Пăва çулĕ çинче :: Кристин


Хирти, пахчари ĕçсем пĕтсен, хăрупраçсем каçсеренех вăййа тухма тытăнчĕç. Эпĕ те, хам пек çамрăк ачасене пухса, ял хĕрринчи улăха тухрăм. Йĕкĕтсем пире сума сумаççĕ, хăйсем вăйă çывахĕнче ушкăн-ушкăн тăрса тем пирки сăмах тапратсан та, пире итлесе тăма памаççĕ, хăваласа яраççĕ, ху йарă пулмасан, кунта ĕнсе чышки те туянма пултаратăн. Çапла ентĕ вăл пирĕн пек ача-пăчасен, пур çĕрте те сыхă тăмалла.

Ан тив пире сума ан суччăр, йĕкĕтсен картине ан лартчăр, эпир пурпĕрех çур çĕрччен вăйăра çӳретпĕр. Каçхине лаша утланса улăха выртма кайсан та, лашасене сыхлама хамăртан пĕчĕкреххисене хушса хăваратпăр та хамăр вăййа яла таврăпатпăр. Эпир виççĕн пĕрле çӳретпĕр: Миккуль, эпĕ тата Шаккаман ывйлĕ Ортишка. Виçсĕмĕрĕн те çитĕннĕ йĕкĕтсем пек пулас килет. Вăйăри хĕрупраçсем патне çитсен, чи малтан карттуссене чалăш лартатпăр та йĕкĕтсем мĕн тунине пăхса тăратпăр. Керим Тарасĕ пуринчен шукăль тумланнă, тĕрленĕ çухаллă кĕпепе, тикĕт сĕрнĕ атăпа, аллинче саккăрлатса явнă чĕн саламат. Вăл купăс калакан Иваçпа юнашар вăйă тавра утать. Вĕсем хыççăн ытти йĕкĕтсем те кĕпĕрленсе пыраççĕ. Эпир, виçсĕмĕр те, пысăккисем пекех, вăйăри хĕрсем хушшинче хамăр пеккисене шыраса çӳретпĕр. Хитре юрлаççĕ пирĕн ял хĕрĕсем, вĕсен сасси пĕтĕм яла янăратать. Пăла тăрăх та таçта çитиех каять. Алăран алла тытăннă хĕрсем, йĕтем тавра тăнă пек, тем пысăкăш ункă туса çаврăнса тăраççĕ те пĕр кана ниçта хускалмасăр юрлаççĕ, унтан, ерипен сылтăм енне утса, кĕвĕ калаççĕ, тата пăртак тăрсан каялла — сулахай енне — çаврăнаççĕ. Ункă тулашĕнче пĕр хĕр сăнĕ те çук, кунта йĕкĕтсем, пирĕн пек арçын ачасем калле-маллĕ уткаласа çӳреççĕ. Паллах, йĕкĕтсен, хĕрсемпе курнаçса, куçран пахса пĕр-пĕринпе калаçмалла. Ушкăнта унашкал калаçма çук. Çавăнпа та вăйăри хĕрсемпе йĕкĕтсемшĕн ншсам пăсайми йĕрке пур: кашни йĕкĕт вăйăра алăран алла тытăнса юрлакан хĕрсенчен хăй-кăмăлне кайнине ушкăнтан уйăрса Пăла хĕррине илсе кайма пултарать. Унта лăпсаркка йăмрасем айĕнче, калаçса тăма улах вара — никам та кансĕрлемест.

Хĕвел ăшшинче сарăоса ӳснĕ курланкисем çил тухсан пĕрерĕн татăла-татăла айккине вĕçсе ӳкеççĕ. Çăвăн пекех вăйăри хĕрсене те йĕкĕтсем, пĕрерĕн-пĕрерĕн ушкăнтан уйăрса, Пăла хĕррине илсе каяççĕ. Çитĕннисен калаçма сăмахĕсем тупăнаççĕ-тĕр ĕнтĕ, пĕрисем юратни çинчен, теприсем çитес кĕркунне йĕтес туртса парне илсе парасси çинчен, виççĕмĕшĕсем хăйсен туйĕ çывхарни çинчен те калаçаççĕ пулĕ. Вăйăран уйрăлса иккĕн тăнă чухне хĕр хăйĕн савнине пиçиххи е тутăр парать, теççĕ. Керим Тарасĕ пĕрре пирĕн умра мухтанса илчĕ, кĕсйинчен тĕрлепĕ шурă тутăр кăларса пуçĕ тавра çавăрса кăтартрĕ.

