Пăва çулĕ çинче :: Каçхи апат
Манăн жнейкăпа вырма вĕренес килет. Пуçра пĕр ĕмĕт çуралать. Пирĕн жнейка пур пек. Эпĕ çаврака тĕплĕ ларкăч çинче ларса пыратăп, алăри тил-хепене карт-карт туртса, лашасене «но!» тесе хăвалатăп. Эпĕ пĕр ана вырса пĕтернĕ çĕре мана тата тепĕр ана вырса пама ыйтаççĕ. Кĕçех çĕнĕ çурпилĕк пуçлатăп. Анчах ман хыçран çӳрекен çынсем пĕртте чакмаççĕ, ана вĕçĕнче кĕпĕрленсе тăраççĕ, мана кĕтеççĕ. Вĕсене курса, эпĕ лашасене пушшех хăвалатăп, кĕлте ытамĕсем жнейка платформи çинчен вĕлт те вĕлт сирпĕнсе юлаççĕ.
Сасартăк машина шăлтăр-шалтăр туса илет, çунаттисем çаврăнми пулаççĕ. «Машини çĕмрĕлчĕ» теççĕ кĕтсе тăракансем. Эпĕ улпут пек ларса пынă çĕртен сиксе анатăп та хамах машина çунаттисене алăпа çавăрса пăхатăп, юсама тытăнатăп. Вăхăт нумай та иртмест, кăлтăкне тупатăп. Машина каллех ĕçлеме тытăнать. Ăна вĕçĕнче чĕлĕм паккаса тăракан сухаллă мучисем тĕлĕнсех каяççĕ, «ашшĕне пăхнă», «пулас лаша тихаранах паллă», «ачи пултарать» текелесе мухтаса илеççĕ. Эх, ĕмĕт. Килте хамăр жнейка илме мар, çĕнĕ хапха тытмалăх чус та илейместпĕр.
Хиртен киле таврăннă чухне эпĕ урапа çине аннепе юнашар ура уссах лартăм. Атте тилхепе тытнă: «Но, айта, кайрăмăр», — тесе, лашана пушăпа хăраткаласа илет. Лаши пирĕн çын пекех чее, атте шухăша каясса çеç сăнаса пырать. Акă атте чăнах та лаша тилхепи çинчен манса каять, тем пирки шухăшлама тытăнать, ыйхă пуснă чухнехи пек тĕлĕрсе пырать. Лаша, хăлхине тăратса, пĕр енчен тепĕр енне пăрăнкаласа илет, çуд хĕрринчи кантăра тутанса пăхать, унтан, айăпа кĕнине туйса, хăех сиксе ӳкет, пĕр çĕр утăма яхăн чунса каять, лăпланать, «тепре ярса пусас-и е пусас мар-и» тенĕ пек, ерипен утма тытăнать. Яла çитес умĕн вăл пушшех те иртĕнет: çул хĕрринчен пăрăнса, çур тырри анисем çинех кĕрсе каять, пуçне пĕшкĕртсе, шурă шерепеллĕ сĕлле кап-кап хыпса илет. Кăна анне тӳссе тăраймасть, аттене вăрçса тăкать: «Ял кулли, лаша та тытса пыраймастăн», — тет.
Атте, ыйхăран вăраннă пек пулса, «но-о-о» тет, сулахай аллинчи тилхепине тăп тытать, сылтăм аллинче пушă пуррине астуса илет — çĕклет, анчах пушши тахçанах ӳксе юлнă. «Тăпру-у-у», — лашана чарать те атте мана пушă шырама чуптарать.
Тусанлă çул тăрăх пирĕн пекех вырмаран таврăнакан ялйышсем килеççĕ. Эпĕ, ӳксе юлнă пушша тупас тесе, лавсене хирĕç лĕпсĕртететĕп. Саккăрлатса явнă чĕн пушă шăпах ырашпа çур тырри пусси хушшинче çĕлен пек кукăрăлса выртать. Тепĕр çирĕм-вăтăр утăмран ăна хыçран килекен лав хуçи те курма пултаратчĕ. Эпĕ савăннипе пушша сывлăшра вăш-ваш! тутарса илетĕп те каялла чупатăп.
Ял хушшине кĕрсен, атте тилхепине мана тыттарать, хăй, табак хутаççи кăларса, чикарккă чĕркеме тытăнать. Эпĕ лашана тилхепе кам аллинчине часах систеретĕп, чĕн пушă вĕçне тутантарса пăхатăп. Лаша чăнк тăратнă хăлхисене сасартăк мулкач пек лăпчăтать, айккинелле пăхса, пуçне ухса илет, çилленет. Эпĕ ăна пушă аврине кăтартатăп, тилхепине турткалатăп, сасса хулăнлатса, асатте пек «э-э-э-ей, явăл!» тесе юнатăп. Лаша туять: текех кутăнланса ĕç тухмасть, ирĕксĕрех кал-кал утма тытăнать.
