Пăва çулĕ çинче :: Хаклă кĕнеке
Атте текех хире тухса курмарĕ, ял хĕрринчи тимĕрçĕ лаççи алăкне уçса пăрахрĕ. Ун патне ĕç вăхăтĕнче те пыракансем нумай: пĕрин çурли мăкалса кайнă, теприн жнейки хирĕçнĕ.
Икĕ Пăла хушшинчи çурпилĕке тутар арăмĕсем вырса панă хыççăн пирĕн хирти ĕç пĕтрĕ. Эпĕ атте патне тимĕрçĕ лаççине чупма тытăнтăм, ăна вĕркĕч пусса тăма пулăшатăп, кĕтесри ещĕкрен вучаха кăмрăк илсе хуратăп. Йĕпреç çулĕ çинче Ухике тĕл пулнăранпа атте пĕрмаях ун пирки калаçать.
Ухик хăй те пире манса кайман иккен. Пасар кунĕ вăл ятарласах пирĕн лаç умне сулхăна пырса ларчĕ. Атте вăл Кронштадтра мĕнле пурăнни çинчен ыйтма тытăнчĕ.
— Флот службине çаклансан, çулталăкранах мана электромонтĕрсен курсне вĕренме суйласа илчĕç, — терĕ Ухик. — Вăл енчен питĕ те телейлĕ пултăм... Тĕлĕнмелле çынсем пур тĕнчере. Пире Синявский лейтенант вĕрентрĕ. Тем тума та пĕлет. Çапла ларнă çĕртех çиçĕм çиçтерме, аçа çаптарма пултарать. Çиçĕм çиçсе çумăр чашлаттарнă вăхăтра та хăрамасть, аçа çапасран мĕнле сыхланмаллине пĕлет. Хулара унта аçа çаптармаççĕ.
— Ăна эпĕ те илтнĕччĕ, — сăмах хушрĕ атте.
— Эпĕ хампа пĕрле Синявский лейтенант кĕнекине илсе килтĕм, — хыпар турĕ Ухик.
— Вăл çын кĕнеке те çырать-и?
— Синявский лейтенант-и? Пурие те пултарать, кĕнеке те çырать, карап çинчи машинăсене юсанă çĕрте те катартса тăрать, пралуксăр телефонпа та калаçма пĕлет... Хам патша пулас пулсан, ун пек ăста çынна эпĕ çуран уттарса çӳремĕттĕм, турă вырăнне хурăттăм.
Сăмсасăр карттус тавра эпĕ темиçе хут та пăхса çаврăнатăп. Ухик туять — мана унăн карттусĕ килĕшет. Тĕлĕнмелле пысăк карап çинчен калама чарăнать те вăл чĕрес пек сарлака тĕплĕ карттусне мана тăхăнтарать. Эпĕ, савăннипе ним тума аптраса, чĕлхесĕр ача пек, пĕр сăмах калаймастăп. Атте ман çине пăхса ялкăшса илет:
— Ха, епле килĕшет!..
— Сантăра вĕрентес пулать, — терĕ Ухик.
— Питĕрте пирĕн пек ачасене римислана вĕрентекен шкул пур-и? — хăюланса ыйтатăп эпĕ.
— Пур. Уссен сана хамах унта чĕнсе илĕп.
Эпĕ, савăнса, киле вĕçтеретĕп, аннене чаплă хăна килни çинчен пĕлтеретĕп, сăмавар лартма, çăмарта пĕçерме васкататăп:
— Анне, часрах, атте чей ĕçме килетпĕр терĕ. Ухик мана, ӳссе çитĕнсен, хулана илсе каятăп тет.
— Çитĕнсен унта куç курĕччĕ те, çитĕниччен пайтах салма çиес пулать-ха.
Анне сăмахĕсем мана килĕшсех каймаççĕ, эпĕ хама текех пĕчĕк ача тесе шутламастăп.