Пысăккисене курса, Ортишка та вăйăран пĕр хĕре уйăрса илме тăчĕ. Чиркӳ кассинчи Катюша — вăйăри чи лутра хĕре — кăмăл турĕ вăл. Хăйне пĕр-пĕр çитĕннĕ йĕкĕт пырса хулĕнчен тытсан, Катюш хирĕçес-тăвас çукчĕ ĕнтĕ, Ортишка çулăхнине тӳссе тăраймарĕ вара — вăйă хушшинчен тухнă-тухманах Ортишакăна кăкăрĕнчен тĕртсе ячĕ те хăй каялла туртăнчĕ. Эпир Миккульпе иккĕн Катюш çулне пӳлтĕмĕр, иккĕн икĕ хулĕнчен çакăнса, Ортишка аллине патăмăр. Катюш каллех хирĕçме пăхрĕ, Пăла хĕррине утасшăн пулмарĕ. Эпир пысăккисем Катюш хутне кĕресрен шикленнĕччĕ, пире тивекен пулмарĕ, арçынсен ушкăненчен пĕри: «Çиттунинчен сĕтĕрĕр ăна, çиттунинчен», — тесе те кăшкăрчĕ. Эпир хăюланса кайрăмăр. Ортишка Катюша сулахай хулĕнчен сĕтĕрет, эпир ăна хыçалтан хавхалантарса пыратпăр, Катюш турткаланма тытăнсан, эпир ăна виçсĕмĕр те ярса илетлĕр, вăл ура ярса пусмассерен пире тустарать. «Çывăрасчĕ килте, ахалех ăшă ыйхăра татса çӳретĕр, айвансем, чĕчĕ ĕмме пăрахнă-пăрахманах вăййа тухатăр», — тесе питлет Катюш. Хăй çаплах малалла, Пăла хĕрринелле утать. Акă эпир ватă йăмра тĕлне çитсе чарăнтăмăр. «Виçсĕре те шыва кӳртетĕп»,— тесе» Катюш Ортишкăна сăпкари ачана йăтнă пек пилĕкĕнчен тытрĕ те шыв хĕррине илсе анчĕ. Миккуль каялла тарма хăтланчĕ. Эпĕ унăн кĕпи çаннинчен çатăртаттарса тытрăм, юлташа пăрахса кайнине систертĕм. Унччен те пулмарĕ, шыв шампăлтатни илтĕнсе кайрĕ. Эпир çавăнтах Çыран хĕррине сикрĕмĕр, Катюшпа кĕрмешме тытăнтăмăр. Анчах вăл, лутра пулсан та, пирĕнтен нумай вăйлă. Ортишка шывран йăраланса тухнă çĕре Катюш хăрах аллипее Миккуле, тепĕр аллипе мана та çухаран ярса тытрĕ: «Сире çĕнĕ ят хурас мар-и?» — тесе, шыва пуçхĕрлĕ чикме тăчĕ. Эпĕ икĕ алăпа та Катюш майĕнчен ярса илтĕм: «Асту, пăватăп, хăвна шыва сĕтĕрсе кĕретĕп» — тесе кăшкăртăм. Катюш, тен, пире çĕнтерейместчĕ те-и, Миккуль «анне!» тесе кăшкăрса яни хупларĕ. Сасартăк Пăла хĕрринчи йăмра айĕнчи каччасемпе хĕрсем сиксе тухрĕç. «Ай-юй, мĕскĕнсем», — тесе, пĕрисем Ортишка йĕмне пăрма тытăнчĕç, теприсем, Миккуле çурăмĕнчен лăпкаса: «Ан йĕр, пылак ĕмкĕчĕ ларăп»,— тесе мăшкăлларĕç.

Çакнашкал мыскара хыççăн эпир Катюша епле те пулин тавăрма тупа турăмăр. Ортишка хăратмалли чӳлмек тума пулчĕ, Миккуль йытăпа вĕслетес терĕ. Эпĕ вĕсемпе килĕшмерĕм, «Катюш Пăла хĕррине шыва кĕме ансан, кĕпине пытарса хурас»,— терĕм.

