Пăва çулĕ çинче :: Выртмара
Хупахра мĕн пулнине эпир, ача-пăчасем, пĕлместпĕр, тепĕр кун Ухик ӳсĕр çӳренине темиçе хут та куртăмăр. Ăна купăслă тăвакан куштансем те ĕçкĕшĕн каçсах кайнă-мĕн, Ухик çумĕнчен хăпмаççĕ. Хупахра каçункка эрехĕ илме хевте çитми пулсан, вĕсем килĕрен киле çӳреме тытăнаççĕ, малтанхи кăрчама чаплашкине кирек кам патĕнче те Ухике тыттараççĕ. Ухик, епле тĕреклĕ пулсан та, икĕ талăка пыракан ĕçкĕ-çикĕ хăватне тӳсеймест, йăванса каять.
Сахьяна карчăк ывăлне ӳпкелесе вăрçма тытăнать: «Ята ярса çӳретĕн, намăссăр», — тесе, ĕсĕклесе йĕрсех ярать. Ухик çийĕнчех амăшĕн сăмахне хăлхана чикмест. Пыра-киле кăштах урăлать, амăшĕ çине пăхса илет. Амăшĕ тепĕр хут ятлама тытăнать: «Аçусăр асаплантарса ӳстерни çитмест, çын пулсан та, манăн чуна хурлантаратăн, пархатарсăр, — тет, — кăна пĕлнĕ пулсан, сана пĕчĕккĕллех кушак çури пек çырма тĕпне кăларса пăрахмалла пулнă», — тет.
Ухик вăйăран вăкăр тухнине туйса илет те, тарăхнă енне, каллех Юхмари хупаха пырса кĕрет. Хупахри çынсем, Ухик уçă кăмăллине курса, унăн купăсне ушкăнпа ĕçсе ярасшăн тăрăшаççĕ. Анчах Ухик купăса хапсăнакансене çапла калать: «Лаша парсан та, купăса памастăп», — тет. Лешсем пуçа усмаççĕ, çакнашкал кăткăс япалана пурнăçра кирек хăçан та ĕçкĕ-çикĕ йӳнеçтерессе шанаççĕ. Ухик хыççăн чупса пынă Тиххăн та хăй майлă тăрăшать. Хупахран вăл Ухике хăйсем патне илсе каять, кăрчама ĕçтерет, анчах, часах ӳсĕрĕлтĕр тесе, анатне лартмасть.
Ухик, юман пек тĕреклĕскер, темĕн чул ĕçсен те, аптрамасть, чĕлхи-çăварĕ çыхланать те — тăнне çухатмасть, каллĕ-маллĕ тайкаланать те — ураран ӳкмест.
Чаплă купăса каялла тавăрассишĕн ăмсанса çӳрекен Тиххăн пĕр кун ĕçтерет Ухике, икĕ кун ĕçтерет, лешĕ çав-çавах хăнк та тумасть. Юлашкинчен Тиххăн тарăхса çитет те сăра çине темле типĕтнĕ курăк çулçине йăваласа ярать. Çакна ĕçсен, Ухикĕн çутă куçĕсем çийĕнчех пăрăвăнни пек тĕссĕрленсе каяççĕ. Тиххăн купăсĕ пирки сăмах тапратать. Ухик ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмест, сĕтел хушшинчех тӳнсе каять. Тиххăн хăйĕн хăнине йăтса тăратма хăтланать те сасартăк хăраса ӳкет: Ухик сывлайми пулнă. Çийĕнчех ăна, лав çине хурса, Сахьяна карчăк патне леçсе пăрахаççĕ, ывăлу вил ӳсĕр теççĕ. Сахьяна карчăк, хăнасем тухса кайсан, вырăн çине вырттарнă Ухик çумне пырса ларать, унăн сывлăшĕ тухманнине асăрхать, алă тымарне хыпашласа пăхать. Ăна мĕн пулнине ăнкарсах илсен, карчăк чĕре тĕпĕнчен тухакан сасăпа йĕрсе ярать:
— Ача пĕтрĕ, чĕри те тапмасть, сывлăшĕ те тухмасть! Эй, турă! Мĕншĕн çав тери хурлăха хăвартăн-ши? Хама илсе каяс вырăнне ывăлăма илтĕн, мана пĕр-пĕччен тăратса хăвартăн!
Ухикпе пĕрле мухмăр чĕртсе çӳренĕ ялйышсем Сахьяна пӳртне пухăнса çĕлĕкĕсене илеççĕ. Чухăн çын вилсен, ăна пытарнă чухне пирĕн ял çыннисем вăраххăн чăрманмаççĕ. Ухике те, çав кунах тирпейлесе, каçа хирĕç масар çине йăтса кайрĕç.
