Пăва çулĕ çинче :: Пăла хĕрринче
Хĕллехи тăманта пире шкула çӳреме хĕн пулчĕ. Икĕ ял хушшинчи уя тухсан, эпир Эçукпа иксĕмĕр те аташса каясран хăраттăмăр. Çитрĕ çуркунне. Пирĕн яла икĕ пая уйăрса Пăлана юхса кĕрекен çырма кĕперне сӳтсе пăрахрĕç те, пăр урлă каçнă чух кунсеренех урасене йĕпететпĕр. Халĕ пирĕн çул хĕллехинчен те кансĕр.
Пĕррехинче пирĕн пата асатте пычĕ те мана шыв-шур тапраннă вăхăтлăха хăй патне — çырма леш енчи тĕп çурта илсе кайрĕ. Эçука та халлĕхе Патăръелĕнчи хурăнташĕсем йышăнчĕç. Эпĕ шкула пĕр-пĕччен çӳреме тытăнтăм. Апла пулин те, эпĕ шкултан тухнă-тухманах асатте патне васкатăп.
Çуркунне, Пăла хĕррине ейӳ кайсан, Катек лаппинчи улăх пĕтĕмпех шыв айне пулать, ун чухне Пăла Атăл пек сарлакан курăнать. Юрататăп эпĕ çурхи Пăла шывне. Пăр кайнă-кайманах эпир атмапа пулă тытма тухатпăр. Ун чухне, асатте каланă тăрăх, пулăсем шыва хирĕç ишеççĕ. Çавăнпа та пирĕн атмана инçетри Атăлтан килнĕ пыçăк пулăсем те час-часах лекеççĕ.
Пирĕн хушамат Ахмар пулин те, ялта ман асаттене Караç Тимахви теççĕ. Кĕреçе сухаллă патвар старик вăл. Пӳрте кĕнĕ чух, пуçĕпе алăк янахне перĕнес мар тесе, яланах пĕшкĕнсе кĕрет.
Çамрăк чухне ман асатте салтак пулнă. Варшава çывăхĕнчи крепоçра тăнă, тет. Тупăпа перекен пулнă имĕш. Вăйлă çын вăл. Çирĕм пилĕк пăтавкка ыраш тиенĕ урапана халĕ те хыçалти тĕнĕлĕнчен çĕклесе йăтать. Салтак чухне тата вăйлăрах пулнă, тет. Пăла хĕррине пулă тытма кайсан, асатте мана пĕрре акă мĕн каласа пачĕ. Вăл, Варшава çывăхĕнче тăнă чух, хулана офицер валли пирус илме кайнă пулнă. Каялла çĕрле таврăнма тивнĕ. Хуларан тухсан, пĕр-икĕ çухрăмра ăна хирĕç хăва хушшинчен йăскăнсем1 сиксе тухнă. Асатте пĕччен, лешсем — тăваттăн. Асатте аллинче пăшал та çук, хĕçĕ те çук, лешсенчен пĕри кинжалпа хăмсарма тытăнать. Ман асатте хăравçă пулман, кинжаллине тытнă та хăлха чиккинчен туянтарса янă; лешĕ вара кинжалĕ-мĕнĕпех çул хĕрринчи канава кĕрсе ӳкнĕ. Теприне вăл урипе тапса антăхтарнă, виççĕмĕшне — кăкăрĕнчен тытса лăсканă, тăваттăмĕшĕ — тарма тытăннă. «Икĕ çухрăм ытла хăваларăм, мур илесшĕне, мулкач пек çăмăлскер пулчĕ, тытаймарăм, атăпа эпĕ хытă чупаймастăмччĕ», — тесе асатте халĕ те çавăн чухнехине аса илсе ӳкĕнет.
Вăт мĕнле чăрсăр та вăйлă çын пулнă манăн асатте.