Лутра хĕр намăс кăтартрĕ пулсан та, эпир вăййа тухма пăрахмарăмăр. Ортишка çеç текех пысăккисем хыççăн кайса хĕрупраçсене йыхрав туми пулчĕ. Выртмара эпир хамăр хуçа, вăйăра халлĕхе пысăккисем тавра çеç çапкаланса çӳретпĕр. Çапах улăхри утсем патне васкамастпăр, хĕрупраçсем юлашки юрă юрличченех вăйă çумĕнчен хăпмастпăр:

 

Çирĕк çулçи çиле май,

Çирăк çулçи çиле май,

Атьăр, хăрсем, киле май,

Атьăр, хĕрсем, киле май.

 

Çакă юрă хыççăн вăйăри хĕрсем чăл-пар саланаççĕ. Халĕ йĕкетсем те хĕрсемпе пĕрлех каяççĕ, эпир — улăха таврăнатпăр.

Пĕррехинче пирĕн куç умĕнчех тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ.

Эпир Миккульпе выртмари лашамем патне тарăнатпăр. Ортишка пире ял вĕсне çити ăсатса яма пулчĕ. Кашни касрах вăйăран таврăнакан хĕрсем юрлани илтĕнет. Эпир ял варринчи кĕпер патне çитнĕччĕ кăна, пирĕн ума тăрантас кӳлнĕ тройка сиксе тухрĕ. Эпир кĕпер юпи çумне лăпчăнса тăтăмăр. Тройка кĕпер урла каçрĕ те Ухикĕн хупă çурчĕ хыçне чарăнса тăчĕ. «Ку тройка мĕншĕн шăнкăрав çакман?» — тесе шухăшласа илтĕм эпĕ. Унччен те пулмарĕ: «Хурах, хурах!» — тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ. Палланă çын сасси. Виçсĕмĕр те тăрактас патне чупса пытăмăр. Ак тамаша! Савик Сергейĕпе Керим Тарасĕ Кристин аппана тăрантас çине çĕклесе çапса вăрласа кайрĕç. Акă хайхи Савик ырлăхĕ мĕне пĕлтерет.

Эпир нимĕн тума антраса тăтăмăр.

— Эриаслу инкене пĕлтерес,— терĕ Ортишка.

— Лаша утланса хыçалтан хăвалас мар-и? — иккĕленсе каларĕ Миккуль.

— Эпир мĕн тăвайăпăр?

— Ăçта илсе кайнине пĕлĕпĕр.

— Пурпĕрех Савикпе Керим таврашне хирĕç тăракан çук. Эрнаслу инке хутне кĕрсе, кам кайĕ хĕр хыççăн? — тесе хучĕ Ортишка.— Мĕн пулсан — пулать. Кристин амăшне пĕлтермеллех.

Çак шухăшпа эпир хамар каса чупса антăмăр та Эрнаслу инке çурчĕн чӳречисене шаккарăмăр. Вăл та çывăрма выртман пулас, çийĕнчех кантăкне уçса пуçне тулалла кăларчĕ. Эпир каланă хыпар ăна тĕлĕнтерĕ тесе шутланăччĕ, йĕме, ылханма тытăнĕ, çĕр варринчех хурăнташĕсене пухса хĕрĕ хыççăн каясшăн пулĕ тенĕччĕ. Эрнаслу инке, эпир васкаса, такăна-такăна каласа кăтартатпăр пулсан та, пĕртте пăлханмарĕ, пире тав тăвас вырăнне ятласа тăкре, хĕре вăрласси авалтан пыракан йăла тесе, чӳречине шалт! хупрĕ.

Эпир, шăла çыртса, выртмари ачасем патне таврăнтăмăр. Эрнаслу инке Савикпе хурăнташланма тахçанах килĕшнĕ, Кристини çеç хирĕç пулнă, вăл: «Пуян патне кайса пуçа чикиччен ĕмĕр хĕр пуççăн пурăнатăп»,— тесе каланă пулать. Вăрласса та ăна амăшне пĕлтерсех вăрланă теççĕ. Пулĕ те çав, кам пĕлет. Эрнаслу инке пуянпа хурăнташлансан пурнăçĕ кăштах çăмăлланасса ĕметленнĕ пулĕ. Амăшĕшĕн мĕнле пулсан та, манăн Крастин аппана хĕрхенес килет. Вăл чун хавалĕпе хурах кăшкăрни халĕ те хăлхара янăрать. Вăрçă чарансан, Ухик таврăнмалла. Кристин ăна кĕтнĕ-çке-ха.