Эпир, ача-пăчасем, масар çывăхĕнчи улăхра лаша çитереттĕмĕрччĕ те, пурте Ухике пытарнă çĕре пухăнтăмăр. Хĕвел анас умĕнхи лăпкă та ăшă çанталăкра çĕре кĕрекен çын тупăкĕ умĕнче эпир те ыттисемпе пĕрле пуçа усса тăтăмăр, унăн хупăннă куçĕсем çине пăхса илтĕмĕр. Пуçĕ вĕçне, чăваш йăлипе, шĕшлĕ (леш тĕнчере çăпата тума), кашăк (апат çиме), чаплашка, эрех тултарнă çур штоф кĕленчипе купăсне ури вĕçне хунă (кăна амăшĕ çăпла хушнă: «Ку тĕнчере ялан тарçăра пурăнчĕ, хурлăх нумай курчĕ, леш тĕнчере пурте çителĕклĕ пултăр, савăнса пурăнтăр», — тенĕ тет).
— Эх, Ухик, ирхине çеç купăс каласа çӳреттĕн, — пысăк çын пек сăмаха тăсса каларĕ Эçук, масар çинчен тухсан, — ытла та кĕске пулчĕ-çке ĕмĕрӳ.
Масар çинчен çынсем саланса пĕтсен, эпир, выртма килнĕ ачасем, улăхри лашасене тĕрĕслесе тухрăмăр та кăвайт умне пухăнса лартăмăр. Пурте пуçĕсене салхун уснă, ĕлĕкхи пек калаçакан та, юптаракан та, кулакан та, ташлакан та çук. Паян эпир хĕвел аннă-анманах çывăрса каякансене ураран чĕлпĕрпе кăкарса сĕтĕресси çинчен те шухăшламастпăр. Чĕнмесĕр ларатпăр. Шăп. Улăхри лашасем сĕтеклĕ курăка шăтăрт-шăтăрт туртса çини илтĕнет. Масар леш енче çур тырри пусси. Хăш-пĕрин лашисем иртĕнме те тытăннă, çур тырри анисем çине кĕрсе кайнă, тин çеç пуç сăхнă сĕлле васкаса çиеççĕ, ахăртнех, хăваласа кăларасса сисеççĕ. Кăвайт умĕнче сĕнксе ларакансенчен пĕри, аслăраххи, пирĕн пек пĕчĕккисем çине пăхса кăшкăрса пăрахать, çур тырри пуссине таптасран сыхлама хушать. Эпир паян пĕччен-иккĕн çӳреме шикленетпĕр — ушкăнĕпе, çиччĕн-саккăрăн тăрса утатпăр, хамăртан икçĕр утăмри масар çине те пăхмастпăр. Ухике хамăр куç умĕнчех çĕр айне пытарчĕç пулсан та, халĕ эпир унăн вилли тытасран хăратпăр. Пуçа асанне кăланисем, вилнĕ çын шăтăкĕнчен чунилли, эсрел тухать, вăл пытарма килнĕ çынсем хыççăн пырать тенисем аса килеççĕ. Эсрел çип тăрăх çӳрет, тет. Çавăнпа Ухике пытарнă хыççăн пире пурне те пĕрер сĕвем çĕлен çип валеçсе пачĕç. Темиçе çынри çип сĕвемĕсем пĕр вĕçĕм пулаймаççĕ, вара вилĕм валеçекен эсрелĕ те хăйĕн çулĕ татăлнипе аптрать, çын хыççăн пыраймасть.
Кăвайт çĕрĕпех çунать. Паян эпир ăна сӳнсе ларма памастпăр, çине-çинех турпас таткисемпе хăва çапписем хурса тăратпăр. Ĕнерсенче çуллахи каç иртнн сисĕнместчĕ те, паян хĕвел аннăранпа пилĕк çĕклем хăва, виçе кунтăк турпас çунтартăмăр, ялта автансем авăтни илтĕнмест те илтĕнмест. Эсрел автан авăтнинчен хăраса шăтăка пытанать, тет. Çакна асра тытса, эпир, тухăçри пĕлĕт шупкаланмасть-и тесе, кăвайт урлă пăхмассеренех, автансем авăтса ярасса кĕтетпĕр.
Автансем авăтма тытăнсан, ушкăнĕпех кăвайт умĕнчен тăрса, улăхри лашасене тепĕр хут пăхса çаврăнтăмăр та, шурăмпуçĕ те палăрчĕ. Пирĕнтен пысăкраххисем паçăрах кăвайт ăшшине тăсăлса выртрĕç, харлаттараканнисем те, сăмсипе шăхăрттараканнисем те пур. Эпир, Эçукпа иккĕн, çывăрса каяс мар тесе, пĕрне-пĕри сăмсаран е янахран кăтăкласа илетпĕр е алăри патак таткисемпе вучахри вутпуççисене пăтрататпăр.