Пирĕн ялта ман асатте пек пулă тытма юратакан çын урăх çук та. Ăна кура эпĕ те хĕл варринчех хам валли пĕчĕк атма хатĕрлесе хутăм, аврине Ката вăрманĕнчен касса килнĕ пилешрен турăм.
Пăла шывĕ Катек лаппи енне тапса тухнине кăçал эпĕ шкултан таврăннă чух куртăм. Хĕвелĕ паянхи пек тепĕр икĕ кун пикенсех хĕртсен, Пăлари пăр та тапранĕ тесе, хам тĕллĕн шухăшласа илтĕм. Киле çитсен, часрах асаттене аптратма тытăнтăм, пулă тытма хатерленме васкатрăм.
— Пурте хатĕр ман, пăр çеç тапрантăр, — лăплантарма хăтланчĕ мана асатте, — пăр тапрансанах атма йăтса тухăпăр.
Пулă тытма кайнă чух асатте хăйĕн салтакранах илсе килнĕ пĕç тĕп таран аттине тăхăнатчĕ. Кĕркунне ăна сĕлĕ тултарса кĕлете çакса хунă та урăх пĕрре те тăхăнман. Эпĕ асаттене ун пирки те астутартăм.
— Атту мĕншĕн кĕлетре çакăнса тăрать? — терĕм.
— Аттине ăна кĕçĕр пӳрте кĕртсе хурăпăр.
— Тен, пăр халех тапранĕ те...
— Темĕн, Пăла пăрĕ каяс вăхăт çитеймен пулĕ-ха.
Эпĕ асаттене аптратнине кутник çинче пушăт тирсе ларакан Мишша пичче илтрĕ те мана сасартăк хăтăрса тăкрĕ:
— Мĕн янăратăн çак эсĕ, ыран шкула каймалла мар-и санăн?
— Каймалла.
— Мĕншĕн «Закон божине» вĕренместĕн?
— Ыран шкулта пуп пулмасть, чирленĕ терĕç.
— Пуп вăл чирлĕ те, чĕрĕлĕ те, унта санăн ĕçӳ çук, урокна вĕрен!
Эпĕ, тутана тăсса, сĕтел хушшине кĕрсе лартăм, кĕнеке вулам пекки тăватăп, анчах пуçа нимĕн те кĕмест. Пĕтĕм шухăш — Пăла хĕрринче.
Асатте ман хута кĕренçи пулчĕ:
— Çуркунне кăçал, чăнах та, ир килчĕ, — терĕ вăл, мана йăпатма пикенсе. — Сантăр, пыр, кĕлете кайса кил, сĕлĕ пĕрми каштинчен çакса хунă атта илсе кĕр, тикĕт сĕрсе хурăпăр.
Эпĕ, асатте сăмахне тарават пулса, сĕтел хушшинчен сиксе тухатăп, кĕлете чупатăп. Асатте атти — пирĕн ратнери чи хаклă япала, ăна кĕлетрен пӳрте илсе кĕнĕ чух пĕтĕм çемье пăлханса илет. Тĕреклĕ атта хыпашласа пăхма кăмака çинчен асанне анать, тĕпел кукринчен инке тухать, Мишша пичче вĕрен явма пăрахать...
— Мĕнле тавартан тунă-ши ку атта, ытла та тĕреклĕ-çке? — мухтаса илет асанне.
— Кăçал çирĕм пĕр çул çитет ĕнтĕ ăна илни, — тет те асатте пăхăр хупăллă хитре чĕлĕмне тивертсе ярать, — çак чĕлĕме те çавăн чух туяннăччĕ. Упрама пĕлсен, япала вăл нумая пырать.
Çĕрле эпĕ Пăла шавланине туйса вăрантăм. Çур çĕр иртнĕ пулмалла, кас-кас автансем авăтни те илтĕнсе каять. Урамра пăч-тĕттĕм. Пӳртре пурте çывăраççĕ. Эпĕ сак çинчен йăпшăнса урайне анатăп, кутник çинче харлаттарса çывăракан асаттене хулĕнчен тĕртетĕп:
— Асатте, асатте, пăр каять...