Эпир яла пырса кĕретпĕр. Хирĕç пулакансем, аттене курса, çĕлĕк илеççĕ: «Вырса пĕтерместĕр-и?» — тесе ыйтаканнисем те пур. Вĕсен умĕнче эпĕ тилхепепе лаша купарчине шаплаттарса илетĕп, хама хам пысăк çын вырăнне хурса шăхăрса та пăхатăп.
Ял варринчи кĕпер патне çитеспе лаша, хартлатса, тăруках сылтăма сиксе ӳкрĕ. Эпĕ чутах тӳнсе каймарăм. «Эй, Хушка!» — кăшкăрса пăрахрĕ атте. Эпĕ, лаша мĕнрен хăрарĕ пулать-ха тесе, малалла пăхрăм та хура тумлă пуп килнине курах кайрăм. Атте тилхепене ман алăран туртса илчĕ те, çилленсе, лашана çаптарма тытăнчĕ. Пуп умĕнчен эпир чуптарсах иртсе кайрăмăр.
— Пупсен пурнăçĕ аван, кайăк пек, акмаççĕ, вырмаççĕ, кĕркунне тырă çапса илнĕ-илменех лаша кӳлсе тухаççĕ, килтен киле çӳреççĕ, чиркӳ валли тырă пухаççĕ. Эх, самана, ыр курса çеç пурăнаççĕ, — сăмаха тăсса каларĕ атте.
Анне ăна вăрçма тытăнчĕ:
— Лука, мĕн эсĕ кирлĕ мара пуплетĕн, тем курса тăрăн, турра çиллентерĕн. Çитменнине, пирĕн прихут пупĕ те ытлашши ĕмĕтсĕр мар, ахалех çылăха кĕретĕн: Тăрăн пупĕ пулсан — ĕмĕтсĕр-тĕк ĕмĕтсĕр вара, ним калама та çук.
— Пуп куçĕ — нӳхреп куçĕ тесе ахаль каламан пулĕ ĕнтĕ, вĕсем пурте хресчен ĕнси çинче пурăнаççĕ, — çапла каласа, атте тилхепене каллех мана тыттарчĕ, табак хутаççине салтма тытăнчĕ.
— Ах, тупата туршăн, тата виççĕ ярса пуссан, киле çитетпĕр вĕт ĕнтĕ, епле-ха туртмасăр чăтаймастăн? — тарăхса каларĕ анне. — Лашине те хапхаран ху кĕрт ĕнтĕ, ача-пăчана епле ăна шанса пĕтермелле, хапха юпине çаклатĕ те тĕнĕлне хуçса пăрахĕ. Эх, яй-яй! Арçын вĕт!
Атте темскер каласшăнччĕ те — киле çитрĕмĕр, анне урапа çинчен сиксе анчĕ те хапхана яри уçса пăрахрĕ.
Пӳртрен пире хирĕç Ванюк чупса тухрă.
Хиртен таврăннă-таврăнманах тĕпелте кăштăртатма тытăннă анне тепĕр сехетрен пĕр чĕресе яшка тултарчĕ, теприне — турăх, пĕр хăпарту çăкăр çыхрĕ, сăмавартан пĕр кăкшăм вĕри шыв тултарчĕ, пахчана тухса хăяр татрĕ, шăрпăк арчине тăвар хучĕ, çĕтĕк çине хурса пĕр чĕптĕм чей çыхрĕ. Ку тырă вырма кĕрĕшне виçĕ тутар арăмĕ валли хатĕрленĕ каçхи апат. Ана пирĕн хире леçсе памалла, каллех лаша кӳлмелле, çĕр хута çӳремелле. Атте мана текех хире илсе каясшăн мар: «Сан вырăнта пулсан, эпĕ çывăрăттăм киленсе, айван, ăшă ыйха урапа çинче силленсе çӳрессипе улăштаратăн пулать», — тет вăл. Эпĕ хамăннех перетĕп. «Çул çинче чĕресри яшка тăкăнса каясран сыхласа пымалла», — тетĕп.
Каçа хирĕç эпир аттепе иккĕн каллех икĕ Пăла хушшинчи ана çине кайма тухатпăр. Ял хушшинче хĕрсем çимĕкри пек юрлани те, арçын ачасем шавлани те илтĕнмест. Кунĕпе хирте ĕçлесе ывăннă ялйышсем апатланнă-апатланманах вырăн çине тӳнсе кайнă. Хĕвел анăçĕ тĕксĕмленсе килнĕçемĕн ял шăплăха путать. Хутран-ситрен картишĕнчи сурăхсем ӳсĕрсе тусанлă сăмсисене тасатни çеç илтĕнет.
Акă эпир ялтан тухса çур тырри пуссине те çитрĕмĕр. Умри улăх урлă ыраш пусси те курăнать ĕнтĕ.
