Пăва çулĕ çинче :: Тарçăра
Хир варринче кермен пек пĕр çурт сарăлса ларать. Ăна Савик хуçа хуттăрĕ теççĕ. Ман куç умĕнче туса лартрĕç çак çурта. Çӳллĕ никĕс çинчи шатрун пӳрт чӳречисем пĕтĕм хире çутатса тăраççĕ. Икĕ пӳрт хушшинчен сарлака крыльца тухать. Унăн картлашкисене суса та пĕтерес çук...
Симĕс калай витнĕ пӳрт хыçĕнчен чус тăрăллă кĕлетсемпе витесем, лупасайсем пуçланса каяççĕ. Пасар вырăнĕ пек аслă картишĕнчен виçĕ енне виçĕ хапха тухать. Кăнтăр енчи — вырăсла хапха, ăна чĕнтĕрлесе пĕтернĕ, хăма çапса кăвакпа сăрланă. Çак хапха Савик хуçа хăй тухса çӳренĕ чухне çеç уçăлса хупăнать. Иккĕмĕш хапха — хĕвеланăç енне тухать. Ăна чăвашсен авалхи йăлипе çивиттиллĕ тунă. Ку хапхаран Савик хуçа ывăлĕсемпе кинĕсем тухса çӳреççĕ. Хĕвелтухăç енчи хапха — тарçăсен хапхи, вăл пахчана икĕ пая уйăрса тăракан лаптăка тухма çул уçса парать. Çак лаптăк тăрăх пуринчен ытла Савик хуçан тарçисем хире е армана çӳреççĕ. Пахчаран тухсанах Савик хуçан вутлă арманĕ кĕрлесе ларать. (Ăна хуçа ялтан тин çеç куçарттарнăччĕ.) Арманăн икĕ енче икĕ кĕлет, сылтăмра авăртман тырă кĕлечĕ, сулахайра çăнăх хумалли кĕлет.
Эпĕ Савик хуçа патĕнче тарçăра ĕçлетĕп. Малтан вăл мана: «Аçу вырăнне чĕнтертĕм», — тесе савăнтарчĕ, двигатель ĕçленине пăхса тăракан пул терĕ. Пыра-киле çăнăх миххисем йăтакан Ваçикпе Якрава та пулăшма хушма пуçларĕ. Ваçикпе Якрав — Савик хуçан тахçанхи тарçисем, эпĕ слесарь, çавăнпа тепĕр чухне хама хам йăпатса илетĕп. Савик хуçа мана апат çитерет, арманта тăма кĕрĕкпе туллатнă сăхман-пиншак çĕлетсе пачĕ, çуркунне карттуспа атă илсе паратăп тет. Кăнтăрла кунĕпех арманта айкашатăп. Çĕрле хуçа тарçисемпе пĕрле выльăх пӳртне кĕрсе çывăратăп. Килте эрнере пĕрре — шăматкун — пулатăп.
Анне мана курмассеренех хĕрхенсе илет. «Çамрăклах тарçă ачи пултăн», — тесе хурланать. Эпĕ ăна: «Тарçă ачи мар — слесарь, атте пекех ремесла ăсти», — тесе йăпатма тытăнатăп. «Пурпĕрех мар-им, ĕçне хуçушăн тăватăн вĕт, хушăн мар, хырăмна тăрантарасшăн çеç тертленетĕн, апачĕ, пĕрех хутне, чĕре патне пымалăх пур-и? Ирхине мĕн çитереççĕ?»
Эпĕ йĕркипе ирхине, кăнтăрла тата каçхине мĕнле апат çитернине каласа паратăп. Çăкăрне хĕрхенмеççĕ, умран юличчен параççĕ, яшкине те тарăн чашăкпах антарса лартаççĕ, какайĕ вара шăршламалăх çеç лекет тетĕп. «Эх, ачам, ачам, аçу килте çукки хупларĕ, аçу килте пулнă пулсан, татăк çăкăршăн çын куçĕнчен йăлăнса çӳремен пулăттăмăрччĕ те вĕт», — тесе, анне шывланнă куçĕсене шăлса илет.