— А-а-а! Пушар-и?! — шартах сиксе ӳкрĕ вăл.
— Çук, пушар мар, Пăла кĕрлет…
«Пушар» тенĕ сăмах ăнсăртран тĕпелти йывăç кравать çинче çывăракан инке хăлхине те пырса кĕрет. Вăл вăраннă вăранманах сиксе тăрать те картиш енчи кантăк патне чупса пырать.
— Хамăр çунмастпăр-и, ай, тем курса тăрăн?! — кăшкăрса ярать вăл. — Шăрпăкĕ ăста-ши, хăйă çутасчĕ! Инке сассине илтсе, Мишша пичче те, кăмака çинчи асанне те, сăпкари ача та вăранаççĕ. Пурте эпĕ айăпа кĕнине туйса илеççĕ. Асанне вăрçать, инке тăрăхлать, Мишша пичче выльăх витине кайса хупатăп тссе хăратать.
— Кунĕпе янăрани çитмест, çĕрле те çывăрма памасть, тĕлĕнмелле ку ачаран, — тарăхса илет асанне, — тем каласан та, ырра мар, пĕтет пулĕ, пуçне çиет пулĕ, пĕр-пĕр авăр тĕпне чăмса.
Асанне пĕлнĕ пекех каларĕ, эпĕ, хамăн пĕчĕк атмапа Пăла хĕрринчи катрам-катрам пăрсем тăрăх мулкач пек сиксе çӳреме тытăнсан, кăштах шыва путмарăм. Каçкӳлĕм пулса иртрĕ ку. Эпĕ, шкултан тухсан, киле чупса таврăнтăм та хапха умне тăратса хунă пысăк атма çуккине асăрхарăм,
— Асатте-е! — кăшкăратăп тултанах. Мана хирĕç инке тухрĕ.
— Аслаçу пулă тытма кайрĕ, сана пысăк кĕпер патне пытăр терĕ.
Кăна илтсен, эпĕ апат çиме те лармастăп, кĕнеке сумкине турăш кĕтессине хуратăп та, пилеш авăрлă пĕчĕк атмана йăтса, Пăла хĕррине чупатăп. Асатте курăнмасть. Манăн часрах çурхи пăтранчăк шыва атмапа серсе пăхас килет. Пысăк кĕпер умĕнче пăр капланса тарать. Хăшĕ-пĕри хапхаран та сарлака. Ман пек пĕчĕк çын мар, лаша кĕрсе тăрсан та путас çук, Эпĕ пăрсем тăрăх шаларах кĕрсе атмапа сĕрме тытăнтăм. Малтанласа, паллах, пĕр пулă та лекмерĕ. Анчах эпĕ кулянмастăп. Пулă тытас ĕç вăл çăмăл япала мар. Пĕрре сĕретĕп, иккĕ сĕретĕп, виççĕ сĕретĕп — çук пулă. Кунта ĕç тухмасть, тепĕр çĕре кайса пăхас пулĕ тесе, атмана йăтса, çыран хĕррине тухма тăтăм та тĕлĕнсех кайрăм. Эпĕ тăракан пăр Пăла тăрăх шăва парать. Çыран хĕррине сиксе тухма та çук. Мĕн тăвас? Пăр шыв варринелле, арман таппи патнелле, шăвать. Унта çитсен — пĕтрĕ пуç вара. Пăрпа пĕрле манăн, сахалтан та, чиркӳ çуллешенчен сикес пулать. Ун пек çӳллĕ шывенкки Пăла çинче урăх ниçта та çук теççĕ. Мĕн тăвас? Кăшкăрас-и? Кам хăтарĕ-ши мана? Ман пăр шунăçем шăвать. Керим пахчи хыçне çитсен, каллех пăрсем капланса тăнине куратăп. Çав пăрсем капланнă тĕле çывхарсан çыран хĕррине чупса тухма пулмĕ-ши тесе ĕмĕтленсе пыратăп. Çук. Ман пăр çитсе лешсене тĕртсен, кусем те капламĕпех тапранса кайрĕç. Эпĕ кăштах чикеленсе ӳкмерĕм. Акă, тем пысăкăш пăр капламĕсем шыв май юхаççĕ, пĕрне-пĕри кăлт-калт тĕртсе çĕмĕрме, ваклама, манăн ĕмĕтри çăлăнăçа пĕтерме тытăнчĕç.