Малтан эпĕ Кристин туйне курма каясшан та марччĕ. Кăнтăрла иртсен, Ортишка пычĕ те кӳршĕ яла ертсе кайрĕ. Унта эпир шăнкăравсем. çакна лавсене хирĕç пултăмăр. Акă шурă пĕркенчĕклĕ хĕрпе çĕнĕ кĕрĕве лартнă тăрантас та пирĕн умран тĕрлеттерсе иртсе кайрĕ. Туй халăхĕ килĕрен киле çӳрет. Савик ăратнисем пурте туй кӳртме хатĕр тăнă иккен. Акă эпир туй курма пухăннă халăхпа пĕрле Арлан Ваççи пӳртне вĕлле хурчĕ пек сырса илетпĕр. Кĕрекере çĕнĕ кĕрӳ ларать. Унтан сылтăмра — туй ачисем, сулахайра — хĕрçумĕсем. Кристин Сергейрен уйрăм — хĕрçумĕсем хушшинче ларать. Йăла тăрăх, унăн «хĕр йĕрри» сăвăламалла. Эпĕ алăк патĕнче тăратăп. Йĕри-тавра халăх. Тĕрткелеççĕ. Кашни маларах тухса тăрасшăн. Урай варринче Керим Тарасĕ ташлать. Унăн аллинче саламат, хул урлă тĕрленĕ алшăллисем çакеа янă. Сĕрме купăс калакан Ухтияр икĕ урипе тăпăртатса сĕркĕчĕпе сĕрет. Тарас ăна хăвăртрах калама хистет. Ухтиярăн хĕç пек çӳхе пичĕ тăрăх тар юхать, тенкел хыçне çакнă кĕске алшăллипе вăл çамкине шăла-шăла илет, тем пек тăрăшать, васкать, чунпе парса вылять. Вĕçкĕн Тарас пурпĕрех купăсçă пултарайманшăн çилленнĕ пек, ташланă çĕртенех чарăна-чарăна тăрать, икĕ аллипе хăлаçланса Ухтияра васкатать. Çавăнтах вăл тайкаланса пирĕн умах тухать те пирĕн урасем çине пусать.

Тарас халтан кайса аллинчи алшăллийĕсене вĕçтеркелесе картишне тухсан, туй халăхĕ кăштах лăпланчĕ. Эпир пĕркенчĕк айĕнчи Кристан енне çаврăнса тăтăмăр, унăн тенкĕсемпе илемлетнĕ тухйи çине шăтарас пек

пăхатпăр. Акă вăл ĕсĕклесе йĕни илтĕнсе кайрĕ. Унтан сывлаш çавăрса илнĕ пек пулчĕ, «хĕр йĕрри» кĕввипе хăйне вăрлакансен аллли-ури типсе тесе ылханма пикенче, «çак куна курассине пĕлнĕ пулсан, манăн çуралас та пулман» тесе, пурнăçне ӳпкелесе илчĕ, унтан хайĕн тăванĕсене, хĕр-тантăшĕсене ятран асăнса çичĕ ют уйăрнине пĕлтерсе, сывпуллашма тытăнчĕ, ман ята та асăнса илчĕ.

 

Ырă шăллăмçăм Сантăр,

Турта тулли тур унта

Епле тытса кӳлĕн-ши?

Ырă пике пек аппуна

Епле ытарса хăварăн-ши?

 

Хĕр вăрлас йăла чăвашра авалтан пырать, теççĕ. Кун пирки эпĕ ваттисем калаçнине илтнĕ. Кристин аппана, ырă камаллă хĕре, ирĕксĕрлесе Савик хуçа кинĕ тума тăни чуна çӳçентерет. Епле вăл татăлса кайсах йĕрет, Савик Сергейне юратать пулсан, ун пек ылханмĕччĕ ĕнтĕ. Эх, хам пысăк çын пулсан! Ĕнерех ут утланса, Сергейпе Тарас хыççăн хăваласа, Кристин аппана хăтарнă пулăттăм. Инçетри Ухик кунта пулас-тăк мĕн тăвĕччĕ-ши?

