Пăва çулĕ çинче :: Мыскара
Тепĕр кунне атте мана пасара илсе кайрĕ. Эпĕ унта та Ухик хыççăн чупса çӳрерĕм, унăн хуçине те куртăм. Байдуган пирĕн ялйышсене те, патăръелсене те темиçе çынна çăмарта пухма тытнă, хăй халăх хушшинче çеç ухăнса çӳрет. Паян ун çинчен пĕтĕм пасар шавлать. Байдуган ют çĕршывсем тăрăх тухса кайсан, ăна нимĕçле е акăлчанла калаçма тăлмачă пулăшать, тет. Вырăсла Байдуганĕ хăй те ăста-мĕн. Кунта, Юхма пасарĕнче, пухнă çăмартана Байдуган Мускавра та, Питĕрте те сутмасть, тет, Лондона, Парижа леçтерсе, унта темĕн чул тупăш тăвать, тет.
Акă, шăп пасар варринче Байдуган манăн аттене алă парать.
— Ну, Лука тимĕрç, хăçан эсĕ, тимĕрçĕ лаççинче аппаланма пăрахса, ман валли çăмарта пухма тытăна-тăн? — тет вăл хулăн сасăпа.
— Тем тумалла ĕнтĕ, — иккĕленсе хуравлать атте.
— Мĕн хăрамалли пур, ман патăмра эсĕ укçине ытларах тăватăн!
— Çапли çапла пулĕ те, çапах та арăмпа канашласа пăхмасăр нимĕн те калама пултараймастăп.
— Асту, — тет Байдуган, — кайран ӳкĕнмелле ан пултăр. Шăнкăртам тутарне чĕнтертĕм-тĕк, кайран пуççапсан та йышăнмастăп. Çитес вырсарникун манăн приказчикран каласа яр. Юрать-и?
Атте ăна хирĕç: «Юрать», — тет те хуçа ют патшалăха мĕнле кайса килни çинчен ыйтать.
— Çул ăнсах пĕтмерĕ, — Байдуган куçпуçне вылятса илет, — кăштах тăкак турăм.
— Нумаях-и?
— Нумаях мар, пĕр çĕр пин тенкĕлĕх.
Кăна илтсен, атте тĕлĕннипе нимĕн чĕнейми пулать. Çĕр пин тенкĕлĕх тăкак курнă купса кулкаласа малалла утать.
— Илтрĕр-и? — тет атте çывăхĕнче тăнă Шаккаман старик. — Эпир сурăх вилсен те куççуль тăкатпăр, çурта хуçса хăварчĕ тетпĕр. Çĕр пусшăн тем тума хатĕр. Вăл пур, çĕр пин тенкĕ тăкака та ним вырăнне хумасть.
— Ара, унăн укçи миллионшар, тет те.
— Епле ăна çаратмаççĕ-ши?
— Ун чул укçана килте тытмасть ĕнтĕ вăл, банкра усрать пулĕ.
Эпĕ хуçи куçĕнчен пăхкаласа çӳрекен Ухик хыççăн утрăм. Манăн вăл Мускавра пулни, унта çуртсем чăнахах та чиркӳ пысăкăшши çинчен ыйтса пĕлес килет. Ухикĕн манпа аппаланма паян вăхăчĕ çук иккен. Эпĕ кулянмастăп пасар хыççăн ăна хамăр ялта тĕл пуласса шанатăп.
Каçпа Ухик, чăнах та, урама тухрĕ. Ăна çийĕнчех яш-кĕрĕмсем çавăрса илчĕç. Вĕсем хушшинче Ильпăрас Тиххăнĕ те хитре купăсне йăтса явкаланса çӳрет.
— Миçе çул тарçăра ĕçлесе те, эпĕ купăс илмелĕх укçа тăваймарăм, — çапла каласа, Ухик Тиххăн куçĕнчен пăхрĕ, — пар-ха купăсна, каласа пăхам.
— Калама пĕлетĕн-и?
— Кăштах пĕлетĕп. Чĕмпĕре кайсан, хваттерте тăнă чухне пĕр вырăс вĕрентнĕччĕ мана. Хăй вăл çăкăр пĕçерекен те, пушă вăхăтра пĕрмай купăс калатчĕ.