Çӳçпуç вирелле тăрса кайрĕ. Ак-ак хăватлă çурхи шыв айне пĕтĕрĕнсе кĕретĕп, çут тĕнчерен уйрăлатăп, вутăш аллине çакланатăп тесе, чĕтресе пыратăп. Куçпуç та алчăраса кайрĕ, нимĕн курми пултăм.
Вăхăт мĕн чухлĕ иртнине астумастăп. Такам мана çыран хĕррине йăтса тухнă, супăнь пек яка тăмлă çĕр çинче выртатăп.
— Пăр вăл шанчăклă мар, çĕр çине тĕреклĕрех пус, — тенине илтрĕм те эпĕ куçа уçрăм.
Чи малтан хама çăлаканăн хура тумтирне, çутă тӳмисене, уринчи аттисене куратăп, унтан пуçа çĕклесе пăхатăп та ырă кăмăллă сăн-сăпатне асăрхатăп. Кам-ши ку? Эпĕ ăна халиччен нихçан та курман.
Кĕпер енчен пирĕн пата çынсем чупса килеççĕ. Вĕсем хушшинче асатте те пур. Вăл вăрăм авăрлă атмине пăрахсах чупнă-мĕн. Таçтан хампа пĕр класра вĕренекен ачасем те сиксе тухаççĕ.
— Тавтапуç сана, ĕмĕр манмăп, вилĕмрен çăлтăн вĕт ачама, — тет асатте, çутă тӳмеллĕ тумтир тăхăннă çынна тав туса.
Эпир пурте ушкăнпа Пăла хĕрринчен аслă урама тухатпăр. Ильпăрассен тĕлне çитсен, анне те пире хирĕç пулчĕ. Пире сырса илнĕ ушкăн ӳснĕçемĕн ӳсет, Керим пуян та, Шаккаман старик те çав ушкăна хутшăнать. Пурте мана шыва путас çĕртен çăлнă харсăр çынна алă параççĕ. Анне урам варринчех ун умне ӳксе пуççапма тытăнчĕ — çут тӳмеллĕ çын ăна хулĕнчен йăтса тăратрĕ.
— Телей пултăр, сывлăхĕ пултăр, ӳстĕр, маттур пултăр, — терĕ вăл ман пирки.
Асатте çутă тӳмеллĕ çынна хамăр пата кĕрсе хăна пулма чĕнчĕ — пымарĕ.
— Апла пулсан, мункунта килсе кăмăл тусамччĕ, — терĕ асатте.
— Рехмет, юрĕ, мункун сăрине ĕçме пырăп. Асаттесем патне таврăнсан, эпĕ хама çăлакан çын кӳршĕри ял учителĕ пулнине пĕлтĕм.
— Пожеданов вăл. Михаил Алексеевич тесе чĕнеççĕ ăна, — терĕ асатте, — ун пек ырă çынна халиччен эпĕ курман та пулĕ.
— Шăмăршăри Пăшатан Элекçей ачи, тет, вăл, кăмăлĕ калама çук уçă вара, — мухтаса каларĕ асанне те, — мункуна ăна хăнана чĕнесех пулать.
— Эпир ăна, вĕреннĕ çынна, хăнана килсен те пăхма пĕлес çук, — шикленсе илчĕ инке, — чаплă тумтирне вараласран та хăрамарĕ пулать.