Туй хăнисем тепĕр хут шавлама, алă çупса ташлама, ушкăнпа юрлама, такмак калама тытăнчĕç. Пĕркенчĕк айĕнчи Кристин аппа сасси илтĕнми пулчĕ. Манăн чунăм хурланчă, куç умĕнчех Кристин аппан кăмăлне хуçни, ун ирĕкне пăхăнмасăр туй туни мана калама çук тарăхтарчĕ. Пуçăмра каллех çĕнĕ шухăшсем çуралчĕç. Улăп пек пысăк та хăватлă пулас килсе кайрĕ. Кристин аппана халех туй халăхĕн аллинчен туртса илсе ирĕке кăларас килчĕ. Эх, самана! Епле-ха вăл çынна пусмăрлакансене те хирĕç тăма çук?!

Туй Савикĕн тепĕр касри хурăнташĕ патне тухса кайсан, эпир Ортишкăпа Пăла хĕррине шыва кĕме кайрăмăр.

Кристин туйе хыççăн пĕр-икĕ эрнерен эпĕ пĕр каçхине аннепе Эрнаслу инке калаçса ларнине куртăм. Эрнаслу инке пуян çынпа хурăнташланнăшăн пĕлĕтех ярса тытнă иккен, аннене çăвар та уçтармасть, манан хĕрĕн вăл та пур, ку та пур тесе мухтанса пĕтрĕ.

— Хам чухăн çын арăмă пулса пурнăçра ырă кураймарăм, хĕрĕм ăрахатленсе пурăнтăр ĕнтĕ,—терĕ вăл

— Тем пекчĕ, — Эрнаслу инкепе пĕр сассăн каласа хучĕ анне.

Эпĕ Кристин аппана курасшăн темиçе хут та Савик хуçа çурчĕ умĕнчен ирте-ирте кайрăм. Тĕл килмерĕ. Туйра ылханса юрланă хыççăн епле вăл ютра пурăнма пултарать-ха тесе тĕлĕнсе çӳрерĕм эпĕ. Ман шутпа, Кристин амăшне те парăнмалла мар, Савике те пăхăнса тăмалла мар, тухмалла та тармалла. Анчах амашĕ каялла кĕртмесен, ăçта кайĕ-ха вăл?

Ухик ман вырăнта пулас пулсан мĕн тунă пулĕччĕ-ши? Атте мана ун пек маттур пулма пехилленĕччĕ. Çак шухăш мана чылайччен канăç памарĕ. Эпĕ ирĕн те каçăн пурнăçри тĕрĕсмарлăх çинчен, пуянсем чухăнсене хĕсĕрлени, çын вырăнне картмасăр мăшкăллани, сума суманни çинчен шухăшласа çӳрерĕм.

Кĕркунне каллех некрутсен юрри илтĕнме пуçларĕ. Вăрçи кăçал та чарăнмăсть-мĕн. Çамрăксене каллех присăва чĕнеççĕ. Кăçалхи набора Савик Сергейĕ те лекет иккен, ăна çамрăк арăмран уйăраççĕ пулать. Ку мана Кристин аппана варланăшăн тавăрнă пекех туйăнса кайрĕ. Пĕр каçхине эпĕ Кристин аппа пирĕн патăрта ларнине куртăм. Упăшки салтака кĕнишĕн кулянса, вăл куççульпех йĕрсе ячĕ. Анне ăна лăплантарма тытăнчĕ:

— Халĕ самани çалла вĕт, пурте вăрçăра, ку инкек сан тĕлĕнтен кăна сиксе тухман, ытлашши хыпса ан çун,— терĕ вăл.

Кристин аппа виçĕ уйăх каялла хăйне вăрласа каякансене ылханса пĕтĕм туй халăхне тĕлĕнтернĕччĕ. Халĕ ăй юратман упăшкишĕн хыпса çунать. Тĕлĕнмелле иккен вăл хĕрарăм кăмăлĕ!