Çапла аппаланса ларнă çĕрте ман хăлхана масар енчен Ухик сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Эпĕ турра асăнса сăхсăхма хăтлантăм, сылтăм алла çамка патне çĕклерĕм те — те хăранипе, те тĕлĕннипе — алă хытса ларчĕ, хĕрес те хываймарăм. Масар енчен килекен сасса Эçук та, ытти ачасем те илтрĕç. Пĕр сывламасăр ларатпăр. «Тиххăн, ăçта каятăн, пурпĕрех палларăм вĕт!» — тесе кăшкăрса ячĕ вилнĕ Ухик сасси. Эпир хăранипе чĕтресех ӳкрĕмĕр, пысăккисене вăратрăмăр. Унччен те пулмарĕ, масар çинчен купăс каласа виçĕ çын тухрĕç. Ыталаннă. Пирĕн енне утаççĕ. Эпир, виçĕ мĕлке кăвайт патне çывхарнине курсан, чăлпар саланса пĕтрĕмĕр. Хăшĕ яла, хăшĕ хирелле, хăшĕ Пăла хĕррине чупрĕç. Эпир Эçукпа иккĕн, пирĕн киле хашкаса çитрĕмĕр те чӳрече янахне шаккама тытăнтăмăр. Ман сасса илтсен, атте çара уранах чупса тухрĕ, мĕн пулчĕ тесе ыйтрĕ. Эпир нимĕн те чĕнейместпĕр, иксĕмĕр те йĕрсе ятăмăр. Атте пире пӳрте илсе кĕчĕ, аннепе шăллăм та вăранчĕç. Эпĕ шăла шаккаса тăнă çĕртех атте кăкăрĕ çумне лăпчăнса пуçа пытаратăп, куçа хуплатăп.
— Тихаллă лашасем патне кашкăр пынă пуль, — тет анне.
— Çук, кашкăр мар, — ĕсĕклесе хуравлать Эçук.
— Апла пулсан, лаша вăррисем пынă ĕнтĕ, эй, пăшалччĕ вĕсене, мур илесшĕсене, ачасене хăратса çӳреççĕ!
— Вăрă та мар.
— Мĕнрен хăраса ӳкрĕр вара, арман хуçи лашăрсене тытса кĕмерĕ пуль вĕт? — ман пуçран шăлса ыйтать атте.
Эпĕ аран-аран сывлăш çавăрса илтĕм.
— Ухик хăратрĕ.
— Вилнĕ çынран мĕн хăрамалли пур, вăл çĕр айĕнче вĕт, — тесе, пире лăплантарать атте.
— Масар çывăхне каймалла та мар, кĕтӳ кĕтмелле те, ĕçĕ те пĕтнĕ, выртма çӳремешкĕн Йӳçлĕх улăхĕ пур, Палăк çаранĕ те аптрамасть. Хурамара та кăçал курăкĕ лаша хăлхи таран ӳснĕ.
— Ухик масар çинчен купăс каласа тухрĕ, — персе ярать Эçук, ĕсĕклеме чарăнса.
— Пытарнă çын епле-ха шăтăкран тухтăр, — мана çурăмран лăпкаса илет атте, — хăранипе куçа курăннă ĕнтĕ вăл. Эккей, айвансем...
Анне турăш хыçĕнчен çветтуй шывĕ тултарнă çур штоф антарать, унпа пире пĕрĕхсе илет те хĕрес хывать, турра асăнать. Эпир Эçукпа иксĕмĕр те турăш умне тăрса пĕтĕм вăйпа сăхсăхатпăр, анне хыççăн сасăпах кĕлтăватпăр. Анне шучĕпе, çӳлти турра çеç асăнни çителĕклĕ пулмарĕ имĕш, кăмака шăтăкĕнчен вăл типĕ кăмпа туртса кăларчĕ те аттене тивертме хушрĕ. Сăмсана ĕнĕк шăрши çапрĕ. Анне, иксĕмĕре те алăк патĕнчи кĕтесе тăратса, ăвă пек çунакан кăмпапа темле усал-тĕселтен тĕтĕрме тытăнчĕ: «Тухтăр, тухтăр!» — тет.
Урамра каллех Ухик купăсĕн сасси илтĕнсе кайрĕ. Атте чӳрече патне пырса пăхрĕ, анне, тĕтĕрме пăрахса, урамра çынсем шавланине итлесе тăчĕ, унăн чĕтрекен аллинчи кăмпа урайне персе анчĕ.
Çĕрлехи урама çав-çавах купăс сасси янăратать.
Такам пирĕн чӳречерен шаккарĕ:
— Лука пичче килте-и? Атте урамри çынна палларĕ:
— Тиххăн, эсĕ мар-и?
— Эпĕ, Лука пичче, уç-ха, санпа канашласа пăхас тетпĕр.
— Кĕрĕр. Кампа эсир?
Пӳрте виççĕн кĕрсе тачĕç. Чи малтан тĕпеле Лăриван иртсе ларчĕ. Ун хыççăн — Тиххăн. Виççĕмĕш çын урай варрине ярса пусрĕ те сылтăм аллине, хĕç тытнă пек, сулмаклăн сулса çапла каларĕ:
— Леш тĕнчерен таврăнатăп!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...