Пăва çулĕ çинче ::


Ял хĕрринчи лутра пӳрте пырса кĕрекен çын куçне чи малтан сулахай стена çумне лартнă верстак курăннă. Тĕпелте — сăрланă сĕтел. Урам енчи икĕ кантăк шăнса пăрланнă. Пӳртре тĕксĕм. Урайне шăналăк пек анлă шăвăç листи сарса пăрахнă. Ун çинче ăшă тумтирлĕ пĕчĕк ача йăраланать. Ачан сылтăм аллинче çинçе авăрлă пĕчĕк мăлатук.

Верстак умĕнче унăн ашшĕ ĕçлет. Вăл тăваткал лум çине витре тăхăнтартнă та çĕнĕ çĕвĕ тăрăх васкаса шаккать. Ăна курса, урайĕнчи ача та хăйĕн пĕчĕк мăлатукĕпе шăвăç листине çапа-çапа илет, унтан сасартăк кулса ярать, вĕтĕ шăрçа пек шурă шăлĕсене кăтартать. Ун чух ачан çивĕч куçĕсем те, кăштах хĕсĕнсе, чеен ялкăшса илеççĕ. Сасси илтĕнмест. Тен, вăл кулнă чухне мĕн те пулин калать те-и — ача ашшĕ лум çинчи витрине шаккани пӳртри ытти сасса пĕтĕмпех хупласа тăрать.

Иккĕри ачапа ашшĕ ĕçлекен пӳртĕн сылтăм пайне кăмака йышăннă. Кăмака умĕнчи лутра йывăç кравать çинче тӳшекпе минтерсен купи йăтăнса выртать. Вырăн çине ула-чăла утиял витнĕ. Кравать çинчи япаласене тирпейлĕ пухса хуни çак пӳртре хĕрарăм та пурăннине пĕлтерет.

[...]