Пăва çулĕ çинче :: Улах ларнă вăхăтра
Паян пирĕн пата шăпах каçхи апат туса ларнă вăхăтра Кристин аппа пырса кĕчĕ. Анне ăна сĕтел хушшине иртме чĕнчĕ. Кристин алăк умĕнчи сак çине ларчĕ те, манăн пĕртте çиес килмест тесе, турткаланма пикенчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл чăваш йăли: хуçи виç-тăватă хутчен хистемесĕр кирек кам та апата лармасть. Анне сĕтел хушшинчен тухсах Кристин аппа умне пырса тăчĕ, пирĕн апата астивсе пăхма тепĕр хут сĕнчĕ. Кристин, аннепе юнашар ларсассăн та, кашăкне сайра хутран çеç тирĕке чиксе кăларкалать, хăй хăна иккенне систерсе, салмана та катса çиме хăтланать. Сăмаха та вăл вакласах каймасть, тем пирки калас кăмăлне те пусарса тăрать.
Пирĕн пурсăмăрăн та Кристин мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлес килет. Ыйтма аван мар. Анне ерипен тĕпчеме тытăнать. Кристин аппа умне какай татăкĕ хурса, сăмах хыççăн сăмах хушать, улах ăçта ларни, хĕрсем мĕн юмах яни çинчен ыйтать.
— Улахне кăçал эпир Сахьяна карчăк патĕнче ларатпăр, — тет Кристин аппа.
— Ялан пĕччен хупăнса ларма кичем ĕнтĕ, улах хĕрĕсемпе йăпанса пăхас терĕ пулĕ çав. Ухикĕ пирки çĕнĕ хыпар çук-и?
— Çыру янă, — кашăкне сĕтел çине хурса пĕлтерчĕ Кристин аппа, — анчах ялта никам вуласа паракан çук. Çавăнпă çынсене чăрмантарса çӳретĕп-ха. Сахьянă тăхлачă йыснана чĕнсе килме хушрĕ.
Йысна тесе Кристин аппа манăн аттене калать.
— Ара, йысну Савик хуçа ямшăкĕсемпе пĕрле Чĕмпĕре кайрĕ вĕт, тăхланпа кислота илсе килес терĕ. Унăн ĕçĕ çавăн пек, пермай укçа тăкса çӳрет...
— Хăçан çаврăнса килет-ши вăл апла?
— Часах килеймест пулĕ-ха, ĕнер çеç кайрĕ.
— Тĕлне килмерĕ иккен, Сахьяна тăхлачă каллех кулянма тытăнать ĕнтĕ, ара, ялта йыснаран пуçне урăх çыру вулама пĕлекен те çук та, — тарăхса илчĕ Кристин аппа.
— Çырăвне илсе килтĕн-и? Тен, Сантăр пултарĕ?..
— Çук, çырăвне Сахьяна тăхлачă никам аллине те памасть, çухатасран хăрать.
Апат хыççăн анне сĕтел çинчи тирĕк-чашăксене пуçтарса тĕпел кукрине йăтса кайрĕ. Кристин ашха, ăна пулăшса, ăшă шыври кашăксене кивĕ алшăллипе пĕрерĕн шăлса типĕтме пуçларĕ. Эпĕ сĕтел хушшине кĕрсе лартăм та ыранхи уроксене хатĕрленме тытăнтăм. Эпĕ ахаль чухне чи малтан киле парса янă задачăсене тăваканччĕ, паян Кристин аппа умĕнче сасăпа вуласа пăхма шут тытрăм: Ухик çырăвне вулаттарма килĕшменскер, куртăр-ха вăл эпĕ мĕнле вулама пултарнине. Тĕлнех килчĕ: манăн сумкăра Зоя Савельевна вулама панă «Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем» кĕнеке пур. Энĕ çак кĕнекери «Нарспие» вулама тытăнтăм.
Пуш уйăхен вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Сăвăри малтанхи сăмахсене эпĕ юри тăсарах, васкамасăр вуларăм. Аннепе Кристин аппа сасартăк шăпланса ларчĕç: пĕр сăмах та чĕнмеççĕ, мана итлеççĕ. Манпа юнашар Ванюк та хăлхине мулкач пек тăратнă, шарламасть. Эпĕ хавхаланса кайрăм, пушшех тăрăшатăп, сăвă хыççăн сăвă шăрантаратăн.
Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ӳсет,
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ӳсет.
Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,
Хирти сарă чечек пек.
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек.
Явăнаççĕ хыçалта
Çивăт вĕçĕ кăтрисем.
Утса-утса пынă чух
Шăнкăртатать тенкисем.
Çак тĕле çитсен, эпĕ сывлăш çавăрмалла чарăнса тăтăм. Кристин аппа кăмăлĕ йăлтах улшăннă иккен. Вăл мана улаха чĕнет:
— Аçу килте çук, Ухик çырăвне, пĕрех хут, эсĕ вуласа памăн-и? Кĕнекине епле шăкăртаттарса вулатăн та — çырăвне те пултаратăн пулĕ ĕнтĕ?
Эпĕ анне куçĕнчен пăхатăп. Вăл эпĕ улаха каяссине хирĕç мар пек туйăнать.
— Тăваттăмĕш çул вĕренсе те çыру вуламасан, çăкăр çитерни те харам, — тетĕп хам, сĕтел хушшинчен тухса.
— Эх, ами, эпир пĕлтĕр ахалех Эçука шкула çӳреме пăрахтартăмăр, — ӳкĕнет Кристин аппа.
— Сахьяна карчăк патне кайса кил эппин, çырăвне вуласа пар, — хушать мана анне.
Эпĕ ыранхи уроксем çинчен мансах кайрăм. Хăпăл-хапăл тумлантăм та Кристин аппапа пĕрле улаха кайма хатĕрленсе тăтăм.
— Нарспи çинчен калакан кĕнекӳне ил, улах хĕрĕсене вуласа парăн, — шăппăн астутарчĕ Кристин аппа.
Сахьяна карчăк пӳрчĕ тултан питĕ те пĕчĕккĕн курăнать, шала кĕрсен, эпĕ тĕлĕнсех кайрăм: хур кĕтĕвĕ пек карталанса ларнă вуникĕ хĕр шăнăçнă пӳрт анкарти пек аслăн туйăнса кайрĕ. Хĕрсем кунсеренех урайне çуса тăраççĕ-мĕн — сарлака хăмасем тăрăх кусарпа хырни те палăрать. Пӳртăн стенисене те, кăмакине те пурăпа шуратнă. Маччаран çакнă лампа çути улах хĕрĕсен тевечĕсемпе мăй çыххисенчен кĕмĕл тенкисене йăлтăртаттарать.
Улах хĕрĕсем эпир пырса кĕрес умĕн çеç пухăннă иккен. Йĕкĕтсем çитеймен-ха. Сахьяна карчăк кăмака çинче выртать. Кристин аппа сассине илтсен, вăл пуçне çĕклесе пăхрĕ, унтан ӳсĕрсе сассине пачĕ:
— Эсĕ каллех пĕччен килтĕн пулас? Эй-яй-яй, сире улаха яни мана пĕр пуслăх усă та памасть. Паян кунĕпе кĕтсе выртрăм, çыру вулакан тупса килĕç терĕм. Ăна та пултараймастăр!
Кристин аппа ăна çийĕнчех лăплантарчĕ:
— Ан вăрç ĕнтĕ, асанне. Çырăвне кӳр-ха кунта! Сантăр вуласа патăр.
Сахьяна карчăк йăшăлтатса илчĕ, пански чăлха тăхăннă урисене кăмака хĕррине усса ларчĕ, шывланнă куçĕсене шăлкаласа ман çине тинкерсе пăхрĕ, эпĕ çыру вулама пултарасса шансах пĕтерменнине систерсе, хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ.
— Аçу пушă мар-и-мĕн?
— Атте Чĕмпĕре кайнăччĕ те таврăнаймарĕ çав. Сахьяна карчăк чĕтрекен аллипе хĕвĕнчен çыру туртса кăларчĕ те мана тăсса пачĕ:
— Пултарсан, вуласа пар-ха эппин. Тем çырнă ĕнтĕ манăн пепкем. Эй, мăнтарăн турри, пĕртен-пĕр ывăлăма та хампа пĕрле пурăнтарма çук. Вилсен, хама пытарма та килеймĕ: таçта ытла аякра пурăнать пулас.