Хапха умне тухса ларнă хĕрупраçсем, часах Ухикпе Тиххăн тавра хур кĕтĕвĕ пек карталанса, вĕсене вăйă пухăнакан улăха илсе кайрĕç. Çак каçхине ял çумĕнчи улăхра çĕрĕпех купăс янăрарĕ. Ирхине эпир, урамра вылякан ачасем, каллех Ухике куртăмăр. Ăна тĕл пулакансем, кашниех, Байдуган пуянлăхĕ çинчен ыйтса пĕлме тăрăшаççĕ. Акă вăл пирĕн асаттесен хапхи умне пухăннă стариксен ушкăнĕ патне пырса тăчĕ.
— Эсĕ паян ма çуран çӳретĕн? — тесе ыйтрĕç ял-йышсем.
— Хуçана çиллентертĕм, мĕн тăвас тетĕн, антарчĕ те хăварчĕ.
— Мăй пулсан, хăмăт тупăнать, теççĕ, ан кулян, ĕçĕ кунта та тупăнĕ-çке, — терĕ асатте, Ухик кăмăлне çĕклентересшĕн.
— Э, хуçуна мĕн пирки юраймарăн вара? — кăна Лăриван мучи ыйтрĕ. — Савик хуçа хĕрне кăларма килнĕскер, пĕчченех кайрĕ-и?
— Пĕчченех.
— Кăмăлне каймарĕ-и-мĕн?
— Каччи хĕрне хапсăнать те, хĕрĕ килĕшмерĕ.
— Ну? Çав пуяна та тиркет-и?
— Чĕмпĕрте вĕренекен хĕр вăл, паллах, хăй пек вĕреннĕ çынна кăмăл тăвать ĕнтĕ, Байдуган пурлăхĕ ăна мĕне кирлĕ.
— Пуянлăхĕ пăсмĕччĕ те, каччи килĕшмен пулĕ, — тесе, Лăриван Ухик çумнерех пырса ларчĕ. — Савике мĕн терĕ?
— Савикшĕн пулсан, пуянпа хурăнташланса пултăр. Хĕрĕ турткаланнине сиснĕ-сисменех, ăна йăпăлтатма, Байдуганне çавăрма тытăнчĕ. Хĕрĕ яхăна та ямасть. Савик самантра улшăнса кайрĕ, урăм-сурăм тăман кăлара пуçларĕ. «Эсĕ ман ирĕкрен тухма çеç Чĕмпĕрте вĕренетĕн иккен, халех çыхса пăрахăп та Байдуган килне леçсе хăварăп. Хăвăн телейне ху пĕлместĕн», — тесе вăрçса тăкрĕ. Хĕрĕ пурпĕрех пăхăнмасть. Юлашкинчен, ашшĕ ăна çапла каларĕ: «Асту, ыран ирччен шухăшласа пăх та, аçу кăмăлне ту, Байдуган таврашĕ чыс тунишĕн савăнма пĕл, атту хамах вăрлаттарса ярăп», — терĕ.
— Вара?! — ушкăн пĕр харăс хускалса илчĕ. — Ирхине мĕн пулчĕ?
— Савик хĕрĕ ирччен тăмарĕ, çур çĕр варринче Чĕмпĕре тухса вĕçтерчĕ.
— Ай, пултарать те иккен хĕрĕ. Ара, çĕр варринче ăна кам лаша кӳлсе панă пулать-ха?
— Çылăхлă, — сылтăм аллине çӳлелле çĕклесе каларĕ Ухик, — эпĕ ăна хуçа лашипех Шăмăрша çити ăсатса ятăм.
— Хуçу çăкăрне çисе, хуçуна хирĕç пыратăн пулать, — çилленсе каларĕ Ильпăрас Тиххăнĕ, — юрать-ха, сана вăл кутузкăна лартман. Хам пулсан...