Пирĕн Хушка урапана шалтăртаттарса малалла юртать. Каçхи сулхăнта хирте аван... Лаша хăваламасăрах пĕр тикĕс лĕпĕстетсе чупать. Паçăрхи пек, иртĕнсе, сĕлĕ анисем çине те сĕтĕрсе кĕмест. «Но-о-о, янавар», — тет ăна атте. Эпĕ «янавар» мĕн иккенне пĕлместĕп, анчах ваттисем выльăха «чĕлхесĕр янавар» тесе ачашланине нумай илтнĕ. Пирĕн Хушка, янавар пулсан та, çын пек ăслă: кăнтăрлахи шăрăхра килте, витери сулхăнта, канма юратать, çĕрле улăха çитерме илсе тухнине кăмăллать. Халĕ те вăл икĕ Пăла хушшине çĕр выртмаллах каятпăр тет пулас. Йăнăшатăн, Хушка, эпир тутар арăмĕсене апат çитерсенех каялла килетпĕр, сана тăварса та тăмастпăр.
Тенкĕллĕ, çиттуниллĕ тутар арăмĕсем пирĕн ана çинче хур пек карталанса выраççĕ. Эпир киле кайнăранпа вĕсем пайтах вырнă, анчах ытлашши пĕшкĕнме юратмаççĕ пулас: вĕсем вырма тытăннă çĕртен çӳллĕ хăмăл пуçланса каять. Ку аттене килĕшмерĕ, тутар арăмĕсене вăл хамăр пек тĕпрен вырма кирлине астутарчĕ.
— Унта, хăмăлĕнче, ырашĕ çук вĕт, — тесе, аслăрах арăмĕ кулса ячĕ, тикĕт пек хура шăлне кăтартрĕ.
— Кĕлтисем капла та вăрăм пулаççĕ, — терĕ тепри, самрăкраххи.
— Тĕпĕнчен вырма пилĕк ыратать вĕт-ха, — тӳррĕн персе ячĕ писев сĕрсе хĕретнĕ питлĕскерĕ, чи çамрăкки.
Каçхи апата вĕсем каçалăк умне ларчĕç. Виççĕшĕ те хăйсен хутаççийĕнчен пĕр пек виçĕ чей курки тата пĕчĕк чейник туртса кăларчĕç, ăшĕсем пиçнĕ пулмалла, чи малтан чей ĕçме тытăнчĕç. Пирĕн пĕрчĕк чей вĕсен кăмăлне каймарĕ, хăйсен хутаççинчен пашалу пек хытă хăма чей кăларса чейник çине тĕпретсе ячĕç. Эпир апат кирек хăçан та яшкаран пуçлатпăр, тутар арăмĕсем чейрен пуçларĕç. Атте вырнă ана тăрăх утрĕ, миçе тĕм кĕлте пулнине сума тытăнчĕ. Эпĕ лашана, урхалăхне пушатса, хăмăл çинчи çамрăк пиçен çине ятăм та урапа çине улăхса лартăм.
— Малай, чей ĕçме кил, — терĕ питне писев сĕрнĕ тутар арăмĕ.
Эпĕ вăтаннипе нимĕн те чĕнмерĕм, пуçа çеç çĕрелле усрăм, питçăмартисем пĕçерсе кайрĕç.
— Эсĕ, малай, авланман-и-ха? Мана качча илместĕн-и? Çывăрма ялан çĕклесе кайăп, э?
Тутар арăмĕсем ахăлтатсах кулса ячĕç.
Чей хыççăн вĕсем яшка чĕресне хăйсен умне йăтса лартрĕç, аслăраххи шăршласа пăхрĕ те атте енне пăхса кăшкăрчĕ:
— Эй, хуçа, ку мĕн яшки?
— Така какай яшки, — терĕ атте.
— Такине кам пуснă?
— Эпĕ... Хам пусрăм.
Кăна илтсен, тутар арăмĕсем яшка чĕрессине чутах тӳнтерсе ямарĕç, айккине кайса лартрĕç.
— Эпир чăваш пуснине çиместпĕр, епле-ха эсир çавна астуман? Чăваш — тĕне кĕнĕ çын.
— Ак тамаша, — айăпа кĕнĕ çын пек ĕнсине хыçса илчĕ атте, — ан та кала, эпир ăна-кăна аса та илмен.
Яшкана пăрахăçланă тутар арăмĕсем типĕ çăкăрла хăяр çикелерĕç, турăха сыпкаларĕç те çĕр хута вырма ĕмĕтленее, каçалăк умне тăчĕç.
— Ирхине те чей вĕретсе килĕр.
Эпĕ çул çинче аттерен паçăрхи вăрра тытакан аçамăçлă çăра çинчен ыйтса пĕлес тесе ĕмĕтленнĕччĕ, чăваш пуснă така какайне тутарсем çименнине курсан, тĕлĕннипе ун пирки те манса кайрăм. Каялла киле çитнине эпĕ астумастăп: урапа çинчех çывăрса кайнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...