Эпĕ, лампа çывăхне ларса, инçетрен килнĕ конверта тытрăм. Сĕтел çине кăранташпа çырнă тăваткал хут татăкĕ тухса ӳкрĕ. Эпĕ Ухик алли темле кукăр-макăр пулĕ, вулама хĕн килĕ тесе шикленнĕччĕ. Çук иккен, кашни саспаллинех уйăрма пулать. Малтанхи сăмахсене хам тĕллĕн пăхса илтĕм те аякран килнĕ çырăва сасăпах вулама тытăнтăм.
Пӳртре шăп. Хĕрсем пурте арлама чарăнса тăчĕç. Эпĕ сывлăш çавăрмалла кăштах чарăнса илнĕ вăхăтра та Сахьяна карчăк йывăррăн сывланн çеç илтĕнет.
«Савнă анне! Ку çырăва санăн ывăлу патша службинчен çырать. Эпĕ пĕр ывăл пирки мана салтака илмеççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ. Чулхулара ăна-кăна пăхса тăмарĕç, приюма чĕнчĕç те «годен» терĕç, унтан Питĕре илсе кайрĕç. Питĕртен тинĕс варринчи Кронштадт хулине куçарчĕç. Халĕ эпĕ матрос пулса тăтăм. Сывлăх тĕлĕшĕнчен пĕр майлă пурăнатăп-ха. Эсĕ мĕнле пурăнатăн? Ялта мĕнле хыпарсем пур? Кам качча тухрĕ, кам авланчĕ? Юратнă анне! Хамăр ялйышсене тата çакна пĕлтер: ачасене шкулта вĕрентме тăрăшчăр, килтен тухсан, çыру пĕлнипе нимĕнле пуянлăх та танлашаймасть».
Çак тĕле çитсен, эпĕ чарăнса тăратăп, хам шкулта вĕреннĕшĕн хĕпĕртетĕп. Сахьяна карчăк нăшăклатса илет, хурланать, тутăр вĕçĕпе куçне шăлать.
— Эй, мăнтарăн ачи, тарçăра ӳсрĕ пулсан та, çырăва вĕренчĕ вĕт, — тесе хурать вăл, — тĕлĕнсе каймалла. Теприсене ашшĕ-амăшĕсем кĕрĕк те çĕлетсе параççĕ, кăçаттине те йăвалаттараççĕ, аттине те илсе параççĕ, шкула кайма тăрсан, пурпĕрех пиçмест. Э, макăн пĕр кун шкула кайса курман вĕт.
— Асанне, кам вĕрентнĕ ăна?
— Байдуган хуçа патĕнче тарçăра чухне пĕр ырă кăмăллă вырăспа туслă пурăнтăм, çав вĕрентрĕ тетчĕ.
Малалла Ухик хăйĕн тантăшĕсемпе пĕлĕшĕсен ячĕсене асăнса «чунтан-вартан» салам калама сĕнет. Вуласа пĕтерсен, Сахьяна карчăк çырăва каллех хĕвне чиксе хурать те урайне анса мана пуçран шăлать, çурăмран савать, унтан, кăмака умĕнчн тĕттĕм пӳлĕме илсе кĕрсе, чăх тукмаккине тыттарать.
— Улах хĕрĕсем ман валли пĕр чĕрес сăра кӳрсе лартрĕç, ĕçсе пар-ха, — тет вăл, йывăç алтăра сăра тултарса.
Эпĕ сăра ĕçместĕп. Чăх какайĕ те анмасть. Часрах тухса тарас килет.
Улах хĕреçем пĕр кана тем çинчен шавласа илеççĕ те тăтăшах ман ята асăнаççĕ. Эпĕ, Сахьяна карчăка тав туса, тĕттĕм пӳлĕмрен хĕрупраçсем патне тухатăп.
— Эккей, ачам, сăрине пĕртте ĕçмерĕн, аçуна кала, таврăнсан, сăра ĕçме кĕрсе тухтăр, — тесе йыхрав тăвать карчăк.
Нарспи çинчен çырнă кĕнеке пирки Кристин аппа хăйĕн тантăшĕсене пĕлтерме ĕлкĕрнĕ те иккен. «Вуласа пар та вуласа пар», — теççĕ мана улах хĕресем. Каллех лампа çывăхне, сĕтел хушшине, лартаççĕ. Эпĕ турткаланса тăмастăп, пилĕкри пиçиххи айне хĕстерсе хунă кĕнекене кăларатăп та кăкăрпа сĕтел хĕррине таянса вулама тытăнатăп.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.