— Эпĕ хуçа çăкăрне мар, хам ĕçлесе хам çинĕ, акă çак аллăмсем хăпариччен тĕрмешнĕ, — Тиххăна пӳлсе хуравларĕ Ухик, унтан стариксем енне çаврăнчĕ те сăмаха малалла тăсрĕ. — Эпĕ тăрантас çинче çывăраттăм, автансем авăтма тытăнсан вăранса кайрăм та тепĕр май çаврăнса выртрăм. Унччен те пулмарĕ, лупас айĕнчен шап-шур тумтирлĕ хĕр сиксе тухрĕ те мана йăмлăнма тытăнчĕ: «Çак тамăкран çăл мана», — тет. Эпĕ Савик хĕрĕ унашкал теветкеллĕ иккенне пĕлмен те, тĕлĕнсе хытсах кайрăм. «Мĕнле çăлас», — тетĕп. «Атте вăраниччен лаша кӳлсе пар», — тет. «Аçу вăранĕ-и, вăранме-и — сана манăн хуçа сыхлать пулĕ-ха», — тетĕп. «Усĕр вăл, курницара харăлтаттарсах çывăрать», — тет. Эпĕ ним тума пĕлместĕп, вăл ĕсĕклесе йĕме пуçларĕ. «Çакăнса вилетĕп, эсĕ айăплă пулатăн», — тесе хурлантарать чуна. Тӳссе тăраймарăм, тăрантас кӳлсе çавăрса тăратрăм та хапхине уçма хушрăм. Унччен те пулмарĕ, Савикĕн хăла йытти вĕрсе ячĕ. Тинех çаклантăм иккен тесе тăратăп. Юрать-ха, вăранакан-тăвакан пулмарĕ. Автансем виççĕмĕш хут авăтнă çĕре Шăмăрша çитрĕмĕр. Савик хĕрне унта Пăшатан ывăлĕ кĕтсех тăнă иккен. Эпĕ лаша урхалăхне кăштах пушатса кантарнă çĕре вĕсем Чĕмпĕре тухса та кайрĕç. Мăшăрланаççĕ пулĕ вĕсем унта.
— Ну, эсĕ кăялла таврăннă çĕре Савик тăнă-и?
— Тăнă та хĕрĕ шунине сисмен-ха. Мана курчĕ те, эсĕ мĕн çĕр хута кастарса çӳретĕн, лашана епле кăпăка ӳкернĕ, хуçу курсан ятлать вĕт тесе хăратать. Эпĕ ăна-кăна шарламастăп, лашана тăварса витене хупса хуратăп. Пăртак тăрсан, Байдуган ывăлĕ те тăрса тухрĕ. Савик тарçисем чаплă хăна умĕнче такăна-такăна чупкаласа çӳреççĕ, хĕрарăмсем ирхи апат хатĕрлеççĕ. Пурте чăлантан Зойи тăрса тухасса кĕтеççĕ. Лешĕ вĕçсе кайнăранпа вырăнĕ те сивĕннĕ.
— Епле-ха эсĕ вара хăлха чиккисĕрех хăтăлтăн? — кулса ячĕ Тиххăн. — Савик хĕрĕ сана пĕр кĕсье укçа тултарса хăварчĕ пуль? Ĕçтер-ха пĕрре.
— Манăн ахаль те пуç ыратать. Ĕнерхи мухмăр пĕтерет, — тесе, Ухик çаннипе çамкине шăлса илчĕ.
— Мухмăр чĕртес пулать. Укçасăр çын мар вĕт эсĕ. Ухик пĕр чĕнмесĕр кĕсйинчен икĕ кĕмĕл укçа кăларса Лăривана тыттарчĕ. Манăн асатте, Ухик хутне кĕрсе, унăн юлашки укçине ушкăнпа пĕр сăлтавсăр ĕçсе яни аван мар тесе калама тăчĕ, анчах Лăриван ун сăмахне хăлхана та чикмерĕ, укçине хăйĕн Илюш ятлă мăнукне тыттарса хупаха чуптарчĕ.
Ильпăрас Тиххăнĕ аллинчи купăсне Ухике пачĕ:
— Мĕн эсĕ пуçна усатăн, ĕнерхи кĕвве тепре выляса кăтарт-ха, ниепле те вĕренеймерĕм.
Ухикĕн шыв ĕçесси килнĕ-мĕн. Эпĕ çийĕнчех асанне патне кĕрсе пĕр курка сивĕ шыв ăсса тухрăм. Ухик ăна пĕр сывламасăр ĕçсе ячĕ те мана тав турĕ.
— Эй, асту, мухмăр чухне шыв нумай ĕçме юрамасть, пушшех нимĕрленсе каятăн, — кулса астутарчĕ Тиххăн.
