ватă арçын — васкаса киле параççĕ.
— Эсир кам патне? — ыйтрĕ хĕр, чарса.
— Гурьянова Степанида Алексеевна патне.
— Чимĕр-ха, пăртак тăхтас пулать. Вăл халь кăна укол тунă хыççăн çывăрса кайрĕ. Ав çав диван çинче кĕтсе ларма тивет сире.
Мĕн тăвăн? Кашни тĕлте хăйĕн йĕрки, теççĕ. Ăна пăсма юрамасть. Виççĕш пĕр чĕнмесĕр диван çине кайса ларчĕç.
Вăрăм коридор тăрăх пĕр ватă врачпа çамрăк сестра килни курăнчĕ, вĕсем çитсен, кусем харăсах ура çине тăчĕç. Чарăнса тăмарĕç, сывлăх сунса, васкавлăн иртсе кайрĕç.
Больница тем те шухăшлаттарать çынна. «Тем курса тăрăн ватăлмалăх кунра, — шухăшлать ĕнтĕ диван çинче пуç усса ларакан Алексей Гурьянович. — Иккĕн пĕрле терт-асап курса, ачасемшĕн хуйха-суйха ӳксе пурăннă вăхăтра пĕччен тăрса юлмалла ан пултăрччĕ. Иккĕн йывăра çĕклеме çăмăлтарах, пĕччене питĕ хĕн. Ватă пуçăмпа — йӳтемерĕм пулĕ-çке — мĕн шухăшлатăп эпĕ? Апла-капла пулма пултараймасть! Акă Сăпани сывалса тухать те, эпĕ ăна çул питĕрĕниччен хамăр киле лартса каятăп. Вара вăхăт нумай та иртмĕ, юртан тасалнă хир-улăх ешерĕ, хыçри вăрман симĕсленĕ, садсенче сивĕрен хăтăлса юлнă йывăçсем чечеке ларĕç. Хам, юрĕ, колхозрах мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшăп, асапĕ йывăр пулсан та чăтăп, вăл, Сăпани, килте кăштăртаткалĕ: апатне пĕçерĕ, картишне тухса чĕпписене кĕрпе-мĕн сапса парĕ, пахчана тухса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çум таткалĕ, купăстине, кишĕр-кăшманне, хăярне шăварĕ. Ĕçсĕр пурăнаймасть ялта чăваш хĕрарăмĕ. Сывласчĕ-ха сывлăшне уйăхпа хĕвел айĕнче. Унтан, вăрçă чарăнсан, ачасене савăнса кĕтсе илĕпĕр. Çынна ватлăхра савăнăç кирлех. Унсăрăн мĕншĕн тертленнĕ-ха вăл ĕмĕр тăршшинче?» Пуçа тĕрки-тĕркипе, сĕвем-сĕвемĕн тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет.
Çамрăккисем те, икĕ кинĕ, чĕнмесĕр лараççĕ. Вĕсем вилĕм çинчен шухăшламаççĕ. «Аван хĕрарăм вăл ман хуняма, — тет хăй ăшĕнче Укçине. — Пĕрле сахал мар пурăнтăмăр, пĕр сивĕ сăмах илтмерĕм эп унран. Хăйне кӳрентернĕ вăхăтсем пулкаларĕç-тĕр, каçартăр. Хăвăртрах сывалса тухтăрччĕ. Алексей Гурьянович пĕччен хăшкăлсах çитрĕ. Мĕнле пулăшма пултартăр ăна кĕçĕн кинĕ, паян-ыран тенĕ пек ача çуратмалласкер. Ăна хăйне пăхмалла. Эх, пурăнăç, пурăнăç!..» Валентинăн хăйĕн шухăшĕ. «Вăл çуралсан, — пулас ачи çинчен шухăшлать çамрăк хĕрарăм, — мĕн тумалла? Нимĕн те пĕлместĕп. Анне, таçта инçетри çĕршывра тупăннă ырă аннем, хăвăртрах сывалса тухинччĕ, вăл вĕрентĕччĕ, вăл ăна та, мана та пур инкекрен хăтарĕччĕ».
Кил хуçи хĕрарăмĕ, ватă пулин те, мĕн тери хаклă, мĕн тери кирлĕ иккен хăйне çывăх çынна!
Тухтăрпа сестра, каялла çаврăнса, Гурьянова выртакан палатăна кĕчĕç. Диван çинче ларакансене ку темшĕн пăшăрхантарчĕ. Акă кĕçех вĕсене те палатăна кĕме чĕнчĕç. Сăпани шурă, кăпăш вырăн çинче çурăмпа тăсăлса выртать. Питçăмарти путса кĕнĕ, çамки картлам-картлам йĕрсемпе витĕннĕ, куçĕ вылять-ха: унталла-кунталла пăхать, килсе кĕнисене тӳрех палларĕ.