Унччен те пулмарĕ, урамра йĕкĕтсем юрласа килни, купăс калани илтĕнсе кайрĕ.
Леш енче те ларать улма йывăç,
Ку енне каçса ларинччĕ.
Алăк патĕнче тăрать хĕрача,
Хамăр çума иртсе ларинччĕ.
Унтан урамри арçынсем çенĕк алăкне тапса уçрĕç. Такам такăнчĕ, такам шăхăрчĕ, такам пĕтĕм çенĕке кисрентерчĕ... Акă йĕкĕтсем мана йĕкĕлтеме тытăнаççĕ, хăлхаран туртаканни те, çурăмран чышаканни те, янахран тĕртекенни те пур. Пуринчен ытла Ильпăрас ывăлĕ Тиххăн ашкăнать.
— Школьник-мушелник! Эсĕ кĕнекепе хĕр çавăрăп тесе шутлатăн пулмалла, айван! Хĕре ăна мулпа хапсăнтараççĕ е, вăрласа кайса, патак çитерсе пăхаççĕ! — тесе, вăл мана çӳçрен туртать, питçăмартинчен чĕпĕтет, тем пек хаклă кĕнекене илме тăрать.
— Ан тив, Зоя Савельевна кĕнеки вăл! — тархасласа кăшкăратăп эпĕ.
Кун хыççăн улах хĕрĕсем те тӳссе тăраймаççĕ, ман хута кĕрсе, Тиххăна карах ярса илеççĕ:
— Ан тив, вăл пире Нарспи çинчен вуласа парать! Тиххăн хĕрсен сăмахне хăлхана чикмест, маччаран çакăнса тăракан лампа трубинчен вĕрсе çутта сӳнтерет те шик! шăхăрса ярать. Эпĕ, ку ырра маррине туйса, часрах сĕтел айне сикетĕп, унтан хĕрсем ларакан вăрăм сак айĕпе алăк патнелле упаленетĕп. Тиххăн тусĕсем тӳпелешме, хĕрупраçсене çухăртма тытăнаççĕ. Мана шыраса сĕтеле йăвантарса ячĕç, лампа трубине те ватса пăрахрĕç. Кăмака умĕнчи пӳлĕмрен Сахьяна карчăк хăйă çутса тухрĕ:
— Ан ашкăнăр ĕнтĕ, çăхансем! Лампине мĕншĕн ватрăр пулать-ха? Ăна укçасăр памаççĕ-çке! Халь те хĕрсем йăлт хăшкăлчĕç, краççынне те ил, лампине те ил. Кĕрĕшсе тырă вырнă укçисене пĕр пус юлмиччен пĕтерчĕç пуль ĕнтĕ!
Çавăнтах алăк уçăлни илтĕнет. Хĕрупраçсене çухăртакан йĕкĕтсем пĕрерĕн урама тухса вĕçеççĕ — тепĕр касри улаха каяççĕ-мĕн.
Эпĕ вĕсем тепре килсе тустариччен кĕтсе тăмарăм, хаклă кĕнекеме хул хушшине хĕстертĕм те киле тухса чупрăм.
«Йĕкĕт пулмасăр урăх нихçан та улахă каймастăп ĕнтĕ», — терĕм хам тĕллĕн.
Улахра «Нарспи» вуласа Тиххăн тусĕсен мăшкăлне куртăм пулсан та, ман хыçран хĕрупраçсем чупкалама тытăнчĕç. «Сантăр, вуласа кăтарт-ха çав Нарспи çинчен» текенсем кашни утăмрах тĕл пулаççĕ. Малтан эпĕ хамăр килте çеç вулакаларăм. Пыра-киле кӳршĕсем патне те тухса кĕрес пулчĕ. Мана çамрăксем çеç мар, çитĕннисем те, ваттисем те çăвар карсах итлеççĕ. Паян пĕрин патĕнче вулатăп, ыран — тепĕр киле чĕнсе каяççĕ те ушкăнпа пухăнса итлеççĕ. Хитре Нарспи ăраскалсăр пулни кашнинех хурлантарать. Часах ун пирки пĕтĕм ялйыш калаçа пуçларĕ. Зоя Савельевна кĕнекине каялла пама та вăхăт, анчах мана хăй çутнă вăхăтра каçсеренех кам патне те пулин чĕнсе каяççĕ. Нарспин кĕске ĕмĕрĕ çинчен çырнă поэмăна вуласа пама ыйтаççĕ. Ăна тĕлĕнсе кайса итлемен çын пирĕн ялта çук та. Манăн атте юмах-халап кĕнекисене пĕртте хапăл тумастчĕ (уншăн пулсан, пĕр-пĕр машина е ремесла çинчен çырнă кĕнеке пултăр!), эпĕ «Нарспие» сасăпа вулама тытăнсан, тӳссе тăраймарĕ, ман алăри кĕнекене туртса илчĕ те хăй вулама тытăнчĕ. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Вăт ку кĕнеке!.. Эпĕ чăвашла кун пек хăватлă çырма пулнине пĕлменччĕ-ха!