Ухик никам çине пăхмасăр, купăс çаккине хулпуççийĕ урлă ывăтса, пĕрене купи çине улăхса ларчĕ. Акă вăл эпир халиччен илтмен çĕнĕ кĕвĕ калать.
— Мĕнле юрă ку? — ыйтрĕ юнашар ларакан Тиххăн.
— Кăна эпĕ Чĕмпĕрте илтнĕччĕ, — тесе, Ухнк купăс кĕвви май хăех вырăсла юрласа ячĕ:
Из-за острова на стрежень,
На простор речной волны,
Выплывают расписные
Стеньки Разина челны.
Юрă кĕвви мана тем пек килĕшрĕ. Сăмахĕсенчен «речной волны» тенине çеç ăнлантăм, ыттине Ухикрен ыйтса пĕлĕттĕм те, халлĕхе çынсем кансĕрлеççĕ.
Каçунккăна кайнă Илюш пĕр штоф эрех тата икĕ канфет илсе килчĕ. Пĕр канфетне вăл мана пачĕ. Арçынсем эрех ĕçме тытăнчĕç, эпир, Илюшпа иккĕн, пĕрене çине хунă купăса тыткаласа пăхрăмăр. Кăна Тиххăн курчĕ те юнаса илчĕ. Эпир кăштах айккине пăрăнса тăтăмăр. Тиххăн пурпĕрех пире шанмарĕ — купăсне çурăмĕ хыçне çакса ячĕ.
Ухик Тиххăн купăсне мухтаса çапла каларĕ:
— Лайăх, Чĕмпĕрти çăкăр пĕçерекен вырăсăн кун çывăхне те пыраймасть.
— Тавай улăштаратпăр, — тутине чăмласа каларĕ Тиххăн.
— Мĕнпе?
— Хуçу рысакĕпе улăштарма пулать терĕм-çке...
— Рысак пама пултараймастăп, мĕншĕн тесен — çук, качака путекки пама пулать.
Эрех ĕçсе кăштах çĕкленнĕ арçынсем кулса ячĕç. Тиххăн, чухăн çын чăрсăрлăхне кура, хăй те чĕрре кĕрсе кайрĕ.
— Апла пулсан, çаппа-çарамасланса ял вĕçне çитсе кил, вара купăса ахалех парăп.
Хальхинче ушкăнти халăх Ухикрен кулма, ăна тĕтхĕртме тытăнчĕ.
— Çарамас Ухик тейĕпĕр вара!
— Çĕнĕ хушаматлă пулăн!
— Темĕн, хĕвел анмасăр çарамасланма пултарас çук вăл!
— Кăнтăр варринчех пиçмĕ çав!
Ухик Тиххăн сăмахĕнчен именнĕ пек пулчĕ, ерипен çеç «ытла пит» тесе хучĕ. Тиххăн ăна тепĕр хут тĕртсе каларĕ:
— Санран пулать-и вăл.
Сулхăнта ахăрса ларакан ушкăн патне çамрăксем те пухăнчĕç. Ухике ял тăрăх çаппа-çарамас чупма сĕнни пурне те хавхалантарса ячĕ. Пуринчен ытла Ухике ялти карма çăварсем Лăриванпа Терентей тĕтхĕртеççĕ, куçĕсене хĕсе-хĕсе илеççĕ.
— Манăн паян ирех пыр ярăнать, — тесе хурать Лăриванĕ.
— Тиххăн купăсĕ Ухике куçсан, каçункка эрехне пĕрер четвĕрт ĕçесех пулать, унсăр юрамасть, — шахвăртать Терентейĕ те.
— Тĕрĕс! Юрамасть унсăр!
Тиххăн часах Ухик килĕшме пултарасса туйса илет, хăйне чăнах та купăссăр тăратса хăварасран шикленсе, вăл тăрса айккине пăрăнма хăтланать.
Мăкăрич ĕçме хатĕрленнĕ ушкăн кăшкăрашма тытăнать, кăшăл пек çаврăнса ларнă вырăнтан Тиххăна кăлармасть.
— Эпĕ киле кĕрсе табак хутаççи тултарса тухам-ха, — тет Тиххăн.