— Тумтире тетĕн, хăй пĕтме пултарнă вăл, — инкене хирĕç тавăрчĕ асатте, — тепри пулсан, куçне хупсах иртсе кайĕ çав.
Эпĕ, хама ятлама черет çитессе кĕтсе, шикленсе ларатăп, анчах ман пирки паян пĕр сивĕ сăмах та илтĕнмерĕ.
Каçхи апат çиме ларсан, асатте ман çине пăхса илчĕ те çапла каларĕ:
— Вăт, ачам, пурнăçра Михаил Алексеевич пек хастар пулмалла!
Тепĕр кун ирхине эпĕ тăнă çĕре тĕп çурта атте персе çитрĕ. Вăл ĕнер килте пулман — Туçари чиркĕвĕн çурăлнă чанне пăхма кайнă. Эпĕ шывра путма тăни çинчен çĕрле киле таврăнсан тин пĕлнĕ иккен.
— Тем курса тăрăн, — терĕ вăл, асаттепе асаннене сывлăх сунса, — пулла каясси кунтан юлтăр.
— Ара, пĕччен кайни хупларĕ, хампа пĕрле пынă пулсан, ăна сыхланă пулăттăм та вĕт, — атте умĕнче айăпа кĕнĕ çын пек каларĕ асатте, — халь те унта Пожеданов учитель пулнă.
Ман енне çаврăнса, атте пуç ыратмасть-и, ӳслĕк çук-и тесе ыйтрĕ.
— Тен, паян шкула каймасан та юрĕ?
— Çук, нимĕн те ыратмасть.
— Апла каях эппин.
Эпĕ тăрса тумлантăм та, менелникри пек пурте ман çинчен калаçнине хăлхана чиксе, сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Инке ман ума çуллă икерчĕ турилкки пырса лартрĕ, асанне чей куркипе хăймаллă сĕт тултарса пачĕ. Паян шкула каймасăр тăма халăм çитет-и-ха унта? Уроксене шкулта хатĕрлĕп тесе, юри иртерех тухса шăвăнасшăн. Атте Патăртьелне çитиччен манпа пĕрле пыма пулчĕ.
Çул çинче мана вăл хăйне Туçари чиркĕвĕн çурăлнă чанне çĕре антарса пама ыйтни çинчен каларĕ.
— Йывăр вĕт, ăна мĕнле антармалла?
— Антарма пулать, анчах çулласăр, çĕр типмесĕр тытăнас килмест.
Чиркӳ тĕлне çитсен, эпĕ шкулалла пăрăнтăм, атте хăй ĕçĕпе кайрĕ.
— Уроксем пĕтсен, аслаçусем патне кĕрсе ан тăр, киле таврăн, — çапла хушса хăварчĕ вăл.
Шкулта мана ачасем çавăрса илчĕç, пурте ĕнерхи çинчен ыйтаççĕ. Паян мана Муратов та линейкăпа шаккамасть, хăй ларакан парта хушшине кĕртсе лартсах, пĕр тан ачапа юмахланă пек калаçтарать...
Урок хыççăн Зоя Савельевна мана пĕр çĕклем тетрадь йăттарчĕ те: «Мана пулăш-ха», — тесе, хăй пурăнакан пĕчĕк пӳрте илсе кайрĕ. Эпĕ тетрадьсене сĕтел çине хурсанах каялла тухма тăтăм, Зоя Савельевна, мана чарса, ĕнерхи инкек çинчен ыйтма тытăнчĕ.
— Михаил Алексеевич сирĕн патăрта пулчĕ-и?
— Чĕнтĕмĕр те, кĕмерĕ, мункунта хăнана килме пулчĕ. Зоя Савельевна, хăй тĕллĕн «тата вуникĕ кунтан аслă калăм кунĕ пулать» тесе, тĕкĕр çине пăхса илчĕ, темшĕн хĕрелсе кайрĕ. Вăл манран татах темскер ыйтасшăнччĕ — ыйтмарĕ, аллине сулчĕ те мана алăкран кăларса ячĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...