Анне çийĕнчех тĕпчеме тытăнчĕ:
— Кам çырнă-ши ăна? Прурук текенни пулĕ ĕнтĕ?
— Пророк вăл турă кĕнекисене çеç çырать. Кăна кам çырнине кăтартман та, пурпĕрех таса кăмăллă çын çырнă пулмалла. Ĕмĕтсĕр те пулнă иккен вăл Михетерĕ, Савик хуçа пекех хаяр, пуян Тăхтаманĕпе хурăнташланасшăн пулнă, тăван хĕрне те хĕрхенмен, — тесе, атте кĕнекене тепĕр хут тытса пăхрĕ.
Эпĕ ун чухне «Нарспи» поэмăна чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çырнине пĕлмен: «Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем» кĕнекере поэма авторне кăтартман; патша цензорĕсем пичетлеме чарасран хăраса, «Нарспи» поэмăна халăх хушшинче çӳрекен халап тесе ĕнентернĕ, «Нарспи» поэмăна кам çырнине халăх 1917 çулхи Аслă Октябрь хыççăн, Константин Иванов вилсен икĕ çултан тин пĕлме тивĕç пулнă.
«Нарспие» вуланă каçхине атте мана 1905 — 1907 çулсенче Хусанта «Хыпар» ятлă чăвашла хаçат тухса тăни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Революци хыççăн «Хыпара» та хупрĕç, патша чăвашсем çутта тухасран хăрарĕ пулмалла. Асту, кун çинчен ытлашши калаçма юрамасть, тем курса тăрăн.
Кăçал атте хăй валли «Газета-копейка» ятлă вырăсла хаçат çырăнса илчĕ, ман валли Хусантан Никольскин «Русско-чувашский словарь» текен кĕнекине кӳртерчĕ. Ремесла çинчен çырнă вырăсла кĕнекере ăнланман сăмах тĕл пулсан, эпир тӳрех çак словаре ярса тытатпăр. Кĕнеке тĕлĕшĕнчен манăн атте чи пуян çын вара, ялта кĕнеке-хаçат çырăнса илекен урăх пĕр çын та çук.
Хутран-ситрен пирĕн пата асатте килсе ларать. Чн малтан вăл мана шкулта менле вĕренннне терĕслеме тытăнать, тĕнчере мĕнле халăхсем пуррине ыйтать. Эпĕ вырăс, чăваш, тутар, ирçе халăхĕсем пур тетĕп.
— Э, поляксем ăçта пурăнаççĕ? — тесе тĕпчет асатте. — Черкессемпе грузинсем çинчен ма каламастăн?
Кун хыççăн асатте турă законĕ тăрăх ыйтать.
— Тĕнче мĕнле пуçланса кайнă?
Эпĕ пуп вĕрентнĕ пек калама тăратăп:
— Малтанхи кун турă... Анчах мана атте пӳлет:
— Тĕнче мĕнле пуçланса кайни çиичен эпир урăхла кĕнеке вуламанччĕ-и-ха?
Асатте турă кĕнекинче вĕрентнине çеç йышăнать. Атте çĕрпе уйăх тата çăлтăрсем ăçтан пуçланса кайнине ăслăлăх кĕнеки тăрăх каласа кăтартма тытăнать. Çавăнпа та ку тĕлĕшрен асаттепе атте хушшинче тăтăшах тавлашу тухса каять. Атте асаттен уйăрăлнă ывăлĕ, урăхла каласан, хăй кил хуçи, ĕлĕкрен пыракан йăла тăрăх, кил хуçи хăйĕн ашшĕпе те килĕшмесĕр юлма пултарать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...