— Эй, мĕн кĕлмĕçленетĕн, акă хамăнне турт! — Лăриванпа Терентей сурпан пуçĕнчен çĕленĕ табак хутаççийĕсене силлеççĕ.
Тиххăн ирĕксĕрех каялла пусăрăнса ларать. Ăна хулĕнчен те, пилĕкĕнчен те çавăрса тытма хатĕрленнĕ кӳршĕсем Ухике чеен куç хĕсеççĕ:
— Ну, мĕнле, килĕшетĕн-и, çук-и? Лешĕ турткаланам пекки тăвать.
— Кĕпер патне çеç çитсе килмелле пулсан, пырĕччĕ, килĕшме пулĕччĕ, ял вĕçнех çитме çук. Уретник курсан, Çĕпĕре ярĕ.
Ăна хирĕç Лăриван кăшкăрса пăрахать:
— Çук, çук, юрамасть, ял вĕçнех çитмелле, ял вĕçнех!
Ушкăнти халăх, пĕрне-пĕри тĕрткелесе, ятлаçа, кĕрмешсе те илет. Тиххăн пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе каять. «Эпĕ кулса çеç каларăм, Ухик мыскаришĕн алăри купăса вĕçертмĕп-ха», — тесе хурать, халăха ӳкĕте кĕме ыйтать. Ăçта унта! Тиххăн сăмахне пĕри те хăлхана чикмест.
Çавăнтах Ухик ура çиие тăрать те çăм шлепкине çĕре çĕклесе çапать.
— Мĕн пулсан пулать, ял вĕçне çитме килĕшетĕп, каялла вара тумтирпе таврăнатăп!
— Эпĕ килĕшместĕп! — кăшкăрать Тиххăн. Лăриванпа Терентей ăмăртмалла шавлаççĕ:
— Çук, çук, юрамасть! Çарамас кайса, çарамас килмелле пултăр!
Ушкăнти куштансем çийĕнчех «пунеттейсем» суйлаççĕ. Икĕ çын ял вĕçне, икĕ çын урам варрине кайса тăмалла, ыттисем Ухик таврăнасса çакăнтах кĕтсе лармалла.
— Çарамастăк çарамас! — тесе, Ухик васкаса салтăнма тытăнать.
— Эпĕ килĕшместĕп, кирек мĕн тăвăр! — пыр тĕппе кăшкăрать Тиххăн.
Ашкăнма тытăннă çынсем ун сăмахне хăлхана та чикмеççĕ, ахăрса, хулĕнчен ярса тытаççĕ, ирĕксĕрлесех çерем çине куклентереççĕ, купăсне туртса илеççĕ.
Çаппа-çарамас Ухик, ерипен кăна хăлаçланса, аслă урама тухать, унтан, мĕнпур вăйне пухса, Ильпăрас çурчĕ умĕнчен чупса иртет, Пăла тăрăх тăсăлса кайнă урампа ял вĕçне тухать. Лере «пунеттейсем» тăраççĕ. Ухик вĕсем патне çитсе чарăнать те сывлăш çавăрса илет, каялла урам варринелле пăхать. Вăл иртсе килнĕ чух урамра çынсем кăшт-кашт çеç тĕл пулкалатчĕç, халĕ кашни килтен çын сиксе тухни курăнать, пурте Ухик «мыскари» пирки шавлаççĕ. Ун хыççăн ял вĕçнелле лĕпсĕртетекенсем те пур. «Пунеттейсем» Ухике васкатаççĕ, урамри халăх ăнкарса иличчен каялла чупма хистеççĕ: «Атту чулпа е çĕрĕк çăмартапа ывăтса пеме тытăнĕç е йытăпа вĕслетĕç», — теççĕ. Ухик хăй те туять: вăраха чарăнса тăнин усси çук... Урамри халăх Юхма пасарĕнчи пек шавлать. Керим кӳршисене тĕтхĕртет, «турра мăшкăлласа çӳрекен тарçа» тытса вĕлтренпе çунтарма хушать. Анчах ун пек шухăшлакансем пĕрлешиччен Ухик тумланма ĕлкĕрет. Тиххăнăн купăсне йăтса, Юхмари хупаха чупать. Ун хыççăн Лăриванпа Терентей «пунеттейсем» те каяççĕ. Çапла Ильпăрас ывăлĕн чаплă купăсĕ Ухике куçать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...