Хăна умĕнче анне кăштах ырă кăмăлланчĕ, ăна, сĕтел хушшине лартса, тĕрленĕ алшăлли тыттарчĕ, турилкке çинчи çăмартине илсе, ун умне шаклаттарса лартрĕ, тарават пулчĕ, Ухикĕн Ахпӳртри аппăшĕн ачисем çинчен те ыйтса пĕлчĕ.
— Ахпӳртре ыраш вырса пĕтерчĕç пулĕ ĕнтĕ?
— Паян пасара хир урлă килтĕм те, вырман анасем чăлт-чалт курăнкалаççĕ-ха, — тет Ухик, йывăç калекпе пиçнĕ-пиçмен çăмарта çисе, — аппа çемйи ыран çур тырри вырма тухас тетчĕ. Сирĕн мĕнле?
— Эпир тытса выртартăмăр, — мăнаçлăн тавăрать атте.
— Ара, упăшка мана йăлтах усала вĕрентсе ячĕ ĕнтĕ, — кулса илет сĕтел умĕнче ура çйнче тăракан анне, — хулари майра пек усрать, тырă та выртармасть, пир те тĕрттермест.
— Э, мĕнрен эсĕ майра мар? — ялкăшса илет Ухик. — Туму çеç чăвашла, ахаль эсĕ пур енчен те хула майри пек пурăнмалла: упăшку çĕрĕн-кунĕн укçа çапать.
— Укçи вăл епле килет, çапла каять, эпир, хресчен пулсан та, укçана тытма пĕлместпĕр... Уйрăлни миçе çул ĕнтĕ, çĕнĕ пӳрт те лартаймастпăр, ниепле алă çитеймест. Тепĕр чух вара Лукана вăрçса та илетĕп, хурăнташсен куçне курăнма аван мар тетĕп.
Анне пĕр вĕçĕмсĕр вĕтĕртеттерсе калаçни хăнапа аттене йăлăхтарса çитерчĕ пулмалла, вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, тулли чей куркийĕсене кăштах айккине тĕртсе, сĕтел çине чавсаланса ларчĕç. Эпĕ те сĕтел хĕрринче ларнă çĕртен шаларах, хăна çывăхнерех, сиксе лартăм.
Ухик кайма тăрать. Аттепе анне ăна ăсатма тухаççĕ. Эпĕ те вĕсенчен юлмастăп. Атте Ухик Кронштадтран илсе килнĕ кĕнеке пирки ыйтать.
— Вăхăту пулсан, атя халех кăтартăп, — тет Ухик.
— Вăхăчĕ çукрах çав, — сассине парать анне.
Атте вăл кĕнекене курасси çинчен тахçантанпа ĕмĕтленет.
— Паян пурпĕрех час каç пулать, сана ăсатмалла пырсах килес пулĕ, — тесе, атте мана витери лашана çавăтса тухма хушать.
Акă эпир хамăр лашапа Ухике леçме каятпăр. Аттепе Ухик урапан икĕ айккипе урисене усса ларнă, эпĕ хыçалалла пăхса пыратăп. Юпаллă çул анлă. Унăн. икĕ айккипе сарăхнă çерем кĕççеленсе выртать. Хăшпĕр тĕлте хытнă хуртуни, шурă чечек ӳсет. Лапăрах çĕрти улăхра сарă чечексем тапса тухнă. Лаша улăхри çерем çине ăшшăн-ăшшăн пăхса илет. Хыт суха вăхăтĕнче çак улăха эпĕ çитерме килкеленĕ. Анчах халĕ чарăнса тăма вăхăт çук пирĕн. Эпир темле чаплă кĕнеке курма каятпăр. Унта вăрăсене тытакан асамăçла çăра мĕнле тумаллине те кăтартса панă, тет.
Акă эпир кӳршĕ ялта. Лашана хапха ӳмне тăратса, пӳрте кĕретпĕр. Ухик хура шăлавар кĕсйинчен çап-çутă вăчăраллă çăра уççи кăларчĕ, тимĕр арчи патне кӳкленсе ларчĕ. Унччен те пулмарĕ, тимĕр арча купăс каланă пек янăраса юрласа ячĕ.