Атте хĕвеланăçĕнчи фронтран, окопран, çырусем яркалать. Нумай пулмасть сăнне ӳкерттерсе ячĕ. «Эпĕ сирĕнтен аякра пулсан та, сирĕн çинчен шухăшланипе шартлама сивĕре те шăнмастăп», — тенĕ сăмахсем пире çемйипех хĕпĕртеттереççĕ. Ун пирки эпир асаттеле асаннене, инкене пĕлтеретпĕр. Асанне апата лармассеренех пирвайхи татăка чĕпĕтсе çĕре пăрахать, чăваш туррисене асăнать. «Лукапа Михаля ывăлăмсене упра, сывлăхлă, алă-ураллă, куçлă-пуçлă çаврăнса килмелле пулччăр», — тесе кĕлтăвать.
Вырсарникун эпĕ, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухнине пĕлтерекен чан сассине илтсе, каллех Савик хуçа патне каятăп. Вара Фердинанд мадьяра чĕнсе тухатăп та, унпа иккĕн вутлă армана чĕртсе яратпăр. Фердинанд Австро-Венгри салтакĕ пулнă та вăрçăра вырăс çарĕ енне хăй ирĕкĕпе куçса килнĕ. Ун пеккисем пирĕн вулăсри управăра 20 çын ытла ĕçлеççĕ: хăшĕ тимĕрçĕ ĕçне хăнăхнă, хăшĕ пульницăри савăт-сапасене юсаççĕ, хăшĕ тата Йĕпреçпе Пăва хушшинчи çула, кĕперсене пăхса çӳреççĕ.
Фердинанда Савик хуçа земски начальник урлă ыйтса илнĕ, теççĕ. Малтанах хуçа Фердинанда пирĕнтен уйрăм усрарĕ, хăй пурăнакан пӳртре шăвăçран темле трубасем тутарттарчĕ. Хуçа аслă кинĕн пĕчĕк хĕрĕ вутлă армана пымассерен ман умра мухтанса илет: «Пирĕн матяр тем те тума пĕлет, йывăç валашка çине кукăр-макăр трубасем кӳртсе лартрĕ», — тесе калать. Ваçикпе Якрав хуçа Фердинанда мĕн тутарнине часах пĕлчĕç: сăмакун аппарачĕ. Юхмара каçунккă хупăннăранпа Савик хуçа земски начальник патне те, Пăвари пысăк çынсем патне те хăватлă кăрчама çеç тутарса каятчĕ, халĕ Фердинанд ăна эрехне те килтех тума вĕрентет иккен.
Малтанхи сăмакуна Савик хуçа хăй тутанса пăхнă, унтан Фердинанда та ĕçтернĕ, тет. Вăл хĕрĕнкĕ пуçĕпе пирĕн пата армана пычĕ те ик-виçĕ кун йӳçсе ларнă пăтратмирен эрех юхтарнине каласа кăтартрĕ.
— Хăватлă, спирт пек çунать, — терĕ.
Эпир Фердинанд килĕнче тăванĕсем пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлме тытăнтăмăр. Вăл, пирĕн вулăсра пурăнса, шакăртаттарсах чăвашла калаçма вĕренчĕ. Килĕнче Фердинандăн арăмĕ, ывăлĕ тата икĕ хĕрĕ пур, тет.
— Хăçан вăрçă пĕтет?
Кăна хирĕç Фердинанд татсах калаймасть, анчах вăрçă нумая пыма пултараймасть тет.
Сăмакун тума вĕрентнĕ хыççăн Фердинанда Савик хуçа хăй пурăнакан пӳртрен пирĕн пата — картишĕнчи выльăх пӳртне — куçарчĕ. Эпир ăна хапăл тусах йышăнтăмăр, пӳртри чи лайăх вырăна — пахчана тухакан чӳрече умĕнчи сака — патăмăр, хамăр виçсĕмĕр те кутнике йышăнтăмăр.
Каçсерен Фердинанд инçетри килне асăнса илет, вăрçăра мĕн-мĕн курнине каласа кăтартать. Эпир ун калавĕсене çăвара карсах итлетпĕр.
Сăмакун аппаратне тунă хыççăн хуçа Фердинанда ман вырăна — армана куçарчĕ, двигатель пăхса тăракан турĕ, мана: «Эсĕ халлĕхе çăнăх миххисем йăтаймастăн-ха, — тесе, карттуспа атă илсе памасăрах, ĕçрен кăларса ячĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...