— Мана, телейсĕре, килсе курма шут тытнăшăн пурсăра та тайма пуçăм, — терĕ вăл йăвашшăн. — Лекçейĕм, — тӳррĕн каланăшăн ан çиллен, ан хăра, — эпĕ вилетĕп. Вилĕме халсăр юлнă чунăмпа ӳтĕм те, паяна çити тепле сыхланса юлнă ăсăм-халăм та аван туять. Савнă мăшăрăм, мана аннепе юнашар вырттар, эсĕ ун вилтăпри ăçтине пĕлетĕн. Ан хурлан. Эпир санпа лайăх пурнăç пурăнса ирттертĕмĕр. Ачамăрсене те хамăр пек ĕçчен те ырă кăмăллă çынсем пулма пăхса, вĕрентсе çитĕнтертĕмĕр...
Вăл, калаçма чарăнса, аран сывлăш çавăрса илчĕ. Унтан татах питĕ йывăррăн сывларĕ. Вара, сылтăм аллине кăшт-кашт хускатса, юнашар тăракан кинĕсем енне çаврăнса пăхрĕ.
— Ачамăрсем вырăнне акă кинĕмĕрсем умра тăраççĕ. Вĕсем маншăн хамăн тăван ачасем пекех сумлă пулчĕç, эпĕ вĕсене чунтан юратрăм. Аслă кинĕм Укçине,итлесем мана: эсĕ хамăр килтен кайрăн пулин те, Йăкăнатăмăр тăван кил алăкне ĕнтĕ нихăçан уçас çук пулин те, аçуна ан пăрах...
— Анне! — кĕç кăшкăрса ямарĕ Укçине. — Ан пилле мана, тархасшăн. Эпир çуркуннеччен сана илсе каятпăрах кунтан. Яланхи пекех пĕрле пахча çимĕç ӳстерĕпĕр.
— Темле çав, — аран илтĕнмелле хирĕç чĕнчĕ Сăпани. — Ĕмĕтленни яланах çитсе пымасть çав. Тем те тăвăттăн пурнăçра, анчах туса çитерейместĕн, ĕлкĕрейместĕн.
Палатăра кăштах нăшлатни илтĕнчĕ. Вăл Валентина иккен, пуçне тайса аяккарах тăнă та куçĕ тĕлĕнчен тутăрне илеймест.
— Кĕçĕн кинĕм, — терĕ йăвашшăн, ун еннелле пăхса Сăпани, — эсĕ мана пула ан йĕр. Пурнăçра куççулĕ, тен, татах та кирлĕ пулĕ, çамрăклах вăхăтсăр ан типĕт ăна. Эх, мăнукăмсене курассăм килетчĕ, пиеленĕ, сиктернĕ, ачашланă пулăттăм. Каллех ав, ĕмĕтĕм çитмерĕ. Тухтăрпа сестрана тавтапуç. Вĕсем мана ыратнăран асапланма памарĕç. Эпĕ лăпкăнах...
Сăпанин юн тымарне тĕрĕслесе ларакан сестрана куçран пăхрĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр тем хушрĕ вăл ăна. Сестра Валентинăна хуллен хулĕнчен тытрĕ те коридора илсе тухрĕ.
— Сана унта пулма юрамасть, — терĕ вăл, çамрăк хĕрарăма инçетерехри диван çине лартса. — Санăн чун кĕнĕ пĕчĕкки пур. Амăшĕ курни-илтни, пăшăрханни, хăрани ун çине ӳкме пултарать. Лăпкăн лар, нимĕн çинчен те ан шухăшла. Акă журналсем. Вула уçкаласа.
Валентина ăна ăнлансах çитеймерĕ, анчах итлерĕ.
Сăпани çав вăхăтра калаçма чарăнчĕ. Çук, тем каласшăнах пулнă пек, кăвакарнă типшĕм тутине пăртакçă уçрĕ, тăлппăвĕпе турткаланса илнĕ евĕр пулчĕ, аран-аран аллисене кăштах çĕклерĕ, пуçпе йăтма хăтланчĕ — пырĕ хăрăлтатрĕ... вара аллисем лăш кайрĕç. Тухтăр унăн аллисене хĕреслетсе кăкăрĕ çине хучĕ, тăчĕ, пĕр сăмах каламасăр тухса кайрĕ; Укçине, кăшкăрса ярасран хăраса, тутине тутăрпа хытă-хытă пăчăртарĕ те — ун хыççăн Алексей Гурьянович, палатăра пĕччен юлнăскер, ларнă çĕртен хуллен-хуллен тăчĕ те сывлами выртакан мăшăрĕ патне пычĕ, вара, ыраттарасран шикленнĕ пек, пӳрнисемпе ерипен, çемçен унăн куçĕсене хупрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...