Пăва çулĕ çинче
Ял хĕрринчи лутра пӳрте пырса кĕрекен çын куçне чи малтан сулахай стена çумне лартнă верстак курăннă. Тĕпелте — сăрланă сĕтел. Урам енчи икĕ кантăк шăнса пăрланнă. Пӳртре тĕксĕм. Урайне шăналăк пек анлă шăвăç листи сарса пăрахнă. Ун çинче ăшă тумтирлĕ пĕчĕк ача йăраланать. Ачан сылтăм аллинче çинçе авăрлă пĕчĕк мăлатук.
Верстак умĕнче унăн ашшĕ ĕçлет. Вăл тăваткал лум çине витре тăхăнтартнă та çĕнĕ çĕвĕ тăрăх васкаса шаккать. Ăна курса, урайĕнчи ача та хăйĕн пĕчĕк мăлатукĕпе шăвăç листине çапа-çапа илет, унтан сасартăк кулса ярать, вĕтĕ шăрçа пек шурă шăлĕсене кăтартать. Ун чух ачан çивĕч куçĕсем те, кăштах хĕсĕнсе, чеен ялкăшса илеççĕ. Сасси илтĕнмест. Тен, вăл кулнă чухне мĕн те пулин калать те-и — ача ашшĕ лум çинчи витрине шаккани пӳртри ытти сасса пĕтĕмпех хупласа тăрать.
Иккĕри ачапа ашшĕ ĕçлекен пӳртĕн сылтăм пайне кăмака йышăннă. Кăмака умĕнчи лутра йывăç кравать çинче тӳшекпе минтерсен купи йăтăнса выртать. Вырăн çине ула-чăла утиял витнĕ. Кравать çинчи япаласене тирпейлĕ пухса хуни çак пӳртре хĕрарăм та пурăннине пĕлтерет.
[...]
Тупмалли
- Умсăмах
- Вырмара
- Хуткупăс
- Савик хуçа
- «Вутлă арман»
- Ухик
- Мыскара
- Выртмара
- Ухик парни
- Эпĕ шкула каятап
- Пирĕнтен аслисем
- Пăла хĕрринче
- Андрей Павлович
- Пасар хыççăн
- Улах ларнă вăхăтра
- Ухик таврăнни
- Аттене Савик чĕнет
- Каçхи апат
- Хаклă кĕнеке
- Хулара
- «Патшисене мĕн çитмест-ши?»
- Эпĕ Хусана каятап
- Тантăш пуçне çиекен
- Тарçăра
- Икĕ ункă
- Савикпе тĕл пулни
- Кристин
- Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ!
- Тăвăл умĕн
- Яла кисрентернĕ кунсем
- Савик хуттарĕнче
- Атте
- Пĕр усăсăр иртсе кайнă кун
- Эпĕ хулари шкула кĕретĕп
- Шуркинсен çемйинче
- Пăр тапранчĕ
- Çуркунне!..
- Хулари тĕлпулусем
- Вăрманта
- Кӳлĕ хĕрринче
- Майкапа тĕл пулни
- Шуррисем
- Çĕрлехи çапăçу
- Ирĕкре
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...