Ал лаппи хулăнăш хытă хупăллă кĕнекене Ухик, ӳксе çĕмĕрĕлесрен шикленнĕ пек, сыхланса тыткалать, йĕри-тавра çавăрса пăхать, тусан ларман-и тесе вĕрсе илет те атте аллине парать. Атте чи малтан кĕнеке ятне вуласа пăхать. Ун хыççăн эпĕ те «Электротехника» тенĕ сăмаха вулама ĕлкĕртĕм.
— Элементсем мĕнле тумаллине те каланă-и кун-та? — ыйтать атте.
— Элемент çинчен акă çак тĕлте çырнă, — тесе, Ухик кĕнеке варринчи картина çине кăтартать.
Атте каçса кайсах кĕнекене сасăпа вулама тытăнать. Эпĕ вырăсла пĕлкелетĕп те, анчах ку кĕнекери сăмахсене нумайăшие ăнланмастăн. Атте те пĕтĕмпех ăнланса пĕтереймест-мĕн, вулать-вулать те кĕнеке листине каялла çавăрса хурать, тепĕр хут вулама тытăнать. Унтан кĕнекен хуплашки çине пăхса илет, малтан пуçласа хыçала çитичченех пĕрер страницăн уçса тухать. Ухик аппăшĕпе йыснăшĕ пире паçăрах сĕтел хушшине сикме сĕнеççĕ, хăйсемпе пĕрле каçхи апат çитересшĕн. Аттен апат шухăшĕ-и-ха унта. Сĕлĕ сапса панă лашана кункра умĕнчен уйăрма çук, çавăн пекех атте те аллинчи кĕнекерен уйрăлаймасть.
— Сутмастăн-и? — тет вăл юлашкинчен, Ухик куçĕнчен йăлăннăн пăхса.
— Эпĕ ăна хам вуласа пăхасшăнччĕ-ха, — чеен тавăрать Ухик.
— Эсĕ ăна вунă хут та вуласа тухнă-тăр?
— Ара, илсе кай, — кулса ярать Ухик, — саншăн хĕрхенсе тăмăп ĕнтĕ.
— Мĕн чул ыйтатăн?
— Санран укçа илме аван мар та...
Атте тăваткал вăчăраллă сехетне туртса кăларать. Кĕмĕл хупăллă, виçĕ стрелкăллă çапакан сехет. Ун пек чаплă сехет пмрĕн ялта урăх никамăн та çук. Кĕсьерĕ чиксе çӳремелли пĕчĕк çеç çаврака сехет. Миçе сехет çитнине пĕлес тесен, циферблат çине пăхмасăрах пĕлме пулать — çапакан механизмне çеç чĕрне вĕçĕпе хускат: дзинь-дзинь-дзинь!.. янăратать.
Асатте хăйĕн салтак аттипе мухтанать-тĕк, аттен сехечĕ пур. Эпĕ ăна Ухике тыттарса хăварасси çинчен шухăшламан та, атте хĕрхенсе тăмарĕ, вăчарипех сĕтел çине хучĕ:
— Акă сана асăнмалăх, кĕнекӳ манăн пултăр. Пуçĕпех парса яр.
Килте шăллăм пире кĕтсе пӳрт умнех тухса ларнă.
— Мĕнле çитсе килтĕр, хăна турĕç-и, мĕн çитерчĕç? — ырă кăмăллăн ыйтрĕ анне.
Лаша тăварса пӳрте кĕрсен, хамăр илсе килнĕ чаплă кĕнекене мĕнле туяннине те каласа кăтартма тиврĕ. Анне пĕççине шарт çапрĕ те иксĕмĕре те ятласа тăкрĕ.
— Улталанă вăл сире, ухмахсене: ĕне вырăнне кушак çури илсе килнĕ вĕт эсир! Эй, яй-яй!.. Кĕнекине ăна çăкăр вырăнне тытса çиетĕр пулĕ ĕнтĕ?!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...